Пирвайхи юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
— Вăт шăпăрлан! — терĕ Лисук.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, хĕрсем пĕрерĕн-икшерĕн саланса та пĕтрĕç. Лисук, Вася, эпĕ — виççĕнех ларса юлтăмăр. Юмах-сăмах ăнмарĕ пирĕн, çавăнпа та эпĕ киле кайма шутларăм. Лисук каçхине Ирина çинчен каласа парать тесе шутланипе тата пĕртак ларкаларăм. Аван мар пек пулчĕ Васьăпа Лисука иккĕшне çеç хăварма... Борисов умĕнче Лисук Ирина пирки тапратас çуккине тавçăрса илтĕм те киле каясах тесе шутларăм. Асăрхаман çĕртен тутлăн анасласа илтĕм.
— Халех ыйхă килет-и?
— Ешеннĕ пулас паян, кайса çывăрас пулать, ыран ирех пахча утине çулмалла.
— Эпĕ те санпа танах ĕçленĕ-çке, — хутшăнчĕ Лисук. — Манăн мĕншĕн ыйхă килмест?..
— Ăçта çултăр вара? — ыйтрĕ Борисов.
— Аслăварта, — терĕм эпĕ.
— Çав шит тăршшĕ кӳрăка çулса ĕшентĕр пулĕ-çке? — тăрăхласа илчĕ Борисов.
— Шит тăршши пушшех ĕшентерет, — тавăрчĕ Лисук, — çава хушшине те кĕме пĕлмест...
— Ну, чипер юлăр-ха, — терĕм эпĕ, ура çине тăрса, — ырă каç пултăр!...
— Чипер кай, эппин, — терĕ Лисук.
Эпĕ вĕсенчен уйрăлтăм та хуллен утса кайрăм.
Кĕпер урлă каçса карта çумĕпе пынă вăхăтра Иван Ильич лупасе хыçĕнче этем муталашнине курах патăм. «Мĕскерле çын-ха ку? — шутларăм ăшăмра. — Мĕн тăвать вăл çĕрле, лупас хыçĕнче?.,» Унччен те пулмарĕ, сарай хыçĕнче йăлтăр! çуталса кайрĕ. Эпĕ шартах сикрĕм. «Ара, вут тĕртеççĕ вĕт кунта!» Хытă кăшкăрса карта урлă сикех патăм. Чупса çитрĕм вут тĕртнĕ вырăна, сӳнтерме пуçларăм. Купаланă улăма сирсе тăкрăм, çири пиншака хывса вут çине пăрахрăм, хыпса илнĕ вутта сӳнтертĕм...
«Тен, манăн вут тĕртекен хыççăн чупмаллаччĕ? Çук, юрамасть: хыпса илнĕ вутта сӳнтермеллех... Кам эсрелĕ пулчĕ-ха ку.?..»
Вутă йăлтах сӳнсен, самант хушши лупас хыçĕнче шухăша кайса тăтăм. «Вăратам-и Иван Ильича çĕр хута, вăратам мар-и? Вăхăчĕ чăнах та нумай пулнă ĕнтĕ... Тепĕр енчен, кил хуçине пĕлтермеллех пулĕ çав!..» Пахча алăкĕ витĕр килкартине кĕтĕм, çенĕк алăкĕ патне пытăм. Çенĕк умне хăпарсанах, алăка питĕрнĕ пысăк çăра куç тĕлне пулчĕ. «Ку тата мĕне пĕлтерет? Килте никам та çук-ши? Ачи-пăчи ăçта кайса кĕнĕ, эппин?» Аптăранă енне, çăрине тытса пăхрăм: вăл — мăкаçи кĕлетне питĕрекен çăра пекех пысăк. «Пит пысăк çăрапа питĕрме пуçланă-çке Добров юлташ, — тĕлĕнсе пăхрăм çăрине, — ĕлĕк апла питĕрнине пачах та астуман...»
Антăм та хайхи çенĕк умĕнчен чӳречерен кайса пăхрăм. Тĕттĕм пирки пӳртре нимĕн те курăнмасть. Чӳречерен шаккаса илтĕм, итлесе пăхрăм.
— Кам унта? — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
— Иван Ильич килте-и?
— Килте çук. Миша-çке ку, — палласа илчĕ Иван Ильич арăмĕ. — Çĕр хута Иван мĕн тума кирлĕ пулчĕ вара?
— Сире çенĕкрен кам питĕрсе кайнă? — ыйтрăм эпĕ.
— Мĕнле çенĕкрен?
— Ну, çенĕк алăкне, эппин? Каска пек пысăк çăрапа питĕрнĕ!
— Ан тĕлĕнтер!
— Тупата çапла, — терĕм эпĕ. — Мĕнле уçас-ха ăна, хăвăр питĕрмен пулсан?
— Тăхта-ха пăртак, — терĕ вăл, чӳрече умĕнчен пăрăнса. Эпĕ шухăшларăм: «Калас-и ку инкене вут тĕртни çинчен, калас мар-и?»
Инке часах чӳрече патне таврăнчĕ, ăна уçса, аллинчи лумне мана тыттарчĕ.
— Ункине лумпа хирсе кăлар! — хушрĕ вăл.
Эпĕ лумне илсе çенĕк умне кайрăм. Çăра икĕ пĕчĕк ункăран çакланса тăрать. Алăк сулли çинчи ункине лумпа хиртĕм, ункă çăмăллăнах тăпăлса тухрĕ.
— Пулчĕ, — терĕм инкене.
Вăл çенĕк алăкне уçрĕ, эпĕ ăна хайхи пысăк çăрана кăтартрăм.
— Камăн мăшкăлĕ-ши? Мĕншĕн питĕрнĕ?
Эпĕ нимĕн калама та пĕлмерĕм.
— Иван Ильич ăçта кайнă?
— Уезда кайнăччĕ те-ха вăл...
— Ыран таврăнать-ши?
— Таврăнап тесе тухса кайнăччĕ ăçтан пĕлен...
— Вăл çапла ĕнтĕ, — килĕшрĕм эпĕ.
Вут тĕртекен çын мĕлки куç умĕнчен кайма пĕлмерĕ. «Кам мурĕ пулчĕ-ши ку? Иван Ильич килте çуккине пĕлсе хăтланнă ĕнтĕ вăл».
Пĕччен хĕрарăма хăратас мар терĕм, вут тĕртме тăни çинчен инкене каламарăм. Ахаль те сехри хăпас патнех çитрĕ пуль!
Инкепе уйрăлсан та киле часах кĕмерĕм, урам тăрăх уткаласа çӳрерĕм. Вăхăтран вăхăта, карта хӳттипе йăпшăнса, Иван Ильич лупасĕ хыçне кая-кая сăнарăм. Иккĕмĕш автансем авăтсан тин кĕрсе выртрăм.
15
Анне мана ирех вăратрĕ:
— Тăр, Миша, çывăрса çитрĕ пуль... Пахча çулас терĕмĕр-çке, çуласчĕ ирхи сулхăнпа...
Эпĕ йăпăр-япăр сиксе тăтăм, тӳрех пахчана тухрăм.
Кун хĕрри тин çеç кĕренленме пуçланă, хĕвел тухиччен нумай-ха. Ялта шăп. Çанталăк тӳлек. Эпĕ çава лапаткаларăм та, паккус йышăнса, çулма пуçларăм.
Анне тухрĕ, вăл та ман хыçăмран çулма пуçларĕ. Çамрăк мар пулин, те, хăй маттур çулать, мана çитсе кĕç-вĕç таптаса каяссăн туйăнать. Паккус вĕçне тухсан, çава лапаткаланă чухне, анне эпĕ анасланине асăрхарĕ.
— Ĕнер нумай çӳрерĕн-и-мĕн? — ыйтрĕ вăл.
— Мĕншĕн ыйтатăн? — терĕм эпĕ.
— Ытла тутлă анасларăн, — асăрхаттарчĕ анне, — çывăрса тăранаймарăн пулĕ терĕм-çке...
«Пĕлесчĕ эсĕ ĕнер мĕн курнине...» — шутларăм ăшăмра. Иван Ильич кил-çуртне вутран сыхласа хăварнине аннене пĕлтерес темерĕм-ха... Чĕлхене мĕншĕн ытлашши ярас?
...Вунă сехет тĕлне пахча çулса пĕтертĕмĕр. Юлашкинчен эпĕ пĕчченех ĕçлерĕм, анне, апат пĕçерме тесе, маларах кĕчĕ. Юлашки паккуса тухнă чухне эпĕ ыйхă пуснипе ура çинче те аран çеç тăракан пулса çитрĕм. Çулса пĕтертĕм те тин çулнă тутлă шăршлă курăк çине тăсăлса выртрăм. Выртнă-выртманах çывăрса кайнă, тĕлĕк курма пуçланă... Вăрмантан килетпĕр пек юлташсемпе. Пурте çарамас, çаруран. Сасартăк, хĕртсе хĕвел пăхнă вăхăтрах çумăр чашлаттара пуçларĕ. Çумăрĕ питĕ шултра, çӳхе кĕпе витĕр йĕппе чикнĕ пекех чикет. Ăçта кĕрсе каяс таса уйра? Эпир чупа патăмăр.
Вăранса кайрăм та чăнах та шултра çумăр çунине туйрăм. Çăва патĕнчен пĕр пĕлĕт татки килнĕ те чашлаттарать кăна. Эпĕ васкаса пӳрте чупса кĕтĕм кăна, пирĕн пата Борисов пычĕ.
— Пушантăн-и? — ыйтрĕ вăл.
— Пушантăм. Кирлĕччĕ-и мĕн?
— Манпа юлташ пулмăн-ши?
— Ăçта каймалла?
— Вăрманпуçне çитсе килмелле, пĕччен утма кичем пуласран сана чĕнсе пăхас терĕм…
Эпĕ Борисова турех куçран пăхрăм. . Куртăм — тем чееленет. «Мĕн шутпа илсе каясшăн-ха вăл мана Вăрманпуçне? Ахаль марах...» Вара эпĕ юлташăма тĕпчеме пуçларăм.
— Мĕн ĕçпе каятăн?
— Ячейка ĕçĕпе, — терĕ вăл, — Саканова пите курмалла.
— Çавă çеç-и?.. Вăхăт нумай иртĕ-ши?
— Каллĕ-маллĕ пĕр-икĕ сехет ирттĕр, ялĕнче те çавăн чухлĕ иртĕ... Санăн ĕç пур-и-мĕн?
— Пахча çулса йăрахрăмăр та, — иккĕленсе кăларăм эпĕ, — утă пуçтармалла пулать.
— Ĕлкĕрепĕр-çке, — терĕ юлташăм, — Ути нумаях мар пуль?
— Нумай мар пулсан та, анне кӳренме пултарать...
— Пырас теместĕн апла?
— Мĕншĕн апла калатăн? — шикленсе ӳкрĕм эпĕ. — Каçчен таврăнатпăр пуль эпир?..
— Хатĕрлен, апла пулсан…
Эпĕ таса кĕпе тăхăнтăм, хулпуççи çине пиншак çăкса ятăм. Эпир пӳртрен тухнă чух çенĕкре анне хирĕç пулчĕ.
— Ăçта каятăн, ачам? — терĕ вăл.
— Кайса килмелли пур-ха, — терĕм эпĕ. — Утă типсе çитиччен таврăнатăп, анне...
Эпир анкарти витĕр тӳрех Вăрманпуç çулĕ çине тухрăмăр.
Уйра уçăрах. Тин çеç иртсе кайнă çумăр ыраш пуссине савăнтарнă. Пучахсем çинчи çумăр тумламĕсем кĕмĕл пек йăлтăртатаççĕ. Çул çинче хурама кашласа ларать. Çав хурамана курнипе Иринăна аса илетĕп. Çавăн айĕнче ларнăччĕ-çке эпир унпала икĕ çул каярах...
— Миша, — терĕ Борисов, чĕнмесĕр пынă çĕртен, ман шухăша сиснĕ пекех, — Лисук сана Ирина пирки мĕн те пулин каласа пачĕ-и?
Тĕлĕннипе эпĕ тăпах чарăнтăм, Борисов куçĕнчен тинкертĕм.
— Мĕн калас тетĕн вара?
— Ăнланаймастăн-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл. — Иртнĕ эрнекун пасарта çӳренĕ чух сан çинчен калаçни пирки?
— Çук, — терĕм эпĕ. — Ĕнер каç лăпах çавăн çинчен калаçас тесе Лисук патне кайнăччĕ тĕ, калаçма пулмарĕ çав...
— Эпĕ чăрмантармарăм-ши?
— Аплах калас килмест те, — тытăнкаласа тăтăм эпĕ, — кунта ĕнтĕ тĕрĕсси те çук мар...
— Вăл юрĕ-ха, — терĕ Борисов. — Сана калас сăмаха Лисук мана каларĕ.
— Мĕн каларĕ?
— Эсĕ, Миша, — пĕлтерчĕ Борисов, ман ыйтăва хăлхана та чикмен пек, — питĕ аван çын, килĕштеретĕп эпĕ сана... Анчах санăн пĕр çитменлĕх пур: Ирина умĕнче çав тери хăюсăр пулни. Калаççĕ-çке вырăссем: «Хăюлăх хула тытса илнĕ», тесе. Эсĕ Иринăна нумайранпа юрататăн, сирĕн хушăртан хура кушак каçса кайнăран вăра мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ, Иринăна çавăрма меслет мĕнле тупма пултараймарăн вара?
«Эсĕ ху, Лисукшăн мĕнле çуннине манса кайрăн-им?» — тесе хирĕçлес килчĕ манăн Борисова. Ун пек каламарăм, ассăн сывласа илнипех çырлахрăм.
— Хăюллăрах пулас пулать хĕрпеле, — вĕçлерĕ вăл, — кăна эпĕ мар, Лисук урлă Ирина хăех калать пулĕ...
Эпĕ каллех чĕнмерĕм, урапа çулĕ çинчен сукмак çине тухрăм. «Мĕнле-ха капла, — шутларăм утса пынă май, — Лисук мана хăй килĕштернĕ пекчĕ мар-и-ха? Апла пулсан мĕншĕн-ха вĕсем (Борисовпа иккĕшĕ) пире Иринăпа çураçтарасшăн тăрăшаççĕ? Кăна епле ăнланмалла?»
— Ăнлантăн-и? — ыйтрĕ Вася.
— Çуррине яхăн ăнлантăм пулас.
— Тепĕр çуррине Вăрманпуçĕнче ăнланăн, — кулкаласа каларĕ вăл.
Эпĕ чĕнмерĕм. Борисов та пĕр хушă шарламарĕ. Вăхăт-вăхăтпа ыраш хушшинчи утмăлтурат чечекĕсене татса атă кунчинчен çапкаласа пычĕ. Сасартăк кĕçĕр çĕрле мĕн курни аса килчĕ мана.
— Вася, — терĕм юлташăма, — Иван Ильич Сĕнтĕрвăрринче тет-и çав?
— Ăна парти укомне чĕнтернĕ, виçĕмкун тухса кайрĕ пулас...
— Час таврăнать-ши?
— Пĕлсех пĕлместĕп те, пĕр-икĕ кунтан таврăнать пулĕ, тетĕп. Мĕн пирки аса илтĕн вара ăна?
Эпĕ Борисова ĕнер каç мĕн курнине пĕтĕмпех каласа патăм.
— Пĕлтернĕ-и эс кун пирки кама та пулин? — ыйтрĕ тĕлĕнсе кайнă Борисов.
— Никама та каламан.
— Каламан? Апла юрамасть, халех тивĕçлĕ органсене пĕлтермелле... Вут тĕртекенĕ мĕнле тумпаччĕ, астумарăн-и?
— Астăваймарăм çав, — терĕм эпĕ. — Тĕттĕмччĕ тата эпĕ вуттине сӳнтерме васкарăм.
— Çенĕке питĕрнĕ çăри ăçта?
— Манран килĕнчех юлчĕ. Халĕ те алăк çумĕнчех çакăнса тăрать пулĕ.
— Айван! — çавăрттарса хучĕ Борисов. — Паян çĕрле вăрласа кайма пултараççĕ вĕт...
— Кама кирлĕ пулĕ вăл çăра?
— Хураха! — кăшкăрсах каларĕ Вася. — Вут тĕртме пынă тăшмана! Иринуна пула эсĕ ăнран тухрăн-им?
Ай, аван мар пулчĕ-çке мана! Чăнах та, мĕнле шухăшласа илме пултарайман-ха эпĕ кăна?
— Халĕ мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? — ыйтрăм юлташăмран.
— Иван Ильича пĕлтерес пулать, телефонпа та пулин. Ăçтан? Апла таврăнмалла пулать-и?
— Тăхта, тухнă çула татас мар, — терĕ вăл, тем шухăшласа, — Вăрманпуçне çитсен мĕн те пулин шутласа тупăпăр.
16
Кăнтăрла тĕлĕнче Вăрманпуçне çитрĕмĕр. Уй хапхинчен кĕрсе тусанлă урам тăрăх кайрăмăр.
— Кунта çумăр пулман, — терĕм юлташăма.
— Çурма çултанах тусан пуçланчĕ, — тавăрса каларĕ вăл, — асăрхамарăн-и вара?
— Пачах асăрхаман...
Вăрманпуç ялĕ пысăках мар, унта пурĕ те икĕ урам кăна. Иринăсен тĕлне эпĕ лайăх пĕлетĕп. Шурăпа сăрланă чӳречисем вĕсен (пилĕк чӳрече) таçтанах палăраççĕ... Куккапа çĕвĕ çĕлеме килнĕ-çке эпир кунта.
Яла кĕрсен, сылтăмалла пăрăнтăмăр. Акă Иринăсен килĕ те инçе мар, пĕр чӳречи уçă иккен. Вĕсен тĕлне çитсен, уçă чӳрече умĕнче эпир чарăнса тăтăмăр, кĕнеке вуласа ларакан Иринăна курнипе эпĕ питĕ савăнтăм...
— Ырă кун пултăр, Ирина Петровна! — терĕ Борисов, карттусне хывса. — Кĕнеке вулатăр-и?
— Мăнъялсем çитнĕ-çке, — йăл! кулса илчĕ Ирина. — Мĕн шыраса çӳретĕр çак шăрăхра?
— Кам мĕн шырать, — терĕ Вася, шӳтлесе. — Эпĕ, сăмахран, комсомол ячейкин секретарьне шыраса килтĕм, çак юлташ вара (вăл ман çине сĕлтсе кăтартрĕ) юриех сире курма тесе килчĕ... Паллатăр пулĕ ăна?
— Елĕксенче палланăччĕ пулас... Именнипе эпĕ ним калама аптрарăм.
— Мĕн чӳрече витĕр калаçатпăр-ха, — тавçăрса илчĕ Ирина, — кĕрĕр пӳрте.
Вăл чӳрече патĕнчен уйрăлса кайрĕ.
— Мĕскер камитленетĕн? — тĕксе илтĕм Борисова. Хăюллăрах пул.
Ирина тухрĕ, эпир хапхаран кĕтĕмĕр,
— Ирина Петровна, — терĕ Вася, кĕнĕ-кĕменех, — килте тăракан лаша пур-и сирĕн?
— Лаша? — тĕлĕнсе кайрĕ Ирина. — Мĕн тума кирлĕ пулчĕ сире лаша?
— Кирлĕ. Почта çитмелле, уезда шăнкăравламалла. Ĕненместĕр-и? Мишăран ыйтăр...
Ирина ман çине ыйтуллăн пăхса илчĕ.
— Волкомол секретарĕ тĕрĕс калать, — пĕлтертĕм эпĕ — Пирĕн, мĕнле пулсан та, халех телефон патне çитмелле.
Кăшт кăна шухăшласа тăрсан, Ирина витерен тимĕр кăвак лаша çавăтса тухрĕ.
— Тăрантасне кӳлмелле-и? — ыйтрĕ вăл Борисовран.
— Чăрманас мар, — шӳтлерĕ Борисов, — лашине панăшăн та тем пекех тав. Йĕнер пулсан аванччĕ те...
— Çавна тупаймастăп вара...
Унччен те пулмарĕ, чĕлпĕрне Ирина аллинчен илнĕ Борисов лаша çине вăшт анчах утланса ларчĕ.
— Тен, эпĕ каятăп, — туртăнтăм Борисов еннелле, — сан кунта ĕç пур вĕт-ха.
— Хапхине уç, — хушрĕ вăл мана. — Эпĕ таврăниччен кунтах пул, яла ан тухса кай... Илтрĕн-и?
— Илтрĕм, — терĕм эпĕ, алă сулса. — Чипер çитсе кил. Иван Ильича салам кала...
Хапха уçса ĕлкĕртĕм çеç, Вася тухса та вĕçтерчĕ.
Вася кайсан, Ирина ман çине çепĕççĕн пăхса илчĕ, пахчана тухса ларма сĕнчĕ. Эпĕ савăнсах килĕшрĕм.
Пахчана тухрăмăр. Мĕн тери илемлĕ иккен кунта! Улмуççи, чие, слива, хăмла çырли — мĕн кăна çук пулĕ! Йывăçсем хушшинче илемлĕ беседка. Ирина тӳрех çавăнта илсе кĕчĕ, сĕтел хушшине лартрĕ. Малтанах эпĕ, сад илемлĕхĕнчен тĕлĕннипе-и тен, сăмах-юмах пуçлама васкамарăм. Иринăна сăнарăм, вăл хăйне тыткалама пĕлнипе савăнтăм. Пулать те мĕн çĕр çинче сăпайлăх тени!
— Ирина, — терĕм хайхине, — сан пата Шупашкартан янă çырăва илсе вуларăн-и?
— Илнĕччĕ пулас, — терĕ вăл, ман çине ытарлăн куç хывса.
— Каялла çырас темерĕн-и? Эпĕ питĕ кĕтрĕм вĕт. Ирина чĕнмерĕ, сĕтел çинче ларакан савăтри шаннă чечексене суйла-суйла сĕтел хĕррине купаларĕ.
— Мĕншĕн чĕййестĕн, тусăм, — ура çане тăрсах тăрхасларăм эпĕ. — Мĕншĕн çав териех черене çунтаран? Халĕ те çилленетĕн-и кӳлешнипе персе яна усал сăмахăмшăн?..
— Çилленместĕп, — шăппăн кăна каларĕ вăл.
Çак сăмах мана калама çук савăнтарчĕ. Тӳсеймесĕр чун-чĕре хаваслăхне чараймасăр, эпĕ Ирина патне пырса ăна хам паталла туртса илтĕм те çамкинчен чуптуса илтĕм.
— Ан аташ, Миша, — терĕ вăл, манран вĕçерĕнсе. — Çын курсан, мĕн калама пултарать?
— Чăнах çилленместĕн-и, Ирина? — ыйтрăм тепĕр хут. — Малашне каллех ĕлĕкхи пек туслă пулăпăр-и?
Ирина каллех чĕнмерĕ. Чечек савăтне катертсе сĕтел варринерех лартрĕ те ассăн сывласа илчĕ.
— Мĕскер хуйхăратăн, Ирина?
Ирина куçран чăр! пăхса илчĕ, унăн питçăмартисем хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕç.
— Мĕскер пулчĕ, Ирина? — хыпăнса ӳкрĕм эпĕ. — Чирлемен пулĕ-çке?
— Нимех те мар, — терĕ вăл пусăрăнчăклăн, — калаçар мар кун пирки. Пăртак сывмартарах çав, утă пуçтарма та илсе каймарĕç. Ахаль пулсан, мĕнле питпе ларăттăм пуль килте пĕтĕм халăх хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра!
Эпĕ, Ирина çине ытарайми пăхса, чĕнмесĕр лартăм.
— Мĕскер чĕлхӳне çыртрăн, Миша? — йăл! кулса илчĕ вăл. — Кала мĕн те пулин.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...