Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
— Вăт эсреметсем...
— Хăйсен пуçĕ çине пулĕ-ха. Астăватăн-и, Наум пнчче, Микула пиччен Хусанта тус-йышсем пур тетчĕç. Камне пĕлместĕн пуль?
— Ун чухне вăрттăн ĕçленипе уççăнах каламастчĕç çав. Камнех пĕлместĕп, Леонид Сергеевич Кузнецов тенине çеç астăватăп.
— Ку аван, Наум пичче. Ячĕ пур çынна тупма пулĕ. Вăхăта тăсмасăр Хусана тухса каятăп.
— Халех ниçта та каймастăн! — хйрĕçлерĕ Уляна.
— Ма, анне?..
— Сан çине пăхма хăрамалла. Тупăка выртнă çынпа пĕрех. Ĕçе тытăниччен вăй-хăват пухмалла.
— Тĕрĕс, Натюш аппа!
— Кăштах канас пулать! — кукамăш шухăшне çирĕплетрĕç Анахвиспе Коля.
— Ах, анчах, ачасем, сӳтĕрĕлсех кайнă-çке эпĕ. Тамăкран хăтăлнă çынна сĕтел хушшине те лартмастăп.
— Куншăн эсĕ мар, эпĕ айăплă, кукамай. Халех антарса паратăп.
— Яшкине хамах антарăп, хĕрĕм. Сан мунчине хутса ярасчĕ.
— Хам та çавăн çинчен каласшăн.
Анахвис шыв кӳме васкарĕ, Коля вут йăтса мунчана вĕçтерчĕ. Типĕ вутпа мунча хутса пултарма йывăр мар.
Кĕçех хатĕр те пулчĕ. Вĕсем кĕрсе тасалса тухнă çĕре Ванюк чĕрес йăтса килчĕ.
— Юман Паттăр çитрĕ! — хаваслăн чĕнчĕ Коля. Çавăнтах шӳтлесе илчĕ: — Хуняму савать-ха сана, ачамккă, апат тĕлне лекрĕн.
— Çукки савать ĕнтĕ вăл! Çакна тыт-ха, Уляна аппа!
— Мĕн ку?
— Пыл. Кĕчĕерти стрелок парнелерĕ. Вăл сире пит лайăх пĕлет.
Коля паçăрах хыпарланăран Уляна тек тĕпчесе тăмарĕ.
— Пире ырă сунакана хăйне пиллĕх пултăр! — терĕ те чĕресе тĕпелти тенкел çине илсе лартрĕ.
Ванюк Анахвисе алă пырса тытрĕ:
— Йăмăкăм, мĕнле пурăнатăн?
— Майĕпе... — хальчченхи пек тӳртен пăхаймасăр хуравларĕ хĕр. Тата тем каласшăнччĕ, чĕлхи çаврăнмарĕ. Чĕри кăртлатса тапрĕ, юнĕ вĕриленсе чупрĕ. Çук, Ванюк кунашкал матуррйне, чиперрине астумасть вăл.
— Наум пичче, сывлăхусем мĕнле?
— Аптрамаллах мар. Хăвăр епле çӳретĕр?
— Чумари юлташпа иксĕмĕр калама çук лайăх ĕçлесе килтĕмĕр. Итле-ха, Коля, укçа валеçнĕ çĕре ма пымарăн?
— Мунча хутса кĕтĕмĕр.
— Куншăн каçарма юрать. Пирĕн кукамай шăматкун хутатпăр терĕ... Укçа валеçнĕ çĕрте кулса вилмелле ĕç пулса иртрĕ.
— Мĕн-ши?
— Çамрăксене виç чĕрĕк хак памалла турĕç.
— Чăнах-и?!
— Çур хакпах хăварас текенсем хытă кăшкăрашкаларĕç те, çамрăксем маххă памарĕç!
Коля кун пек пуласса нихăçан шухăшламан, халичченхи хакпах çырлахнă. Ку та Ванюк тăрăшмасăр пулманнине чухлать вăл. Тусне тав туса тем каласшăнччĕ те, чĕлхи çине юрăхлă сăмах килменнине:
— Пит аван! — терĕ кăна.
— Ме, пуçтарса хур! — кĕсйинчен укçа кăларса, Коля еннелле тăсрĕ Ванюк.
— Кукамая пар!
Шутлама кирлĕ мар. Пĕр пус таранчченех пуррине Уляна ахалех ĕненет. Тата пĕр чĕрĕк хушса пани питех савăнтарать ăна. Укçишен мар, мăнукĕ çулсеренех çитĕннисен шутне кĕрсе пынине пĕлтерет вĕт ку.
— Ĕнтĕ сĕтел хушшине килĕр-ха. Пирĕн çăкăр-тăвара астивсе пăхар, — терĕ юлашкинчен Уляна.
Анахвис хăй мĕн хăтланнине те астăваймасăр кăшт сиксе вырăн турĕ. Ванюкпа иккĕшĕ юнашар пулчĕç. Хăйсем патĕнче мар, ĕмĕтленнĕ килте пек туйăннипе хĕр пит-куçне сасартăках вут хыпса илчĕ. Вăтаннипе сыпнă-сыпман, çинĕ-çимен ларчĕ.
Хĕр улшăннине Улянапа Натюш çав самантрах асăрхарĕç, пĕр-пĕрин çине сисчĕвлĕн пăхса илчĕç.
Ванюк нимĕн те сисмерĕ. Кунта вăл, чи çывăх тăванĕсем патĕнчи пек суннăран, килĕнчи хирĕçӳ çинчен мансах кайрĕ.
— Ман ĕнтĕ пир хураллине каймалла. Эсир мĕн шутлатăр? — терĕ сĕтел хушшинчен тухсан Анахвис.
Йĕкĕтсем хăйсене йыхăрнине ăнланчĕç.
— Хаваспах, йăмăкăм! — килĕшрĕ Ванюк.
Коля та пĕрлех пырасшăнччĕ. Анахвиспе Ванюка ирĕк парасшăн:
— Эпĕ каярах çитĕп-ха, эсир вĕçтерĕр! — терĕ. Ванюкпа Анахвис пĕр-пĕринпе кашни кунах тĕл пулнă чухне те чарăнайми шăкăлтатаканччĕ. Халь, ав, курнăçманни кĕçех ик уйăх, каласа кăтартмалли те лавĕпех, вĕсем пурпĕр чĕмсĕрленсе пыраççĕ. Анахвиса темшĕн халичченхи сăмахĕсем пĕри те юрăхлă мар пек туйăнать. Çакнашкалне вăл пуçламăш хут Ванюк Хусантан таврăнсан сиснĕччĕ. Пурăна киле пушшех çивĕчленчĕ. Ун çинчен мĕнле пĕлтерес-ха? Тăван шăллĕ пек çеç шутланнă вăхăтра пуçа мĕн килет, çавна персе ярсан та килĕшӳллĕччĕ. Тепĕр тесен, каччи сăмах пуçарас-тăк, хуравне тупĕччĕ.
Улянасем патĕнчен тухсанах кĕсйинче хут татăкĕ выртнине аса илчĕ те Ванюк, чĕлхи çыхланчĕ. Пуçне тĕрлĕ шухăш çĕмĕрме тапратрĕ. «Чăнах, ма çырнă-ши? Нивушлĕ иккĕшне çураçнине манман?» Чĕрере пуррине çывăх çынна каласа парсан, ăшчик вăркама пăрахĕччĕ те... Анчах Анахвис Клавьепе Хусанта тĕл пулнишĕн те кӳреннĕччĕ. Татах кăмăлне пăсас килмерĕ.
Ват йăмра тăррине пухăнса ларнă кураксене тем хускатрĕ, тӳпенелле краклатса хăпартрĕ. Вĕсене пӳла хур аçи шарт сикнĕн пуçне çунат айĕнчен кăларса çĕклерĕ. Анчах никама асăрхаттармалли те çук унăн, амине чĕп кăларма лартнă. Кураксем вырăнне таврăнсанах, вăл пуçне çунат хушшине хĕстерчĕ. Вăтакас тăваткалĕнче кăна путекĕн çинçе сасси урама çурасла янкăшать. Амăшĕнчен аташса юлнипе макăрать ĕнтĕ вăл.
Сантăрсен тĕлне çитсен, Анахвис кичем шăплăха сирчĕ.
— Шăллăм, купăссăрах каятпăр-и? Эсир çук чух типĕлле юрланипе те пыр ыратакан пулнă!
— Чăнах та! — аса илчĕ Ванюк. — Халех илсе тухатăп!
— Аслă типĕре янраса çӳремесен те юрамасть-ши? — мăнукĕ хуткупăсне илме кĕнине пĕлсен хирĕçлерĕ Наçтик.
Ваттисен йăлинчен тухма шутлани Ванюка аванмарлантарчĕ. Анчах Анахвисе сăмах пани çине тăма хистерĕ.
— Кукамай, тархасшăн ан çиллен... Пир хураллинче купăссăр кичем. Унта çамрăксем кĕтеççĕ. Урам хушшинче сас кăлармăп. Çыран хĕрринче каланăшăн темех пулмĕ.
Наçтик тек хирĕçлемерĕ.
— Кукамай парса ярасшăн марччĕ.
— Ма тата?
— Аслă типĕ тет.
— Йӳç кăшманах çав эпир. Ун çинчен пачах маннă.
— Ытлашши ан кулян, йăмăкăм. Пĕр-пĕр вырсарникун чиркĕве кайăпăр та пĕтĕм çылăха силлесе хăварăпăр! — шӳтлерĕ Ванюк. Текех чĕмсĕрленсе пырасшăн мар: — Ну, каласа пар-ха, эпир çулта чухне мĕнле пурăнтăр? Хĕр-упраç хушшинче мĕн хыпар? — терĕ.
— Палăртма тивĕççиех çук пуль. Эсир кайсанах улах лараттăмăр. Халь пир хуралли тăратпăр. Ĕнтĕ эсир те таврăнтăр. Пурнăç тенĕрен, паянчченех вут çинчи пек çунма тиврĕ. Йĕпе çине сапа сике-сике тухрĕ. Аппа килсе кĕме çеç ĕлкĕрнĕччĕ, упăшки пăлхантарса хăварчĕ.
— Унашкалах мĕн турĕ вăл сире?
— Кукаçипе Натюш аппана, сан аçупа аннӳне те çав сутнă, тет... Натюш аппа ăна хăваласа кăларса янă...
— Шел, эпир пулман... Атăла путараттăмар.
— Хăй мĕн шыранине эсир тăрăшмасăрах тупĕ-ха. Ку хуйхă иртменччĕ, Натюш аппана тытса кайрĕç... Кукамайпа иксĕмĕре çыхса хăварчĕç. Пур пек пир-авăра çаратрĕç.
— Камсем? Палласа юлаймарăр-и? — йăмăкне шелленипе вăрă-хурахсене тем туса пăрахассăн ехлетрĕ Ванюк.
— Кукамай калать, Натюш аппа патне килнĕ эсреметсемех тет. Тепĕр виçĕ кунтан тупса пачĕç вара.
— Ăçтан, мĕнле майпа? Вăррисене тытайман-и?
— Ун пирки сăмах илтмен. Кукамай калашле, хăйсемех айкашнă-и, тен? Вăт... Паян кунчченех вут çинчи пек пурăннă эпир...
— Çав тери инкек такама çунтарĕ, — Анахвисе ăнланса, ассăн сывларĕ Ванюк. Çавăнтах йăпатма васкарĕ: — Малалла пĕтĕмпех лайăх пулĕ, йăмăкăм. Япаласем тулăннă. Натюш аппа килте.
— Пирĕн хуйхă пĕтес çук.
— Мĕн пирки?
— Хăвах шухăшламалла, шăллăм. Атăлкассинчи шăв-шавшăн тавăрмасăр ирттермĕç.
Ванюк чĕрине ăшă хум пырса çапрĕ. Анахвис уншăн та канăçсăрланнине туйрĕ вăл, хĕр кăмăлĕнчи хура пĕлĕтсене сирме тăрăшрĕ:
— Ан пăшăрхан, йăмăкăм. Ним те тăваймĕç. Вĕсем валли кучченеç пур ман... — Ванюк револьверне кĕсйинчен кăларса кăтартрĕ. — Акă...
— Мĕн ку? — тĕлĕнчĕ Анахвис.
— Курмастăн-им? Револьвер!
— Ăçтан тупрăн?
Ванюк каласа парсан, вăл паттăррипе рехетленчĕ хĕр, çавăнтах тепĕр хут та сехĕрленчĕ.
— Ах, шăллăм... Каçармĕç вĕсем...
— Паçăрах астутартăм, йăмăкăм... Хамăра мăшкăллама памăпăр...
Вĕсем пир хуралланă çĕре çитрĕç. Хĕрринчи килĕн çатанĕ çумне çамрăксем пухăнма ĕлкĕрнĕ. Кунтан тăват-пилĕк утăмранах тарăн çырма. Леш енче, хĕвел сулхăнĕнчи тайлăмра, юр çаплипех ирĕлсе пĕтеймен-ха. Çав юр çине хĕрсем пирĕсене шуратма сарнă. Паян вĕсем нихçанхинчен хаваслă: йĕкĕтсем ĕçрен таврăннă. Чылайăшĕн савнисем те пур. Каччисем Атăлкассинче мыскара туни вĕсене çуйлантарнă çеç мар, хавхалантарнă та. Хăçан мĕн сиксе тухĕ те, паян хăйсене хăйсем тивĕç тыткалаççĕ. Ванюк тесен, çамрăксен куçĕ умне юмахри улăп пек тухса тăчĕ. Эсреметсене тăн панипе çеç çырлахман вăл, çамрăксен хутне кĕрсе, ĕç хакне хуштарнă. Ахаль мар ăна хаваслăн шавласа кĕтсе илчĕç:
— Юман Паттăр çитрĕ! Салам!
— Вакката шывра мĕнле иштертĕр?
— Упана мĕнле тытрăн?
Мухтанине илтсен, Ванюк яланхи пекех именчĕ. Хăвăртрах сиресшĕн:
— Шереметсем... Упана эпĕ мар, Коля тытнă. Вакката ав, — йĕкĕтсем çине кăтартрĕ, — çавсем шыва кĕртсе ят хунă. Тата çакна пĕлесчĕ ман: сехметсем пирки сăмах ваклани е хут купăс каласа юрлани аванрах-и?
— Юрлани аванрах! — халь çеç урăххи çинчен шакăлтатнине манса хистерĕç çамрăксем.
— Эпĕ те килĕшетĕп, шереметсем! — Ванюк вырăн шыраса пăхкаларĕ.
Çакна асăрхасан, хĕрупраçсем сике-сике вырăн турĕç.
— Юман Пăттăр, кил! Хамăрпа юнашар лар!
Ванюк пĕр хĕррине вырнаçрĕ. Анахвис юнашар ларсанах, хут купăсне туртса ячĕ. Пурте юрра пикенчĕç:
Шур юр çине пир сартăм,
Шуралĕ-ха майĕпе.
Пире начар тееççĕ,
Тӳрленĕпĕр майĕпе...
Анахвиссем вырăна çитме пултарасса аса илчĕ те Коля хапхаран тухрĕ. Анчах хăпма ĕлкĕрейменччĕ — Турикасран тăрантас кӳлнĕ виçĕ лав шалтăртаттарса анни курăнчĕ. Кашни лавĕ çинче виçшерĕн ларса пыни, тата ахаль çынсем марри те палăрать. Сасартăках ырă енне маррине сисрĕ. Лавсем çывхара пуçласан, каялла таврăнса хапхана иитĕрчĕ, пӳрте чупса кĕчĕ.
— Натюш аппа, хăвăртрах тухса шăвăнăр! Пирĕн паталла виçĕ лав килет.
Коля хыпарлани ытлашши тĕлĕнтермерĕ. Натюшпа Наум ахаль те ура çннчеччĕ ĕнтĕ.
— Анне, эсĕ мĕнле? — канăçсăрланса ыйтрĕ Натюш. — Пирĕвпе пымăн-ши?
— Кил-çурта çынсăр хăварас-и? Ман пирки ним те ан шухăшлăр. Эпĕ вĕсене тивĕçлĕн кĕтсе илĕп. Эсир хăвăртрах шăвăнăр.
— Апла эпĕ те кунтах юлатăп. Эс чуп, хĕрĕм! Хыçалти калинккене питĕрмен унта. Михха килĕнче шанăçлăрах.
— Çук, çук, Наум! Тем курăн!
— Маншăн пушшех сехĕрленме кирлĕ мар, Уляна. Манпа мĕнех тăвĕç вĕсем?
— Ун пек ан кала, Наум. Эс Натюш пирки çӳренине, ун хутне кĕрсе сăмах каланине манас çук вĕсем.
— Ан манччăр. Пурпĕрех хăрамастăп. Тата сана пĕччен тăратса хăварма кам эпĕ? Натюш, Коля, вĕçтерĕр хăвăртрах!
Натюшăн амăшĕпе ыталанса уйрăлас килчĕ. Анчах кăмăлĕсене çемçетесшĕн мар: — Юрĕ, эппин... — терĕ кăна.
Пахчаналла тухнă çĕре лавсем хапха умне тĕрлеттерсе çитрĕç.
— Аннесене ахалех хăвартăмăр... — чĕри канăçсăрланчĕ Натюшăн.
— Вĕсене темех тумĕç-ха.
— Эс калашле пултăрччĕ. Ванюксене систер. Ан хупăрлаччăр.
— Чупатăп, Натюш аппа!
Вĕсем мунча патне çитме ĕлкĕрейнĕччĕ — çарай хыçĕнчи калинкке умнелле хĕçпăшаллă çын пыни курăнчĕ.
— Ах, анчах, Наум, сан та каймаллаччĕ... — иккĕшех юлсан, ӳкĕте кĕртме тăрăшрĕ Уляна.
— Паçăрах каларăм, çак самантра сана пĕччен хăвармăп ĕнтĕ. Сансăр юлсан, мĕнле пурăнасса та пĕлместĕп. Пĕрле чухне темле йывăрлăха та тӳсме хатĕр... — тахçантанпах чунĕнче усранă шухăшне пĕлтерчĕ Наум. Юратса пăрахнă çамрăк каччă пек именсе куçне тартрĕ.
Уляна чĕринче те çулсем иртнипе сӳне пуçланă туйăмĕсем вăранчĕç. Вунă çул ытла ĕнтĕ Наум Уляна çемйин пурнăçне çăмăллатасшăн тăрăшать. Вăл пулмасан мĕн курĕччĕ-ши? Мăнукĕсене хутаç çактарса ямĕччĕ-ши? Хăй енчем Наума нимпе те ырă тăвайман. Ăш сăмахпа кăмăлне йăпатнине те астумасть. Тĕрĕссипе, Наум чăн-чăн тăлăх-турат çав. Арăмĕ çеç мар, ачисем, мăнукĕсем те çук унăн. Уляна куçĕ шывланчĕ.
— Ах, анчах... — терĕ ассăн.
Вĕсем чӳрече патне пычĕç. Тăрантас çинчен хĕçпăшаллă çынсем сике-сике анчĕç, хапхана шаккама тапратрĕç.
— Калаçтарса вăхăта тăсас. Натюшсем инçетерех кайма ĕлкĕрччĕр — сĕнчĕ Наум.
Уляна чӳречене уçса хăюллăн чĕнчĕ: — Кам унта?
— Пӳртре çын пур иккен. Внлсе пĕтнĕ пуль тенĕччĕ, — сас пачĕ Павăл.
— Çĕр хута мĕн çĕмĕрсе çӳретĕр?
— Кун çинчен пӳртре калăпăр. Хапхуна уç хăвăртрах!
— Уçмастăп. Эснр кунта ним те манса хăварман! — тавăрса хучĕ те Уляна чӳречине шăкăр-шакăр хупса лартрĕ.
— Уляна аппа, ан кутăнлан! Уç! Унсăр пӳрте тăватă кĕтессинчен тытса çĕклетпĕр!
Унччен те пулмарĕ — хапха чĕриклетни, çенĕкре кĕпĕртетни илтенчĕ.
Пӳрте хĕçпăшаллă арçынсемпе Павăл кĕрсе тăчĕ. йккĕшĕ Натюша тытса кайнисемех. Ыттисене хальччен курман... Пĕрин куçĕ лашанни пек сăмси çĕлен сăнни евĕр вăрăм та шĕвĕр. Револьверĕ аллинчех, халь персе пăрахас пек тыткалать. Хĕрĕ тухса шăвăнма ĕлкĕрнипе савăнса, Уляна ним хăрамасăр патлаттарчĕ:
— Мĕн çитменшĕн сехре хăптарса çуретĕр? Мĕн кирлĕ сире?
Ваймистров паянхи пек намăса лекнине астумасть. Кантур пусми çинчен сирпĕтни те çĕр тепнех путарнăччĕ, уезд комиссарĕшĕн пурпĕр сахал пулнă иккен. «Мĕншĕн милиционерсене пухса тухмарăр?! Мĕншĕн персе пăрахмарăр?!» — тесе ятларĕ. Ушкăнпа пĕрле чухне пĕр хут харăс персен те бурлаксем чикелене-чикелене тарĕччĕç. Анчах куян чунĕ ирĕк паманнипе Ваймистров кӳршĕ пахчинче пашкаса ирттерчĕ. Урамри шăв-шав тамалсан, милиционерсене кăларчĕ те, каярах юлчĕç: бурлаксем кимĕсем çине тиенсе кайма ĕлкĕрнĕ. Натюша хĕллехи митингра тухса каланăшăн тытса хупни йăнăш тесен, халь сăлтавĕ çителĕклĕ — вăл хистенипе бурлаксем пăлхав турĕç. Вăхăтлăх правительство çыннисем çине тапăнчĕç. Натюшпа Кольăна тата Ванюка тытаймасан, Сантăрпа Улянана арестлеме хушнă. Ваймистров шучĕпе, пуринчен хăрушши Ванюк. Çав ним уямасăр тустарса пĕтерчĕ, вăл йыхăрнипе уезд комиссарне, вулăс пуçлăхне тата Павăла хур кӳчĕç. Чи малтан ăна арестлемеллеччĕ. Лаврский ытларах Натюшран хăрать иккен.
Ваймистров пурне те тума сăмах пачĕ те, Энĕшкассине çитсен, тепĕр хут сехĕрленчĕ. Леш йĕкĕчĕ хĕçпăшалсăр чухне те вĕсенчен хăраманччĕ, халь унăн револьвер пур. Шеллесе тăмасси паллă. Анчах Ваймистров та текех çăвара карса тăмĕ...
Пӳртре Ваймистров сасартăках çакна аса илчĕ: вăрă-хурахсем алла çаклансан, халăх вĕсене пуçтареа вырттариччен яланах мăшкăлланă, чĕрисене хăпартма тăрăшнă. Унăн та ватăсене вăрă-хурахсен нушине кăтартас килчĕ.
— А-а... — çăварне ула курак кĕрсе каяс пек карса пăрахрĕ вăл. — Съезд делегачĕ те кунтах иккен? Салам, Наум Васильевич... Хĕрпе каччă, улах ларатăр-и?
— Мĕн улахĕ... Вĕсем тахçанах майлаштарнă, — ыттисемпе пĕрлех ахăлтатрĕ Павăл.
Наумпа Уляна вут çине пăрахнăн хыпăнчĕç. Съездра намăслантарнине маннă пек иулнăччĕ, çав элекех тепĕр хут асăнаççĕ. Анчах эсреметсене тӳрре тухма хăтланса ӳкĕте кĕртес çуккине пĕлнĕрен хăйсене хăйсем часах алла илчĕç.
— Ийя, улах ларатпăр. Эпир иксĕмĕр те хусах. Пире майлаштарсан та килĕшет. Тăлăх карчăка вĕлерсе çаратни мар. Вăт уншăн леш тĕнчере те явап тытма лекĕ!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...