Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
— Куçма, Куçма, мĕн аташатăн эсĕ? — чунтан хурланса сăмах хушрĕ Елюк.
— Çук, аташмастăп... Эпĕ вăрă-хурах. Ман каллех Пакăш ращине таврăнмалла. Сывă пул. Ан çиллен...
Елюк çавăнтах ĕнтĕркесе ӳкрĕ. Тăна кĕре пуçласан, чӳрече умне чупса пычĕ. Лав çухалма та ĕлкĕрнĕ. Пурнăçĕнче ниепле юсама çук инкек сиксе тухнине ăнлансан, çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ, сасăпах макăрса ячĕ. Тем вăхăтран, тул çути сарăлнине туйса, сасартăках çакна аса илчĕ: «Халь мĕн илтни тĕрĕсех пулсан, кунта самант та пурăнма юрамасть»...
Ку вăхăтра пусăра ытла илемлĕ те пархатарлă-çке! Таса та уçă сывлăша çăтса тăранмалла мар. Юр айĕнчен тухса вăй илнĕ ыраш калчи ем-ешĕл. Килес ырă куна халалласа, тĕпсĕр тӳпере тăрисем юрă шăратаççĕ.
Елюк такăна-такăна чупнă çĕрте нимне те туймарĕ, асăрхамарĕ. Хутор хапхи патне хашкаса çитсен чарăнчĕ. Ăна питĕрмен иккен. Тепĕр чухне пулсан, Елюк чĕри сехĕрленĕччĕ. Халь ним йӳпсемесĕр пӳрте кĕчĕ. Кунта мĕн пуррине курсан, хăйĕн çĕклейми хуйхине маннăн алăк патĕнчех хытса тăчĕ.
Ашшĕ кравать çинче йынăшса выртать. Амăшĕ ун кĕпине аран сĕвсе уçрĕ те çухăрса ячĕ:
— Турă çырлахтăр, кам сана кунашкал?
— Микула ывăлĕ... Нихçан та шуйттан пуçне çимĕ. Ашшĕ пекех вăрă-хурах!
— Мĕнле тасатăпăр ĕнтĕ?
— Мунча хутасчĕ...
Ăçта мĕн инкек çакланнине ăнланаймарĕ те Елюк, Ванюка айăпа хуни хăлхине кĕчĕ. Ĕнер пасарта та çав пуçарнипĕ туре-шарасене шыва чике-чике кăларнă терĕç. Ун чухне пит шухăшламанччĕ. Халь ашшĕ каллех Ванюк аллинчен асап тӳснине илтсен, шеллес вырăнне чĕри хытрĕ. Тем каласшăнччĕ — амăшĕ чĕннипе ĕлкĕреймерĕ.
— Елюк, хĕрĕм, мĕн пирки çак тери ир çӳретĕн? Павăл алăк патнелле çаврăнса пăхрĕ. Хĕрне курсан, хăйăлти сассине кăларчĕ:
— Кĕрӳ таврăнчĕ-и?.. Вăрă-хурахсене мĕнле тавăрма шутлать?
— Таврăнчĕ те тухса кайрĕ. Мана качча парса сая тунăшăн сире тав тума хушса хăварчĕ! — чунĕ кӳтнипе каласа татрĕ Елюк.
— Мĕн сӳпĕлтететĕн? — Ăçта кайрĕ вăл?!
Елюк пĕтĕм хуйхине ашшĕпе амăшĕн ĕнси çине тиесшĕн пек:
— Вăрă-хурахăн çулĕ пĕр — Пакăш ращи! — терĕ. Павăл Энĕшкассинче икĕ вăрă-хураха тăрă шыв çине кăларнине аса илчĕ те чĕри теме сиснĕн кăртлатрĕ. Анчах ним тавçăрайман пек хăвăрт тĕксе хучĕ:
— Мĕн терĕн çак эсĕ?!
— Вăрă-хурахăн килĕ Пакăш ращинче терĕм. Хăй чĕлхипе хăй хыпарларĕ. Пакăш ращинчи çынна ыттисем хушшинче пурăнма юрамасть терĕ. Ăнлантăр-и ĕнтĕ?
Павăлпа арăмĕ пуçран кӳсекпе çапнăн минрерĕç.
Чунĕ ытла тăвăлнипе Елюк та тӳсеймерĕ, урайне татăлса анчĕ, ӳлесе макăрса ячĕ.
VII
Ваймистровсене Энĕшкассине ăсатсан, Лаврский Шупашкара çул тытрĕ. Дежурти милиционера Натюшпа Ванюка тытса килсенех систерме хушса, Улитин та килне кайрĕ.
Упăшкисене тустарнă, Атăла чике-чике кăларнă хыпар çитсен, Фрося тем пекех сехĕрленчĕ. Çакăншăн ĕнтĕ, Улитин алăк пуканĕ урлă каçнине курсанах, вăл шĕкĕреххине ĕненсе хĕпĕртерĕ. Пурпĕр тăнăçланайман пирки хурлăхлăн чĕнчĕ:
— Арся, саншăн пăшăрханса чун юлмарĕ... Мĕнле ĕнтĕ?
— Нимле те мар, Фрося. Кĕçех тăшмансем ман алăра пулĕç, пуриншĕн те тавăрăп. Лăплан та тип кĕпе-йĕм тупса пар луччă! — терĕ Улитин, шăннине тин туйнăн чĕтреме пуçласа. Тумне улăштарсан хушрĕ:
— Ĕнтĕ апат-çимĕç тата ăшăнмалли хатĕрле. Паян эпĕ хырăм выçнине те маннă.
Эрех ĕçсен, апатлансан, тинех ăшăнса çитрĕ. Кун каçа ытла нумай пăлханма лекнипе шăмми-шакки шĕлтĕрех пулчĕ. Канма выртрĕ. Урăх нимле инкек те сиксе тухмасса, Натюшпа ыттисене тытса килессе ним иккĕленмесĕрех шаннипе часах çывăрса кайрĕ.
Вăранса чӳречерен тул çути сăрхăннине асăрхасан çуйланчĕ. Мĕншĕн çаплах вăратман ăна? Энĕшкассине кайнисем таврăнмалла-çке? Нивушлĕ ĕлкĕреймерĕç?
— Фрося, ман пата никам та килмерĕ-и? — ыйтрĕ Улитин тăнă-тăманах.
— Çук-çке!
— Тĕлĕнмелле, ку таранччен мĕн туса пурăнаççĕ унта?
— Кам пĕлет, сан ыйха татасран систермерĕç-и, тен... — упăшкине йăпатма хăтланчĕ Фрося.
— Эп вĕсене кирек хăш вăхăтра та вăратма каланăччĕ-çке,
— Эс мĕн, милиционерсем тесе, паян та выçах пурăнасшăн-и? — упăшки кайма хатĕрленнипе астутарчĕ арăмĕ.
— Халь ман тĕртсен те пĕр тĕпренчĕк анас çук. Кăштах çӳресе хырăма выçтарам-ха, вара килсе çийĕп.
— Арся! — çĕр каçах канăç паман шухăшне пĕлтересшĕн пулчĕ Фрося. — Ку пурнăç карланкă таранах йăлăхтарса çитерчĕ. Пуçна çитар çине хунă-хуман, выçлăн-тутлăн анраса çӳретĕн. Тирпе шăмму-шакку кăна тăрса юлнă ĕнтĕ. Куçу путрĕ, арăму тĕлне мантăн. Пархатарĕ çав çеç: ĕнер Атăлта путарма тапăннă ав. Паян тата тем снксе тухасси пур... Кăлăхах старшина вырăнне йышăнма тăрăшрăн. Тиекре чухнех ним пăшăрханмалли те çукчĕ. , Пурлăх енчен хĕсĕкрехчĕ те, чиперех пурăнаттăмăр.
Арăмĕ ӳпкелени Улитина кӳрентерчĕ. Вăл ним те ăнланман пек туйăнчĕ ăна. Çавăнпа хăтăрса хуравларĕ:
— Тиек пурнăçне ан тапрат, Фрося. Кантур ĕçне пĕтĕмпех хам тăваттăм, чапĕ, тупăшĕ — старшинаначчĕ. Ман çине пуçа каçăртса кăна пăхатчĕç. Тăхтăр-ха, господин Озеров! Эсир те, Платун Павăлĕпе Касмухха таврашĕсем, ман умра пуç тайăр! — хĕрӳленсе пынăçемĕн хăй умĕнче чăнах та асăннă çынсем тăнăн шĕвĕр пӳрнипе юнарĕ Улитин. Упăшки кунашкал айкашнине курманскер, Фрося тĕлĕнсе те çуйланса ним шарлаймасăр тăчĕ. Çакна асăрхасан, Улитин сассине улăштарчĕ, айăпне каçарттарасшăн пек, шухăшне çемçерех тăсрĕ: — Эпĕ халь ура çинче. Ĕнер мана Михаил Петрович хăй патне чĕнтернĕ. Кĕпĕрнипе паллă ваккат та манпа тус-йышлă. Малашлăх тата хисеплĕрех те чаплăрах пулĕ. Мул енчен та аптрамăпăр. Анчах ӳçĕм çулĕ такăр мар. Унта тумхах, лакăм-тĕкĕм, лачака та тĕл пулĕ. Çавăншăн вилĕмле кĕрешӳ пырать. Хам çĕнтерессе шанатăп, эс ун пирки шухăшласа пуçна ан ват. Мĕн сас-хура пуррине кайса пĕлем те апатланма таврăнăп.
Уçă сывлăшра Улитин çăмăлраххăн сывласа ячĕ. Анчах вăраха пымарĕ ку. Арăмĕ умĕнче сăмах тытнă чухне паттăр та ăслăччĕ вăл, милиционерсем килсе вăратманнине аса илсен, тепĕр хут ĕшеленсе ӳкрĕ: «Тем сиксе тухмарĕ-ши?»
Улитин пырса кĕнĕ çĕре дежурти милиционер сĕтел çине хăпарса выртнă та харлаттарса çывăрать. Чĕрĕм ыйхă тумасăр талăк тӳсме çуккине пĕлет пулин те, вăл чĕри хускалннпе хытах кăшкăрса чĕнчĕ:
— Дежурнăй юлташ! — Лешĕ çав-çавах çывăрнă пирки татах кăшкăрчĕ: — Дежурнăй юлташ! Вăранăр!
Милиционер куçне уçрĕ, çав самантрах сиксе тăрас вырăнне анасласа карăнкаларĕ:
— Ун пекех васкаса мĕн тумалла тет? Милиционер хисеплемесĕр айкашни Улитина пушшех çиллентерчĕ.
— Ма пырса систермерĕр?! Е каçпа каласа хăварнине мантăр-и?
— Каç-и?.. А-а... — çăварне тем тултарнăн сассине аран кăларчĕ милиционер. — Çук, манман. Эсир мана начальник таврăнсан хыпарлама хушнăччĕ.
— Килмен-и вĕсем?
— Курăнмарĕç.
Милиционер ăнланмалла хуравларĕ те Улитинăн ĕненес килмерĕ. Ваймистров ăна çĕр хута чăрмантарасшăн пулман ĕнтĕ. Тĕрĕслеме те темех мар, арестленисене хупакан пӳрте кĕрсе пăхмалла кăна. Улитин милиционер патĕнчен тухрĕ. Анчах арестленĕ çынсене хупакан пӳрт питĕрнипех тăрать. Пурпĕр çемрек чӳречерен пуçне чиксе тинкерчĕ. Пушах иккен. Мĕн хăямат? Арестлемелли çынсене тупайман-шим? Е тартнă-ши? Апла тесен хăйсем таврăнмалла-çке?.. Юлашкинчен Улитин милиционерсем пурăнакан çĕре васкарĕ.
Пӳлĕмре ним йĕрки çук. Пӳртри япаласене çавраçил кĕрсе тустарса хăварнă тейĕн. Çитарсем, утиялсемпе тӳшексем урайĕнче тирпейсĕр сапаланса выртаççĕ. Пукансем айăн-çийĕн. Икĕ милиционер кăна, кунта кирлĕ пулĕ тесе Энĕшкассине кайманскерсем, ним туйми çывăраççĕ. Хăйсенчен сăмакун шăрши кӳкĕрет. Ахаль чухне пулсан, Улитин Ваймистровпа дисциплина пирки калаçннне аса илĕччĕ те ятлаçма тапратĕччĕ. Халь ун-кун шухăшлама вăхăт çук пирки милиционерсене вăратма пикенчĕ:
— Тăрăр! Мĕн йӳтенипе çитĕ! — Лешсем çав-çавах хускалманнипе утиялĕсене турта-турта пăрахрĕ.
Юлашкинчен милиционерсем куçне уçрĕç, сасартăках тăн илейменрен кăн-кан пăхкаларĕç.
— Начальник таврăнман-и? — ыйтрĕ Улитин.
— Сас-хура пулмарĕ-ха, председатель юлташ!
— Мĕншĕн ним йĕрке те çук кунта сирĕн? Мĕншĕн япаласем сапаланса выртаççĕ?
Лешсем йĕри-тавра пăхкаларĕç те председатель тĕрĕсех ятланине ĕненчĕç. Вĕсем выртнă чухне пурте чиперехчĕ. Çывăрнă хушăра мĕн сиксе тухнă-ши?
— Ним те ăнкараймастпăр, председатель юлташ. Эпир вилнĕ пекех çывăрнă!
Улитин урăх тĕпчесе-туса тăмарĕ. Ваймистров хваттерне кĕме шутларĕ. Ун арăмĕ чухламаллах пек. Пӳртре никам та çук иккен. Вырăнне те пуçтарман. Кил хушшине тухса пăхрĕ — унта та никам сасă памарĕ. Тинех Улйтин каç темле инкек пулнине тавçăрма пуçларĕ. Кĕçех вара, Энĕшкассине кайса килме шутласа, кантур ямшăкне лав кӳлтерчĕ. Хутор тĕлне çитсен, Павăл та Ваймистровсемпе пулнине аса илсе, лашисене унталла пăрма хушрĕ.
Павăлсем хапхипе çенĕкне питĕрменни Улитина тĕлĕнтермерĕ. Пуян таврашсем хĕвел тухиччен нихçан та çывăрмаççĕ. Тул çутăлнă май тарçисем ĕçе тытăнни палăрать. Хуçи таврăннă-ши?
Пӳрт урайĕнче хĕрĕ пусма вырттарнă пекех тапаланса макăрать. Амăшĕ ăна йăпатма хăтланать. Кил хуçи вырăн çинче выртать, хуп-хура хырăмне сăтăркала-сăтăркала ахлатать. Вĕсем çын пырса кĕнине те сисмерĕç. Пĕр хушă чĕмсĕрленсе тăнă хыççăн Улитин:
— Павел Платонович, мĕн пулнă сире? Мĕн пирки çав териех çуйхашатăр? — терĕ ним ăнланаймасăр.
Пӳртре ют çын пуррине асăрхасан, Павăл çемйине тепĕр инкек пырса çапнăн туйăнчĕ. Хĕрне вăрă-хураха качча парса намăса кĕнине пĕлекен чĕрчĕлĕх тупăнчĕ. Килти çӳп-çапа пытарма хăнăхнă йăлипе:
— Мĕн сĕрлетĕн?! Чарăн?! — кăшкăрса пăрахрĕ хĕрне. Ют çын сасси Елюк хăлхине те кĕчĕ. Пысăк хуйхă пусарса ӳкернĕ пулин те, вăл çемье хушшинчи сас-хурана тула кăларма юраманнине аса илчĕ. Аран-аран ура çине тăчĕ, малти пулĕме тайкаланса кĕчĕ.
— Павел Платонович, юлашкинчен те пулин каласа памăр-ши, мĕн пулнă каплах? Энĕшкассинчен хăçан таврăнтăр? Ыттисем ăçта?
— Çĕр çăттăр, Арсентий Ксенофонтович, тĕнче курман намăса кăтартрĕç. Эпир пынă çĕре Натюшĕ килте çук. Пасартанах Хусана кайнă терĕç. Амăшне тытса тухăпăр та Александр Кузьмичсем патне кайăпăр тесе шутланăччĕ. Таçтаи леш катăршнăй ачи хăй пекех вăрă-хурах шайккине пухнă та пире çулса кăна пăрахрĕç.
— Павел Платонович, ниепле те тăна илейместĕп, хĕç-пăшаллă тăхăр çын мĕнле майпа çара алăллă çамрăксене парăнтăр? Ма персе пăрахмарăр?
— Мĕнле парăннине ĕнер хăв куртăн вĕт, Арсентий Ксенофонтович. Тата эс çамрăк чух улаха çӳремен-и? Хăй çути сӳнтерсе, пĕр-пĕрне шакканине маннă-и?
— Манман. Анчах çамрăксен вăййи-кулли паянхи ĕç патне ăçтан çыпçăнтăр!
— Çавăн пекех, Арсентий Ксенофонтович... — Павăл ăна хăйсене епле суйса илсе тухнине, çенĕкре мĕн пулнине, турта çумне кăкарса чуптарнине, тенкел çине вырттарса хулăпа çунтарнине, кайран тикĕтпе сĕрсе янине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ: — Хăвăрах шухăшлăр, çенĕкре пăч-тĕттĕм. Кама перĕн унта? Хамăр тус-йышсене вĕлерĕттĕмĕр. Çавăнпа ним те тăваймарăмăр. Вăт ĕнтĕ çунса вырт...
Ахаль чухне пулсан, Улитин каçса кайсах кулĕччĕ. Хĕçпăшаллă çынсене хулăпа вырттарса ислетнĕ, çийĕнчен тикĕтпе сĕрсе янă-çке-ха. Иккĕленмелли çук, ку хыпар паянах ял-ялне сарăлĕ те, вулăсри пĕтĕм халăх ахăрĕ. Путсĕр çын ывăлĕн чапĕ татах çĕкленĕ. Улитинăн кулас кăмăл мар. Ваймистров таврăнманни касать ăна.
— Павел Платонович, милиционерсем, сирĕн кĕрӳ ăçта, пĕлместĕн-и?
Чĕрине тивертнĕ ыйту çине хуравламалли патне çитсен, Павăл ăшне вутпуççи кĕрсе ӳкнĕн пĕçерчĕ. Тӳсеймерĕ — йынăшса ячĕ.
Лешĕ асапланнине туять Улитин. Калаçтарни пушшех йывăрлатать-и, тен. Çапах шеллес кăмăлне сирсе тепĕр хут ыйтрĕ:
— Павел Платонович, милиционерсемпе вĕсен начальникĕ ăçта?
Сасартăках Павăл çилли чашкăрса хăпарчĕ. Хĕрне вăрă-хураха качча парса намăса кĕнĕшĕн тĕрĕссипе Улитинпа Лаврский айăплă. Çавсем ним тĕрĕслемесĕр темле эсреметсене милиционера лартнă. Ваймистрова начальникĕ тунă.
— Тĕплĕнех мар та, кăштах тĕшмĕртетĕп, — сассине улăштарса хуравларĕ вăл. — Ваймистров... — Начальнике кĕрӳ тесе чĕнменнине асăрхарĕ Улитин, шарламарĕ кăна, — Пакăш ращине таврăннă...
— Мĕн тума?.. Пакăш ращинче мĕн çухатнă вăл?..
— Вăрă-хурах тата ăçта кайтăр! Вĕсен йăви мĕн ĕмĕртен Пакăш ращинче.
— Павел Платонович, эсир тем аташатăр!
— Аташатăп пулсан, хама çав тери телейлĕ шутлăттăм. Ман сăмах, эсĕ умра тăнă пекех, тĕрĕс. Ваймистров хăй вăрă-хурахне ман хĕре каласа хăварнă.
Кунта кĕнĕ чух Елюк тапкаланса макăрнине аса илчĕ те Улитин пĕтĕмпех ăнланчĕ. Пурпĕр вĕçне çитиех ĕненесшĕн мар:
— Кунашкал пулма пултараймасть! — терĕ. Председатель кăмăлĕ хуçăлнипе Павăл рехетленчĕ.
Суранне татах астарасшăн тăвар сапма шутларĕ:
— Ĕненместĕр-и? Апла малалла итлĕр. Ваймистров шайккинчи икĕ вăрă-хураха Микула ывăлĕсем пăркăчласа илчĕç те, лешсем тӳсеймесĕр Улянасен мулне çаратнине, вара тупса паранçи тунине те каласа пачĕç. Вĕсене халăх пухиччен усрама хурал пӳртне хупрĕç. Пире савăнмалăх пур ку! Эпĕ, тăм-ухмаххи, хĕрĕме сая турăм. Сирĕн пирки. Эсир вăрă-хурахсене милиционера илнĕ. Куншăн энĕшкассисем çеç мар, вулăсри пĕтĕм халăх тав тăвĕ-ха!
Улитин пуçран çапнă пек вирхĕнсе тухрĕ. Тăрантас çине ларсан, ямшăкне Атăлкассинелле хăвалама хушрĕ.
Çула май çакна аса илчĕ: энĕшкассисем приговорта палăртни ахальтен мар иккен, Улитин тĕрĕслеме те хăтланнăччĕ. Çак шутпа юриех арестлекенсене хупакан çĕре пырса пăхрĕ. Икĕ вăрă-хурахĕ те унта выртатчĕç. Ĕçе илнĕ чухне те докуменчĕсем йĕркеллех пекчĕ. Хальхи пекех астăвать — Ваймистровăн фронтра аманнине ĕнентерекен хут та пурччĕ. Ыттисене хăшне сыв маррипе салтака илмен, хăшне аманнипе киле янă. Пăтăрмах самантра ăçта пурне те тĕпчесе çитерĕн. Павăл тĕрĕсех астутарчĕ, вăрă-хурахсене хӳтĕленине пĕлсен, халăх пăлханĕ. Председатель ĕçне тума тытăнни нумаях та иртмерĕ — ĕмĕр курманнине курма тиврĕ. Милиционерсем пуçĕпех тухса тарни паллах.
Татăклăн мĕн тумаллине шутласа тупаймасăрах кантура кĕчĕ. Сĕтел хушшине вырнаçса, пĕр хушă тĕлĕрсе илчĕ. Тем пулсан та Шупашкара хыпарламаллах тесе, ура çине тăчĕ. Милиционерсем пырса кĕни чарчĕ.
— Мĕн пулнă сире? Ма хашкатăр?
— Председатель юлташ, эшкер халăх куçса килет!
— Кăнтăрла сире шыва кĕртнисемех пулмалла!
— Пурин аллинче те пакур!
— Эпир пурăнакан çурт чӳречисене çапса çĕмĕрчĕç. Аран тухса тарма ĕлкĕртĕмĕр!
— Хăвăра шеллесе калатпăр, председатель юлташ, кая юлман пек чухне тухса шăвăр хăвăртрах!
Сасартăк халăх шавĕ аслати кĕрлĕнĕн çывхарни илтĕнчĕ. Милиционерсем тухса ыткăнчĕç.
— Ăçта таратăр? — теме кăна ĕлкĕрчĕ Улитин. Милиционерсем хăйне хутĕлессе шаннăччĕ. Пĕччен юлсан, пушшех хăраса ӳкрĕ. Чĕри тухса шăвăнма хистерĕ: ĕнерех урнă халăх паян пухăнса килни ырă енне мар, тем туса пăрахĕç. Хирĕç тăма ун ирĕкĕнче нимĕнле вăй-хăват та çук. Анчах алăк урлă каçсанах тĕпсĕр çырмана ӳкес пек туйăннипе чарăнчĕ. Йăлтах çухалман тăнпуçĕпе çапла шутларĕ: «Юрĕ, халь тарса хăтăлăп. Вара мĕн? Пурпĕр пĕтни мар-и? Хăравçăлăха кăтартнă хыççăн кантура тек килсе ан кĕр. Вулăсра нимле власть та çукки вĕсене пушшех астарĕ. Çакăнтах пуçтарса пăрахсан та, вырăнтах пулма тивĕç».
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...