Пирвайхи юрату :: Иккĕмĕш пайĕ


Çăва çине çитрĕмĕр. Тупăкне çуна çинчен антартăмăр, шăтăк урлă хунă икĕ хăма çине лартрăмăр. Борисов кĕске сăмах каларĕ. Сăмахне те тупма пĕлет-çке ачи... Тупăка шăтăка ятăмăр, тăпра витсе хăвартăмăр. йывăр тăпру çăмăл пултăр, терĕмĕр юлашкинчен. Верук ăнран каяс пек макăрчĕ...

Лапка-лапка юр çума пуçларĕ, çанталăк ăшăтнă пек пулчĕ. Килелле килме пухрăмăр. Эпĕ пĕрмай Çтаппан çинчен шухăшлатăп. Сасартăк ман шухăшăма пĕр сасă пӳлсе хучĕ. Акă мĕн илтĕнчĕ хыçалтан:

«Эпĕ çапла шутлатăп, юлташсем: çакăнса е перĕнсе вилни, кирек епле пулсан та, не наш метод. Çакăнса вилнипе Çтаппан хăйне кăна мар, пирĕн пĕтĕм организацине замарать туса хăварчĕ...»

Эпĕ каялла пăхса илтĕм. Çавă ĕнтĕ, урăх кам çапла «ăслă» калаçма пултарать? Григорий Ленский комсомолецсене «тăн» парать. Лешсем пĕри те сăмах чĕнмеççĕ, шыв сыпнă пек пыраççĕ. Манăн çав тери чунăм кӳтсе килет. Мĕншĕн-ши? Кĕркури сăмаххинче тĕрĕсси те çук мар вĕт! Пур! Апла пулсан, мăншĕн пăшăрханатăп-ха эпĕ? Манн шутпала, Кĕркури çакăнта лĕпĕртетсе пыни пачах вырăнсăр! Тата ун çăварĕнчен тухнипе-и, тен, тĕрĕс сăмах та хаклăхне çухатать…

«Çапла, юлташсем, — каллех илтĕнет Ленский калани, — çак киревсĕр явлени çине политика енĕпе пăхас пулсан, ăна комсомол моралĕпе виçес пулсан, вăл питĕ неприглядно, ирсĕррĕн курăнса тăрать. Эсир манпа согласнă-и?»

«Ан сӳпĕлтет, Кĕркури!» кăшкăрса ярассăм килет манăн. Юрамасть-çке апла! Халĕ Кĕркурипе тавлашни вырăнсăр пулнине такам та ăнланма пултарать. Çавăнпа та комсомолецсем, вăл каланине хăлхана та чикмен пек, чĕнмесĕр утаççĕ...

Тепĕр тесен, Ленский сӳпĕлтетме юратнине, пушă сăмах çаптарма пултарнине вулăсри комсомолецсем лайăх пĕлеççĕ, Вулăсра çеç-и вара? Уездра та пĕлекенсем сахал мар пулĕ! Çавах та мĕншĕн-ха вăл, вилĕрен уйрăлнă-уйрăлманах, ун çинчен усал калама тытăнать, вилнĕ çынна питлесе пырать? Эх, Ленский, вĕçкĕн Кĕркури!

Яла çитсен, волкомола кĕтĕмĕр. Борисов сĕтел хушшине ларчĕ, питне хупласа, сĕтел çине чавсаланчĕ. Пĕр хушă вăл нимĕн те шарламарĕ, эпĕ тешăп лартăм. Манăн та чĕрере лăпкă мар.

Вася сасартăк, аллисене чăмăртаса, ура çине çĕкленчĕ те кăшкăрса ячĕ:

— Каçарма пултараймастăп çакна!

Ку ĕнте Ленский пирки тарăхать пулĕ тесе, ун майлă пулса, эпĕ çапла каларăм:

— Тĕрĕс калатăн, Вася: пухура та Çтаппан ыйтуне Ленский тапратрĕ, ăна ахалех «сутăнчăк» тесе питлерĕ, халĕ те пулин вилĕ тăпринчен уйрăличченех, ăна хурлама пуçларĕ.

— Мĕскер вăл Ленский! — тарăхса илчĕ Борисов, — ун пирки мар эпĕ... Чи малтан иксемĕре айăплатăп, урăх никама та мар! Эпир иксĕмĕр çине тăрсах тăрăшнă пулсан, Николаев ĕçне волкомола пама йышăнтарнă пулсан, вăл паян ырă-сывă пулнă пулĕччĕ... Акă мĕн-ма тарăхатăп паян... Ленский мĕн, — хушса хучĕ вăл, — унтан ыррине эпĕ нихăçан та кĕтмен, кĕтессĕм те çук...

Эпĕ Борисова йăпатма хăтлантăм, апла та, капла та каласа пăхрăм. Çук, Борисов мана итлемерĕ.

— Кирлĕ мар, Миша, йăпатма, — терĕ вăл. — Эпĕ пĕчĕк ача мар!..

...Сĕнтĕрвăррине таврăннă тĕле кăмăла чылаях пусартăм.

— Хлебников юлташ таврăннă-и? — ыйтрăм укомола кĕрсен.

— Таврăннă.

Укомол секретарĕн кабинетне кĕтĕм. Хлебников кăмăллăн йышăнчĕ.

— Ăçта кайса çухалтăн, Александров юлташ? — ыйтрĕ вăл чи малтан.

— Ялсенче пултăм, — терĕм эпĕ. — Икĕ вулăсра пуху ирттертĕм, пионер отрячĕсен ĕçне тĕрĕслерĕм...

— Мĕнле ырă хыпар пур? Сана Шупашкарта кĕтеççĕ...

— Çапла пулĕ, — килĕшрĕм эпĕ. — Ырă хыпар тенĕрен, ырриех çук пулĕ те, усалли акă...

Эпĕ Хлебников юлташа Çтаппан çакăнса вилни çинчен каласа патăм. Ман сăмахăма вăл тимлĕн итлесе ларчĕ. Хушăран ыйтса пĕлкелерĕ, «Çамрăк хресчен» номерне тултарчĕ, Çтаппан çырăвне вуласа тухрĕ. Хăй вырăс çынни пулин те, Хлебников чăвашла начар мар калаçать, вулама та пĕлет, чăвашла çырнине çеç курман эпĕ ăна. Нумай та пулмасть, акă, пĕрле Шупашкара кайнă чухне, чăваш аваллăхне пĕлнипе вăл мана шалтах тĕлĕнтернĕччĕ. Хлебников юлташ Ашмарин профессорăн «Булгары и чуваши» кĕнекине çеç мар, Марр академикăн «Чуваши — яфетиды на Волге» кĕнекине те вуласа тухнă иккен. Пыр та калаç унпала!

Хлебников салхуланнине эпĕ лайăхах асăрхарăм. Вăл сăмах хушма васкамарĕ. Кĕсъерен тутăр кăларчĕ, тути-çăварне шăлкалам пек турĕ, куçран пăхса илчĕ. Эпĕ нимĕнле мар пулса лартăм.

— Просвистали, значит, человека!.. — тесе хучĕ вăл юлашкинчен вырăсла.

Эпĕ ăна куçран чăрр! пăхрăм.

— Çапла, юлташăм, — пĕтĕçтерчĕ вăл сăмахне. — Этем шăпине татса панă чухне тамлĕрех пулма пĕлес пулать. Халĕ ĕнтĕ, — вĕçлерĕ секретарь, — нимĕн тума та çук. Вилнĕ çынна чĕртеймĕпĕр...

Эпĕ ассăн сывласа илтĕм.

— Шупашкара хăçан куçас тетĕн-ха?

— Паян-ыран куçмалла пуль ĕнтĕ, ĕçсене кама парса хăвармалла-ши?

— Паян тесен, сан вырăна çын çук-ха, кандидатурасем пур... Вăхăтлăха инструктора парса хăваратăн пулĕ. Кунта тытас мар сана...

Эпĕ кабинетран тухрăм, сĕтелĕм çинче çыру выртнине асăрхарăм. Инструктор çукчĕ-ха. Çавна кĕтсе çырăва уçрăм, унăн вĕçне пăхса илтĕм. «Пысăк салам, Лиза» тенине вуларăм та кам çырнине ăнлантăм. Лисук çырать иккен! Алхапăлта эпĕ ун çинчен пачах манса кайнă. Мĕн çырать-ха ку пике?

«Хаклăранта хаклă юлташăм, Миша, — çырать вăл. — Сана эпĕ Шупашкарта шутсăр хытă кĕтрĕм, кĕтсе илеймерĕм. Кĕмерĕн эсĕ ман патăма, улталарăн тесе каласан та çылăх пулмасть пулĕ... Каçченех пӳлĕмрен тухмасăр кĕтсе лартăм сана, йĕрсе те пăхрăм, пытармасăр каласан. Кайиччен кĕрсе тухăп, тесе шантарнăскер, йăпăртлăха та пулин мĕншĕн кĕрсе тухмарăн-ха? Мĕншĕн хапăл тумарăн тилмĕрсе каланине?

Сана эпĕ Ирина çырăвĕсене кăтартас тенĕччĕ, сан пирки вăл мĕн шухăшланине пĕлтерес тенĕччĕ. Кăна илтсен, эсĕ тĕлĕнсе те кайăн. «Мĕнле Ирина çырăвĕ, мĕн тума çырать пулĕ вăл сан пата?» — теме пултаратăн. Лăплан, юлташăм, ан тĕлĕн сăмахăмран. Халĕ те пуçăм çурăлса тухас пек ыратать пулин те, эпĕ чипер тăнпуçпах калатăп: Иринăпа иксĕмĕр пĕр-пĕрин патне тахçанах çырусем çӳретме пуçланă. Ирина сан çине питĕ тарăхать. Мана вăл сăлтавне те пĕлтерчĕ. Калаçас тенĕччĕ санпала çаксем пирки, Иринăн çырăвĕсене те пĕтĕмпех шулаттарас тенĕччĕ. Халĕ ĕнтĕ темле хыпăнсан та кăтартаймăп. Мĕншĕн тесен, вăл çырусене пурне те çав каçах кăмакана пăрахса çунтарса ятăм.

«Мĕншĕн çунтартăн?» — ыйтма пултаратăн эсĕ. Ман пата кĕменшĕн тарăхнипе! Ăнлантăн-и, тусăм?

Тусăм тенĕшĕн ан пăшăрхан-ха, Миша. Эпĕ сана пачах кӳрентересшĕн мар. Иксĕмĕр туслă пулас çуккине ăнланатăп ĕнтĕ, анчах...

Пирĕн каникул вĕçленчĕ. Çуллаччен пусăрăнсах вĕренмелле пулать. Вĕренсе тухсан, ĕçлеме таçта ярĕç ĕнтĕ. Хамăр вулăса ярас пулсан, питĕ аван пулĕччĕ те, тепле çав...

Халлĕхе сывă юлатăп, сана та ырлăх-сывлăх сунатăп. Кăмăлу пулсан, пĕр-пĕр кĕске çыру çырса яр.

Пысăк салам. Лиза».

 

Вуласа пĕтернĕ тĕле лăпах укомол инструкторĕ çитрĕ. Эпĕ ăна пионер бюровĕн ĕçĕсемпе паллаштартăм. Çак ĕçпе каçченех аппаланса лартăмăр. Юлашкинчен, акт çырса алă пусрăмăр та, эпĕ ĕçрен йăлтах пушантăм. Халĕ ĕнтĕ Шупашкара тухса каясси çеç юлать. Мĕн кĕтет-ши мана тĕп хулара?

 

8

Çирĕм улттăмĕш çулхи февраль уйăхĕнче эпĕ Шупашкар хулинчи пионер бюровĕн председателĕнче ĕçлеме пуçларăм. Ĕçе пуçăниччен çапла шутлаттăм: кунта ĕнтĕ уездринчен нумай çăмăлтарах та ансатрах пулĕ, теттĕм. Хăш енĕпе? Ялсене тухса çӳрес хуйхă çук, отрядсем пурте хуларах, предприятнсĕмпе учрежденисенчи комсомол ячейкисем çумĕнче. Кирек хăш вăхăтра та вожатăйсемпе тĕл пулма, вĕсемпе калаçса пăхма пулать, кунта пушă вăхăт та уездри пек мар, ытларах пулма тивĕçлĕ, теттĕм. Апла пулсан, ĕçленĕ вăхăтрах техникум вĕренсе пĕтерме те май килĕ-и-ха, тесе йăпанаттăм. Çамрăкăн вĕренмелле-çке-ха!

Тĕрĕссипе илсен, пушă каçсем кунта уездри пек те мар, тата сайрарăх килетчĕç çав. Кашни каçах мĕнле те пулин пуху е канашлу-и унта — пулатех. Шутласа пăхăр-ха хăвăрах: паян, калăпăр, парти ячейкин пухăвĕ — каймасăр мĕнле юлан? Ыран, сăмахран, хула комитечĕи бюровĕн ларăвĕ — каясах пулать. Виççĕмĕш кунĕнче — комсомол ячейкин пухăвĕ — каллех каймасăр юлма çук. Тепĕр кунне — политвĕренӳ каçĕ. Унтан — пионер бюровĕн ларăвĕ. Юлашкинчен, пĕр-пĕр çĕре доклад тума яраççĕ. Эрне тени шăхăрса çеç иртсе каять. Вырсарикун юлать, тейĕпĕр. Лăпах çав кун пионерсен сборĕсем пулса иртеççĕ, пĕр-пĕр отряд сборне çитмеллех...

Пирвайхи вырсарникунах эпĕ, сборсем епле иртнине курас тесе, отрядсем тăрăх тухса кайрăм. Чи малтан Аслă суда кĕтĕм. Кунти отряд вожатăйĕ (хăй Люся ятлăччĕ) мана курчĕ те, куççуль витĕр текĕ пек, çапла пĕлтерчĕ. «Сбор ирттерме пулмасть. Аслă суд председателĕ хушнипе комендант зал алăкне питĕрсе илчĕ», — терĕ.

Эпĕ шалтах тĕлĕнсе кайрăм. Мĕнле-ха капла?

— Коменданчĕ ăçта? — ыйтрăм хайхинчен.

— Кунтахчĕ-ха, — терĕ вожатăй, — халь çеç зал алăкне питерсе тухса çухалчĕ... Инçех кайман пулĕ-ха...

Эпир хайхи команданта тупрăмăр.

— Комендант юлташ, сирĕн пысăк зал пушах-çке, мĕншĕн пионерсен сборне ирттерме уçса памастăр?

— Эпир кам пулатăр? — мăнаçлăн ыйтрĕ вăл. Эпĕ кам иккенне каларăм.

— Юрамасть! — пĕлтерчĕ вăл. — Председатель хушман.

— Мĕнле апла?

— Председателĕнчен хăйĕнчен ыйтса пăхăр, эппин, мана ĕненместĕр пулсан...

Каларĕ те хайхи çапла, пăрăнса кайрĕ, калаçса тăрасшăн та пулмарĕ. Эпир вожатăйпа пĕрне-пĕри куçран пăхса тăрса юлтăмăр.

— Юрĕ, — лăплантартăм Люсьăна, — ачасене киле канма кала... Сборне ыран ирттерĕпĕр.

Аслă судран тухсан, эпĕ Тĕпĕçтăвком çумĕнчи отряд сборне кайрăм. Люся мана унта çитиех ăсатса ячĕ...

Тепĕр ирхине, хула комитетне çитсен, Аслă судра пионерсене сбор ирттерме пӳлĕм паманни çинчен юлташсене каласа патăм.

Комсомол хула комитечĕн секретарĕ Алеша Зарубин çав тери тарăхса кайрĕ, çийĕнчех телефонпа Аслă суд председателĕ патне шăнкăравларĕ. Кам тата мĕнле ыйтупа иккенне пĕлсен, лешĕ пирĕн Алешăпа калаçасшăн та пулмарĕ.

— Парти хула комитечĕн секретарьне кайса пĕлтер, — терĕ Зарубин.

Партипе комсомол хула комитечĕсем ун чухне Роза Люксембург урамĕнче, хальхи краеведени музейĕн канцелярийĕ йышăнакан çуртра, вырнаçнăччĕ. Парти хула комитечĕн секретарĕнче Лука Семенович Спасов ĕçлетчĕ. Маттур çынччĕ-çке хăй вара. Сăмаха ваклама юратсах кайматсчĕ те, каласан, — чăтса кăна тăр...

— Лука Семенч, — терĕм эпĕ, кабинетне кĕрсен, — Аслă суд председателĕ пионерсен сборне ирттерме пӳлĕм памасть...

— Ларсам, — терĕ вăл, — йĕркипе каласа пар...

Эпĕ ĕнер Аслă судра хам мĕн курни-илтни çинчен тĕрĕссипе каласа патăм. Вăл телефон трубкине илчĕ те Аслă суд председателĕ патне шăнкăравларĕ.

— Кăна парти комитетĕнчен Спасов калаçать, — терĕ вăл. — Сана комсомолецçем питĕ тарăхаççĕ... Пионерсен сборне ирттерме эсĕ зал памастăн, теççĕ... Тĕрĕсех-и ку?

Ана хирĕç Аслă суд председателç мĕн калани мана пачах илтĕнмест пулин те, эпĕ питĕ тимлĕн итлесе ларатăп.

— Апла пулсан, — веçлерĕ Спасов юлташ, — ман патăма кĕрсе тухăр-ха...

Каларĕте çапла, телефон трубкине хучĕ.

— Вăл кунта килме пулчĕ, — пĕлтерчĕ вăл, — куçа-куçăн тăрса калаçса пăхмалла пулать. Эпĕ кабинетран тухрăм.

Мĕн калаçнă вĕсем Аслă суд председателĕ секретарь патне пырсан, çакна эпĕ пĕлме пултараймастăп. Анчах малашне Аслă суд председателĕ сбор ирттерме пӳлем паанни пулман. Пионерсен сборĕ вара ĕркеллĕ иртме пуçларĕ.

Çакăн пирки «Çамрăк Хресчен» хаçатра пĕчĕк фельетон çапăнса тухнине те астăватăп. Пачура Иванĕ çырнăччĕ пулас. Хытă лекнĕччĕ унта Аслă суд председательне!

Хулари пионер организацийĕн ĕçĕпе паллашă хыççăн маншăн çакă паллă пулчĕ, пионер отрячĕсен ĕçĕнче хастарлăх çителĕксĕр, пионерсен сборĕсене интереслĕрех ирттермелле. Кăна мĕнле тăвас-ха? Чи малтан вожатăйсен пĕлӳлĕхне хăпартмалла, вĕсене кулленхи ĕçре пулăшса пымалла, халех вожатăйсене çĕнĕрен хатĕрлеме курс уçмалла.

Вожатăйсен курсĕ мартăн пĕрремĕшĕнче, хула комитетĕнче, каçхине ултă сехетре уçăлчĕ. Облаçри пионер бюровĕн председателĕ Семен Андреев «Пионер организацийĕсем умĕнче тăракан задачăсем» темăпа пирвайхи лекци вуласа пачĕ. Занятисем эрнере внçĕ хут, тăватшар сехет пулатчĕç.

Паллах ĕнтĕ, лекци вуланăшăн эпир никама та пĕр пус укçа та тӳлемен, тӳлеме пирĕн укçи те пулман.

Мартăн çирĕм саккăрмĕшĕнче пирĕн курс вĕçленчĕ. Юлашки занятине парти хула комитечĕн секретарĕ Спасов юлташ пычĕ. Вăл сăмах каларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Лука Семенович пионерсене ĕçе хăнăхтарма кирли çинчен, вĕсен хушшинче хура ĕçрен хăракан пĕр ача та пулмалла марри çинчен питĕ хытă асăрхаттарчĕ. Çакна эпĕ хам та ăша çирĕп хыврăм.

Вăтăр курсантран çирĕм пиллĕкĕшĕ чиперех вĕренсе тухрĕç, тĕрлĕ сăлтавсене пула пиллĕкĕшĕ вĕренме пăрахрĕç. Совпартшкултан уйăрса янă курсантсем хушшинче хамăр ял Лисукĕ те пулчĕ, занятисене вăл пĕр сиктермесĕр çӳрерĕ.

Питĕ сăпайлă ларатчĕ вăл лекцисемпе занятисенче. Ытарма çук чипер тыткалатчĕ хăйне хăй. Ыйту пекки парас пулсан, малтан аллине çĕклетчĕ, ура çине тăратчĕ, вара тин ыйтса пĕлесси çинчен çăвар уçса калатчĕ. Лайăх хĕр çав Лисук!

Юлашки заняти ирттернĕ каç Лисук, эпĕ пушанасса кĕтнĕ пекех, занятисем пĕтсен çийĕнчех тухса каймарĕ. Перерыв вăхăтĕнчех вăл мана калаçмалли пурри çинчен асăрхаттарнăччĕ.

Эпир урама пĕрле тухрăмăр. Шур кулач пек тулли уйăх пĕлĕтсем хушшинче чӳхенет. Шăнтса пăрахнипе пăрлă юр кăчăртатса кăна тăрать.

— Ăçталла çул тытăпăр, Лисук? — ыйтрăм пикерен.

— Вăхăт нумай пулчĕ-çке, — терĕ вăл, пăшăрханнă пек пулса. — Халĕ ниçта та каяймастпăр пулĕ. Совпартшкула çити ăсатса яр мана...

— Мĕншĕн апла? — хирĕçлерĕм эпĕ. — Халĕ тăххăр тин иртнĕ, юлашки сеанса кинона кайма пултаратпăр...

Лисук нимĕн те шарламарĕ.

Пĕр хушă эпир, ура айĕнчи пăр кăчăртатса пынине итлесе, шарламасăр утрăмăр.

— Çитрĕмĕр, — терĕ Лисук, совпартшкул картишне кĕрсен. — Тавтапуç ăсатса янăшăн...

«Мĕн пулнă-ха ку Лисука? — шутларăм эпĕ. — Капла пулакан марччĕ-çке вăл?»

— Сывă пул эппин, — тăсрăм аллăма, — ырă тĕлĕк тĕлне пул...

— Чипер кай, — терĕ те вăл, кĕсъерен хут татки кăларса тыттарчĕ.

— Мĕскер ку?

— Курăн, вуласа тухсан...

Лисукпа уйрăлса киле утнă чухне эпĕ çул тăршшĕпех вăл панă хут татки пирки шухăшларăм. «Мĕнле хут тыттарчĕ-ха Лисук? Мĕншĕн пăян калаçасшăн пулмарĕ? Мĕн пирки хăйне питĕ йăваш тыткалать?..»

Хваттере çитсен чи малтан Лисук панă хута кăларса вулама пуçларăм.

«Хисеплĕ тусăм, Лиза», — тенĕ çырура. Манăн чĕрем кĕртлетсе илет. «Ара, Ирина çырать-çке кăна, Лисук патне çырать!» Тĕлĕннипе, савăннипе нимĕн тума пĕлми пултăм...

«Сан çырăвна илни, — çырать Ирина, — маншăн пулсан, чăн-чăн уяв, тусăм Лиза, эпĕ ăна пĕтĕм чун хавалĕпе вулатăп. Паян та, акă, ĕçрен килтĕм çеç — сĕтел çинче санăн çырăву выртнине асăрхарăм та çав тери савăнса кайрăм. Çыру таврашĕ эпĕ, сансар пуçне, никам патне те çырса аппаланмастăп. Тĕрĕссипе каласан, вăхăчĕ те ытлă-çитлĕ мар. Кăнтăрла — шкулта, каçхине обществăллă ĕç сахал мар. Учителен çавăн пек пулмалла та ĕнтĕ.

Эсĕ ыйтатăн: комсомолăн облаçри саккăрмĕш съездне мĕншĕн килеймерĕн, сана делегата суйланă терĕç-çке, тетĕн. Питĕ пымаллаччĕ те, май килмерĕ-çке... Сан умра пĕр пытармасăр сăлтавне те калатăп: лăпах съезда тухса каймалла чухне сасартăк чирлесе ӳкрĕм, пĕр эрне питĕ йывăр выртрăм... Пĕтĕм сăлтавĕ те çавă кăна. Халĕ те час-часах аптраса ӳкетĕп, врачсем патне çӳрени те нумай усă памасть... Съездра сана Обкомол членне суйланăшăн питĕ хĕпĕртерĕм, чĕререн саламлатăп.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10