Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ


— Туймастăп, хĕрĕм... Çак тарана çитиех иксĕр пĕр-пĕрне юратасса шаннă. Анчах чĕрене хушма çук. Пурпĕр каччă пирки куççуль кăларни аван мар. Хăвна çын вырăнне хуманни, хисеплеменни пулать вăл. Эсĕ никам хĕрĕнчен те кая мар. Пĕвӳ те, сăн-сăпату та пур. Хутла пĕлетĕн. Хĕр шутне тин кăна кĕнĕ-ха, йĕкĕтсем татах тĕл пулĕç. Хăвна хăв тыткалама çеç пĕлмелле.

Анахвис тăна кĕчĕ.

— Тĕрĕс, кукамай. — Ăна ыталарĕ. — Чĕрене хушаймăн. Атя, кирĕк мĕн хăтлантăр. Усал сунмастăп...

— Вăт, кунашкал сана пушшех юрататăп. Маттур. Халь, нимле ĕç те çук чухне, пир хураллине кайиччен, пĕрер ыйхă çывăрса ил... — Мăнукне ачашласах вырттарса хăварчĕ Уляна.

Каçала енне сулăнсан, Коля персе çитрĕ.

— Анахвис хăçан таврăннă? — тӳрех ыйтрĕ кукамăшĕнчен.

— Вăл паçăрах таврăннă та... Шăналăк ăшне кĕрсе выртрĕ. Кăштах кантăр терĕм. Ванюкăн хуткупăсне ма киле çакса килтĕн? Хăй ма илсе каймарĕ?

— Уй, кукамай, эс ним те пĕлместĕн-ха. Ванюк ĕнтĕ пирĕн йышши мар, чаплă йĕкĕт!

— Мĕн сӳпĕлтететĕн? Мĕнле чаплă йĕкĕт тата?

— Хăвах шухăшла, кукамай, чапсăр çын патне сехмет хĕрĕ çыпçăнмĕ!

Кольăна та аппăшĕн сăлтавех пăшăрхантарать иккен. Ку пăтăрмахшăн тарăхмалла та, кукăмăшĕн пуçне çухатма юрамасть.

— Ах, анчах, ачам, мĕн пулнă-ши тетĕп. Ванюка сехмет хĕрĕ илĕртнĕшĕн сан мĕн ĕç? — куланçи турĕ Уляна.

— Ун пек пулсан, пире ма тăван тесе шутлать вăл?!

— Каларăн та... Тăван тесе, сирĕнпе çеç çӳремелле-и вара? Михха хĕрĕ çисех ямĕ-ха. Тăхта, апат антарса парам. Иртенпе хырăму та выçрĕ пулĕ, — терĕ те Уляна сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлесе лартрĕ.

Анахвис ĕсĕклесе выртнă çĕртех çывăрса кайрĕ те тĕлĕк курчĕ. Ванюкпа иккĕшĕ тата Коля «Павар» вăрманне çырлана кайнă пек. Ура сыппинчен çӳлерех курăк ешерет. Çавăнтах хĕп-хĕрлĕ çырла. Вырăнĕ-вырăнĕпе ывăçласах илмелле. Анахвис шăллĕсенчен кăшт кăна пăрăннăччĕ, курăк тăрри хумханнине асăрхарĕ. Тем мăнăш çĕлен чашкăрса çывхарать иккен. Унччен те пулмарĕ — сăннине кăларчĕ. Анахвис хăранипе: «Ванюк!» — тесе кăшкăрса ячĕ те хăй сассипе хăй вăранчĕ. Çийĕнчех тăна кĕреймен пирки, хура çĕлен шăналăк ăшĕнче йăшăлтатнăн туйăннăран, вырăн çинчен сирпĕнсе анчĕ. Шăп çак вăхăтра, пачах кĕтмен çĕртен, Ванюк кйлсе кĕчĕ. Анахвис чĕрн теме сиснĕн ыратрĕ. «Турă çырлахтăр, ахаль çунтарни сăхал, хăрушă тĕлĕк çинех çитрĕ. Нивушлĕ вăл шăллăмран тăшмана тухрĕ?»

— Йăмăкăм, пăрахса кайнăшăн ан çиллен, тархасшăн, — каçару ыйтрĕ Ванюк кĕнĕ-кĕмен.

Йĕкĕт сасси халичченхи пекех çепĕççĕн илтĕнни Анахвис чĕрине хускатрĕ. Каçарма та хатĕрччĕ, кукамăшĕ систернĕ мăнаçлăхĕ çиеле тапса тухрĕ. Иккĕшин хушшинче ним те пулман пек:

— Ан тĕлĕнтер, шăллăм... — сӳрĕккĕн хуравларĕ вăл. Каçарма эс ман умра юрамисĕр ĕç туман. Пăрахса кайни темех мар. Сан хăвăн кăмăлу. Çав тери пуян та чаплă хĕрсенчен епле уйрăлса юлăн? Вĕсем пирĕн йышши-сем мар. Шăпах сана тивĕç хĕрсем.

Анахвис мирлешсе калаçнă пулсан, Ванюк чĕри çемçелĕччĕ. Вăл татах ӳкĕтлĕччĕ. Хĕрĕ хирĕçлени Ванюк мăнкăмăллăхне тиврĕ. «Чăнах, мĕншĕн вăрçмалла мана? Эпир пĕр-пĕрин ирĕкне хĕсме сăмах туман-çке? Вăл хăй килĕштерекен каччăпа кайсан, эпĕ те кӳренес çук».

— Çапла çеç хуравлăп, йăмăкăм: Михха хĕрĕ-и е урăххи-и, тем чул пуян, чаплă пулсан та, хамран култармăп!

— Телей сунатăп, шăллăм! Вĕсен калаçăвне Коля татрĕ.

— Таркăн килнĕ-çке, — кăмăлсăрланнине пытараймарĕ вăл.

— Ку нимех те мар. Хуткупăса пир хураллине илсе пыр!

— Хав япалуна хăвах йăтса çӳре! — терĕ те Коля купăсне илсе тухса пачĕ.

 

Х

Мункунăн малтанхи кунĕнче Михха ĕçкĕ тумасăр е хăй ĕçке каймасăр ирттерекен марччĕ. Кăçал ниçта та хускалмарĕ. Апла мĕншĕн ĕмĕртенхи йăлине сасартăках пăсрĕ-ши? Патшана сирпĕтнĕ хыпар самаях минретнĕччĕ ăна. Вăхăтлăх правительство патша йĕркисенех тытса пырасса, пуянсен пурнăçне упрасса пĕлсен, кăштах лăпланнăччĕ. Чи çывăх тусне уес комиссарне лартни пушшех савăйтарнăччĕ. Кирлĕ пулсан, вăл салтаксем ярса пама та пултарать. Анчах савăйассй вăраха пымарĕ. Чĕтретекен сас-хурасем сйксе тухрĕç çине-çинех. Пăлхав хăрушлăхĕ Атăлкасси вулăсне те çйтсе çакланчĕ.

Прахăр хĕрĕ пасарта калаçни ăна самай шиклентерчĕ. Кун хыççăн Павăл арманне тустарчĕç. Съездра, ав, хĕрарăмсем çапăçса кайнă. Кам пуçарнă-ха? Унăн тарçи — Наум. Вăл, Прахăр хĕрĕ хутне кĕрсе, тӳре-шарасене хирĕç сăмах тухса каланă. Ĕлĕкхи пулсан, Михха ăна тем туса пăрахĕччĕ. Халь ĕçрен те кăлараймарĕ. Ытти тарçисемпе энĕшкассисем пушшех пăлханасран хăрарĕ. Çĕр типнĕренпе вăрманне ютсем касни сисĕне пуçларĕ. Çывăхри ял хресченĕсем ним хăрамасăрах выльăхĕсене ун çĕрĕ çине çитерме яраççĕ.

Пуринчен ытла иртнĕ юнкун пулса иртнисем минретрĕç ăна. Бурлаксем Прахăр хĕрне хăтарнипе çеç çырлахман, мухтавлă комиссара хăйне, унпа пĕрле вулăсри Земски управ председательне, Платун Павăлне шыва чике-чике кăларнă. Ку та сахал, пăлхавçăсене тытма пынă милиционерсенчен мăшкăлласа кулнă. Лешсем тусеймесĕр тарса пĕтнĕ. Вулăс хуралçăсăрах тăрса юлнă. Çак киревсĕр ĕçсене йăлтах Микула ывăлĕ Ванюк ертсе пынă иккен. Е ун ашшĕ таврăнсан мĕн курмалла? Микула революцишĕн çеç мар, хăйне тĕп тунăшăн та тавăрĕ. Акă мĕншĕн Михха чĕри вырăнта мар.

Пуçĕнче пĕр шухăш пăтранать: куçа курăнсах çывхаракан инкеке мĕнле сирмелле? Лаврский салтаксем ярса пама пулнăччĕ, паян тă никам çук. Тата салтаксем çине çеç шанни çăлса хăварĕ-ши? Вĕсем Миххана мар, патшана упрайман та... Тем тесен те, правительствăпа салтаксене кăна шанса ларма юрамасть. Самана юсаниччен, Вăхăтлăх правительство вăй илсе йĕрке тăвнччен ун хăйне хăй сыхлама тăрăшмалла. Михха ирĕксĕрех Ванюка аса илчĕ. Пĕр хĕл каçиччен кăна мĕн чухлĕ сăмах илтмерĕ вăл ун паттăрлăхĕ пирки?! Анчах хĕрĕпе пĕр çулта çеç-ха вăл, вунсаккăр та тултарман. Çапах ăна хамăрăн чи çывăх çын тусан мĕнле-ши? Ашшĕ таврăнсан та ачин пурнăçне пĕтерме хăяймĕ. Революционер çемйипе хурăнташланни кирек камшăн та витĕмлĕ пулĕ. Вĕсене пĕрлештерме сăлтавĕ те пур: ача чухнех çураçнă. Хĕрĕ килĕшмесрен кăна шикленчĕ. Ванюка тиркесен, мĕн тумалла? Ытла юратнипе хĕрне нихçан хĕсĕрлемен вăл. Ун енне кайсан, ирĕксĕрлемех тивет. Пурнăç урапи çинчен ӳксе юласси юратăва çухатассинчен хăрушăрах. Пурăна киле хăех ăнланса илĕ.

Хаваслă хĕрсене. Михха хăнасене йышăнакан пулĕмре тĕл пулчĕ.

— Чĕкеçсем таврăннă-çке! Çак таранччен ăçта вĕçсĕ çӳрерĕр?

— Ой, атте, паян эпир таçта та çитрĕмĕр. Малтан Энĕш айлăмĕнчи пухăва кайса куртăмăр, унтан вăрманта чечек татрăмăр. Атăл леш енчи утара çитрĕмĕр те çĕтĕрлек яшки пĕçерсе çирĕмĕр.

Клавье Ванюкпа ташланине, вăл та пĕрле çӳренине каласа парасшăнччĕ, а шшĕ çилленесрен шарламасăр ирттерчĕ.

— Сан валли çĕтĕрлек вăлчи илсе килтĕмĕр!

— Тавтапуç, хĕрĕм! Чипер кайса çӳрени аван. Анчах пулă яшки çини леш еннех юлтăр. Хăнасене сăйлама тивĕç. Вĕсене столовăя илсе кай та хăв самантлăха кабинета кĕр-ха. Санпа кăштах сӳтсе явмалли пур.

Клавье чĕри кăртах турĕ, Ванюкпа пĕрле пулнине сиснĕн туйăнчĕ. Унсăрăн тус-йышĕсенчен уйăрсах мĕн калаçтăр? Ыйтса пĕлме тăрăшĕччĕ, тантăшĕсем умĕнче аван маррипе сăмахсăрах килĕшрĕ. Хăнисене столовăя ертсе кайрĕ, апат-çимĕç хатĕрлеттерсен:

— Эсир килти пекех пулăр-ха. Эпĕ кĕçех таврăнатăп! — тесе хăварчĕ.

Михха аллисене каялла тытнă, çĕрелле пăхса каллĕ-маллĕ уткалать. Вăл пăлханни тимлесе пăхмасăрах паллă. Епле пăлханмăн?! Тахçанах манăçа кăларнă сас-хурасене чĕртсе тăратма, пĕртен-пĕр хĕрĕн ăраскалне курайман çын ывăлне пама лекет-çке-ха. Михха Микула унран хăватлăраххине тепĕр хут ĕненсе пĕр тĕлĕнчĕ, пĕр тарăхрĕ. Хĕрĕ пырса кĕни ун шухăшне татрĕ. Вăл пуçне çĕклесе тăп чарăнчĕ. Пĕр хушă ним шарламасăр тăнă хыççăн:

— Лар... — сĕнчĕ ачашшăн. Вара калаçăва пуçарчĕ: — Акă мĕн, хĕрĕм... Паян санпа яланхи халап пулмасть... Хăвах чухламалла, текех пĕчĕк ача мар эсĕ, çитĕннĕ хĕр. Эп сана хăв мĕнле шутланă, çавăн пек пурăнма ирĕк панă.

Ашшĕ ытарлă калаçни Клавьене пушшех сисчĕвлентерчĕ. Хăйне айăпласран шухăшне вĕçлессе кĕтмесĕр сăмах тĕксе хучĕ:

— Атте, эс савса ӳстернине виличчен те манмăп. Хама ирĕк панине хисеплесе, эпĕ сирĕн пит-куçа пĕçертмелли пĕр ĕç, пĕр утăм туман. Тăвассăм та çук.

— Ун пирки иккĕленместĕп, хĕрĕм. Анчах кĕркунне эс вунсаккăр тултаратăн. Ватăлса ларнă темеллех мар та... Самана ытларах улшăнчĕ, ирĕксĕрех санăн малашлăху пирки канăçсăрланма тивет...

— Атте, эп ним те ăнланаймарăм-çке. Мĕн каласшăн эсĕ? Е маншăн çителĕксĕр тăрăшнă тесшĕн-и? Ку тĕрĕс мар атте. Эсир мана пăхнă пек тĕнчере пĕр ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачине пăхаймĕ.

— Ăнланнăшăн мухтатăп, хĕрĕм. Ельпох калатăп: ман ĕçĕм, мулăм — пĕтĕмпех сан. Çапах хĕрупраç тени ашшĕ-амăш çунатти айĕнче ĕмĕрне ирттереймĕ...

Клавье шартах сикрĕ: ашшĕ ăна такама качча пама шутлать мар-и?! Чĕри Ванюка юратнипе тĕлкĕшмесен, вăл ун кăмăлне парăнĕччĕ-и, тен. Хăçан та пулин хĕр ĕмĕрĕ вĕçленмеллех.

— Ах, атте, эс мана мĕншĕн хăвăнтан уйăрса ярасшăн-ши? Хăв калашле, эп ватăлсах ларман-çке. Тата ман малалла вĕренес килет. Нивушлĕ сана йăлăхтарса çитертĕм?

Хĕрĕ куренни Михха кăмăлне пырса тиврĕ. Ăна ăш сăмахпа йăпатас, хăй ыхлаçлине витерес килчĕ. Çав самантрах юратакан каччи пуррипе çуккине вăлтса пĕлме тăрăшрĕ:

— Хĕрĕм... Ельпох калатăп, кăмăлу пур таранах хĕр пуçăн пурăнма чармарăм. Самани ĕлĕкхи мар, ним тума. Эс шанăçлă çын ирĕкне вырнаçмасăр лăпланаймăп. Çапах эп сана хистесшĕн мар. Тен, сан юратакан каччу пур? Иксĕмĕр шухăшласа пăхăпăр. Килĕшсен, халех туй тума та хатĕр.

Ашшĕ уншăн ырă кăмăллă та, пурпĕр хăй шутланине пурнăçламасăр хăвармасса пĕлет Клавье.

— Атте! — хăюллăн чĕнчĕ вăл. — Турă умĕнчи пекех пытармастăп: Хусанта вĕреннĕ çĕрте нумай каччăпа тĕл пулнă. Хам хыççăн чупакансене те куркаланă. Анчах мана никам та кирлĕ пулман. Эс мана Ванюкпа çураçнине асра тытнă.

— Мĕн терĕн?! — тĕлĕнсе кайрĕ Михха.

Клавьене ашшĕ хăтăрса тăкассăн туйăнчĕ, кăмăлне çавăрасшăн хĕрӳленсех хуравларĕ:

— Эп нихçан та сан ирĕкрен тухман, каччă çине пăхман.

Миххан ĕненес килмерĕ. Малалла тĕпчерĕ:

— Апла тесен тата çакна каласа пар-ха, хĕрĕм, эс ăна çураçнă пирки çеç аса илтĕн-и? Чĕрӳ тиркет мар-и?

Ашшĕ çав-çавах çемçен калаçни Клавьене пушшех хăюлантарчĕ. Кайран тем пулсан та, чунĕнче пуррине уçса кăтартма тĕвтурĕ.

— Çук, атте, ун пирки çеç мар. Астăватăн-и, çураçсан тепĕр ирхинех Ванюка юратма хушрăн? Эпĕ килĕшрĕм. Вăл çавăнтанпах ман чĕрере. Хăв хускатнăран çакна та хыпарлам: паян эпĕ Ванюка курасшăнах пухăва кайрăм.

— Тĕл пулайрăн-и?

— Ийя, атте. Иксĕмĕр ташларăмăр та. Чун-чĕререн калатăп, атте, мана урăх никам та кирлĕ мар. Тĕнчере унтан маттур каччă пуррине пĕлместĕп... — Шухăшне вĕçлерĕ те Клавье пуçне пĕкрĕ, ашшĕ ятласса кĕтрĕ. Лешĕ ним шарламаннипе хушса хучĕ: — Вăт, чĕрере пуррине пĕтĕмпех каласа патăм. Кăмăлна лармасан ан çиллен. Эп ăна тем чул юратсан та, сан сăмахран тухмăп...

Миххан тахçанах пăрланнă куçĕ ăшăннăн туйăнчĕ. Хĕрĕ ыхлаçлине ĕненсен, хăйĕн ĕмĕрĕ юратман хĕрарăмпа пурăнса иртни асне килчĕ пулĕ. Клавьене ыталаса хăй çумне чăмартарĕ.

— Савăнтартăн мана, хĕрĕм. Сăмахран тухманшăн çеç мар, кăмăлсем пĕрешкеллишĕн. Ванюка эпĕ те хурламастăп. Унран çын тăвасса та шанатăп. Иксĕрĕн ăраскалăрсене тĕвĕлеме шутлатăп.

Клавье чĕрине вут хыпрĕ. Ашшĕ ăна Ванюкпа мăшăрлантарасшăн. Ку тем пекех пысак савăнăç!

— Атте, аттеçĕм... Такамран та телейлĕ эпĕ!

— Юрĕ, юрĕ... — терĕ Михха, хĕрне пуçран савса. — Ытти çинчĕн ыран сӳтсе явăпăр. Кĕçĕрлĕхе çитĕ. Юлташусем кĕтсе хăшкăлчĕç пулĕ. Пыр, тивĕççĕн хăналама тăрăш. Пирĕн патăрта пулнине нихçан ан манччăр.

Клавье ача чухнехилле сиккелеçе кĕни, пит-куçĕ çиçсе çуталса тăни Хусан хĕрĕсене тĕлĕнтерчĕ:

— Ма çав териех улшăнна эсĕ?

— Ой, тусăмсем! Паян ним те ан ыйтăр, тархасшăн. Ыран хăвăрах. курăр ак! — ытарлă хуравларĕ те Клавье хушса хучĕ: — Ма çăкăр-тăвара астивмесĕрех ларатăр?

— Клавье, куласшăн-и вара пирĕнтен эс? Хырăм çурăлас пекех çирĕмĕр-çке!

Клавье сĕтел хушшине ларчĕ. Анчах халь тĕртсен те апат анас çук. Хăнисене пахчана тухса кăтартсан аванччĕ те... Çак самантра ун щухăш-кăмăлĕпĕ пĕр-пĕччен пулас килчĕ.

— Тусăмсем, атьăр-ха, вырăнăреене кăтартам сире! — терĕ вăл. Çывăрмалли пӳлĕме ертсе кĕчĕ.

— Эс ма выртмастăн? — Клавье кайма хатĕрленнине асăрхаса ыйтрĕç юлташĕсем.

— Мана ан пăхăр, тархасшăн. Эп халех таврăнатăп...

— Мĕн пулнă ку хĕре?

— Тем каласа хуçкатнă-ха ăна ашшĕ?

— Пире пĕлтересшĕн мар.

— Ыран хăвăрах курăр терĕ-иç! — хăйсем тĕллĕн юлсан калаçса илчĕç Хусан хĕрĕсем.

Клавье пахчари кӳлĕ хĕррине чупса тухрĕ. Мĕн-мĕн тумарĕ пулĕ вăл кунта! Вальс кĕввипе çаврăнкаларĕ, çерем çинче йăваланчĕ, унтан тăрса çӳрекелерĕ те каллех выртса тӳпенелле тинкерчĕ. Ярăмăн-ярăмăн çакăннă хурăн турачĕсем çинче уйăхăн шупка пайăркисем выляççĕ. Тавралăх шăп. Клавье шухăшĕ çунатланса вĕçет. «Савăнтартăн эс мана, хĕрĕм... Самахран тухманшăн çеç мар... Кăмăлсем пĕрешкеллишĕн... Ванюка эпĕ те хурламастап. Иксĕрĕн ăраскалусенĕ тĕвĕлеме шутлатăп... Çаплах каларĕ-çке атте, хам хăлхапа илтрĕм. Нивушлĕ Ванюк мăшăрĕ пулатăп?.. Кулăшла... Мĕнех тăвăпăр-ши вара иксĕмĕр? Вăл каллех бурлака упа тытма кайĕ, эпĕ вĕренĕп-и?.. Çук, эпир пĕр-пĕринчен утăм та хăпмăпăр. Эп ăна тӳрех Хусана илсе каятăп... Мя кунта çук-ши халь Ванюк?.. Ма хай çунатлă мар-ши?.. Ун патне вĕçсе каласа парĕччĕ. Ыталаса чуптăвĕччĕ...

Нӳрлĕ çерем çурăмне шăнтнипе Клавье тăна кĕчĕ. Уйăха хура пĕлĕтсем хупăрланă, çанталăк тĕттĕмленнĕ. Вăл çакна асăрхаман та. «Питех айван çав эпĕ. Тусăмсем мĕн шухăшларĕç-ши?» Клавье сикее тăчĕ, килнелле чупрĕ. Çывăрмалли пӳлĕме хуллен кĕчĕ. Юлташĕсем ним хускалмасăр, ним сас-чĕвсĕр выртаççĕ. Ыйха путма та ĕлкĕрнĕ. Клавье хывăнса выртрĕ. Çерем çинче шăнни чĕтрештерме пуçларĕ. Пуç çинчен витĕнсен те ăшăнаймасть. Мĕн тумалла ĕнтĕ? Амăшĕ патне канмалла. Пĕчĕк чухне сахал ыталаса ăшăтнă-и вăл ăна! Тата паян мĕн пулса иртнине хыпарлас килчĕ.

Клавье амăшĕ çывăракан пӳлĕм патне пычĕ, хăлхине алăк çумне тытса тимлерĕ. Ашшĕ кунта чухне харлаттарни илтĕнекенччĕ, халь çук. Клавье алăка хуллен уçса кĕчĕ. Амăшĕ чăн та пĕчченех. Вăл юнашар выртрĕ те ăна çемçен ыталарĕ.

Лукарье шарт сиксе вăранчĕ, усал-тĕсел çакланнăн туйăннипе кăшкăрса ячĕ:

— Кам эсĕ?! Мĕн кирлĕ?..

— Анне, эпĕ-ха ку. Эпĕ...

Хĕрĕн ачаш сассине палларĕ Лукарье. Пурпĕр лăпланаймарĕ. Вăл кунашкал айкашакан марччĕ-çш?

— Чирлемен-и эс? — çуйланса ӳкрĕ Лукарье.

— Эпĕ çав тери сывă, анне...

— Апла ма чĕтретĕн?

— Кăштах шăнтăм-ха, анне.

Лукарье хĕрне хăй çумне чăмăртарĕ. Пĕр хушă чĕмсĕрленсе выртрĕç.

— Анне... — ытарлăн чĕнчĕ Клавье. — Эп паян нихçанхинчен телейлĕ...

— Мĕн тетĕн? — ăнланса юлайман пек ыйтрĕ Лукарье.

— Паян нихçанхинчен телейлĕ эп, анне.

Ку сăмахсем Лукарьене тĕлĕнтерсех ячĕç. Ун шучĕпе, Клавьерен телейсĕр хĕр тĕнчипе те пулас çук. Ан тив, çак тарана çитсе Михха ăна сив сăмах каламан, ирĕкне хĕсмен те, хăйĕн ачи маррине сисесси кунран кунах çывхарнăн туйăнать. Тĕрĕссипе, унăн хĕрĕ суя пурнăçпа пурăнать.

■ Страницăсем: 1... 13 14 15 16 17 18 19 20