Шурă акăш çулĕ :: Пулат хан тăхăмĕ
— Аслă Пăлхар çинчен чылай илтнĕ. Ман шутпа, пирĕн Самарканта вăл çапах та çитеймест. Çула май курнă ытти хуларан вара пуринчен те ирттерет пек туйăнать, — терĕ.
— Туйăнать мар, ирттерет, — татса каларĕ хуçи. — Хăшĕсем мана унта çитиех вăрçăпа ан çӳре теме пăхрĕç. Çĕршывăмăр ахаль те капашсăр пысăк, унта йĕрке тытса тăма йывăр пулать тесе ĕнентерчĕç.
— О, аслăран та аслă эмир! Пĕр енчен вĕсем тĕрĕсех калаççĕ пек. Ав, Ылтăн Урта мĕн тери анлăччĕ. Çур тĕнчеччĕ унăн аллинче. Эсĕ ăна тытрăн та çапса аркатрăн, унăн чи лайăх çĕрĕсене çавăрса илтĕн. Паллах, тĕлĕнмелле ăсна пула. Çапах ытлашши кӳпшесе кайнă Ылтăн Уртана ертсе пыма меслет çукки те пулăшнах сана.
— Паллах, паллах, — кăмăлсăррăн килĕшрĕ эмир пулăшуçипе. — Анчах мана кунта килмелле мар тесе сĕнекенсем пурпĕр ухмахсем. Çак хулапа унăн улусĕ Ылтăн Урта аллинчен вĕçерĕннĕ май малашне вăйлăн аталанма пултарни кĕретех. Халех çак шайрискер, вăл мĕн тери пысăк хăват илнĕ пулĕччĕ. Эпĕ туса хунă пысăк патшалăхпа çурçĕр енче çакнашкал вăй чикĕленсе тăни кирлĕ-и мана? Ертсе пырасси тенĕрен, эпĕ ку улуса хам çĕршыв чиккине кĕртме шутламастăп та. Лайăх кăна аркатса хăварсан вăл сахалтан çур ĕмĕр вăй илеймесĕр пурăнĕ. Хальлĕхе мана çакă çеç кирлĕ. Мана кăнтăр енче тăшман нумаййи те çитет.
Сăмахне вĕçлесен эмир утне Пулатпа Селиме умĕнче чарса тăратрĕ.
— Кайсын, кусем тата камсем? — ханпа арăмне тин çеç асăрханçи туса ыйтрĕ вăл. — Чим, — сăмах чĕнме хатĕр пулăшуçине алă çĕклесе чарчĕ çавăнтах, — эпĕ хамах тавçăрса илем. Тумтирне кура... Тата çапла тăнине шута илсе... Йăнăшмастăп пулсан, ку çын — Пăлхар ханĕ. Хĕрарăмне пĕлместĕп. Анчах, каллех тумне кура, ахăртнех хан арăмĕ. Çапла-и? — Пулат енне кăшт усăнса ыйтрĕ эмир.
— Çапла, эпĕ çак хула ханĕ Пулат, — терĕ Пулат. — Эсĕ вара кам пулатăн?
— Ку тата санăн аслă арăму-и? — Пулат ыйтăвне илтмĕш пулчĕ эмир.
— Çапла, вăл манăн арăм Селиме. Асли те, кĕçĕнни те вăлах. Манăн пĕр арăм çеç. Татах ыйтатăп, эсĕ хăв кам пулатăн? — çакна паçăрах тавçăрса илнĕ пулин те тепре ыйтрĕ Пулат.
— Кунта ыйту параканни эпĕ! — йĕнер çинче йăрст тӳрленсе ларса кăшкăрса пăрахрĕ эмир. — Эсĕ вара суя хан пулас. Э, Кайсын, эсĕ мĕн шутлатăн? Хан пĕр арăмпа çеç пурăнма пултарать-и?
— Хисеплĕ эмир, эпĕ Пăлхар ханĕ чăнах та пĕр арăмпа кăна пурăнать тенине илтнĕ. Тата питрен те вăл Пăлхарта шăратса кăларнă кĕмĕл тĕрхем çинчи сăн пекех. Укçи çавăн ятлă вĕсен.
— Чăнах-и? — тĕлĕнчĕ эмир, вара Пулат енне çаврăнса йĕкĕлтесе илчĕ: — Эсĕ, хан, кĕлмĕçе тухма тытăннă мар-и? Икĕ арăм тăрантарса усрамалăх та мул çук иккен санăн. Е эсĕ вырăн çинчи ĕçе пит пултараймастăн?
Кăна илтсен эмирпа Кайсын çеç мар, вĕсемпе пĕрле килнĕ ытти юлан утçăсем те çăвар тулли ахăрса ячĕç. Пулатпа Селиме вара нимĕн пулман пек пач хускалмасăр тăчĕç. Çакă эмира килĕшмерĕ.
— Эсĕ, хан пекки, ма нимĕн те шарламастăн? — кăшкăрса пăрахрĕ вăл.
— Эпĕ палламан çынсемпе пуплешсе çăвар тутине сая ямастăп, — хуравларĕ Пулат лăпкăн.
— Палламан çынпа тетĕн-ха? Кайсын, илтетĕн-и, эпĕ уншăн палламан çын. Мана пĕтĕм тĕнче пĕлет, ку этем вара çав-çавах палламасть. Итле, эппин. Иранра мана Тимур-е-лане теççĕ. Европăра Тамерлан тесе чĕнеççĕ. Тюрксем вара мана Уксах Тимĕр ятпа пĕлеççĕ. Эсир те, пăлхарсем, çаплах чĕнетĕр мана, — эмир ут çинчен сиксе анчĕ те пĕр-икутăм утса кăтартрĕ. — Куратăн-и, эпĕ чăнах та уксах. Ку сеç мар, манăн хăрах алăра икĕ пӳрне çук. Пурпĕр эпĕ тĕнчере пуринчен вăйли, пуринчен хăватли. Çакна эсĕ паян хăв та курса ĕнентĕн пулĕ тетĕп, э-э-э...
— Пулат хан, — аса илтерчĕ Кайсын.
— Çапла, Пулат хан, — аса илнĕ пек турĕ Уксах Тимĕр. — Ну, халĕ пуплешĕпĕр-и ĕнтĕ?
— Эпĕ сана патшалăхсем хушшинчи çыхăнусен шайĕпе шухăшлакан çын тесеччĕ. Эсĕ вара ĕçсе супнă аскăнчăк арçын шайĕнчи этем кăна. Мĕн çинчен пуплешес ман санпа? — хуравлас вырăнне каласа хучĕ Пулат.
Уксах Тимĕр ханпа арăмĕ тавра утса çаврăнчĕ, унтан Пулата хирĕç пырса тăчĕ, ăна мăнаçлăн каларĕ:
— Мана патшалăхсем хушшинчи шайпа шухăшлани кирлĕ мар. Кĕçех эпĕ çĕр çинчи пĕртен-пĕр патша пулса тăрăп. Эс мана, мĕн, арăму пирки шӳтлесе илнĕшĕн кӳрентĕн-и? Ахалех кӳренетĕн. Нумай арăм тытасси вăл вырăн вăййисемшĕн кăна мар. Тĕрĕсрех каласан, пачах та уншăн мар. Арăм нумаййи вăл тăхăм кăкĕ вăйлине пĕлтерет. Манăн, сăмахран, вун виçĕ арăм. Ачасен шучĕ çук. Çĕр çинче темле хăрушă пăтăрмах сиксе тухсан та тăхăма малалла тăсаканни кам та пулин юлатех. Сан вара миçе ача-ха? Калăпăр, эпĕ сана халĕ тытатăп та çакатăп. Çĕр çинче санăн юну юлĕ-и?
— Ачасем манăн çителĕклех, маншăн тавăрма та, манăн ĕçе малалла тăсма та пултарĕç, — терĕ Пулат.
Анчах çак самантра унăн та, Селимен те чунра тем йăшăл туса илчĕ. Ачасем... Ăçта халĕ вĕсем? Ĕçе малалла тăсĕç тесе калăн, анчах хуларан та тухса каяймарĕç-çке.
— Хаклăран та хаклă эмир, эпĕ пĕлнĕ тăрăх Пулат ханăн икĕ ывăл. Иккĕшĕ те çарăçсем, — пĕлтерчĕ Уксах Тимĕре пулăшуçи.
— О-о, апла паян вĕсем манпа çапăçнă-и? Е пĕр-пĕр вăрттăн шăтăкра пăштиклесе выртнă? Çапăçрĕçех пулсан, чĕрех юлчĕç-и е вĕсене ула кураксем тăпăлтарма та тытăннă ĕнтĕ? Э, Пулат хан? — пĕлесшĕн пулчĕ Тимĕр.
— Тăшманпа çапăçасси — çарăç тивĕçĕ, — терĕ çеç Пулат.
— Ку тĕрĕс. Ун пек çынсене эпĕ хисеплетĕп. Анчах çапăçу ав вĕçленсе пырать. Ăçта санăн ывăлусем?
Çак самантра çӳльхӳт хыçĕнче кунталла килекен Алсу курăнчĕ. Юрать-ха Селиме ăна пуринчен малтан асăрхарĕ, алă сулса часрах пытанма хушрĕ. Хĕрĕ ăна тӳрех ăнланчĕ, айккинерех ӳсекен йăмрасем хыçне кĕрсе куçран çухалчĕ.
— Эй, ханум, эс мĕн алă сулкаласа тăран унта? — Селиме умне пырса тăчĕ Уксах Тимĕр.
— Сулкаламастăп-çке. Шăнана çеç хăваларăм, — хăранине пусарса хуравларĕ Селиме.
— Шăнана çапла хăвалаççă-и вара? Эй, нукерсем! Çавăнталла кайса пăхăр-ха, хан ывăлĕсем пиртен пытанмаççĕ-и унта?
Çавăнтах Уксах Тимĕрпе килнĕ ушкăнран виçĕ юланутçă уйрăлчĕç те çӳльхӳт хыçнелле вĕçтерчĕç, ун тавра хăвăрт кăна çаврăнса каялла таврăнчĕç, никама та асăрхаманни çинчен пĕлтерчĕç. Тимĕр тем шухăшлакаларĕ те;
— Кайсын, пирĕн çарăçсене кайса асăрхаттар-ха, тыткăна ыттисенчен чаплăрах тумланнă çамрăк пăлхарсем лексен вĕсене пĕр çĕре пухчăр. Вĕсен хушшинче Пулат хан ывăлĕсем пулма пултараççĕ. Амăшĕ хăйне лăпкă тыткаланине кура вĕсем чĕрĕ юлнă пек туйăнать. Тата хамăрăннисене кала, Самаркантран ман пата килекен хыпарçа ăнсăртран йăнăшпа çапса ан пăрахчăр. Унти лару-тăру çинчен пĕлтерме эпĕ ман пата кунсерен хыпарçăсем ярса тăма хушнăччĕ.
Кайсын пуç тайрĕ те çавăнтах рысакне вырăнтанах сиккипе ячĕ. Уксах Тимĕр вара каллех Пулат патне пычĕ, унпа малалла пуплешме шутлани çинчен пĕлтерчĕ. Мĕн çинчен-ши тесе ыйтсан Тимĕр пытарса тăмарĕ:
— Хăвăн шăпу-пурнăçу çинчен, тăванăм. Тата ачусенни çинчен, — терĕ. — Пытармастăп, эпĕ санăн пĕтĕм тăхăмна тĕп тума шут тытрăм.
Пулат хирĕç нимĕн те шарламарĕ. Ăна-кăна вăл ахаль те лайăх ăнланать. Чикĕре вăйлă патшалăх ан пултăр тени вăл унăн тĕп хулине аркатасса кăна мар, унти халăха ертсе пыма пултаракан пуçлăхсăр хăварасса та пĕлтерет. Анчах Селимене Уксах Тимĕр сăмахĕсем чуна витерсе ыраттарчĕç. Вăл хаяр тăшмана хирĕç каламасăр тӳсеймерĕ:
— Эмир, çынна вĕлересси саншăн калама çук кăмăллă ĕç пулас.
— Эс, хĕрарăм, шăпăрт тăр! — кăшкăрса пăрахрĕ Уксах Тимĕр. — Хă, упăшку епле ирĕке янă сана. Ытла çемçе кăмăллă çын эсĕ, Пулат. Çавăнпа çĕршывна та пӳтлĕн ертсе пыраймарăн, пире хирĕç тăраймарăн... Çук, ханум, сире эпĕ кăмăла тултарассишĕн вĕлерместĕп. Мана çутçанталăк саккунĕ çапла хушать.
Кăна илтсен Пулат та чĕнмесĕр тăма пултараймарĕ.
— Мĕнле саккун тата вăл, этемсене пĕр-пĕрне вĕлерсе пĕтерме хушаканскер? — терĕ вăл хăйне çĕнтернĕ Уксах Тимĕре куçран çирĕппĕн пăхса.
— Каларăм-çке, çутçанталăк саккунĕ. Тĕрĕсрех каласан, пурнăç саккунĕ. Вăл вара çапла калать: çĕр çинче чи вăйлă чĕрчунсем кăна пурăнма тивĕç тет. Этемсем хушшинче те çаплах. Тата çĕршывсем хушшинче те. Е эсĕ, хан, çакна ку таранччен пĕлмен-и?
— Илтнĕ-ха ун пек каланине. Анчах кам вĕйлăраххине эсĕ епле хакласа палăртатăн? Çын вăйне кура-и? Е ăсне мала хуран? Тен, кӳлепи мăнăшĕпе? Е тата, хăв калашле, арăм нумай тытма пултарнипе? Çĕршывсем тĕлĕшпе те çаплах. Вĕсене те тĕрлĕ енчен хаклама пулать-çке.
— Эсĕ, Пăлхар ханĕ, ăсчах пекех калаçатăн. Маншăн тесен çĕршыв вăйĕн пĕртен-пĕр палли вăл — ыттисем хушшинче пуç пулса тăни. Ытти тесен... Кӳршĕсене пăхăнтарсан вĕсен çĕрĕсене çеç мар, ăслă та пултаруллă çыннисене те туртса илме пулать.
— Апла пире ма кил-йышпах вĕлерсе пĕтересшĕн эсĕ? — каллех хушша кĕчĕ Селиме.
— Ăт, каллех калаçăва хĕрарăм хутшăнать... Ма тесессĕн санăн упăшку — Пăлхар халăхĕн пуçĕ, унăн ертӳçи. Чăн-чăн ертӳçĕшĕн пур халăха тĕппипех пăхăнтарма вара ай-яй çăмăл мар.
Селиме тата тем каласшăнччĕ, анчах Пулат ăна хул пуççинчен тытрĕ те ал лаппипе хуллен пăчăртарĕ. Аслă хĕрарăм упăшкине сăмахсăрах ăнланчĕ, тек шарламарĕ. Пулат вара таврана тинкерсе çаврăнчĕ, уйрăмах анăçра тăхлан пек хуралса хăпаракан пĕлĕте пăхрĕ. Ахаль чухне çак вăхăтра ку пĕлĕт çумăра чĕреслетсе тăкса иртсе те каймаллаччĕ ĕнтĕ. Паян вара çутçунталăка тем пулнă, вăл пĕртте васкамасть, вĕçĕмсĕр аслати авăттарса кăна тем пирки систерме тăрăшать
— Эмир, эс мĕн, мана вĕлерсен халăх урăх ертӳçĕ çуратаймĕ тетĕн-им? Çук апла пулмĕ, ма тесессĕн тĕнче хĕсĕр мар. Пултаруллă çынсем халăхра малашне те тупăнсах пырĕç, — терĕ Пулат лăпкăн.
Тимĕр ăна хирĕçлемерĕ. Пачах урăхла, унпа килĕшнĕ пек те пулчĕ.
— Улмуççи лайăх ӳстĕр, çимĕç нумай патăр тесен ăна лайăх çĕр çине лартмалла. Тата çĕрне нумай çул кăпкалатса, имçамласа тăмалла. Эпĕ вара, Пулат хан, санăн хулуна тĕпĕ-йĕрĕпех çунтарса ярăп. Тĕпĕ-йĕрĕпех! Ним çук çĕрте çав тери пултаруллă çынсем те вăй час илеймĕç. Эппин, эпĕ хамăн патшалăхăн çурçĕр чикки пирки пуç ватмасăрах пурăнăп. Чухлатăн-и халĕ патшалăх ертӳçин мĕнлерех пулмаллине, еплерех шайпа шухăшламаллине?
— Эмир, нивушлĕ эсĕ вилнĕ çынсем выртакан мавзолейсене, Çӳлти атте хушнипе лартнă мечĕтсене аркатма хăйăн?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...