Лаша
1
Лаша çинчен-ха ман сăмахăм,
Ытла та савăк мар юмахăм.
Тӳрех калам-ха, халь, кутемĕн
Лаша ютланчĕ мар-и темĕн.
Ут-урхамах вăл чун йăпатмăш
Хресченшĕн, чăн юлташ-юнтармăш.
Ялта, лаша, чĕр туртăм тетпĕр,
Каларăша пурте пĕлетпĕр.
Лаша тени кĕç кĕрĕ акă
Леш, «Хĕрлĕ кĕнеке» ăшне.
Хытах шухăшлаттарĕ çакă
Ыраттарса хресчен чунне.
Мана та çак сăнар пит çывăх,
Урхамаха манни вăл çылăх.
Ах, шур çилхеллĕ урхамах!
Калам-ха ун пирки сăмах…
Лашаллă çын — чунпа çунатлă,
Пурнать вăл пурнăçра ынатлă.
Лаша кӳлесчĕ çур та, кĕр те,
Лашапала пырать ĕç-хĕл те.
2
Ут, çилçунат та урхамах,
Юмахсенчи вĕçен уртмах.
Мĕн чухлĕ ят янаварта!
Килсе кĕрет аса вăртах.
Ачалăхри чĕвен Сатур,
Асрах-ха юлнă çав маттур.
Çилпе вăшăлтатан çилхи,
Тĕпĕртетсе чупан тихи.
Кайсассăн аслă Тӳреме1
Епле хавасчĕ çӳреме
Тулли лавпа е пушăлла.
«Лаша та чун, ан пушăла
Унпа этем пек пулмасан,
Ĕçӳ те ăнмĕ тусăм сан».
Теен Йынкка тете кулли,
Халь питĕ аякка юлни
Килет çаплах-ха асăма
Çав ырă вĕрентӳ сăмах.
Кун каçипе, сĕм çитиччен
Эпир уйра — çу каçиччен.
Хĕрӳ ĕçре чунпа çуталнă.
Пирте атте-анне çуратнă
Çак кăмăла мĕн ачаран,
Епле-ха халь ăна чаран?
Ыр туйăма, юратăва,
Чун-чĕрери ыратăва
Тĕрлетĕп шурă хут çине.
Ăна, лаша кĕçеннине,
Тăпăртатса чĕвĕннине,
Манаймăп эпĕ ĕмĕрне
Чунри ачалăхăм хĕмне.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...