Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йытă тĕлĕкĕСана ҫырма сӑмах ҫитетКулăш кустăрмиЛаохЯл калавĕХĕрлĕ тюльпанСăвăсемпе поэмăсем

Апрель: юлашки юр


Чирлетĕп те, — йăлт куранать мана

Халь — юлашки пек...

Ю. Словацкий

 

— Пĕтнĕ вăй пек çакă юр!

Кăçалхи те мар, — мĕн пур

пурнăçри чи юлашки

шурă-шурă-шурă юр!..

Вилĕмĕн шурри, тен, пур

апрельти çак тăманра...

Вилĕм-юр!.. — вĕркет манра!

Сивĕ унăн шур мĕлки

тăван мар тавралăхра...

 

— Çук-ха, пуç пулман хальччен

«юлашкилĕх» ĕренки

шăпамри пăлханура.

Акă ирĕн çутинчен

темĕн сăрхăнса кĕрет, —

пӳлĕме-и е чуна?

Кам е мĕн чĕнет мана?

Еç е шанчăк? Е — кĕтрет?..

Е — çĕнелнĕ юр çути,

çӳл тӳпе хыпарçи пек,

чунăн «чи тĕпне» çити

çĕкленет — çĕр анлăшпех:

тем пуплет сассăрлăхра —

вăранас Сăмахăмра.

Ансат-мĕн...


Акă,

вĕçĕ пур — юратун.

Анчах

вĕçĕ çук — ыратун.

 

Юрату,

пĕр пĕтĕмлĕхрен,

уйăрăлать те пĕтет — юратусăр.

Юлать — ырату,

унăн — хăйĕн «саккунĕ»:

чунăн хĕрхенĕвĕ тек çуккипе

ӳсет (тен, кăштах тӳрккесрех те калатăп)

«хими япали» пек — шеллевсĕр,

асанлантарма çеç юлать,

каçарусăр.

«Юлташ, çĕкленĕн тӳпене кĕç эсĕ...»


«Юлташ, çĕкленĕн тӳпене кĕç эсĕ.

Хăвпа мĕскер илетĕн эс, кала?»

Чĕнмест пĕр хушă çăлтăрçă-вĕçевçĕ,

Куç харши çеç çунат пек хускалать.

Çĕмрен-ракети шанчăклă та çирĕп.

Юр-вар çитет.

Çире вĕр-çĕн тумтир.

Илес тесен те, урăх памĕ ирĕк,

Виçе шутне ирттермĕ командир.

«Мĕн илĕн урăх?» —

Йăл кулать тус пирĕн.

Телей пекех хĕвеллĕ ун кулли.

Пит-куç тулли çĕршывăн çутă ирĕ.

Юратнă тантăшсем ытам тулли.

Чăн туслăхра пур кивелми илемлĕх.

Эпир саватпăр кăмăл илемне.

...Тăранмасла, кайран аса илемлĕх

Юлташ пăхать умри сăнсем çине.

Сар çулçăсем хулен шыва ӳкеççĕ,

Çыран мĕлки çур Атăл таранах.

Чăваш çыранĕ, калăн, хăй вĕçевçĕ —

Тем çӳллĕшех çĕкленнĕ таврана.

Хаваслă тус самант алне çĕклет те

Калать савса:

— Мĕн илĕп уçлăха?

Кĕр илемне, мăн Атăла илетĕп,

Юратăва, кăвар пек туслăха!

Ял çĕрле


Каç, хӳме çуммипе вите çывăхнелле шуса пыракан лаша вăрри пек, малтан итем хыçне, кайран ял çине ерипен шуса килет.

Хĕллехи хĕвел анăç çуллахи пек хĕрлĕ мар. Хĕллехи хĕвел анăç тăхлан майлă хурарах пĕлĕтсемпе хупланса илнĕ. Çавăнпа хĕлле ял-сăрт çамкийĕсемпе ял умсем çине хĕрлĕ мĕлке ӳкмест. Анчах — хитре хĕллехи каç.

— Ванюк, улаха кайиччен лашана утă пама ан ман, асту...

Лашана утă парать. Унтан пилĕкне чĕн пиçиххине лайăхрах çыхса лартать те урама тухса каять çамрăк.

Пур килĕре те çавăн пек. Малтан кил-çурта пуçтараççĕ, унтан — урама. Малтан кил-çурта та ачана кипкелесе вырттарнă пек майласа хăвараççĕ те кайран — улаха!..

Çамрăксем урама, ваттисем киле юлаççĕ. Ваттисем — кĕнчеле, пушăт, шĕшлĕ таврашĕнче...

Çĕнĕ сăмах мар ĕнтĕ ку, çĕнĕ мар. Анчах çаплах темшĕн калас килет ун çинчен. Темшĕн кăшт лампă çутипе çуталкаласа ларакан чӳречесенчен чĕвенсех пăхас килет хĕлле. Темшĕн итлес килет çĕрлехи калаçăва. Те шур юртан, те чӳрече петлисем вăрттăнăн чĕриклетнĕрен, темшĕн...

 

* * *

Ак ик чӳречеллĕ пӳрт. Пӳртри лампă çути урама тухса çула урлă каçса ӳкнĕ. Вăл çутă чӳречесем умĕнчи йăмра витĕр килсе тухнăран çул çине ахаль çутă çеç мар, тĕпленĕ çутă пăрахнă. Йăмра тураттисем кăшт ашкăнкаласа тăнăран вăл та, çул çинчи шурă тĕрĕ те ашкăнкаласа выртать...

Малалла

Лирикăллă проза çыравçине


А. А.

 

Тăван сăмахăн чĕлтĕревлĕ,

вĕри таппиллĕ кĕввине

ыр вăй хушса эс кĕртрĕн меллĕ,

илемлĕ, çӳллĕ йĕркене.

Пил евĕр пулнă çакă туртăм

юлайтăр терĕн пиллĕхех, —

чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн

хальхи ачаш нарспилĕхе.

Ăна эс — чĕрӳнте сăнанă

хавхалану Хунти туса...

Ак санăн Кĕнекӳ, тăванăм:

тивлетлĕ хĕрлĕх пек таса!..

Кăçалхи юр


Хĕветĕр Мадурова

 

Юр — шав кăштăртатать,

Хресчен пек тĕрмешет.

Ав, чăтлăхпа пырать, —

 

Унта вăл çул çӳревçĕ пек çӳрет.

 

Хир çавракалăхне

Майлать вăл, йĕркелет.

Юсать — сăрт кăлтăкне, —

Ăна вăл скульптор пек «гармонилет».

 

Чуна, тĕрек пĕтсен,

Тем сĕннĕ пек ĕрет,

Пĕлтерĕшлен, майпен.

 

Çын ăсĕнче — вăл сăвăç пек ĕçлет.

Хĕр чупакĕ


Ăс-хакăла пуç тайнă тапхăр.

Ракета, атом, этилен...

Çапах çур чечекне мухтатпăр.

Çыратпăр хĕр тути çинчен.

 

Ĕрĕхтерсе кунçул чупать-и —

Йӳçет-ха çамрăклăх çĕпри.

Ах, хĕр чупакĕ, хĕр чупакĕ,

Халь çеç чуптунă пек вĕри.

 

Вăл сан пекех вăтанчăк питĕ.

Епле-ха эс ăна сисмен?

Ун пĕтĕм куçĕ, пĕтĕм пичĕ

Пĕр пысăк юрату иккен.

 

Чуна вăратрĕ пăшăл сасă.

Эс паттăр çын-и е айван?

Эп чуптуса курман пулсассăн,

Мĕнлерех-ши пулăттăм паян?

 

Вăл, юрату, яланлăх юрă.

Ăна мухта эс ĕмĕрех.

Кун пек, тен, ырлăх килмĕ урăх, —

Телейлĕ çын эс пурпĕрех.

 

Ас-хакăл пуç тайнă тапхăр...

Çук, кăмăл çырлисем типмен.

Çур чечекне эпир мухтатпăр,

Çыратпăр хĕр тути çинчен.

Юрату


Чап-мухтав ырлăхне туйса мар,

(Чĕремре ун шĕв юнĕ вĕремĕ!)

Çывăх пулнă çынран курса шар,

Пурнăçа юратма эп вĕреннĕ.

 

Эп тӳр пилĕк нихçан та пулман.

Ман йышра ăна кам-ши хĕрхенĕ?

Ĕçе çеç ал тытса кăмăлтан,

Пурнăçа юратма эп вĕреннĕ.

 

Сивĕре шăннă-кӳтнĕ пĕччен.

Пурпĕрех пуç усмасăр çӳренĕ.

Вилĕме чăр пăхса куçĕнчен,

Пурнăçа юратма эп вĕреннĕ.

Гемма


Çапла, унăн хушамачĕ Геммаччĕ. Вăл пограничникпе эпĕ виçĕ çул хушши пĕрле пурăнтăм. Гемма — сарă çӳçлĕ, вăтам пӳллĕ, хаваслă çынччĕ. Унăн пĕр уйрăмлăх пурччĕ: вăл, çамрăк пулин те, куçлăхпа çӳретчĕ, походсенче те, чикĕре чухне те куçлăхне хывмастчĕ. «Сан куç хурчăканни пекех курать вĕт, хывса пăрах ку инструмента!», — тетчĕç ăна юлташĕсем. Вăл, хăйне çапла каланине хăнăхнипе пулас ĕнтĕ, хывасси çинчен асăнмасчĕ те.

Пĕр каçхине эпир диверсантсемпе хытах тытăçрăмăр. Пралук карта тĕлне çитсен, пирĕн çине вирлĕн пеме тытăнчĕç. Тӳпене вĕçĕмсĕр ракета яраççĕ: тӳпе çуннă пекех туйăнать. Эпир çĕр çумне лăпчăнса выртрăмăр. Унччен те пулмарĕ, диверсантсем пирĕн енне икĕ айккинчен те хĕреслетсе пулеметран шатăртаттарма пуçларĕç. Хырăм çинче шуса, пралук карта патĕнчен иртрĕмĕр. Çав вăхăтра хыçалта хаяррăн ахлатни илтĕнчĕ. Пăхатпăр: пралук çинче пĕр салтак çакăнса тăрать. Ку самантра тăшман вăйлă пенине пула пуçа çĕклеме те çукчĕ. Пульăсем пух! пух! туса пуç патнех ӳкеççĕ. Пралук çинчи салтак тутар ачи Хамидуллин иккен.

— Командир юлташ! Яр мана Хамидуллина çăлма, — тăшман вăйлă пенĕ чухнех чĕнчĕ пограничниксенчен пĕри. Ку — Гемма сасси пулчĕ.

Малалла

Вунпиллĕк çултан


Аннене асăнса

 

Çук — чĕрĕ ырату халь. Тунсăх — пур:

Ăшри юн евĕр... Унсăр — пурнаймастăп.

Халь, — кулленхи ĕç-пуç пек, — ман хĕн-хур.

Вăл — тивĕç пек... Анчах — тĕл пулаймастăп

Çисĕвĕмре, унчченхи пек, сана!..

Хыпарлăччĕ тĕнчӳ! — Ак халь шăпланчĕ.

«Эс» тенĕ вырăнта — çукки кăна!

Чăн уйрăлу, тен, халь анчах пуçланчĕ.

■ Страницăсем: 1... 113 114 115 116 117 118 119 120 121 ... 796