Пирвайхи юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
— Миша, — ыйтрĕ Лисук, — çав Иринăшăн эсĕ халĕ те тунсăхлама пăрахмастăн-и?
Эпĕ аптрарăм: «Мĕн калас ку Лисука?» Совпартшкул картишне кĕтĕмĕр, крыльца умне çитрĕмĕр.
— Кĕрсе куратăн-и пирĕн пата? — терĕ Лисук.
— Чăрмантарас мар пулĕ, хĕрсен пӳлĕмне çĕрле кĕме аванах та мар...
— Пирĕн никам та çук, пурте каникула кайса пĕтнĕ. Лисукпа калаçнă хушăрах, вăл Ирина пирки ыйтни çинчен шухăшлама пăрахмастăп: «Мĕншĕн апла ыйтрĕ-ха вăл? Ирина чăрмантарать-ши ăна? Лисук хăй килĕштермест-ши мана? Мĕншĕн каларĕ-ха вăл Мăнъялта манран вăтанни çинчен?...»
Лисукăн пăр пек сивĕ аллине илтĕм, ăшăмра çапла шухăшларăм: «Пĕлсем, Лисук, Ирина манăн пирвайхи — пĕртен-пĕр юрату! Унăн сăнарĕ маншăн ĕмĕр-ĕмĕрех Прометей çулăмĕ пек ялкăшса тăрĕ...»
— Мана та ыйхă пусрĕ, Лисук, — терĕм эпĕ, калаçмасăр тăма аван маррине шута илсе. — Кайса çывăрас пулĕ...
— Сывă пул, эппин, — терĕ вăл, — ырă тĕлĕк кур...
— Ырă каç пултăр, — терĕм те, крыльцаран анса, хапха патнелле кайрăм. Хапхаран тухас умĕн çаврăнса пăхрăм. Лисук çав вырăнтах хускалмасăр тăнă пек туйăнчĕ.
3
Съездăн виççĕмĕщ кунĕнче, ирхи ларура ачасен коммунистла юхăмĕ çинчен сӳтсе-явма тытăнчĕç. Ку ыйтупа облаçри пионер бюровĕн председателĕ — Семен Андреев доклад турĕ. Эпĕ хам та çав ĕçре ĕçленипе докладне тимлĕн итлерĕм...
Кăнтăрлахи перерыв вăхăтĕнче эпир Борисовпа тухрăмăр. Урамра пире Хлебников тĕл пулчĕ, вăл мана тăватă cехетре рабклубра сеньорен- конвент ларăвĕ уçăласси çинчен пĕлтерчĕ.
Сеньорен-конвент тени вăл — латинла, вырăсла старейшинăсен совечĕ тенине пĕлтерет. Сеньорен-конвента комсомол съезчĕсемпе конференцийĕсенче органнзацилле ыйтусене пăхса тухас тĕлĕшпе пухатчĕç. Унта кашни делегациренех представйтельсем пулатчĕç.
Хлебников кайсан, Борисовпа Лисук патие кăяс терĕмĕр.
Совпартшкула часах çйтрĕмĕр, картишне кĕтĕмĕр. Эпĕ малта пыратăп, Борисов хыçăмран. Çуртне кĕретпĕр, тĕттĕм коридорпа пыратпăр. Халĕ ĕнтĕ Борисов малта, эпĕ ун хыççăн. Пĕр алăк патĕнче Вася чарăнчĕ, ман çине пăхса илчĕ. «Çакăвтаччĕ пулас», — терĕ вăл хуллен. «Юлташăм Лисук ăçта пурăннине пĕлет иккен», — шухăшласа илтĕм вара.
Борисов алăкран шаккарĕ.
— Кĕрĕр! — илтĕнчĕ Лисук сасси.
Пӳлĕме кĕтĕмĕр. Лисук кĕтесри койка çинче выртать, пальто витĕннĕ, пуçĕнче шаль тутри. Пире курсан, йăпăр-япăр вырăн çинчен сиксе тăчĕ.
— Мĕнле килме пĕлтĕр вара капла? — тĕлĕчнĕ пек ыйтрĕ вăл.
— Çак юлташ илсе килчĕ, — терĕм эпе, Борисов çине кăтартса. — Тунсăхланă сана курманнипе...
Шӳтлесе каланă сăмахăм Лисука килĕшмерĕ. Вăл, илтмен пек пулса, койка еннелле çаврăнчĕ, пальтине вешалкăна çакрĕ, вырăнне тирпейлерĕ.
— Ларăр, — терĕ вăл, пукан кăтартса, — мĕн ура çинче тăратăр тата!
— Эсĕ паян съезда пыман-и-мĕн? — ыйтрăм эпĕ, пукан çине ларса.
— Чирленипе пыраймарăм, — терĕ вăл. — Иртенпех пуç ыратнипе аптрарăм. Пĕрре шăнтса пăрахать, тепре вĕрилентерсе ярать...
— Эмел тавраш ĕçрĕн-и?
— Эмелне ĕçкелерĕм те, çăмăлланни сисĕнмест-ха... Борисов пирĕн калаçăва пачах хутшăнмасть, ку мана тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ пӳлĕме сăнарăм. Вăл чылай пысăк. Ултă кравать, вăрринче пысак сĕтел, сетел çинче симес чейник, çӳлĕк çинче кĕнекесем.
— Упа пек пĕчченех пурăнатăн-и çакăнта?
— Пĕчченех, — терĕ Лисук, — хĕрсем каникула кайса пĕтрĕç... Ĕнер каланăччĕ мар-и сана...
— Съезд хыççăн Мăнъяла каяс теместĕн-и? — ыйт-рăм Лисукран.
— Кайсан юратчĕ те, — терĕ Лисук, — хĕллехи çанталăкра çуран утма инçе-çке...
— Акă Борисов та каять, — терĕм юриех, — пĕрле утма лайăх. Мăн çул тăрăх лавсем те нумай çӳреççĕ.
Борисов каллех чĕнмерĕ.
— Сывалам-ха, куç курĕ унта, — терĕ Лиза, урамалла пăхса.
Пĕр хушă эпир шарламасăр лартăмăр.
— Сывă пулăр-ха, эппин, пилĕк сехетчен, — терĕм те эпĕ, ура çине тăтăм. Лисукăн вĕри аллине чăмăртарăм... — Манăн сеньорен-конвент ларăвне çитмелле...
— Сывă пул, — терĕ Борисов та, ман хыççăнах алăк патнелле утрĕ.
...Сеньорен-конвент ларăвĕ вăраха пычĕ. Çавăнпа та съездăн юлашки ларăвĕ те çур сехет каярах уçăлчĕ. Съезд Обкомол ĕçне хак пачĕ, отчет тăрăх резолюци йышăнчĕ. Суйлавсем умĕн перерыв пулчĕ.
Фойере Лисука тĕл пултăм. Вăл питĕ салху курăнать, шаль тутри перкеннĕ те кĕтесре тăрать.
— Мĕскер эсĕ питĕ кичем? — ыйтрăм Лисукран.
— Савăнмаллисем çукрах çав, — терĕ вăл, тутрине хăпартса.
— Халĕ самай пекрех-и?
— Ура çине тăтăм ĕнтĕ, — терĕ вăл, — выртнинчен те усси пулмарĕ... Съезда килмесен аван мар...
Лисук вăрăммăн сывласа илчĕ те куçран тинкерчĕ.
Ун çине пăхсан, ку чирлĕ çын мар, пысăк хуйхă пуснă çын тесе шутлама пулать.
Лисук çуçеннĕ пек пулчĕ. Эпĕ ăна хулĕнчен тытрăм, уткаласа çӳреме пуçларăмăр. Шăнкăрав янăраса кайсан, эпир зала кĕтĕмĕр, яланхи вырăна — балкон айне пырса лартăмăр.
Суйлавсем пуçланчĕç, Обкомол членĕсен составне Лев Миронович Лукин вуласа пачĕ, çписока сеньорен-конвент сĕнет, терĕ. Обкомолăн çĕнĕ составĕнче Лисук ячĕ те пур. Ун ятне асăнсан, Лисука эпĕ кăлт! тĕксе илтĕм.
— Хăвăн ятна илтрĕн-и?
— Ăçта?
— Обкомол членĕсен хушшинче.
— Санăн хăлху йӳплĕ пуль!
— Курăн акă, — терĕм эпĕ, — сана Обкомола суйлама палăртнине сеньорен-конвент ларăвĕнчех пĕлнĕ эпĕ...
— Ашшĕ атă тăхăниччен, ывăлĕ Хусана çитсе килнĕ, эппин, — кулса илчĕ Лисук.
Список тăрăх кашни кандидатурăна уйрăм сасăлама тытăнчĕç. Лисук тимлесех итлемест пулмалла. «Юнусова Елизавета» тесен хăйĕн кандидатурше сасăланă чухнете вăл аллине çĕклерĕ. «Ку — чирлĕ пирки илтсе юлаймарĕ пулас», — шухăшларăм эпĕ.
Пур кандидатурăсене те сасăласа пĕтерсен, председатель Обкомол çĕн составĕн списокне вуласа пачĕ. Делегатсем нумайччен алă çупрĕç...
Съезд хупăнсан, делегатсем пĕр çын пек пулса ура çине тăчĕç, пысăк хаваслăхпа «Интернационал» юрларĕç.
Съезд хупăнсанах Обкомолăн организациллĕ пленумĕ уçăласси çинчен пĕлтерчĕç, обкомол членĕсше юлма хушрĕç.
— Кĕтетĕн-и мана? — ыйтрĕ Лисук.
— Ăçта кĕтес?
— Лар çакăнтах, кам хăвалĕ сана?
— Апла юрамасть, — терĕм эпĕ. — Çапла тăвăпăр: эпĕ халĕ кайса апатланăп та пленум вĕçленнĕ тĕле каялла таврăнăп... Юрать-и?
— Ан ултала вара...
— Ку таранччен улталаса курманччĕ те... Рабклуба каялла таврăннă тĕле обкомол пленумĕ вĕçленнĕ. Лисук вешалка патĕнче черетре тăратъ.
— Куртăн-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Шăп вăхăтра çитрĕн, — тере вăл, йăл кулса. — Килместĕн пулĕ тесе шутланăччĕ.
Лисука пальто тăхăнма пулăшрăм, урама тухрăмăр.
— Шăнтать, — терĕ вăл çӳçенсе. — Атя ман патăма кайса ларар.
— Юрать, — килĕшрĕм эпĕ. — Хăна пулса каяс юлашкинчен...
Совпартшкула çитсе, Лисук пӳлĕмне кетĕмĕр. Вăл мана хывалттарче, пукан çине лартрĕ, хăй, шаль тутри пĕркенсе, кровать çине вырнаçса ларчĕ те ăшшăн пăхса илчĕ.
— Лиза, — терĕм эпĕ, — пленумра мĕн пулнине каласа пар-ха. Бюро составне миçе çын, камсене суйларĕç?
— Тăхăр çынранччĕ пулас. Çав вăхăтра алăка шаккарĕç.
— Кĕрĕр! — сасă пачĕ Лисук, хăй вырăнтаи тапранмарĕ.
Эпĕ шутланă пекех, Борисов пырса кĕчĕ.
— Самантлăха çеç кĕтĕм, — терĕ вăл, Лисук патне пырса. — Çыру таврашĕ пулмасть-и киле валли? Ырăя ирех тухса каяс тетĕп те... .
— Хăвах куратăн-çке эпĕ мĕнлине, — хăтăрса каларĕ Лисук. — Чирлĕ çын çыру çырса аппаланать-и?
Аван мар пулчĕ мана. Эпĕ вĕсене калаçма чăрмантартăм пулмалла. Тӳрех тăрса тухса кайма та лайах мар пек туйăнчĕ.
— Апла пулсан, сывă юлăр-ха, — терĕ Борисов, алă парса. — Аннӳне салам калас-и? — ыйтрĕ манран.
— Кала, кала, — терĕм эпĕ ним тума апăтраса, — Добров юлташа та пысăк салам.
— Юрĕ, — терĕ те вăл, çĕлĕкне тăхăнса, алăк патнелле утрĕ.
Алăк хăлăпĕнчен тытсан, самантлăха чарăнчĕ.
— Наччаслăха коридора тухмастăн-ши, Лисук?
— Эпĕ тухатăп, — сасартăк хыпăнса ӳкрĕм эпĕ. — Эпир калаçăр.
— Çук, çук, — аллине ман еннелле тăсрĕ Лисук, — ниçта та каймастăн. — Унтан Борисов еннелле çаврăнчĕ. — Тухмастăп, — татса хучĕ вăл, — пĕлетĕн-çке эпĕ чирлине!
Вася тухса кайрĕ. Эпĕ Лисука куçран чăр-р! пăхса илтĕм. Вăл та куçне пытармарĕ, хирĕç хăюллăн пăхса илчĕ. «Куртăн-и, епле калаçрăм эпĕ унпала?» — тенĕ пек ăнлантăм Лисука.
Пĕр хушă чĕнмесĕр лартăмăр. Лисук çапла сăпайсăрла хăтланни, Борисова хисеплеменни мана питĕ тĕлĕнтерчĕ. «Юриех чĕнсе килмерĕ-ши Лисук мана, — шутларăм аптăраса, — Борисов кĕрессине малтанах пĕлнĕ-çке вăл?»
— Лисук, — терĕм эпĕ, мĕншĕн кӳрентеретен вара Борисова? Ачи лайăх-çке.
— Ачи лайăх та... маншăн мар.
— Санăн кăмăлу хуçăлнине ăнланма пулать, Лисук. Чир айăплă кунта. Çавăнпа та чăрматарас мар сана, кайса выртас пулĕ çывăрма...
— Ан кай, Миша, тархасшăн лар...
— Мĕн амакĕ пулнă вара сирĕн хушăрта?
Лисук чĕнмерĕ. Юнашар пырса ларчĕ те, ик аллипе питне хупласа, сĕтел çине чавсаланчĕ.
«Йĕрсе ямасан юратчĕ ĕнтĕ, — шухăшларăм ăшăмра, — ак тупăнчĕ типшар!»
Лисук çӳçенсе илчĕ, пуçне çĕклерĕ.
— Шăнтать-и мĕн сана?
— Шăнтать, — терĕ вăл, ура çине тăрса. — Выртатăп эпĕ, пальто илсе пар-ха...
Вăл кравать çине выртрĕ, эпĕ пальтипе витсе ятăм. Çавăн чухне вăл ман аллăма çăтăр! чăмăртарĕ.
— Лар юнашар, кровать çине, — пăшăлтатса каларĕ вăл.
Эпĕ вырăн çине лартăм, Лисукăн пуçне тытса пăхрăм.
— Пуç вĕри-и? — хуллен кăна ыйтрĕ Лисук.
— Ытлашшиех мар та, пур çав пăртак... Лисук мана куçран шăтарасла пăхрĕ.
— Халĕ кайма пултаратăн, — терĕ вăл, кăшт тăхтасан, — ыран ирех кил...
— Килетĕп, кирлĕ пулсан.
— Шутсăр кирлĕ, — терĕ вăл, — тем пулсан та кил... Илтетен-и?
— Илтетĕп ĕнтĕ... .
Тăрса пальто тăхăнтăм та, Лисука алă памасăрах, алăк патне утрăм.
— Асту, ан ултала! — асăрхаттарчĕ вăл каллех. — Ыран ирех кил!
«Мĕншĕн ирех пыма хушрĕ-ха вăл мана? Мĕншĕн пусахласах ченчĕ?» Çапла шухăшларăм Лисук патĕнчен тухса общежитие утнă вăхăтра. Кăштах чухларăм пек те, ăнлансах çитеймерĕм çавна.
Çанталăк уяртнă, хăлхана сивĕ чĕпĕтет. Янкăр тӳпере çутă çăлтăрсем чӳхенеççĕ, çĕнĕ уйăх юплĕ майракисене каçăртнă.
Общежитире эпĕ чи малтан Борисова тĕл пултăм. Вăл çав тери салхуллă пек туйăнчĕ мана. Мана курсан çеç савăнанçи пулчĕ.
Ман хыçран тенĕ пекехг Хлебников юлташ пырса кĕчĕ.
— Ăçта çӳретĕн эсĕ паян?
— Тахçанах кунта, — шӳтлесе каларăм эпĕ, — эсĕ ху ăçта çӳретĕн тата? Асту кунта Сĕнтĕрвăрри мар, Шупашкар пикисем илĕртме пĕлеççĕ вĕсем...
— Çитĕ сана шăл йĕрме, — терĕ вăл, пальтине хывса. — Ыран санăн обкомола каймалла...
— Мĕн ĕçпе?
— Шупашкара куçарас пирки калаçса пăхасшăн. Кăнтăрла иртсен икĕ сехетре обкомол бюровĕн ларавĕ пулмалла.
— Юрать, — терĕм эпе, — Сĕнтĕрвăрри мана йăлăхтармарĕ те-ха...
— Ăна, юлташăм, тивĕçлĕ органсем татса парĕç, йăлăхтарнă-и унта, йăлăхтарман-и...
— Манран ыйтса пăхаççĕ пулĕ-ха...
— Ыйтаççĕ ĕнтĕ, чĕнтереççĕ пулсан...
— ...Ирхине сакăр сехетре куçа уçса Борисов вырăнĕ пушă пулнине асăрхарăм вăл? Киле тухса каймарĕ-ши ирех?»
Тула тухрăм. Каç янкăр уяр пулнă çинчех çанталăк пĕтĕмпех урса кайнă. Урамра çавăрттарать кăна. «Сĕнтĕрвăррине мĕнле тухса каяс, капла пулсан?»
Каялла кĕнĕ çĕре Хлебников вăраннă, тумланса ларать.
— Миша! — терĕ вăл, тумланса газинне çитсе килес мар-и пирĕн?
— Мĕн илес тетĕн?
— Тен, çĕнĕ кĕнекесем пур? Эпир урама тухрăмăр. Çанталăк паçăрхи пекех çил-тăман алхасать.
— Кун пек çанталăкра, — терĕм Хлебникова, — ырă çын анчăкне те тула кăлармасть.
Юлташăм шаламарĕ. Те илтрĕ вăл мана, те пачах илтмерĕ.
Чăрсăр çил урлă та пирлĕ çавăрттарнине пăхмасăр, эпир хăвăрт утрăмăр, магазина хашкаса кĕтĕмĕр. Кĕнеке магазинĕ пушах, пĕтĕмпе те виç-тăватă çын кăна. Асар-писер çанталăкра шкамăн те килтен тухасах килмест пулмалла.
Магазинта Хлебников чи малтан Ленинăн «Çамрăксен Союзĕц задачисем çинчен» кĕнекине ыйтрĕ. Эпир ăна пилĕкшер кĕнеке илтĕмер. «Сĕнтĕрвăррине çитсен, — юлташсем ыйтма пултараççĕ», — терĕ вăл.
Унтан эпир çӳлĕк çинче курăнмалла тăратса янă Джон Ридăн «Тĕнчене кисретнĕ вунă кун» кĕнекине асăрхарăмăр. Сутăç кĕнекене илсе парсан, эпир ăна пăхкалама пуçларăмăр.
— Умсăмахне кам çырнă, куратăн-и? — терĕ Хлебников.
Эпĕ вăл кăтартнă тĕле пăхрăм, пĕчĕк çеç умсăмăх айĕнче «Н.Ленин» тесе çырнине асăрхарăм. Çав умсăмаха В. И. Ленин 1920 çулта Америкăра тухакан кĕнеке валли акăлчанла çырнă иккен. Страницăн тепĕр енче Н. К. Крупская вырăсла кăларăм валли çырнă умсăмаха пичетленĕ. Вĕсене эпир магазинтах вуласа тухрăмăр.
— Илетпĕр-и?
— Илмесĕр.
В. И. Ленинпа Н. К. Крупская çырнă кĕске умсăмахсемсĕр пуçне авторĕ хăй çырнă пилĕк страницăллă умсăмах пур. Вăл çапла пуçланать: «Эта книга — сгусток истории, истории в том виде, в каком я наблюдал ее. Она не претендует на то, чтобы быть больше, чем подробным отчетом о Ноябрьской революции, когда большевики во главе рабочих и солдат захватили в России государственную власть и передали ее в руки Советов...»
— Мĕнле пек?
— Кăна та илес пулать.
Кĕнекесене пуçтарса чикрĕмĕр те, магазинтăн тухса, тăвалла уттартăмăр.
Вунă сехет тĕлĕнче эпир обкомола пырса кĕтĕмĕр. Обкомол ун чухне Володарски урамĕнчи Ехрем хуçа çуртĕнче, кил хушшинчи флигельте вырнаçнăччĕ. Унта вăхăт нумаях иртмерĕ. Эпĕ Семен Андрейч патĕнче пултăм, унпала калаçрăмăр. Вăл мана Шупашкар хулинчи пионер бюровĕн председателĕ пулма сĕнчĕ. Шухăшларăм-шухăшларăм та килĕшес терĕм. «Тен, вĕренес пирки лайăхрах пулĕ, — терĕм ăшăмра, — ытти енчен те тĕп хулара авантарах пулĕ...»
— Питĕ аван, Александров юлташ, — терĕ Облбюро председателĕ, эпĕ килĕшсен. — Пĕрле ĕçлĕпĕр, кунта куçсан...
Обкомолтан тухнă чухне ирхине ирех Лисук патне кайма сăмах пани çинчен аса илтĕм. «Кĕтсе ывăнчĕ пулĕ апăрша. Мĕн шутларĕ-ши вăл ман çинчен?» Лайăх мар пулса тухрĕ: тытмарăм çав эп хам сăмахăма.
...Кăнтăрла иртсен эпир, Шупашкартан тухса, Атăл çине антăмăр. Çулта эпĕ пĕччен мар, манпа пĕрле Борисов юлташ, унăн Сĕнтĕрвăррине кĕрсе тухмалла. Хлебников пире Атăл çине антарсах ăсатса ячĕ, хăй вăл Республикăри Советсен пĕрремĕш съездне юлчĕ.
Атăл çулĕ такăр мар. Кăнтăрлаччен алхаснă çил-тăман тĕллĕн-тĕллĕн юр куписем хыва-хыва хăварнă. Тăман хыççăн çанталăкĕ чылаях çемçелнĕ. Юр хӳсе лартман пулсан, утма питех те çăмăл пулмалла. Çемçе юр ура çумне çыпăçать, утăма çыхлантарать.
— Вася, — ыйтрăм юлташăмран, — эсĕ мĕншĕн мăн çулпа кайма шутламарăн вара, Сĕнтĕрвăрри урлă Атăлпа кайма шутларăн. Капла сана питĕ тавра пулать вĕт?
— Тавраран каякан пыл хыпнă, теççĕ...
— Вăл çапла та-ха...
— Сĕнтĕрвăрринче çĕрĕç пайне кĕмелле, Патманов юлташа курмалла, — хушса хучĕ вăл. — Вăл кĕнекесем пама пулнăччĕ, пуп çырми пирки те темĕн калаçасшăнччĕ...
— Ăнланатăп, — кулса илтĕм эпĕ, — çав çырмана вăл хăйĕн ĕнси çине тухнă çăпан пекех кураймасть... — Иртнĕ çулла миçе йăмра лартрăр çак эсир вăл çырмана? — ыйтрăм юлташăмран, ун чухнехи субботнике аса илсе.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...