Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йытă тĕлĕкĕАслă халалТантăшсемТаркăнӐшӑ ҫумӑрАсамат кӗперӗ сӳничченПограничниксем

Пуҫелӗк


Ĕшенчĕк каç хăйне кĕттермĕ.

Тип утăран эс вырăн сар.

Çĕр тĕмески начар минтер-им

Шута кайса

Пуç ывăнсан?

Яш чухнехи пекех çӳçенĕп.

Ман çӳçенме сăлтавĕ пур.

Эп сисиччен эс хур пуçелĕк,

Пуçран сӳсе шур тутăр хур.

Эп юрă асилем пĕр çаврăм,

Вĕçсе пулам кăвак тĕтре.

Вунçиччĕри сăнпа,

Çап-çамрăк,

Сана курап эп тĕлĕкре.

Телейĕм виçине пĕлмесĕр

Ыйтам эп шăпаран пухут.

Нимле амак малта кĕтмесĕр

Пулам эп каччă

Тепĕр хут.

Савниçĕм,

Эс татах мантарăн

Хăш сылтăмне, сулахайне.

Каллех сыв пул темесĕр

Тарăн

Эс туй пĕркенчĕкĕ айне.

Юратупа ултав асапĕ

Шăнăçаймасăр пĕр çĕре

Чуна тăрук хура сăн çапĕ,

Сасартăк çурăлĕ чĕре.

Юлашки хут вара çӳçенĕп.

Унта эп тухăп тутăха.

Çĕн сăвă кĕнеки, пуçелĕк,

Эс хур ман сарă тупăка.

 

Унта —

Ман ĕмĕр,

Манăн сассăм.

Унта — санпа ман чĕресем.

Нумай, нумай килет пурнассăм.

Кĕлри

кăвар пек,

чĕрĕлем!

«Ман сăвва ăнланмастăн пулсан...»


Ман сăвва ăнланмастăн пулсан,

кай кунтан.

Сăввăмсем ахальтен çуралман:

эс — савман.

 

Иртсе кайнă асап — хут çинче,

чун çинче.

Тĕлĕнтермĕш те чĕмсĕр тĕнче —

мал енче.

 

Макăрмастăп, кулмастăп, куран:

чун — чултан.

Иртнине хӳсе кайнă тăман —

шур тусан.

 

Тем сиссе пăшăлтатрĕ йăмра.

Эс — умра.

Пуласси те, иртни те сăнрă,

сăввăмра.

 

Ман сăвва ăнланмастăн пулсан,

кай кунтан.

Чул чунран шăтса тухрĕ — йăпăн —

чĕр тюльпан...

«Авăнать шур хурăн, авăтать куккук...»


Авăнать шур хурăн, авăтать куккук,

Эп сана саватăп, эсĕ мана — çук.

Юнашар утатпăр: иккĕн — ик çулпа,

Куккукран килет пек санпа ман шăпа.

 

«Хăçанччен-ши кĕтĕп?» — ыйтрăм куккукран.

Авăтмарĕ урăх... Чĕрере — суран.

Эс сивлеккĕн култăн, пăр пекех куçу,

Ах, тинех ăнлантăм: малалла çул çук.

 

Сурана пăхмасăр, пухрăм та вăй-хал,

Ыр сунсах ăсатрăм, култăм, султам ал.

Çĕн сукмак шырарăм пĕчченех темччен,

Вăрманпа калаçрăм çут тĕнче çинчен.

 

«Ман пекех вăл пурнăç, пурнăç — сĕм вăрман,

Халиччен никам та хурсăр пурăнман...»

Чăтлăхлă вăрман-мĕн чăннипех — тĕмен:

Аякра сассу сан, эс мана чĕнен.

 

Акшарпа та чупрăм, ашрăм шурлăхра,

Пулăшма васкатăп: эс — хăрушлăхра.

Йăлăнса тинкертĕн, куçунта — вучах,

Ман куçра — шеллев те ырату анчах.

 

Чăтлăхра хăвармăп йывăр чух сана,

Ăнланса çеç илччĕ: кăткăс самана.

Чир-чĕрне эп сиплĕп — чухăн мар вăрман,

Чĕрери сураншăн эмел çук халь ман.

Малалла

«Инди фильмĕсенчи юрăту асамне ăмсанса...»


Инди фильмĕсенчи юрăту асамне ăмсанса киленместĕп.

Сурхури каçĕнче Сан сăну тĕкĕрте куласса ĕненместĕп.

Юмахри паттăр пек çăлтăр куçлă та мар эс, хура йăлтăр куçлă,

Кăлкан мар-тăр çӳçӳ, сăмала пек хура çӳçлинех, тен, эп куçлăп.

 

«Юратать, юратмасть...» — таткаламăп салтак тӳмине — усси пулмĕ,

Пурăнас çеçкене тĕк тăмалăх, чĕмне вăрласа, вилĕм кӳмĕп.

Тур пӳрни, ăраскалăм пулсан, хăй килет, тет, вăл çенĕк вĕçне.

Шанчăкпа хĕмленсе эп упрап çамрăк хĕрĕн таса тивĕçне.

Ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă


Халăха çутта кăларас тĕлĕшпе ĕçленĕ шкулсем хушшинче эпĕ вăй хуракан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри шкул та паллă вырăн йышăнать. Хăй вăхăтĕнче ӳсентăрансем çутта туртăннă пекех, çак ял таврашĕнчи ялсенчен кăна мар, кӳршĕри Етĕрне, Элĕк тата Çĕмĕрле районĕнчи ялсен ывăл-хĕрĕсем те Штанаш салинчи вăтам шкула васканă, вулама-çырма хăнăхнă.

Шкул историйĕ пуян та нумай енлĕ. Революциччен Штанаш сали Атай вулăс центрĕ шутланнă, ку вулăсра пурĕ 63 ял пулнă.

Салара удел училище вырнаçнă. Документсене ĕненес пулсан Штанашри удел училищине 1842-мĕш çулта уçнă. Кун пирки Илья Николаевич Ульянов шкула 1871-мĕш çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче кунта вĕрентӳ ĕçне мĕнле йĕркеленине тĕрĕслеме килсен çырса хунă. Чăннипе вара шкула унчченех уçнă, вырăнти чиркӳ çумĕнчи хурал пӳртĕнче 1841-мĕш çулта Иван Александров Лебедева ачасене вĕрентме ирĕк панă, вăл ачасене çак çуртра çулталăк хушши вĕрентнĕ. Хĕрлĕ Чутайри тата Штанашри шкул çурчĕсене (вăл вăхăтра таврара пурĕ те икĕ шкул кăна пулнă: Хĕрлĕ Чутай тата Штанаш салисенче) вара 1842-мĕш çулхи августăн 5-мĕшĕнче туса пĕтернĕ, Ульянов шăпах çак шкулсене тĕрĕслеме килнĕ те.

Малалла

«Ĕнтĕ курăк йĕп-йĕпе...»


Ĕнтĕ курăк йĕп-йĕпе.

Шуралать çу каçĕ.

Иккĕн хур сукмакĕпе

Калаçса утаççĕ.

 

— Шухăшла эс пуç тавра, —

Хĕр хуллен ятларĕ, —

Качча ил, ун чух вара

Чуптума кам чарĕ?

 

Каччă-тус пăхать ун-кун:

Миçе каç ан çывăр?

Миçе кун вутри пек çун?

Кĕтесси-çке йывăр...

 

Хĕр тахçан та вăл — хĕрех.

Хăй йĕркишĕн калĕ.

Ятласан та, пурпĕрех

Юратса ыталĕ.

 

Халь кăна йăваш сăнран,

Алла илĕ ирĕк, —

Вăл сана çулталăкран

Пăркăç парĕ çирĕп.

 

Пĕр тĕллев те, пĕр кавар

Сирĕн пулĕ вĕçĕм.

Пӳрнепе тĕкĕнме мар,

Çĕклĕн алă вĕççĕн...

 

Хускалмасть Çавал ирччен.

Ĕшенмен ан тейĕр,

Çывăрать вăл, туй иртсен

Евчĕ каннă евĕр.

 

Ĕнтĕ курăк йĕп-йĕпе.

Шуралать çу каçĕ.

Иккĕн хур сукмакĕпе

Чуптуса утаççĕ.

Кил ман пата, чун савниҫӗм


паян кунччен — пĕччен,

КИЛмерĕн МАН ПАТА.

пуш-пушă ЧУНăм хăтлăхне çухатрĕ.

САспах ӳлет пек çыВăхри ката,

ыр ĕмĕте çак каç тухатрĕ.

шур çеçкеНе тата-тата,

чĕрем ӳпкев çуратрĕ,

çак çĕрлехИ сада

куçÇуль çутатрĕ,

пĔр турата

çил татрĕ —

Малта...

«Шăпам санран тартать пулсассăн...»


Шăпам санран тартать пулсассăн,

Сукмак шырамăп сан патна.

Куççуль тăкса сывламăп ассăн,

Хĕрӳллĕн асăнмăп ятна.

 

Ан тив, чуна çурса янратăр

Алри гитара ян та ян!

Сан чĕнĕвне çĕнсе хуплатăр —

Ĕнерхи кун килмест паян.

 

Шăпам санран тартать пулсассăн,

Ман хамăн çул, эс ан кулян.

Кĕрлет гитара çирĕп саслăн:

Ĕнерхи кун килмест паян.

 

Шăпам санран тартать пулсассăн,

Сукмак шырамăп сан патна.

Куççуль тăкса сывламăп ассăн,

Хĕрӳллĕн асăнмăп ятна.

Хамашкал эп


Хамашкал ман туйăм. Хамашкал ман кăмăл.

Хамашкал пулнăран пурăнма та çăмăл.

Телейлĕ ман ĕмĕр. Телейлĕ эп — пĕлĕр!

Пысăк пуçлă çын мар, ятран кăна чĕнĕр.

 

Анне парнелерĕ мана çивĕч ăсне.

Атте парнелерĕ мăшăр кăвак куçне.

Ял-йышпа тăвансем вăй-хал парнелерĕç,

«Тăхăрьял ятне эс çĕклеме пĕл!» — терĕç.

 

Хамашкал ман туйăм. Хамашкал ман кăмăл.

Хамашкал пулнăран пурăнма та çăмăл.

Çĕнĕ вăйпа эп кĕрĕп Çĕнĕ ĕмĕре,

Çĕкленсе таптăрах ман кăварлă чĕре!

Пурнӑҫ — пурӑнма


Ачалăхпа çамрăклăх савăнăçĕ пулнă колхоз театрĕн актерĕсене асра тытса

 

1

Тăрхала пĕчĕк пӳлĕм, пĕр-пĕрин çумне ретĕн лартнă тăватă сĕтел, вĕсен хушшинче вун икĕ арçынпа виçĕ хĕрарăм.

— Урăх кĕтместпĕр. Килмеççĕ. Уçар кĕленчесене, тултарар черккесене, — терĕ арçынсенчен пĕри.

— Кĕтмелле те марччĕ! — хĕрӳленчĕ тепри. — Кам театр хупăннишĕн çунсах çунать, вăл — кунта, хурлăхлă пумилккере. Вĕсем? Савăнаççĕ те пуль-ха. Савăнаççĕ паллах! Енчен те çак хура элчел килсе çапман пулсан-и? Е хăйсемех тухса каятчĕç пĕçерейменнине чухласа илсе, е, ниепле те чухлайман пулсан, эсĕ ху кăларса яраттăнччĕ вĕсене, Владислав Сергейч. Капла — сăлтав: актер ĕçне ирĕксĕр пăрахнă, намăс мар.

— Сан шухăшупа Елизар Асланов та пĕçерейменни-ха? — сиввĕн ыйтрĕ виççĕмĕшĕ. — Ăна хурласшăн янрашса илтĕн. Чи малтанах — ăна. Ах, Рябинин! Ах, йӳçĕ пилеш! Ах, Хĕлимун — кĕвĕç чун! Хăçан пăрахăн-ши эс çынна путарса çĕкленме хăтланас йăлуна. Асланов пирĕн театршăн Ургалкинччĕ.

— Ургалкинччĕ! Качалов марччĕ-и тата? — ахăлтатрĕ лешĕ. — Ху хăçан пăрахăн-ши, Ежов, ăна виçесĕр мухтама? Вăл пуçану тăк ун ятне асăннă-асăнман сиксе ӳкмелле ĕнтĕ сан ăна мухтама-хӳтĕлеме. Тепĕр тесен урăх кирлĕ пулмĕ эсĕ ун хутне кĕни. Кончал, виçĕм çул хамăр лартнă «Анисса» спектакльти пек каласан.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 108 109 110 111 112 113 114 115 116 ... 796