Шурă акăш çулĕ :: Пулат хан тăхăмĕ
Пулат пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ, унтан хĕрне чăннине калани вырăнлăрах пулĕ тесе шутларĕ те:
— Хĕрĕм, пирĕн паталла пысăк çар килет пулас, — терĕ. — Ăна Уксах Тимĕр хăй ертсе пырать теççĕ. Çав тери хăватлă çын. Вăл Ылтăн Уртан питĕ пысăк пайне пăхăнтарнă та хăйĕн патшалăхне туса хунă.
— Атте, тен, вăл килсен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ. Хăвах каласа кăтартаттăн-çке пирĕн çĕршыв историне. Монголсем Пăлхар патшалăхне çĕнсе илсен ăна хăйсен улусĕ туса хучĕç, вара пирĕн хуламăр каллех аталанса кайрĕ теттĕн.
Пулат ассăн сывласа илчĕ.
— Вăл çапла та-ха, хĕрĕм, анчах унччен монголсем пире пăхăнтарас тесе халăхăмăрăн çуррине ытла вĕлерсе пĕтернĕ. Уксах Тимĕр те çав тери кăра çын теççĕ. Çавăнпа унран та тем кĕтме пулать.
Алсу пуçĕпе ашшĕн хул пуççинчен кăшт тĕршĕнчĕ те шăппăн ыйтрĕ:
— Нивушлĕ эпир ăна хирĕç тăраймăпăр? Нивушлĕ пире кам та пулин тĕппипех пĕтерме пултарĕ, эпир вара çук пулса тăрăпăр? Вăйлă пек-çке эпир, пĕтĕм тĕнчепе çыхăннă.
Пулат ал лаппипе хĕрне пуçĕнчен ачашшăн шăлса илчĕ те сасартăк сăвă кала пуçларĕ:
Эпир çукки вăл ним те мар.
Эпир пурри те ним те мар,
Енчен пиртен юлмасть тĕк ӳлĕм
Килес ăрушăн пархатар.
Çапла çырнă вуниккĕмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче пăлхарсен чаплă поэчĕ Кул Хали. Акă мĕншĕн пăшăрханатăп эпĕ, хĕрĕм. Пире çапла çине-çинех аркатма тытăнсан пурăна киле çĕршывăмăртан нимĕн те юлмĕ. Эппин пирĕн халăхăмăр та тĕнче ĕмĕрлĕхĕнче йĕр хăвараймасăрах çухалас хăрушлăх пур. Халиччен ун пекки самай вăйлă халăхсемпе те пулкаланă.
Çак самантра мечет енчен юланутçăсен пысăках мар ушкăнĕ çывхарни курăнчĕ. Ушкăн суд башнинчен çĕр хăлаçсенче чарăнчĕ те пĕр юланутçи çĕре сиксе анчĕ, Пулат ханпа хĕрĕ патнелле васкаса утрĕ.
— Алсу, эсĕ халĕ каях, çывăрма вырт, — килекене хирăç ура çине тăнă май хушрĕ Пулат хĕрне. — Манăн кунта хамăн элтеперпе Али бекпа калаçса илмелле. Пирĕн сăмах хĕрарăм хăлхи валли мар.
Алсу мĕнле килнĕ, çаплах шăппăн куçран çухалчĕ.
Кĕçех Али килсе çитрĕ. Пулатран пĕр пуç çӳллĕрехскер, сарлака кăкăрлăскер вăл халĕ юмахри чăн-чăн паттăр пек курăнать.
— Хисеплĕ Пулат хан, час таврăнайманшăн каçар, — терĕ вăл пуç тайса. — Тăшман вăйне пултарнă таран тĕплĕнрех палăртас терĕм, çавăнпа ытларах сăнама тиврĕ.
— Вара? — чăтăмсăррăн васкатрĕ Пулат.
— Пирĕн пата май çук пысăк çар йăтăнса килет. Çарăçсем пурте юланутпа, питĕ хăвăрт куçса пыраççĕ. Апат-çимĕç турттаракан лавсем кăна вĕсене пăртак тытса тăраççĕ. Анчах тăшман кунта ыранах çитĕ, çĕр каçсан тепĕр куннех хулана тапăнса кĕме пултарĕ.
— Мĕнле пек, хирĕç тăрайăпăр-и ăна? — те бекран ыйтрĕ, те хăйпе хăй шухăшларĕ Пулат.
— Хирĕç тăрăпăр та-ха... Пĕр çарăç юлмиччен... — терĕ Али. — Çапах хуламăра хӳтĕлесе хăварас шанчăк, тӳрех калам, пысăках мар. Пулат хан, мана хăравçă тесе ан шутла, эпĕ юлашки юн тумламĕччен çапăçăп. Анчах вăйлă тăвăла карта тытнипех чараймăн, хăв пĕлен.
— Çав териех вăйлă-и тăшман?
— Ĕнер Уксах Тимĕр çарăçĕсем çĕр каçма çума-çумăн выртса тухрĕç. Çапах тапăрĕн вĕçĕ-хĕрри курăнмарĕ.
Пулат пĕр самант тем шухăшларĕ, çапах нимех те ăсласа кăлараймарĕ. Çак хушăра вĕсем патне Алипе пĕрле сăнава çӳренĕ ытти çарăçсем те пырса тăчĕç.
— Эх, туслăх çукки пĕтерет-çке, — терĕ Пулат пăшăрханса. — Сутуçсем караван-сарайран кайма тытăнсанах эпĕ сых енне Хусан ханĕ патне элчĕ янăччĕ. Мĕнле те пулин йывăрлăх сиксе тухас тăк пĕр-пĕрне пулăшмашкăн калаçса килĕшес шутпа. «Эпĕ хальлĕхе хам та вăйсăр, нимĕнпе те пулăшаймастăп», — тесе ăсатса янă Хусан ханĕ ман çынсене.
— Мĕншĕн-ха çапла каланă вăл? — тĕлĕнчĕ Али. — Енчен Уксах Тимĕр Аслă Пăлхара мар, Хусана тапăнас тенĕ пулсан? Пирĕн элчĕ Хусана çӳренĕ чухне унăн çулне никам та пĕлмен-çке. Енчен пире хусансен пулăшăвĕ мар, хусансене хăйсене пирĕн пулăшу кирлĕ пулас тăк?
— Мана Хусан халăхĕ юлашки вăхăтра пиртен писсех пынăн туйăнать, — хутшăнчĕ калаçăва çарăçсенчен пĕри. — Темшĕн-çке унта халĕ кăпчаксем йышлăн пурăнаççĕ. Вĕсен калаçăвĕ те, йăли-йĕрки те пирĕннинчен самай раснарах. Монголсемпе килнĕ Çĕпĕр тутарĕсенни евĕрлĕрех. Тен, Хусан ханĕ пăлхар йăли-йĕркине пăрахăçласшăн? Çав мехелпе Ылтăн Уртан пысăк пайне хăй аллинче хăварасшăн? Апла тесен унăн пире мĕншĕн пулăшмалла? Уншăн, паллах, эпир хавшаса юлни аванрах.
— Чимĕр, Хусан ханĕ Уксах Тимĕрпе пĕр каварлă мар-и? — терĕ тепĕр çарăçĕ.
— Ахальтен вăл ма-ха хăйне никам тапăнмасса пĕлнĕн тыткалать?
— Апла шухăшлас килмест, — пуçне сулкаларĕ Пулат. — Тимĕр вăл чи пирвай вăйлă аталаннă хуласене пĕтерет. Хусан вара хальлĕхе йăмшакрах-ха, ăна чăрмантарас шая çитеймен. Хăйĕн халăхне инкекрен упраса хăварасшăн тем Хусан ханĕ. Кăна эпĕ Хасан хан чăвашсен пысăк пайне хăйпе ертсе кайнине аса илнĕран те çапла шутларăм.
— Хисеплĕ хан, сана сĕнӳ парасси ман ĕç мар та... — терĕ Апи. — Çапах... Тен, пирĕн кӳршĕсенчен пулăшу ыйтмаллаччĕ?
— Камран? Пирĕн вăйлă кӳршĕ пĕрре кăна — вырăссем. Анчах Мамай бекпярбек пире Чулхулана тапăнма вĕслетрĕ те вĕсемпе те вăрçăнтарса ячĕ. Эх, чавса çывăх та çыртма çук. Ĕлĕкрех пулса иртнине ытла хăвăрт манатпăр-çке, унчченхи йăнăшсене шута илме часах пăрахатпăр... Апи бек, акă мĕн, — терĕ вара Пулат татăклăн. — Халь тин курултай пухса тăраймăпăр. Пысăках мар канаш пухсан та юрĕччĕ. Унччен пуçтавра хамăрăн ăна-кăна çавăрттармалла. Тата санăнта инçе çул хыççăн пăртак канса илмелле. Эппин, ыран... çук ĕнтĕ, паян пулса тухать, тул çутăлнă-çутăлман пухăнатпăр. Çакăнтах. Пирĕн пĕр кун пур-ха. Ку вăл, паллах, нумай мар. Çапах пирĕн нимĕн тумасăр алă усса ларма юрамасть.
— Юрать эппин, — килĕшрĕ Али, вара пуç тайса пăрăнса утрĕ.
Ун хыççăн ытти çарăçсем те кайрĕç. Часах çĕрлехи шăплăха таканланă лашасем чула чанклаттарса кайни хускатрĕ, çав сасă илтĕнми-илтĕнми пулса пычĕ те кĕçех таврана каллех шăплăх пусса илчĕ.
Пулат вара канма каймашкăн васкамарĕ, картлашка çине ларчĕ те тем шухăшларĕ, шухăшларĕ. Те ватлăха пула, те хăй çине ытла пысăк яваплăх тиеннĕрен вăл юлашки вăхăтра талăкĕ-талăкĕпех чăлăм куç хупмасăр пурăнать.
2
Канаша суд çӳльхӳчĕн пĕрремĕш хутĕнчи пысăк зала пухăнчĕç. Унăн ĕçне хутшăнакансем нумаях мар: Пулат хан хăй, унăн икĕ ывăлĕ Юсуфпа Керим, Али элтепер тата пĕр пинпӳпе виçĕ çĕрпӳ. Ют çын хăлхине нимĕн те ан кĕтĕр тесе Пулат чей хатĕрлеме те тарçисене мар, арăмне Селимене хушрĕ. Хĕрарăм вĕри чее пиалăсене ярса пачĕ те шăппăн тухса кайрĕ.
— Атте, ытла сахаллăн мар-и эпир кунта? — сăмах хушрĕ Пулатăн аслă ывăлĕ Юсуф.
— Пирĕн çав тери кăткăс ыйту татса пама тивет, тен, çын ытларах пухмаллаччĕ?
— Ывăлăм, пысăк ушкăнпа ĕçкĕ ĕçме лайăх. Татăклă йышăну тума вара пуç нумаййи чăрмантарать кăна, — касса татрĕ Пулат ывăлĕ çине хĕсĕкрех куçне пушшех хĕсерех пăхса. — Атьăр, кирлĕ-кирлĕ марпа минресе лармăпăр. Али бек, кĕскен лару-тăрăва уçса пар.
Али сарлака хул пуççине вылянтарса ярт тӳрленсе тăчĕ. Унăн тăрăхларах типшĕм пичĕ çинче пит шăммисем вылянса илчĕç. Пăлханать этем...
— Лару-тăрăвĕ вăл уçăран та уçă, — терĕ Али. — Кăнтартан пирĕн енне Уксах Тимĕр тапăнса килет. Çарĕ унăн калама çук йышлă та вăйлă. Ахальтен-им Тимĕр Ылтăн Уртан чи лайăх тăрăхĕсене Тигрпа Ефрат шывĕсем таранах çĕнсе илнĕ. Тӳрех калам, Аслă Пăлхарăн ăна хирĕç тăмалăх вăй çук. Кунашкал йывăр лаву-тăру пирĕн Чингис хан тапăннăранпа та пулман пулĕ. Монголсемпе эпир юлашкинчен çапах та пĕр чĕлхе тупнăччĕ, вĕсен тĕп улусĕн шайĕнче юлнăччĕ. Чингис ханпа ун хыççăнхи патшасем Аслă Пăлхара хăйсен çуллахи тĕп хули вырăнне хунă. Анчах Уксах Тимĕре, эпĕ ăнланнă тăрăх, пирĕн çĕршывăмăр та, хуламăр та кирлех мар. Вăл пире çурçĕр енче хăйĕнпе тупăшакансем ан пулччăр тесе кăна аркатасшăн пулас. Çавăнпа Тимĕрпе калаçса татăласси те иккĕленӳллĕ.
— Ну, канаш, мĕн калăр? — ыйтрĕ Пулат элтепер хăйĕн сăмахне вĕçлесен.
Пурте шăпăрт ларчĕç, хан хăй мĕн каласса кĕтрĕç.
— Çапла, вăй сахалрах çав пирĕн. Монголсем хавшанипе усă курса улус шайĕнчен патшалăх шайне тепре çĕкленме тытăннăччĕ çеç, икке пайланса кайрăмăр. Ну, ăçта халĕ Джукету патшалăхĕ? Чăваш йăхĕ таçти вăрмансене кайса пытанчĕ. Хусан ханĕ пăлхар халăхĕн нушисенчен пăрăнса юлма тăрăшать. Мĕншĕн хăш-пĕр çынсем хăйсем кăна пуç пулма ăнтăлаççĕ? Çавăн пирки вĕсем патшалăхпа халăх çинчен вуçех манаççĕ, — пăшăрханса та тарăхса калаçрĕ Пулат.
— Атте, каçар та, пирĕн халĕ урăххи пирки пуç ватмалла, — пӳлчĕ ăна Керим.
— Эс аçуна пӳлме ан хăйнă пул! — сасартăк хĕрӳленчĕ Пулат. — Юсуф пиччӳнтен тĕслĕх ил. Иртни пирки вара чăнах та тек пуплешмĕпĕр. Эппин тепре ыйтатăп: кам мĕн сĕнме пултарать?
— Мĕн сĕнмелли кунта? Тăшманпа çапăçас пулать — çавă çеç. Çапла-и, туссем? — çарăçсенчен ыйтрĕ Али.
— Çапла, чăн сăмах! — харăссăн хуравларĕç пинпӳпе çĕрпӳсем.
Пулат куç харши айĕнче халĕ те çамрăк чухнехиллех çиçекен куçĕпе пурне те тĕсесе пăхса тухрĕ, самаях шуралнă сухалне шăлкаларĕ. Унтан Алие мар, ытларах ыттисене ăнлантарнăн каларĕ:
— Вăл çаплах-ха. Сан паттăрлăху пирки, Али бек, эпĕ пĕртте иккĕленместĕп. Анчах хăвах каларăн-çке, тăшман çав тери йышлă та вăйлă.
— Мĕнех, хисеплĕ Пулат хан, çĕршывăмăр чысĕшĕн эпир пуç хума та хатĕр, — терĕ Али хастаррăн.
— Ку çапла тейĕпĕр. Халăхăмăра вара кам хӳтĕлĕ?
Çарăçсем нимĕн хуравлама аптранăран кĕçĕтмен пуçĕсене хыçкаларĕç.
— Пирĕн халех çывăхри хуласемпе ялсене йыхравçăсем ямалла. Кам алла хĕç тытма пултарать — пурте тӳрех Аслă Пăлхара килччĕр, — сĕнчĕ пăртакран Юсуф.
—Тен, пирĕн халех пĕтĕм халăх курултайне пухмалла? — терĕ Керим.
— Каларăм-çке, васкаварлă ĕçсене пысăк ушкăнпа татса пама хĕн. Тата курултай пухма вăхăт та çук ĕнтĕ, — килĕшмерĕ Пулат. Çавăнтах хушусем пара пуçларĕ. — Йыхравçăсем тенĕрен, Юсуф, эс ку ĕçе канаш хыççăн хăвах йĕркеле. Али бек, эсĕ хăвăн нурекӳсемпе тăшмана уйра ытларах чарса тăма тăрăш. Пинпӳпе çĕрпӳсем, эсир хăвăр çарăçăрсемпе тăшмана çĕр валĕсем çинчех кĕтсе илĕр. Анчах уя ан тухăр. Эсир сахаллăн тата çуран, утлă эшкерпе алла-аллан тытăçса çапăçаймăр. Керим, эсĕ çапăçайман ватăрах арçынсене пух та Али элтепер туса паракан вăхăтпа усă курса хула карне пур çĕрте те майласа çитерме тăрăш. Вăл пирĕн тĕллĕн-тĕллĕн чăтăмлах мар. Пурнăç йĕркеленсе пынă май хӳтлĕх пирки юлашки вăхăтра тимлесех каймарăмăр пулмалла.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...