Кĕске хӳре
Çулла чикĕре çӳреме ытла та хитре, дозорка хĕрринче ем-ешĕл çирĕксем пăшăлтатса лараççĕ. Вĕсен шавĕ мана тăван яла аса илтерет: чăваш ялĕнчи йăмрасем пăшăлтатнă пекех туйăнать. Унта манăн анне, шăллăмсем. Савнă килйыша, тăван колхоза, хамăрăн аслă çĕр-шыва хураллатăп эпĕ. Мĕн тери хавас мана. Анчах чикĕре шухăша кайса, тĕлĕрсе пыма юрамасть. Эпĕ часах вăрман хĕррине, улах çул çине тухрăм. Çулĕ çеремленсе ларнă. Утнă чухне нимле сасă та илтĕнмест.
Çак вăхăтра умра, инçех те мар, хуллен çăтăрт-çатăрт туни илтĕнчĕ. Тĕмесем кăшт силленчĕç. Вĕсен хушшинчен темскер йăкăлт-йăкăлт сиксе тухрĕ. Мулкач çури иккен. Вăл, кăвак çăмлăскер, хăлхисене чанк тăратнă та хуллен мĕкĕлтетсе пырать, пĕчĕк шырлан тăрăх ман еннеллех килет. Эпĕ те ăна хирĕç утатăп. Мулкач: çури лайах ӳссе çитменскер-мĕн. Мана курсан, нимĕн чухлĕ те хăрамарĕ. Ерипен пăрăнса, вăрмана кĕрсе кайрĕ.
Тепĕр кунне манăн каллех çак çулпа иртмелле пулчĕ. Лăп та шăп ĕнерхи вăхăтра хайхи мулкач каллех мĕкĕлтетсе тухрĕ. Вăл, çул хĕррине ларса, малти урипе сăмсине сăтăрса илчĕ те, шырлан тăрăх сиксе вĕтлĕхе кĕрсе çухалчĕ.
Юлашкинчен, эп мулкач çурипе туслашса çитрĕм. Ăна кашни кунах куратăп. Эп мулкач çурипе çакăн пек туслашса çитни çинчен яла, шăллăм патне те çыру ятăм. Шăллăм ман пата часах ответ ячĕ. Çыру вĕçне вăл «ху туслашнă мулкач çурине те салам кала» тесе çырнă. Çак çырăва тин çеç вуласа пĕтернĕччĕ — застава начальникĕ мана хăй патне чĕнтерчĕ.
— Пограничник Степанов эс хушнипе килсе çитрĕ, — пĕлтертĕм эп ăна.
Вăл сĕтел çинчен пакет илчĕ те:
— Çакна комендатурăна леçсе пар, — терĕ. Эпĕ ăна:
— Юрать, çак пакета комендатурăна леçсе паратăп, — терĕм те тухса вĕçтертĕм.
Манăн хайхи хам вĕреннĕ çулпах кайма тиврĕ. Эх, каллех мулкач çурине куратăп ĕнтĕ. Виçĕ кун курманччĕ ĕнтĕ ăна. Мĕнле-ши вăл халь? Ӳссе каймарĕ-ши? Тен, урах çĕрелле куçмарĕ-ши? Çук, мулкачсем пĕр иленнĕ вырăнтан часах каякан марччĕ.
Каç енне сулăннă ĕнтĕ. Йывăçсен мĕлкисем вăрăмланнă. Хĕвел чăтлăхăн леш енне пытаннă, унăн ылтăн пайăркисене хăшпĕр уçланкăсенче çеç курма пулать.
Таврара пĕр сас-чĕвĕ те çук. Темле пĕр пĕчĕк кайăк çинçе сасăпа пик! пик! туни кăна илтĕнет. Те чĕппине çухатнă ку кайăк, тем пулнă ăна, пĕлме çук.
«Эх-хе! Мĕнле пурăнать-ши ман шăллăм? Халĕ те асаттепе пĕрле пăрçа хураллама каять-ши? Ӳссен пограничник пулатăп, тет. Эх, шăпăрлан... Ĕмĕчĕ ырă унăн. Маттур, маттур», — шухăшларăм эпĕ.
Акă хайхи пĕчĕк шырлан курăнчĕ. Часах манăн тусăм — татăк хӳре сиксе тухĕ. Мĕншĕн тухмасть-ха вăл. Е çывăрса юлчĕ-ши? Çав вăхăтра пăхатăп: хăлхисене чанк тăратса, хайхи мулкач çури тухрĕ. Вăл, чалăш куç, ман еннеллех йăкăлт-йăкăлт сиксе килет. Анчах тĕмесем патне çитсен мулкач палт тепĕр еннелле çаврăнчĕ.
Мĕн пулчĕ-ха татăк хӳрене?
Мĕншĕн халичченхи çулĕпе каймарĕ-ха вăл? Мĕнрен хăрарĕ?
«Тен, мана курса тарчĕ пуль. Çук, апла пулма пултараймасть, мулкач таврашĕ йĕркеллĕ, тикĕс утса пыракан çынтан хăракан марччĕ. Мулкачсем хайсене сыхлакан пытанса тăракан çынсенчен йĕрлесе пыракан çынсенчен çеç хăраççĕ» - шухăшларăм эпĕ.
Тĕмсем еннелле тинкерме тытăнтăм. Пĕр çăка тĕме хуллен чĕтренсе илчĕ, ун хыççăн ку еннерех тепĕр тĕмĕ силленчĕ. Çил çук чухне мĕнле чĕтренеççĕ-ши весем? Эпĕ хыр çумне тăтăм та каллех сăнатăп. Хайхи йăлтах паллă пулчĕ. Тĕмсем хушшинчен пĕр çын тухать. Вăл кăн-кăвак сухаллăскер, аллине кунтă тытнă. Эпĕ кунта чылайранпа çӳретĕп пулин те, кун пек старик курман. Вăл темшĕн сылтăм аллине кĕсйине чиксе утать. Паллах, кĕсъере мĕн те пулин пур. «Пăхăр чĕлĕмне тытса пымасть ĕнтĕ ку мучи», — вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш.
Акă, вăл ман пата çитет. Эп ун умне сасартăк сиксе тухрăм. Вăл сылтăм аллине кĕсъерен кăларса пистолетне ман çине тĕллеме тытăнчĕ. Çак самантрах ун пистолетне винтовкăпа çапса ӳкертĕм.
Çапла вара, комендатурăна пакета та, шпиона та илсе çитертĕм. Кайран шпионăн сухалне туртса пăхрăм та, вăл чăн-чăн сухал мар иккен. Ялта лартакан спектакльри «мучисен» сухалĕ пекех тăпăлса тухрĕ. Тавтапуç кĕске хӳрене!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...