Ял çĕрле
Каç, хӳме çуммипе вите çывăхнелле шуса пыракан лаша вăрри пек, малтан итем хыçне, кайран ял çине ерипен шуса килет.
Хĕллехи хĕвел анăç çуллахи пек хĕрлĕ мар. Хĕллехи хĕвел анăç тăхлан майлă хурарах пĕлĕтсемпе хупланса илнĕ. Çавăнпа хĕлле ял-сăрт çамкийĕсемпе ял умсем çине хĕрлĕ мĕлке ӳкмест. Анчах — хитре хĕллехи каç.
— Ванюк, улаха кайиччен лашана утă пама ан ман, асту...
Лашана утă парать. Унтан пилĕкне чĕн пиçиххине лайăхрах çыхса лартать те урама тухса каять çамрăк.
Пур килĕре те çавăн пек. Малтан кил-çурта пуçтараççĕ, унтан — урама. Малтан кил-çурта та ачана кипкелесе вырттарнă пек майласа хăвараççĕ те кайран — улаха!..
Çамрăксем урама, ваттисем киле юлаççĕ. Ваттисем — кĕнчеле, пушăт, шĕшлĕ таврашĕнче...
Çĕнĕ сăмах мар ĕнтĕ ку, çĕнĕ мар. Анчах çаплах темшĕн калас килет ун çинчен. Темшĕн кăшт лампă çутипе çуталкаласа ларакан чӳречесенчен чĕвенсех пăхас килет хĕлле. Темшĕн итлес килет çĕрлехи калаçăва. Те шур юртан, те чӳрече петлисем вăрттăнăн чĕриклетнĕрен, темшĕн...
* * *
Ак ик чӳречеллĕ пӳрт. Пӳртри лампă çути урама тухса çула урлă каçса ӳкнĕ. Вăл çутă чӳречесем умĕнчи йăмра витĕр килсе тухнăран çул çине ахаль çутă çеç мар, тĕпленĕ çутă пăрахнă. Йăмра тураттисем кăшт ашкăнкаласа тăнăран вăл та, çул çинчи шурă тĕрĕ те ашкăнкаласа выртать...
Ку вырăн — улах вырăнĕ. Ку вырăн, кăнтăрла ытти вырăнсенчен темиçе хут шăпрахскер, çĕрле вара кĕрлесе каять. Купăс сасси, ачапча савăнăçĕ çуралать кунта. Ниçта кайса кĕме аптратъ вăл сас. Урам, çырма, сăрт каллех çырма тăрăх янăраса çӳресе пĕрре шăпланать, тепре каллех килсе янăрать вăл — купăс сасси. Вăл сас çинче ачапча вăй-халĕ, ăна, пĕлетĕр ĕнтĕ, тытса чарма тилхепе те, вĕрен те юрăхсăр. Чăтмаççĕ вĕсем — татăлаççĕ...
Ак пĕр ушкăн ачапча килет: пĕр ушкăн тĕрлĕ çынсем. Çирен те, ăшран та тĕрлĕ çынсем... Пĕрисем — килте тĕртнĕ тăла пиншакпа, теприсен — сукна. Пĕрисен — çăпата, теприсен — çăм атă, атă...
Пĕрисен пуçĕнче улаха кĕрсе хĕрсемпе ашкăнас, чĕптес шухăш, теприсен, унсăр пуçне, урăх, çĕнĕ шухăш та пур...
Анчах çаплах вĕсем пĕрле — пĕр чăмăр. Вĕсен хушшинче пысăк уйрăм пулсан та, пĕрле-ха вĕсем халь. Халь — пĕрле. Паллах, кĕçĕр-и, ыран-и çапăçса илеççĕ вĕсем, çапăçаççех. Хăшпĕр вăхăтра вĕсене пĕр тирĕк çинче калама çук тăвăр килсе пулать — икĕ шухăш пĕрле нимĕнле те çыхăнаймаççĕ. Çавăн чух вара пĕрне-пĕри ярса илеççĕ вĕсем — çапăçаççĕ. Вăй кĕрет, пуçтарăннă хал саланса каять, вара лăпланаççĕ каллех тепĕр хутчен.
— Хветле, арăк çине ларт-ха!..
Икон кĕтессинче ларакан сарă, вăрăм çӳçлĕ хĕр чĕнмест: кăлтăр-р!.. кустарса çеç ячĕ йĕкине.
Каччăсем, хĕрсем кулса яраççĕ. Ачи çилленет. Мĕнле апла чĕнмесĕр тăма пултарать вăл?
— Ма чĕнместĕн вара эс?!
Каччă хытă каларĕ! Анчах хĕрĕ çаплах чĕнмест. Юратмасть вăл ăна, мĕншĕн çыпăçать вăл ун çумне? Татсах каланă вăл ăна: ан та çыр çыруна тесех каланă вĕт...
— Е-е-е!.. эс камсулсемпе çеç калаçатăн-и, манпа калаçмастăн?!
Тулнă ăш-чикне хĕр пит çăмартийĕ çинче пушатма хăтланать каччă, анчах çав вăхăтрах алăк уçăлать те, хĕрĕн савнийĕ килсе кĕрет...
— Мĕн тăван эс?!.
— А сана мĕн ĕç?!
Хĕрсем кĕнчелесене пăраха-пăраха кăмака умнелле тăраççĕ, каччăсем лешсем çапăçса кайнине кура пурте харăс сиксе тăрса вăрçа кĕрсе каяççĕ. Пĕрисем чараççĕ, теприсем пуçтарăннă вăй-хал ирĕке тухма тапма пуçланăран хăйсем те чышкисене хута яраççĕ...
— Чарăнăр, чарăнăр!..
Çук, чарăнмалли çук унта. Вĕсем чарнас çук. Вĕсем паян та, ыран та чарнас çук. Чарăнма вăхăчĕ çитмен-ха...
* * *
Лерех, аякрах, уй хапхи çумĕнчен пĕчĕк çутă курăнать. Пĕртен-пĕр чӳречерен анчах пăхать çутă. Ытти пысăк çутăсем умĕнче пĕчĕккĕ вăл...
Хурал пӳрчĕ, унта — вуламалли çурт.
Варринче сĕтел. Пĕр тенкел, ик пукан. Виç-тăват плокнот. Урăх нимех те çук унта, çук урăх нимех те.
Анчах, çаплах, темшĕн çăмăллăнах кунта кĕрсен, темшĕн савăнан кунта, темшĕн юрлас килет.
Ытти пысăк çуртсем умĕнче пĕчĕккĕ-хе вăл çутă. Анчах ун пурнăçĕ аслансах пырать. Кашни çĕрех пĕр çын та пулсан хутшăнатех ку ушкăна...
Халь унта пĕчĕк çутă çунать. Тен, ыран е тепĕр куннех вăл çутă асланса кайса каçхи яла пĕтĕм лапкăшĕпех çутатĕ... Вăл пулать. Çуллахи кӳлĕсем çине кăвакалсем пымасăр чăтаймаççĕ. Çавăн пекех çынсен чĕрисем те малашне çак çуртсăр пурăнайми пулĕç.
* * *
Каçхи çутăсем пĕрерĕн-пĕрерĕн сӳнсе пыраççĕ. Вăхăт нумай пулнă. Вăхăт çур çĕртен те иртсе кайнă.
Аякра-аякра тусур малтан хăюсăр пуçласа ярать юррине, унтан хăюланса кайса кашни кил хапхи умне çапăнса каять.
Паçăрах ыйхăланма пуçланă купăс сасси халь чистиех çĕтрĕ.
Пурте çывăраççĕ. Ял вĕçĕнчи сăртри çил арманĕ çеç çил паçăрхинчен вăйлăрах вĕрме пуçланăран çаврăнса кайрĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...