Пирвайхи юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
Миша пирки мĕн калас? Вăл мана чăтма çук йывăр кӳрентернĕ. Эпĕ ăна нихăçан та каçарассăм çук пулĕ, тесе шутлатăп. Вăл ман патăма çырманни, хăвах пĕлетĕн, питĕ нумай пулать. Унăн çырăвĕсене хăйне каялла уçса вуламасăрах яра-яра панипе тарăхрĕ пулĕ çав...
Санран çакна ыйтса пĕлес килет: эсĕ Мишăна килĕштернине вăл хăй пĕлет-и, туять-и е вăл нимĕн те чухламасть? Çакăн çинчен çырса пĕлтер, май пулсан.
Халлĕхе тĕрĕс-тĕкел юлатăп, сана та телейлĕ пурăнма, лайăх вĕренсе пĕтерме ырлăх-сывлăх сунатăп. Çăва тухсан, тен, иксĕмĕр тĕл пулса, юнашар ларса калаçсатă пăхăпăр-ха. Сывă пул, çыру çырма ан ман.
Санăн тусу Ирина».
Темĕн тĕрлĕ те виçсе пăхрăм Ирина сăмахĕсене. Кашни пуплевĕнчех, кашни сăмахĕнчех хама килĕшекен, чунăма йăпатакан вырăнсем шыраса хăшкăлтăм. Акă, Ирина çырăвĕнчи пĕр вырăнах илер-ха. Мĕншĕн апла çырать-ха вăл? «Каçарассăм çук», тесе пат каламасть, «каçарассăм çук пулĕ, тесе шутлатăп», тет. Мĕншĕн апла? Мĕншĕн татса каламасть сăмахне? Энпин, вăл мана пачахманса кайман та-и, тен? Тен, хăшпĕр чухне аса та илет?.. Апла пулсан, пĕр тăхтамасăр çыру çырса яраç мар-и Ирина патне?
Алеша çывăрма выртсан, эпĕ каллех Ирина çырăвне кăлартăм, ӳпне-питне çавăркаласа нăхрăм, каллех ик-виçĕ хут вуласа тухрăм. Ирина çырать: «Санран çакна ыйтса пĕлес килет, эсĕ Мишăна килĕштернине вăл хăй пĕлет-и, туять-и е нимĕн те чухламасть? Çакăн çинчен çырса пĕлтер, май пулсан...», тет. Эппин, Ирина манран пачах ютшăнман пулать-ха. Эпĕ Лисук çине мĕнле пăхни, вăл мана килĕштернипе килĕштерменни Ирина чĕрине пăртак та пулин кăтăклать иккен... Апла пулсан, мĕншĕн иккĕленсе тăрас: ларас та халех Ирина патне çырас...
«Пĕртен-пĕр юратнă тусăм,
Ирина!» пуçларăм çырăва.
«Кольăна тарăхса, ун патне янă çырура сан çинчен усал каласа пăрахнă хыççăн эпĕ темĕн чухлĕ асаплантăм. Ман çырусене вуласа пăхмасăрах эсĕ каялла яра-яра пани те калама çук пăшăрхантарчĕ. Ун хыççăн ху та пачах çухалтăн. Канаш хулинче пурăнать тенине те ăнсăртран кăна пĕлтĕм...
Ах, Ирина, Ирина! Мĕнле уçса кăтартам-ши сана шĕл-кăвар пек çунакан ăшăмă! Чи малтан çакна калам: айван пуçăмпа Коля патне çырнă çырура сан çинчен усалпа асăннăшăн çав тери ӳкĕнетĕп. Каçарччĕ, тусăм, вырăнсăр персе янă сăмахăмшăн. Çутă хĕвелшĕн те пулин каçар! Пĕлетĕн-и эсĕ çав сăмах мĕнле тухса кайнине? Кĕвĕçнипе, чăтма çук кĕвĕçнипе!
Пĕр çын теприн патне янă çырăва виççĕмĕшне кăтартмаççĕ. Ку — такамшăн та паллă. Апла пул.сан, мĕн тума кăтартнă-ха Коля сана ман çырăва? Вăрçтарас тесе шутланă вăл. Мĕнле те пулин хирĕçтерес! Мĕн тума кирлĕ пулнă-ха Кольăна пире хирĕçтерме? Кирлĕ пулнă пулас çав! Вăл сана çавăрма шутланă, мана пачах мантарасшăн пулнă. Ахаль пулсан, мĕн тума çырнă пулĕччĕ вăл ун чухне çакăн пек: «Эпир, Миша, кăçал техникум пĕтеретпĕр, вĕренсе тухсан, ĕçлеме Иринăпа пĕрле каяс терĕмĕр. Эсĕ уншăн кӳренместĕн пулĕ те? Ан кӳрен, тусăм, эпĕ сана çиллентерес тесе çырмастăп...» Мĕнле хакламалла çак йĕркесене, провокаци тесе хакламасан? Эсĕ Кольăпа пĕрле кайма шутланă-и вара хăçан та пулсан?
Каçар, Ирина, халĕ те пулин каçар. Юрату çинчен çырас теменччĕ паян... Эсĕ, Ирина, манăн пирвайхи, пĕртен-пĕр тата ĕмĕрлĕх юрату пулнине лайăх пĕлсе тăратăн. Кун йышши е тата хытăрах янăракан сăмахсем илткеленĕ пулĕ те-ха эсĕ... Ĕнен мана, тусăм: хăшпĕр чухне сăмаха шухăшламасăр персе янисем те пулаççĕ... Маншăн эсĕ, Ирина, — мĕнле ăнлантарам-ши ĕнте, кăна каласа пама та питĕ хĕн, — юратнă пике çеç мар, эсĕ — пурнăç, çут тĕнче, уйăхпа хĕвел! Ку — сăмах çеç мар, ку — хăй чăнлăх, халлĕхе илсен, таса ĕмĕт çеç пулса юлать... Эсĕ, Ирина, манăн пĕтĕм пурнăç çулне çутăлтартăн!..
Халлехе çитет пулĕ. Санран çыру кĕтсе пурăнатăп. Виç сăмах та пулин çырса яр...
Халĕ ĕнтĕ, Ирина, Шупашкарта пурăнатăп. Мана Шупашкар хула комитетне куçарчĕç, хулари пионер бюровĕн председателĕнче ĕçлетĕп.
Сывă пул, тусăм! Ĕмĕтре сана пин хут чуптăватăп.
Пысăкран та пысăк салам.
Миша».
Çыруне конверта чикрĕм, адресне çыртăм. Конверт айне «Шупашкар», тесе кăна лартрăм. Ятăма та, хушаматăма та пĕлтермерĕм. Тен, эпĕ çырнине пĕлсен, каллех, вуламасăрах, каялла ярса пама пултарĕ, терĕм...
10
Шупашкар халăхне тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ вăл çулхи çуркунне. Тĕлĕнтерчĕ пулмасăр! Хăçан курнă кун пеккине? Асаттесем астăваççĕ-ши? Çурхи шыв питĕ тулăх пулнипе ниçта шăнăçма пĕлмен Атăл шывĕ хĕрлĕ площаде çити сарăлчĕ. Роза Люксембург урамĕнчи пысăк кĕпер те шывра. Вăрăм хăмасем хунипе çеç кĕпер урлă каçма пулать. Тĕп библиотека, ытти нумай çуртсем — шывра. Пасар урамĕнчи Гисматуллин лавккине кимĕпе ишсе кĕме пулать. Ăçта пăхатăн — çурхи шыв сарăлса выртнине куратан. Венеци хули ăнсăртран Шупашкара куçса килнĕ тейĕн!.. Йăлăмри улăх-çаран та пĕтĕмпех шывра: унта-кунта турачĕсене кăнтарса ларан йывăç тăррисене курнипе çеç вăл вырăнта типĕ çĕр пулнине тавçăрса илме пулать...
Май уйăхĕ сулхăн тăрать. Эпир Лисукпа Атăл хĕрринче больница хыçĕнчи «Юрату сăмсахĕ» çинче тăратпăр, анлă Атăлпа киленетпĕр. Тĕттĕм пулса килчĕ, тин çеç анса ларнă хĕвел çути Атăл çине хĕп-хĕрлĕ ӳкрĕ...
— Мĕншĕн эсĕ питĕ тунсăх паян? — ыйтрĕ Лисук, — мĕншĕн нимĕн те калаçмастăн?
— Сăмахне тупаймарам-ха, эсĕ мĕншĕн калаçма чарăнтăн? — терем хуленчен тытса.
— Ирина çырманнишĕн тунсăхлатăн-и? — терĕ вăл, ман сăмаха илтмен пек.
— Унпа мар пулĕ, — терĕм эпĕ, — темшĕн паян кунĕпех ăшчик вăр-вăр тăвать...
— Шел ачана, — терĕ те Лисук, йăл! кулса, куçран тинкерчĕ.
Эпĕ шутларăм: «Пĕлесчĕ эсĕ Ирина патне епле çыру çырнине. Мĕн каланă пулăттăн-ши çав çырăва вуласан?»
— Кичем мар-и манпа? — ыйтрĕ Лисук.
— Мĕншĕн кичем пултăр санпала? — терĕм эпĕ. Лисук чĕнмерĕ. Эпир больница карти хĕррипе анаталла утрăмăр. Лисук та шарламарĕ, эпĕ те чĕнмерĕм. Йăлăмран сивĕ çил вĕрнипе сулхăнрах. Кăштах шăннипе пулас, Лисук ман çумарах тĕршĕннĕ пек пулчĕ. Çакна сисрĕм те, кĕпе вĕççĕнех пыракан Лисук хулĕ çине хамăн пиншака витсе ятăм.
— Капла юрать-и? — ыйтрăм пикерен.
— Юрать, — терĕ вăл, — эсĕ ху шăнмастăн-и?
— Арçын тусмелле, — кулкаларăм эпĕ, — унăн шăпи çаплалла...
Лисук тутипе кулса илчĕ те пиншак çаннисене хире-хирĕç туса пăчăртарĕ.
— Ларса канмастпăр-и çакăнта? — ыйтрĕ Лисук.
— Ывăнтăн пулсан, ларар.
Эпир пĕр хушă анаталла пăхса лартăмăр. Тĕттĕмленчĕ. Атăл çинче унта та кунта хĕрлĕ-симĕс çутăсем курăнкалама пуçларĕç.
Мана хама та сивĕ пулнине Лисук часах сисрĕ пулас. Вăл хулпуççи çинчи пиншакăма илчĕ те, алă вĕççĕн тытса, çапла каларĕ:
— Сана та сивĕ вĕт, айта иккĕн пĕркенер!
Эпĕ хирĕçмерĕм. Вара Лисук çав пиншакпа иксĕмĕре витрĕ те эпир, варлă хĕрпе каччă пек, пĕрле лартăмăр.
— Борисов ăçта-ши çак самантра?
— Мĕн тума кирлĕ пулчĕ вал сана? — пуçне çĕклерĕ Лисук.
— Ахалех, — терĕм эпĕ, — хисеплетĕп эпĕ ăна.
— Хисепле! — сиввĕн каларĕ Лисук. — Ман мĕн ĕç пур унпа?
— Питĕ юратать вăл сана, Лисук, — терĕм эпĕ. — Хĕлле, съездран таврăннă чухне, вăл мана питĕ нумай каласа пачĕ.
— Мĕнех каларĕ вара?
— Сана юратни çинчен... Халĕ вăл иксĕмĕр çапла лараççĕ тенине ниепле те ĕненес çук.
— Мĕншĕн? — терĕ Лисук.
— Сана хытă юратнипе.
— Эсĕ? — ман çине пăхса илчĕ вăл.
Эпĕ шарламарăм. Мĕн калас-ха манăн ăна хирĕç? Тӳррипе илсен, манăн Лисукпа «Юрату сăмсахне» килмелле те марччĕ ĕнтĕ. Варлă çынсем пек пĕр пиншакпа витĕнсе лартăмăр! Савма пуçламарăм-ши эпĕ Лисука? Чăнах та... Лисук çав тери лайăх, кăмăллă хĕр. Камăн чунĕ ан ирĕлтĕр-ха унпа пĕрле чух?
Бульвар тăрăх Роза Люксембург урамне тухрăмăр, эпĕ ăна совпартшкула ăсатса ятăм.
«Кӳрентертĕм пулас Лисука, — шухăшларăм, уйрăлсан, — мĕн тăвас ĕнтĕ, Иринăна манаймастăп пулсан...»
11
Çуллахи ĕç планĕ тăрăх, йăлăмра пысăк çар вăййи ирттерме палăртса хунăччĕ. Мĕнле вăйă ирттерес-ха? Ачасенчен ыйтса пăхрăмăр, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлтĕмĕр. Нумайăшĕ Буденный çарĕ Махно бандине аркатса тăкнине кăтартакан вăййа хапăл тăваççĕ иккен. Ун чухне «Красные дьяволята» кинокартинăна питĕ юратса куратчĕç. Вăл картинăна эпĕ хам та пĕрре кăна мар курнăччĕ, ачăсем пушшех курмасăр юлман ĕнтĕ. Вара, çав картина тăрăх, Махно бандине аркатса тăкни çинчен çар вăййи ирттерме шутларăмăр.
Инкеке, Махно рольне никам та илесшĕн мар пулнипе самаях хăшкăлтăмăр. Пĕрине сĕнетпĕр, теприне йалăнатпăр — çук, никам та Махно пулма килĕшмест, Мĕн тăвас? Çак интереслĕ вăйă çавăншăнах путланса ларма пултарать-çке. Алешăпа канашласа пăхрăм. Çапла-çапла, Махно рольне никам та илесшĕн мар, терĕм. Вăл, канаш парса пулăшас вырăнне, çапла «йапатса» хучĕ: «Никам та Махно пуласшăн мар, тетĕн? Эппин, хамăн пулас пуль?»
Алеша тăрăхлани кӳрентерчĕ, çавах эпĕ пуçа усмарăм, вожатăйсем хушшинче пикенсех хама валли çын шырарăм. Пĕрне сĕнтĕм, теприне ӳкĕтлерĕм, виççĕмĕшне тархасларăм, — çук! Никам та Махно пуласшăн мар. Ак тамаша! Мĕскер тăвас, кама ӳкĕтлес? Аптрасах çитрĕм никам та Махно пулма килĕшменнипе. Юлашкинчен, малтан тăрăхланăскер, Алеша хăех пулăшрĕ, Вăл акă мĕнле пулчĕ. Пĕр ирхнне, эрнекунччĕ пулас, яланхи пек хула комитетне çитрĕмĕр. Алеша кабинета чĕнтерчĕ те:
— Махно рольне вылякан тупрăн-и? — тесе ыйтрĕ.
— Çук, — терĕм эпĕ, — кйлĕшмеççĕ...
— Эпĕ тупрăм, — кулса илчĕ Алеша.
— Кама тупрăн, ăçтан?
— Федя Баранова чĕн-ха, — хушрĕ вăл.
Федя Баранов хула комитетĕнчех ĕçлетчĕ, хурарах лутра ачаччĕ. Ун çине пăхса илсенех, çав тери савăнса кайрăм. Ку таранччен мĕнле асăрхаман-ха эпĕ ăна? Кăвак сăхманпа Махно çĕлĕкне тăхăнтар ăна, чĕн пиçиххи çыхтар — сăмса çине куçлăх лартмасăр та чăн-чăн Махно пулса тăрать!..
Канцелярине тухсан, Федя çине пăхса, чылайччен тĕлĕнсе тăтăм, мĕн ĕçпе килнине те манса кайнă...
— Мĕскер, Миша, мана курман пек тинкерсе пăхатăн? Пике темерĕн пулĕ-çке?
Вăл сăмах хушсан тин хама мĕн кирлине астурăм.
— Секретарь кĕме хушрĕ, — терĕм юлашкинчен. Федя хыççăн хам та кабинета кĕтĕм. Тăратăп, хайхи,
Алеша пуçлассине кĕтсе. Вăл васкамарĕ, Малтан Барановран ăна-кăна ыйткаларĕ, тĕрлĕрен кăтартусем пачĕ. Эпĕ, нимле мар пулса кайнăскер, ăшăмра вĕчĕрхенсе тăтăм. «Мĕскер вăхăта ирттерет ку Алеша, мĕншĕн калаçăва пуçламасть?»
— Федя, — терĕ Алеша, эпĕ вĕчĕрхеннине сиснĕ пекех, — Махно пулас килмест-и санăн?
— Мĕнле Махно? — тĕлĕнсе ыйтрĕ лешĕ.
— Ну, леш, хайхи, вăрă-хурах Махно пулма? Федя пушшех тĕлĕнсе кайрĕ:
— Нимĕн те ăнланмастăп, — терĕ вăл, — эсир кулатăр-и манран?
Калаçăва эпĕ хутшăнтăм, Федьăна ăнлантарма тытăнтăм.
— Тĕлĕнмелли çук, Федя, — лăплантартăм ăна. — Вырсарникун йăлăмра пионерсемпе çар вăййи ирттереç терĕмĕр, сана Махно рольне выляма çеç ыйтатпăр...
Федя тинех ăнланса илчĕ, ăнланчĕ те çилленсе ӳркĕ.
— Мĕскер мăшкăллатăр эсир манран! — тарăхса илчĕ вăл. — Пулмастăп, Махно пулма килĕшместĕп.
Алешăпа иксĕмĕр пĕрне-пĕри куçран пăхса илтĕмĕр»
«Ĕç тухмарĕ ача, — анлантăм Алешăна, куçĕнчен пăхса, — мĕн тăвăпăр капла?..»
— «Красные дьяволята» кинокартина куртăн-и çак эсĕ, Федя? — ыйтрăм эпĕ, аптăранă енне. — Ăна Ленин та килĕштернĕ, тет.
— Курнă-çке, мĕн вара?
— Махно вăрă-хураха асăрхарăн пулĕ?
Федя калаçасшăн мар, чĕнмесĕр тăчĕ-тăчĕ те çапла каласа хучĕ:
— Махно пулмастăп, Буденный рольне выляма пултаратăп...
Алеша ахăлтатсах кулса ячĕ.
— Чим-ха, Федя, — терĕм эпĕ, — Буденный рольне парăттăмăр та сана, эсĕ лутрарах-çке пăртак... Буденный мĕн çӳллĕшĕ, пĕлетĕн-и çавна? Махно тесен, вăл санран пĕрре те вăрăм мар, лутрарах та пулĕ...
Шухăшласа тăчĕ-тăчĕ те Федя, пуçне сулкаласа, тухса кайрĕ.
— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? — ыйтрăм Алешăран.
— Мĕн те пулин шутласа кăларас пулать... Акă мĕн, виçĕ сехетре черетсĕр бюро ларăвне ирттерĕпĕр, — терĕ вăл, кăшт тăхтасан. — Çар вăййин планне пăхса тухас пулать. Буденнăйпа Махно ролĕсене кама парассине çирĕплетмелле... «Йышăнмастăп Махно рольне!» — тесе пăхтăр вара Федя.
— Чăнах çапла тумалла, — хаваслантăм эпĕ. — Пуçу та-çке санăн, Алеша, министр пуçĕ пек!
— Ан лĕпĕртет! — хăтăрса илчĕ вăл. — Бюро членĕсем патне шăнкăравла. Ăнлантăн-и?
— Лайăх ăнлантăм, — терĕм те кабинетран тухса кайрăм.
— Асту! — асăрхаттарчĕ вăл. — Федьăна нимĕн те ан систер!..
Шăп виçĕ сехетре Алеша Зарубин хула комитет бюровĕн ларăвне уçрĕ.
Алеша кун йĕркине пĕлтерчĕ. Эпĕ çар вăййин планĕпе паллаштартăм: хăш отрядсем «хĕрлисем», хăшĕ «махновецсем» пулмаллине, мнçе полк тумаллине, вĕсен командирĕсене пĕлтертĕм. Вăйă ăçта тата мĕнле пуçланмаллине, мĕнле (вĕçленмелли çинчен каласа патăм.
— Килĕшетпĕр-и планпа? — ыйтрĕ Алеша.
— Килĕшес! — терĕç бюро членĕсем.
— Аплă пулсан, — пĕтĕçтерчĕ Алеша, — Плана йышăйнă, тесе шутлатпăр...
— Тепĕр ыйту пур, — Терĕм эпĕ, — Махнопа Буденный ролĕсене валеçесси...
— Мĕнле сĕнӳ пур? — ыйтрĕ Алеша.
Эпĕ, Алешăна куçран тӳрех пăхса, çапла каларăм:
— Буденный рольне хамăн илмелле пулать, Махно рольне Федя Баранова парсан питĕ аван пулмалла...
Лару протоколне çырса пыракан Федя ман çине шурă куçпа пăхса илчĕ, темĕн каласшăн пулчĕ те нимĕн те калаймарĕ.
— Килĕшетпĕр-и, юлташсем? — ыйтрĕ секретарь.
— Килĕшес! — терĕç бюро членĕсем.
— Вот, Федя, — терĕ Алеша, бюро членĕсем салансан, — Махно рольне санăннах вылямалла пулать...
— Шуйттан шăтăкне кĕрсе кайтăрччĕ вăл çав сирĕн Махно текенни!..
Июнь уйăхĕнчи пĕр вырсарникун, хайхи, хулари пионерсене икĕ паромпа йăлăма каçартăмăр. Çанталăкĕ аван. Пирĕн паромпах Атăл урлă Лука Семенович Спасов каçрĕ.
— Ăçта илсе каятăн пионерсене? — ыйтрĕ вăл.
— Çар вăййи ирттерме, — пĕлтертĕм эпĕ.
— Юрать, — терĕ вăл, — анчах айванла ан хăтланăр унта, асăрхануллă пулăр...
Йăлăма каçсан, эпĕ пионерсене вăйă планĕпе паллаштартăм. Вăйă чиккине пĕчĕкçеç хĕрлĕ ялавсемпе паллă туса тухрăмăр. Вырăнĕ çителĕклĕ: тăршшĕ — виç километр патне, сарлакăшĕ — затон таранах. Вăйăра çав лаптăкран тухма юрамасть. Кунта хăва кашласа ӳсет, ăвăспа йăмра та сахал мар.
Вăйă вуникĕ сехет тĕлĕнче пуçланчĕ. Федя — «Махно» — хăйĕн çыннисемпе пиртен уйрăлса кайрĕ. Эпĕ — «Буденный» — хĕрлĕ полксене малтан пăйăртнă çĕре вырнаçтартăм, разведка уйăртăм, командирсене заданисем патăм. Эпĕ салтакла тумланнă: Буденный вĕт! Гимнастерка, галифе, буденовка, шашка çакса янă. Буденнăйăн хура мăйăхе кăна çитмест. Федя вара — каснă-лартнă Махно! Таçтан кăвак сăхман тупса тăхăннă, сăхман çинчен сарлака чĕн пиçиххи çыхнă, çĕлĕк тăхăннă, унăн та шашка пур. Çав икĕ шашкăна эпĕ хулари милици уйрăмĕнчен юриех кайса илнĕччĕ.
Отрядсене кирлĕ пек вырнаçтарсан, пĕр отряда разведкăна кăларса ятăм. Çӳренĕ-çӳренĕ çак отряд, пĕр çур рехет ытларах иртсен, отрядăн çурри кăна таврăнчĕ. Нумайăшне махновецсем тыткăна илнĕ иккен...
Çавах та, вăйпах Махно рольне панăшăн, Федя пире чике тăршшех лартса хăварчĕ. Вăл хăйĕн штабĕпе вăйă чиккинчен тухса хăва хушшине пытаннă та кулса кăна выртнă пирĕнтен. Шыраса тупăр ăна!..
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...