Шурă акăш çулĕ :: Пулат хан тăхăмĕ
— Атте, ватăсемпе тăрмашиччен эпĕ тӳрех çапăçăва кĕрĕп, — килĕшесшĕн пулмарĕ Керим.
— Эс каллех мана итлесшĕн мар. Аçу мар халĕ эпĕ саншăн, Аслă Пăлхар ханĕ! — хыттăн кăшкăрса пăрахрĕ ăна Пулат. — Хула карне кăшт юсаса ĕлкĕрни те эс виличчен çапăçнинчен вуншар хут усăллăрах. Çапăçма тесен, тăшман килсе çитсен эсĕ унран пĕрех пăрăнаймăн. — Унтан Пулат ура çине тăчĕ те: — Çакăнпа сăмахăм пĕтрĕ! Çапăçăва хатĕрленме тытăнăр! — терĕ татăклăн.
Пурте тăрса пуç тайрĕç, алăк патнелле утрĕç.
— Юсуф, Керим, эсир кăштах тăхтăр-ха! — чарчĕ ывăлĕсене Пулат. Ыттисем тухса кайсан хыçалти пӳлĕм алăкне уçса кăшкăрчĕ: — Селиме, Алсу, тухăр кунта! Пурте вырнаçса ларăр. Пирĕн çемьепе калаçмалли пур.
Урайне талккишпех сарнă хулăн кавир çине арçынсем ура хуçлатса, хĕрарăмсем чĕркуççи çине ларса вырнаçрĕç. Пулат пурне те тимлĕн пăхса çаврăнчĕ. Кăвакара пуçланă çӳçне тăваткалласа çыхнă тутăр айне пытаракан арăмне те, хăйне хывнă ывăлĕсене те (Керим кăшт çамрăкрах пулмасан вĕсене йĕкĕрешсем теме те пулать), пиçĕ хулă пек авăк кĕлеткеллĕ хĕрне те вăл пĕрремĕш хут курать тейĕн. Е юлашки хут...
— Тинех эпир çемйипех пухăнтăмăр, — терĕ пăртакран Пулат мăшăрне куçран пăхса. — Нуша çук чухне пурте пĕрле ларса та калаçаймастпăр-çке. Ну, юрĕ. Халĕ ман сăмаха итлĕр.
— Эсĕ каланине яланах итленĕ, — терĕ Селиме. — Ку вăл манăн сан умăнти тивĕçĕм. Тата Аллах умĕнчи.
— Пĕлетĕп, Селиме. Çавăнпа хисеплетĕп сана. Çавăнпах эсĕ манăн пĕртен-пĕр мăшăрăм. Эппин, итлĕр. Тӳррине тӳррĕн каламалла. Ку çапăçура эпир тем пек çине тăрсан та çĕнтереймĕпĕр...
— Атте, ма-ха малтанах çапла каласа хумалла, — пӳлчĕ ашшĕне Керим. — Пире кăпчаксем, нухайсем, Крым тутарĕсем, вырăссем сахал тапăннă-им? Эпир пурне те хӳтерсе янă.
— Миçе каланă сана аçуна ан пӳл тесе, — хăтăрса тăкрĕ ывăлне Пулат. Çавăнтах тата сассине çемçетрĕ те ăнлантарма тытăнчĕ. — Уксах Тимĕр çарĕ вăл кăпчак-нухай эшкерĕсем йышши мар. Вăл çур тĕнчене çавăрса илнĕ. Уксах Тимĕре халĕ Патту ханпа танлаштарма пулать. Пĕр сăмахпа, пурне те шута илтĕм те, Селиме, Алсу, эпĕ сире сых енне хула тулашне ăсатма шутларăм.
— Ăçта вара, атте? — ыйтрĕ Алсу.
— Эс те пулин мана тарăхтарса ан лар! — кăшкăрса пăрахрĕ Пулат. — Эсĕ, хĕрача, аçуна пӳлсе сăмах хушма епле хăятăн? Эпĕ хамах пĕтĕмпе ăнлантарса парăп.
— Каçар, атте, — пуçне пĕкрĕ Алсу.
— Хĕрĕм, эсĕ ĕнер чăвашсене аса илнĕччĕ. Вĕсен пуçне Хасана эпĕ лайăх пĕлетĕп.
— Атте, каçар, анчах эсир унпа вăрçăнса уйрăлнă теттĕн мар-и? Эсĕ ăна хăравçă тесе те айăпланăччĕ пулас, — аса илтерчĕ Юсуф.
Пулат сухалне, мăйăхне шăлкаларĕ, тем шухăшларĕ.
— Çапла, — терĕ вара, — шел, эпир унпа чăнах та ырăпах уйрăлмарăмăр. Анчах Хасан вăл нумай пурăнса курнă ăслă çын, кăмăлĕпе те ырă. Эпĕ шанатăп, вăл пирĕн нушана ăнланĕ, сире хăйĕн хӳттине илĕ. Хăравçă тени вара... Вăл мана хăйĕн йышăнăвне çапла ăнлантарчĕ. Эпир, пăлхарсем, монгол-тутарсем хыççăн çав тери вăйсăрланса юлтăмăр, пирĕн улус икке пайлансан — пушшех те терĕ. Çавăнпа халăхăмăра упраса хăварас тесен пирĕн вăрçă-харçă таврашĕнчен хальлĕхе пăрăнма тăрăшмалла терĕ. Вăл чăваш йăхне сĕм вăрмана çав тĕллевпе ертсе кайрĕ.
— Ку вара хăрани мар-им? — сăмах хушрĕ Керим та.
— Ун чух эпĕ те ăна çаплах каларăм. Халĕ вара пăхатăп та... Пĕлетĕр-и, Хасан хăйĕн халăхне ялсенче усрать. Анчах чăвашсем юртсене — вĕсем юрта çурт теççĕ — пĕренерен хăпартма тытăннă. Çавăнпа вĕсенче, хулари пекех, нумайччен пурăнма пулать.
— Ма апла хăтланать вара вăл? — тĕлĕнчĕ Юсуф. — Çĕршыв аталанăвĕ чи пирвай хуласенчен килет-çке.
— Çапла та-ха... Тепĕр енчен, тăшман пуринчен малтан хуласене тĕп тума тăрăшать. Кашни яла çитсе тухма унăн вăхăт та, хал та çитеес çук. Хула тесен... Хасан Атăл хĕрринчи пĕр яла хула картне лартнă ĕнтĕ. Шупаш ятлă вăл. Пăлхарти пекех ун тавра пĕрене хӳнь карса тухнă. Хули пысăках мар, анчах пăхăрпа пăлат ăстисем те, савăт-сапа тăвакансем те, кĕпе-тумтир çĕлекенсем те унта çителĕклех теççĕ. Ну, çитĕ, — калаçăва кирлĕ енне пăрчĕ Пулат. — Пĕр сăмахпа, Селиме, Алсу, эсир паян каçпа Хасан чăвашĕсем патне тухса каятăр. Сых енне сире Юсуфпа Керим ăсатĕç.
Ывăлĕсем ашшĕ çине пĕр самант тĕлĕнсе пăхса ларчĕç.
— Темскер ăнланмарăм-ха, — терĕ Юсуф. — Пирĕн, мĕн, çапăçу хирне пăрахса каймалла-и?
— Эпĕ тăшманпа çапăçассинчен пăрăнма пултараймастăп! — татăклăн хирĕçлерĕ Керим та.
Пулат ура çине тăчĕ, ывăлĕсене çӳлтен аялалла пăхса кăшкăрса пăрахрĕ:
— Шăпланăр, шăпăрлансем! Епле хăятăр эсир мана хирĕçлеме? Эпĕ сире çапăçуран пăрăнма хушмастăп. Яра куна хӳтĕлев ĕçне йĕркелĕр. Юсуф, ан ман, санăн çывăхри ялсенчен çапăçма пултаракан йĕкĕтсене пурне те хăваласа килмелле. Керим, эсĕ тăпра хăпартăвĕсем патĕнче хӳтĕлев йĕркелесе яр. Уйрăмах çыхăну çинчен ан ман. Ăçта йывăртарах килĕ, эпĕ унта çĕнĕ вăйсем пултарнă таран ярса парăп. Анчах манăн лару-тăрăва пĕлсех тăмалла. Çапăçăва йĕркелесе çитерсен вара пурте Хасан патне тухса вĕçтеретĕр.
Юсуфпа Керим, ун хыççăн Селимепе Алсу та ура çине тăчĕç.
— Атте, вăрçăн-и, вăрçмăн-и мана, анчах эпĕ çапăçакан юлташсене пăрахса каяймастăп, — терĕ Керим.
— Аннӳпе йăмăкна пăрахма вара пултаратăн-и?
— Иртерех тухсан вĕсем хăйсемех те кайĕç. Тăшман хальлĕхе аякра-ха, — иккĕленерех хирĕçлерĕ Керим.
— Сан аннӳпе йăмăку куçса кайнă чăвашсем хăш еннерех пурăннине те чухламаççĕ. Пĕлетĕн-çке, пирĕн хĕрарăмсем кил ĕçĕпе кăна пурăнаççĕ, тĕнчене мар, урама та пит тухса çӳремеççĕ.
— Апла тесен аннепе йăмăка Юсуф ăсаттăр, — хăйĕннех печĕ Керим.
Ку пиччĕшне тата килĕшмерĕ.
— Ма тата эпĕ кăна? Е эсĕ хăвна манран паттăртарах та кирлĕрех тесе шутлатăн? — хирĕçлерĕ вăл шăллĕне.
Тавлашăва çак таранчченех нимĕн шарламасăр итлесе ларнă Селиме тӳсеймерĕ, хăй те сăмах хушрĕ:
— Пулат хуçа, мана калама ирĕк парăн-и?
— Ну, кала эппин, — килĕшсе пуç сулчĕ Пулат.
Селиме чунран тухакан сĕмахсемпе ӳкĕтлеме тытăнчĕ:
— Ачамсем, итлĕр-ха. Тĕнчере чи хакли — кил-йыш. Вăл пулмасан сирĕн патшалăхăр та пулмасть. Çавăнпа, ман шутпа, йывăр самантсенче чи пирвай кил-йыша упраса хăварма тăрăшмалла. Эпĕ, сирĕн аннĕр, калатăп çакна. Çавăнпа, тархасшăн, ан хирĕçлĕр аçăра.
Амăшĕпе те ытларах Керим тавлашрĕ.
— Анне, эпĕ сана шутсăр юрататăп, хисеплетĕп. Анчах маншăн çак самантра тăван халăх умĕнчи тивĕçĕм хаклăрах. Çĕршывăмăра, халăхăмăра хӳтĕлесси, упраса хăварасси вăл пирĕн, арçынсен, пуринчен яваплăрах тивĕçĕмĕр. Уйрăмах ханпа унăн ывăлĕсен. Эпĕ çапла шутлатăп.
Юсуф та шăллĕ майлă пулчĕ:
— Атте, эсĕ пире хăв çапла вĕрентрĕн мар-и?
Ĕнтĕ тавлашу ытлашши вăрăма тăсăлса кайрĕ. Тумалли ĕç вара Пулат ханăн халĕ темĕн чухлех. Çавна пула вăл итлемен ывăлĕсене тарăхмаллипех тарăха пуçларĕ. Кунпа пĕрлех тата вĕсене ятласа тăкнипе çеç ӳкĕте кĕртеймессе те туйрĕ. Çавăнпа кăраланма тытăннă кăмăлне пусарсах малалла ăнлантарчĕ:
— Ачамсем, халăха упраса хăварасси вăл тăшманпа мĕн виличчен сапăçасса кăна пĕлтермест. Эпĕ хам та çакна тинтерех çеç, Хасанпа чăвашсем çинчен çине-çинех шухăшланă май ăнкарса илтĕм. Тен, Хасан хан тĕрĕсех тунă? Ан тив, вăл паттăрлăх кăтартман тейĕпĕр. Анчах, авă, пире юлашки çулсенче кам кăна киле-киле тапăнмасть. Хасан чăвашĕсем вара чиперех пурăнаççĕ пулас, йышпа та вĕсем хушăнсах пыраççĕ курăнать.
— Тăшманран пăрăнса юлас тесе ĕмĕр тăршшĕпех çапла сĕм вăрманта пытанса çӳремелле-и вара? Унашкал мĕскĕнленсе пурăниччен пурăнманни! — хĕрӳллĕн каласа хучĕ Керим.
— Ма ĕмĕр тăршшĕпех? Вăхăт çитĕ, чăвашсем çĕнĕ Пăлхар çĕршывне вăй кĕртĕç. Пирĕн пĕтĕм шанчăк та текех вĕсенче çеç курăнать.
Çапла каласса каларĕ те-ха Пулат, сассинчен вăл хăй çакна пĕтĕмпех ĕненсе çитерни палăрмарĕ. Юсуф вара хăйĕн иккĕленĕвне пытармарĕ:
— Те пулĕ-ха вăл, те пулмĕ.
— Кăна ĕнтĕ пĕртен-пĕр Аллах кăна пĕлет, — хаш сывларĕ Пулат. — Пиртен кам тĕрĕс тăвать, тĕрĕс шухăшлать е йăнăшать — кăна ӳлĕм вăхăчĕ çеç кăтартса парĕ. Шел, эпĕ çав саманта кураяс çук. Сирĕн вара шанчăк пур-ха. Тем тесен те малашлăха ĕненсе пурăнмалла. Унсăрăн епле-ха. Унсăрăн, ачамсем, пурнăçăн пĕтĕм тĕшши пĕтет.
— Атте, вара епле-ха?..
— Эпĕ хам сăмахăма каланă... — каллех хирĕçлеме пăхрĕç ывăлĕсем, анчах Пулат вĕсене касса татрĕ.
— Шăпăрт! Шăпăрт тенĕ сире! Тек пирĕн тавлашса ларма вăхăт çук. Халех иксĕр те ĕçе пикенĕр!
3
Кăнтăрла çитеспе Пулат хăйĕн тур утне утланчĕ те хула хӳтĕленĕве еплерех хатĕрленнине тĕрĕслеме кайрĕ. Пирвай вăл Карен Атăл енчи хӳньне пăхса çаврăнма шутларĕ. Пĕр енчен, тăшман кунтан тапăнса кĕмелле мар пек. Хулапа Атăл хушшинче Ăшăхла текен юханшыв юхса выртать. Вăл тарăн мар, çапах пысак йышпа вăрман енчен утпа килме те, Атăл хĕрринчи чаллăран çуран утма та самай кансĕрлет. Çавăнпа ку тĕлте çĕр валне те, кар хӳньне те халиччен питех пăхса тăман. Вĕсем вара тĕллĕн-тĕллĕн ишĕлкеленĕ иккен. Халĕ кунта сахалтан икçĕр çын ĕçлет. Пĕрисем валăн вăхăта пула сĕвекленнĕ вырăнĕсене кĕреçепе çĕр ывăтса хăпартаççĕ, теприсем хӳнĕн çĕрĕшнĕ пĕренисене улăштараççĕ. Аяккарахра Атăл сарăлса выртать, хĕвел питтинче пин-пин ахах çуттипе йăлтăртатать. Уншăн пулсан этемлĕх хуйхи-суйхи ним те мар, унăн хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн ăнтăлăвĕ. Мăн шывăн лăпкăлăхне курсан ун хĕрринче кĕçех тĕнчере сайра пулакан хаяр çапăçу пуçланасса ĕненес те килмест. Хăватлă тӳлеклĕх кăна халĕ анлă Атăл питĕнче.
Пулат çĕр чавакансене тем хушакан Керима курчĕ, ăна хăй патне чĕнсе илчĕ.
— Ман шутпа, Тимĕр пире ку енчен хытах хĕсес çук, — терĕ вăл. — Çавăнпа ĕçлесе пĕтерсен ку çынсене кăнтăр енне, тĕп кармана хӳтĕлеме яр. Кунта вара ăста тĕкĕрĕçсене хăвар. Вĕсем ахаль ухă мар, арбалет илччĕр, тăшман тĕкĕрĕçĕсене кар хӳньне вутлă çĕмренпе тивертес çывăха ан яччăр. Тата, чим... — тем асăрхарĕ Пулат Ăшăхла енче, — Аха пасар сăмсахĕнче ма халĕ те çын хĕвĕшет?
— Ара, унта пирĕн хырçăпа пасар укçи пухакан вырăн-çке, — аса илтерчĕ Керим.
— Мĕн пухнă укçана халех пĕр тĕрхем юлмиччен илсе килтер. Çынсене вара унтан пурне те хӳтерсе яр, чаллăна эпир пĕрех сыхласа хăвараймăпăр, — хушрĕ Пулат.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...