Пĕчĕк вĕрентекен


Тахçантанпах канăç памасть пĕр шухăш Кронида. Хĕрĕх урлă каçнă пулин те акăлчан чĕлхине вĕренесси пуçран тухмасть унăн.

Пĕрле выляса ӳснĕ, пĕр парта хушшинче ăс пухнă юлташĕпе тĕл пулмассерен ăмсану туйăмĕ çупăрлать ăна. Ильяс, Хусанти педагогика институтĕнчи ют чĕлхе факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, акăлчанла шыв юххи пек шăнкăртаттарать. Куçаруçă ĕçне те пултарать. Тăван чĕлхепе калаçма та нихăçан именсе тăмасть. Тутарла тĕшмĕртет. Турă паниех пулĕ ку унăн.

Шкул сакки çинче чухнех килĕштеретчĕç туссем нимĕç чĕлхине, ăмăртмалла алă çĕклетчĕç урокра. Паян вара аслă пĕлӳллĕ Кронид, тĕп инженер, хăйĕн тусĕ Ильяс тепре килнĕ çĕре акăлчанла вĕренме çирĕп тĕллев лартрĕ. Уншăн пĕтĕм пушă вăхăтне, вăй-халне шеллемĕ. Пулăшса пыраканĕ пĕчĕк ывăлĕ пулĕ. Аслă хĕрĕнчен те канаш ыйтĕ.

Эльдар садикрех акăлчан чĕлхи вĕреннĕ. Шкулта аван ĕлкĕрсе пырать. Кассетăсемпе те анлă усă курать. Ашшĕ калаçнă хыççăн «учитель» пулма хаваспах килĕшрĕ 5-мĕш класа çӳрекенскер.

— Юрĕ, — терĕ кĕскен, шкапран акăлчан чĕлхин вĕренӳ кĕнекине йăпăр-япĕр туртса кăларчĕ. Алфавит патне уçрĕ. — Малтан сас паллисемпе, вĕсене мĕнле каламаллипе паллашăпăр. Унсăрăн вулама вĕренейместĕн, — тимлĕн ăнлантарчĕ вăл. Вуларĕ, магнитофон итлеттерчĕ. Чĕлхене мĕнле, ăçта перĕнтермеллине кăтартрĕ. Вĕренӳ дисциплини çирĕп пуласси малтанах сисĕнчĕ.

Уроксене 19 сехетре пуçлама, тăхтав 15-шер минут тума калаçса татăлчĕç ашшĕпе ывăлĕ. Будильник шăнкăравĕн сасси тăхтава пĕлтерчĕ.

Вăхăта сая ямасăр Эльдар пикенсех тетрадь çине кăранташпа тӳрĕ йĕр туртрĕ. Шкулти пекех дневник, хăй валли журнал хатĕрлерĕ.

Эльдар Кронидович чăннипех канăçне çухатрĕ. Урок хатĕрлет те хăйĕн «вĕренекенне» кĕтсе кускалама пуçлать. Куçĕ сехет çинчен каймасть. Шăнкăрав янăрасанах апат çинĕ çĕртен сиксе тăрса алăк уçма васкать.

— Мĕнле вĕренекен пулчĕ ку? Пĕрмай кая юлать. «Иккĕ» лартса паратăп-ха акă...

Вăхăтра çитейменнишĕн каçару ыйтса ашшĕ пашкаса кĕрет. Мĕн туса ĕлкĕрмелле? Хырăм та выçă. Умне алфавит хурса сыпма тиврĕ вĕри яшкана.

Малтанхи утăмсем йывăр. Йăнăш хыççăн йăнăш. Апла пулин те çине тăрсах малалла талпăнчĕç пуç усманскерсем.

12 таран шутласси алфавит вĕренессинчен кая мар пăшăхтарчĕ. «2» хыççăн «2» вырнаçрĕ дневника. Пĕçерккĕ те самаях лекрĕ аслине. Хăш-пĕр чухне, кулăшла самант килсе тухсан, пĕчĕк вĕрентекен:

— Пĕтрĕм иккен тинех! Тытăр мана, — вайĕ пĕтнĕ пек урисене лĕнчĕр ярса урайне тĕшĕрĕлет. Варне тытса кулать.

Сăмах хутаççи тулсах пычĕ. Майĕпен кĕске диалогсем тума хăнăхрĕç хайхискерсем. Ир-каç пĕр-пĕрне асамлă сăмахсемпе акăлчанла ăсатса кĕтсе илчĕç.

Ашшĕ тĕлĕкре те ют сăмахсемпе перкелешме тытăнчĕ. Паян вара дневникре пĕрремĕш «4» курăнчĕ.

«Тар юхтарни ахаль мар иккен. Тен «5» те лартса парĕ-ха кăштахран», — шухăшларĕ савăнăçне пытармасăр ашшĕ. Хĕрлĕпе çырнă асăрхаттарусем аякранах курăнаççĕ: «Урокра ан çывăр», «Кая юлса ан çӳре», «Апат çинчен мар, урок пирки шухăшла».

Малаллахи уроксенче Эльдар Кронидович «вĕренекен» çĕнĕ сăмахсене мĕнле астуса юлнине тĕрĕслерĕ. Диалог тума ыйтрĕ, хăй дневник çине «5» çавăрса хучĕ. Пĕрремĕш «5» савăнтармаллипех савăнтарчĕ çитĕннĕ çынна! Ыталаса илчĕ те ывăлне маччаналла çĕклерĕ.

Урок вĕçленнине систерсе будильник сасă пачĕ. Пĕрле савăнать тейĕн!

— Ильяс тусăм тепре килнĕ тĕле калаçма çеç мар, шăкăртаттарса вулама та вĕрентĕ-ха мана юратнă ывăлăм, — хавасланчĕ ашшĕ. — Эпĕ вара тусăма çуралнă кунĕ ячĕпе акăлчанла саламлăп...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: