Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемХусанЙышăнман сăмахсемКĕперÇич çунатлă куракКатӑлнӑ уйӑхПăва çулĕ çинче

Çил-тăман Çĕньял тавра


Н. Киркина

 

Курăп эп — пăхмасăр,

илтĕп — тăнламасăр:

асăмрă пăлханĕ

хирĕм çил-тăманĕ.

 

Сунмăп та ыйтмашкăн:

çав çилре пулмашкăн, —

пĕр пулсах — янратпăр!

Пĕр чун пек канатпăр.

 

Каç. Таçта — Çĕньялăм,

çул çинчи ман паллăм, —

кăшт хура, кăшт шурă...

Çил те эп — пĕр юрă.

 

Ял — чĕремĕр пирĕн,

манăн, юрăн, хирĕн!

Ун тавра кĕрлетпĕр,

илттĕрччĕ теетпĕр.

 

Ак вăл. Çаврăнатпăр,

юр хӳсе юрлатпăр;

ял канать илтмесĕр,

кăшт çакна сисмесĕр:

 

тăманра — ман сассăм,

садсенче — ман асăм,

ăссенче те пур-тăр.

...Ыйхăр лăпкă пултăр!

Гладиолуссем


А. Хусанкая

 

Тĕлĕретĕн. Халь вĕсем

Сан куçна тек курăнмаççĕ.

Сас пулса çеç тĕсĕсем

Ылтăн гимн янăратаççĕ.

Тĕлкĕшӳ те янăрав

Ыйхăра ирччен упранĕ.

Шур тĕсрен — шур хăнкăрав,

Тĕм-хĕрли те — тĕсĕн чанĕ.

 

Мĕн ку?—тетĕн. Вăранан.

Каç çаплах кĕрлет тухатнăн,

Вĕç-хĕррисĕр пĕр орган

Сан асна та янăратнăн.

«Вут...»


Вут.

Каллех — каланкка.

Вут, — хĕмсен çарĕсем:

çапăçу,

ялавсем.

 

Сан аллунти çĕррӳсем

шăнтаççĕ ман мăйама.

Кунта пуличчен-и? —

утасчĕ ирччен, çĕрĕпе

йĕпе хир урлă, йĕпенсе хуралнă

хăмал тăрăх

утасчĕ ирччен çĕрĕпе

айлăмпа пынă чух, варсенчен хăпарнă

чун çыпçăнакан

куршанкăсене иртсе.

 

Е ларасчĕ вут умĕнче —

мазут шăрши çапакан йышра,

итлесчĕ — юнашар ларакан çынсем

чăваш хĕрĕсен ячĕсене

управлăн та айваннăн асăнса пупленине.

Ячĕсем — янравлăн рифмăланаççĕ:

Анюк та Маюк.

 

Кайран, пурте хӳшсене салансан,

пăхса ларасчĕ пĕр-пĕччен

вутра пин-иин ярăм тĕлкĕшнине.

 

Сыв пул,

манăн пысăк этемĕм. Манăн

юратнă этемĕм.

Сан аллунти çĕррӳсем

шăнтаççĕ ман мăйăма.

Сыв пул.

Кай.

Сан хыççăн хупăп

эп алăка.

Çăка çулçи


Сар кун, çурхи пĕр уçă кун.

(Ăна мĕн халĕ астутарчĕ?)

Кашмаш вăрманĕ, сан çăку

Хăй хӳттине пире пытарчĕ.

 

Тин сарăлнă çавра çулçа

Татса илсе, савни каларĕ:

— Тепле йĕрсем... çыру пуль çав.

Мĕн çырнă-ши? Пĕрле вулар-и?

 

Çăка çулçи, ал çуп, эппин —

Пĕлмен йĕр-паллă санăн пурччĕ.

Ăна вуларăмăр эпир.

Вăл юрату çырăвĕ пулчĕ.

 

Чылай кун иртнĕ унтанпа.

Тата нумай кун пурăнасшăн

Шав утнă чух умри çулпа,

Куçа çăкалăх курăнсассăн,

 

Каллех чунтан савас килет.

Пĕлсем, савниçĕм, мĕншĕнне:

Çăка çулçи асилтерет

Этем чĕрин кӳлепине.

Аслатиллĕ çумăр хыççăн


Ачасем, пирĕн заставăна пĕр пограничник пĕччен мар, хăй вĕрентнĕ ăслă йытăпа пычĕ. Эп сире çав пограничник çинчен кĕскен те пулин каласа парасшăн. Пĕррехинче унăн акă мĕнле ĕç пулнă.

... Аслати пуç тăрринчех кĕмсĕртетнĕ те таçта инçетелле, ют çĕршыв еннелле, хăлтăртатса кайнă. Çумăр чалăшшăн çапса, шавласа çума тытăннă. Смирнов пограничник плащ-палаткине пĕркеннĕ те хыр çумĕнче выртнă. Ун çумĕнче пирĕн хайхи Кашкăр ларнă.

Çумăр вăйланнăçем вăйланнă. Таврана сăнама та хĕн пулнă: лайăх курăнман. Çапах та Смирнов хăйне сăнама хушнă вырăна тимлĕн тинкернĕ. Кашкăр хăлхисене чăнк тăратнă та пит вичкĕн итленĕ.

Çумăр Смирновăн тумтирне нӳрлентернĕ, пограничник шăннипе чĕтреме пуçланă, ăшăнас тесе, йытти çумнерех тĕршĕннĕ.

Каç пулас умĕн çумăр лăпланнă. Çил çаплах хытă вĕрнĕ-ха. Çак самантра Смирнов çумĕнче ларакан йытă хăлхисене вăшт хускатса илнĕ. Кашкăр халь-халь малалла сиксе ӳкес пек чĕтреннĕ. Смирнов йытта аллипе тĕксе лăплантарнă та чикĕ урлă каçакан çынсене курнă. Вĕсем çывăхрах, Смирнов еннеллех килеççĕ. Пограничник хăйĕн юлташĕсене сигнал панă: ракета янă.

Малалла

Тата тепĕр сăнар


Л. Т.

 

Çак сăнара ăçта-ха эп сăнанă?

Тен, ăрăвăн мĕлкисене курса?

Çав авăра чун çулĕпе эп аннă

хама тăван ăрури пек туйса.

Унта — çухатрăм пĕр сăнар çеç мар,

кашнийĕнпех — чĕре пайне çухатрăм.

«Юратрĕç», — темĕп е тата: «юратрăм»... —

çав çеç-и пулчĕ пирĕн шăпара!

Çут йĕс çинчи пичет пек çĕн сăнар,

тем тупасла пăхма мана ан чар, —

чуна тивсе эс пăтрашан юнра.

Хĕллехи каç


Борис Пастернакран

 

Кĕрлетчĕ сĕм-хура тĕнче,

Шур юр шăлатчĕ,

Çурта çунатчĕ сак çинче,

Çурта çунатчĕ,

 

Вут тĕлĕнче вĕркĕшекен

Ӳпре пек тачă,

Кантăкалла картишĕнчен

Юр туртăнатчĕ.

 

Йĕр-йĕр пăрланнă кĕленче

Хура курнатчĕ.

Çурта çунатчĕ сак çинче,

Çурта çунатчĕ.

 

Пушмак ӳкетчĕ урайне,

Кăшт сас паратчĕ.

Вĕри тумлам кĕпе çине

Çурта тумлатчĕ.

 

Элчел мĕлке пек чĕтресе

Пире курнатчĕ:

Ал-урана пĕрлештерсе

Ик чун анратчĕ.

 

Кĕрлетчĕ сĕм-хура тĕнче,

Тăман шăлатчĕ,

Çурта çунатчĕ сак çинче,

Çурта çунатчĕ.

 

Çурта çути чӳхеннĕ май

Мĕлке куçатчĕ.

Утре юн хĕрнине туйма

Асаплă марччĕ.

 

Вĕç-хĕрсĕр нарс уйăхĕнче

Тăман шăлатчĕ.

Çурта çунатчĕ сак çинче,

Çурта çунатчĕ.

Таврăнмарĕ юрату


Канăçне çухатнă тунсăх

Пĕр хистерĕ: юрă туп...

Атăл тăрăх кайрĕ тусăм,

Кайрĕ манăн юрату.

 

Кайрĕ те час таврăнмарĕ.

...Пĕрчĕн-пĕрчĕн сивĕтме

Уçă варкăш сапаларĕ

Хĕрĕн сарă çивĕтне.

 

Жигули тĕлне тухсассăн

Ту çинчен чупса анса,

Çил ачи хĕре хавассăн

Çупăрларĕ вăтанса.

 

Талăкран вăл йĕчĕ ячĕ,

Пăрăнчĕ чипер хĕртен:

Чуптуса, çап-çамрăк каччă

Хĕр çӳçне майлать иккен...

 

Юрату кăвар-асапăм,

Сан пĕлесчĕ чухлама:

Уçă варкăш — эп пулсаттăм,

Çил ачи те эп хамах.

 

Хуйхăрса ӳксен, юрларăм,

Тунсăх ыйтнă юрă ку:

«Тусăм килчĕ; таврăнмарĕ,

Таврăнмарĕ юрату».

Сар инке


Каçсерен сан, сар инке,

Мĕншĕн уçă калинкке?

 

Урампа утать çу каçĕ,

Кăлармасть ура сасси.

Вăйăри хĕрсем юрлаççĕ —

Ку иртни е пуласси?

 

Тăлăх арăм — çирĕмре.

Хурлансан,

Шута кайсан,

Чарăнать тапма чĕре.

 

Кун каçа чăрмав сахал-и?

Тух ĕçе, сав ачуна...

Кĕлеткӳ канать сан халĕ,

Пурпĕр канăç çук чунна.

 

Çавăнпа пуль, сар инке,

Уçă сăрлă калинкке.

 

Çав-çке çамрăклăх тени.

Хурлăхра та вăл патвар.

Кирлĕ мар çын хĕрхенни,

Ют ытам та кирлĕ мар.

 

...Вăйăра хĕрсем юрлаççĕ.

Юрă çил пулса юхать.

Саншăн, сар инке, çу каçĕ

Çут шăрçа акма тухать.

 

Шурă тутăр айĕнчен

Куç харши сарать çунат...

Эс кама кĕтен темччен?

Камшăнах чĕрӳ çунать?

 

Эй, кунçул, утту-юртту

Пичев пултăр çĕннине.

Çĕнни кĕттĕр инкене.

Кĕтĕр пысăк юрату

Шалт хупса калинккене.

Туссем


1

Колхоз председателĕ паян тимĕрçĕ лаççине ирех пычĕ. Ретĕн лартса тухнă плугсене тыткаласа пăхса тĕрĕсленĕ хушăра вăл каллех тахçанах кĕтнĕ хăна çинчен ыйтрĕ:

— Çитеймерĕ-и-ха? Мĕнле те пулин чăрмав тупăнмарĕ пуль те? Мĕнле шутлатăн эсĕ, Иван Петрович?

— Килет, ун пирки ан пăшăрхан, Михаил Кузьмич. Эпĕ хам та паян каçхине станцăна машина яма ыйтас тенĕччĕ.

— Апла хăналама хатĕрленес пуль...

— Ай, çук, çук, хам хăнана çын патне ярса намăс курас марччĕ-ха. Ун пек тусан Петр Спиридоновнч хăй те кӳренме пултарать. Çитменнине кăçал...

Иван Пегрович «кăçал хăна арăмĕпе тата аслă ывалĕпе килет» тесшĕнччĕ, анчах çак самантра пĕр ача чупса пычĕ те «халех телефон патне чĕнеççĕ» терĕ. Вара председатель тимĕрçĕ лаççинчен васкаса тухса кайрĕ.

«Килмесĕр пĕлтерес мар тенĕччĕ, чăтаймарăм вĕт, сăмах чут вĕçерĕнсе каятчĕ, юрать — кайрĕ-ха», — шухăшларĕ тимĕрçĕ.

Тимĕрçĕ патне хăна килмеллине колхоз иредседателĕ çеç мар, пĕтĕм колхоз пĕлет. Мĕншĕн тесен вăл пĕлтĕр те, виçĕмçул та, унччен те килнĕччĕ. Кашни килмессеренех тимерçĕ лаççинче ĕçлет вăл, Иван Петровича пулăшать. Иван Петрович хăй те хăнипе мухтанма юратать. Кăçал та акă, хăнинчен, Петр Спиридоновичран çыру илсенех, çăв хыпара кашни тĕл пулакан çыннах мухтанса кала-кала пачĕ вăл.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 116 117 118 119 120 121 122 123 124 ... 796