Шурă акăш çулĕ :: Пулат хан тăхăмĕ
— Эмир, эпĕ сана качча тухма килĕшетĕп, — терĕ Алсу.
Çакна илтсен Селиме ахлатса ячĕ, Юсуфпа Керим шăлĕсене тĕпренме тытăнасла хыттăн çыртса лартрĕç. Ашшĕ çеç хĕрне çаплах куçран пăхса тăрать. Унăн питĕнче вăл Апсуна ырлани халĕ уçăмлăнах палăрать.
— Чăнах-и?! — çамрăк каччă пек савăнса кăшкăрса ячĕ Уксах Тимĕр. — Алсу, пĕлетĕн-и, эпĕ паян тĕнчере пуринчен телейлĕ çын! Шутла: паян эпĕ мĕн тери вăйлă патшалăха парăнтартăм. Паянах тĕнчери чи илемлĕ пикене качча илетĕп! Эй, çарăçсем, мухтăр мана!
Пулат кил-йышне хураллакан çарăçсем сăннисене харăс çĕклесе хăватлăн кăшкăрса ячĕç: «Аслăран та аслă эмира мухтав! Мухтав! Мухтав!» Уксах Тимĕр савăнăçне ниçта шăнăçтарайманран унталла та кунталла уткаларĕ, ал лапписемпе çăра сухалне, сарлака кăкăрне кăмăллăн шăлкаларĕ. Паллах, унăн савăнăçĕ çарăçсем мухтанăран мар, — унашкаллине вăл кунне темиçе илтет, — унăн савăнăçĕ хăй чăнах илемлĕрен те илемлĕ пикене качча илнĕрен тапса тăрать.
— Эмир, анчах пирвай пиччесене манăн куçумĕнчех ирĕке яр! — кăштах сивĕтрĕ ăна пулас арăмĕ.
— Кӳрентеретĕн, Алсу. Уксах Тимĕр хăйĕн сăмахне тытакан çын, — терĕ эмир. Çавăнтах çарăçĕсене хушрĕ: — Халех Пулат хан ывăлĕсене аллисене салтăр та ирĕке ярăр.
— Ирĕке яни кăна мар, эмир, манăн пиччесене чи чаплă урхамахсем пар. Вара вĕсем ман умрах куçран çухалччăр.
— Алсу, нивушлĕ мана çав териех шанмастăн? — чĕнласах кӳренчĕ Уксах Тимĕр. — Эй, нукерсем, çак йĕкĕтсене чи чаплă утсене йĕнерлесе парăр!
Часах хуралçăсем Юсуфпа Керима ирĕке ячĕç, çавăнтах нукерсем пиччĕшĕпе шăллĕне чаплă утсем çавăтса пырса тыттарчĕç. Юсуфпа Керим йăмăкĕ çумĕпе ним шарламасăр иртрĕç, утсем çине вăшт кăна сике-сике ларчĕç, Алсуна тин куçран тимлĕн-тимлĕн пăхрĕç те янаварĕсене йĕвен вĕçĕпе кăшт кăна лектерчĕç, вара вырăнтанах сиккипе хула тулашнелле вĕçтерчĕç.
— Эмир, эпĕ вĕсене юлашки хут май килнĕ таран нумайрах пăхса юлам-и? — ыйтрĕ Алсу.
Уксах Тимĕр хирĕç нимĕн те шарламаннине кура вăл пусмапа ерипен Çӳльхӳнĕн иккĕмĕш хутнех хăпарчĕ, унта ыттисем курман юлан утçăсене темччен пăхса ăсатрĕ. Вара сасартăк пусма хĕррине чупса пычĕ те аялалла пуç хĕрлех сикрĕ.
— Ах! — тăвăнса кăшкăрса ячĕ те Селиме нимĕн ăнланса ĕлкĕреймен хуралса сирсе хĕрĕ ӳкнĕ çĕре чупрĕ. Часах унтан вăл хӳхлени илтĕнчĕ: — Ах, хĕрĕм, мĕн туса хутăн эсĕ? Ма капла сарăмсăр вĕçлерĕн хăвăн кĕске ĕмĕре? Пĕрремĕш хут çеçкене ларнă çĕмĕрт çеçчĕ эсĕ, пĕтĕм пурнăçу малашраччĕ санăн. Пурăнас та пурăнас пулатчĕ ӳлĕмре. Эс вара... Ах, хĕрĕм, пепкеçĕм... Ашшĕ, эсĕ мĕн туса тăратăн тата?
Пулат та Алсу вилли выртнă çĕре каяс тесе туртăнчĕ, анчах хуралçăсем ăна тытса чарма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ.
— Селиме, ан хӳхле! Сарăмсăр вилмен пирĕн хĕрĕмĕр, паттăрла вилчĕ! — кăшкăрчĕ вара Пулат хан арăмне.
Анраса кайнă Уксах Тимĕр тин тăна кĕчĕ, тилĕрсе кăшкăра пуçларĕ:
— Халех вут тĕртĕр ку çӳльхӳте! Хăвăртрах! Вуттине нумайрах хурăр! Кĕртсе пăрахăр шала çав анчăк çури виллине, хыççăнах путсĕр ашшĕпе амăшне вăркăнтарăр! — хушрĕ вăл нукерĕсемпе çарăçĕсене. — Пĕттĕр Пулат тăхăмĕ, тĕппипех пĕттĕр, çĕр çинче тек унăн шăрши-марши ан юлтăр!
Уксах Тимĕр çарăçĕсем Пулатпа Селимене çурăмран тĕке-тĕке пусмапа хăпартрĕç. «Çук ĕнтĕ, Уксах Тимĕр, халь тин тĕп тăваймăн манăн тăхăма», — шухăшларĕ Пулат. Вăл самантлăха çаврăнса тăчĕ те хуралçă хăйне малалла хă-парма хистенине пăхмасăр тĕнче еннелле пăхса мăнаçлăн каларĕ:
Эпир çукки вăл ним те мар,
Эпир пурри те ним те мар
Енчен пиртен юлмасть тăк ӳлĕм
Килес ăрушăн пархатар!
Унтан пăлхар ханĕ аллипе хуралçа сирсе хăех алăкран шала кĕме ĕлкĕрнĕ арăмĕ хыççăн васкарĕ. Селиме кунта урайĕнче Алсу виллине ыталаса ларатчĕ ĕнтĕ. Пулат шăппăн вĕсен çумне урисене хуçлатса ларчĕ. Вара вĕсем иккĕшĕ, тĕрĕсрех, виççĕшĕ те çулăм вăйлăрах та вăйлăрах çатăртатса çуннине пĕр сасă кăлармасăр тăнларĕç.
Тулта типĕ аçа никам нихăçан курман хăватпа кĕрслеттерчĕ. Çиçĕмĕ шăпах тăшман сарăçĕсен ушкăнĕн варрине шăтарса кĕчĕ. Темиçе çын çавăнтах каснă юпа пек тӳнсе кайрĕç. Уксах Тимĕр ăйăрĕ хăранипе хартлатса-кĕçенсе чĕвен тăчĕ те айккинелле тĕлсĕр-палсăр тапса сикрĕ. Юрать-ха хуçи ăна утланма ĕлкĕреймен, анраса кайнăскер, вăл ăçта тăнă çавăнтах лак ларчĕ, ларнă çĕртех арçынна, эмира пушшех те намăс япала туса хучĕ.
Анчах çӳльхӳтри çынсем çакна курмарĕç те, илтмерĕç те ĕнтĕ.
* * *
Хăйсен йĕрĕ çине тăшман нукерĕсем ан ӳкчĕр тесе сых енне çулсăр-мĕнсĕрех чылай аякка кайсан Юсуфпа Керим хыçран никам та хăваламаннине курса ĕненчĕç те самантлăха сывлăш çавăрмалăх чарăнса тăчĕç.
— Пичче, Хасан хан чăвашĕсем патне лекес тесен пирĕн ăçталла çул тытмаллине эсĕ пĕлетĕн-и? — ыйтрĕ Керим.
— Çук, пĕлместĕп, — тунмарĕ Юсуф. — Атте пире кун çинчен каласа пама ĕлкĕреймерĕ.
— Апла пулсан атя-ха çав тӳпеме хăпарар, — сенчĕ Керим. — Тен, пĕр-пĕр çул курăпăр. Вăл пире малтанлăха çын пурăнакан çĕре илсе тухĕ. Кайран куç курĕ унта. Чĕлхе Самарканта çитерет теççĕ.
Пăртакран вĕсем сăртлăрах вырăна çитсе тепре чарăнчĕç, йĕри-тавра пăхкаларĕç. Хыçра, çурçĕр енче, Пăлхар хули тĕлĕнче пушар тĕтĕмĕ йăсăрланать. Унта мĕн çунни çинчен пиччĕшĕпе шăллĕн шухăшлас та килмерĕ, анчах иккĕшĕ те чĕре хĕссе-хĕссе илнине туйрĕç. Çапах Керим тăван хула енне тепре çаврăнса пăхрĕ те тĕлĕнсе кăшкăрса ячĕ:
— Пичче, кур-ха!
Юсуф та утне Аслă Пăлхар енне çавăрса тăратрĕ. Пушар тĕтĕмĕ йăсăрланнă тĕлте сасартăк пĕлĕте çити çулăм йăлкăшса хăпарчĕ. Унччен те пулмарĕ, çулăм хĕлхемĕнчен пысăк акăш вĕçсе уйрăлчĕ. Шап-шурă акăш. Вăл çуначĕсене сарса янă та вĕсене çапмасăрах вĕçет, шăп та лăп Юсуфпа Керим тăнă еннелле.
— Пирĕн йăмăк шăпах çакăн пек шурă тумпаччĕ, — тунсăхлăн каларĕ Керим. — Ах анчах та çав...
Шурă акăш вара ĕнтĕ пиччĕшĕпе шăллĕ тăракан тĕле вĕçсе çитрĕ, вĕсен пуçĕ тĕлĕнче виçĕ хут çаврăнчĕ те çурçĕр-хĕвеланăç еннелле вĕçсе кайрĕ, тахăш самантра куçран çухалчĕ.
— Ансăртран мар ку, — терĕ Юсуф.
— Эпĕ те çапла шутлатăп, — килĕшрĕ унпа Керим.
Хăйсем мĕн тавçăрса илнине вĕсем пĕри те шарламарĕç. Ытла хăрушă шухăш...
— Эппин, шурă акăш кăтартнă çулпа каяр мар-и? — сĕнчĕ Юсуф.
Шăллĕ пиччĕшĕпе килĕшсе пуç сулчĕ. Анчах капла вĕсен пирвай Атăл урлă каçма тивет-çке. Хăйсем çеç пулас тăк вĕсем халь тесен халь аслă юхан шыв хĕррине тухмалла та пĕр-пĕр пĕрене тупса ун урлă ишсе каçмалла. Анчах утсене пăрахса хăварма юрамасть. Ара, çуран сĕм вăрманта инçех каяймăн. Хасан хана тупас çул ăçта çити тăсăласса вара пиччĕшĕпе шăллĕ хальлĕхе тавçăрма та пултараймаççĕ. Çавăнпа вĕсен ирĕксĕрех сулăллă каçма шырама тивет.
Кĕçех икĕ юлан утçă сылтăмалла пăрăнса пыракан самай такăр çул çине тухрĕç. Эппин ку çул ăçта та пулин илсе çитеретех. Çавăнпа вĕсем учĕсене малалла пĕр иккĕленмесĕр юрттарчĕç.
Кун вĕçленсе пырать ĕнтĕ. Хĕвел анăçра пытаннă та тĕнче хĕррине кăна пăртак, майра тутине кĕренпе хĕретнĕ пек, çутатса тăрать. Тăхлан тĕсĕпе хуралса-капланса хăпарнă çумăр пĕлĕчĕ çумасăрах таçта саланса пĕтнĕ. Каç сĕмне пула тухăç енче ăмăрлана пуçланă кăвак тӳпе халĕ тап-таса. Таврара аслати авăтни мар, нимĕнле сас-чӳ илтĕнмест. Кайăксем те пулин, кун каçа пĕсехисене лайăхах тултарма ĕлкĕрнĕскерсем, канма ларнă. Çапла, тискер кун иртсе кайрĕ. Аслă та хăватлă çутçанталăкшăн пĕр хулана аркатса-çунтарса яни, пĕр çĕршыва тĕп туни ним те мар. Çав арканнă хулан, çав арканнă çĕршывăн чĕрĕ юлнă çыннисен вара паянтан кашнин хăйĕн пурнăçне çĕнĕлле йĕркелемелле, анлăран та анлă çутçанталăкра хăйĕн пĕчĕк те пулин вырăнне тупса пурнăçа — хăйĕнне те, пĕтĕм халăхăнне те — малалла тăсмалла.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...