Автобуспа


Автобусĕ пĕр хашкарĕ,

Пĕр вĕçтерчĕ çивĕччĕ.

Сывă пулах, Шупашкарĕ,

Эпир тепре киличчен!

 

Сывă пулăр, çыннисем,

Пăхса тăрса юлăрах.

Паян сиктĕр çĕнĕ çемĕ

Ман хаваслă юрăра.

 

Хула юлчĕ хыçала,

Сăрт хыçне пытанчĕ.

— Ларса куртăм, кăçалах,

Ларасса шанманччĕ... —

 

Кулать, сухалне сирсе,

Ман çумри мучийĕ.

Умра — вĕçсĕр уй-хирсен

Ылтăнланнă çийĕ.

 

Умра — вĕçсĕр çут инçет,

Инçете куç шăвăнчĕ.

Çут хĕвелĕн çуттинче

Тĕлĕрет çĕршывăмçăм.

 

Тĕлĕрмест вăл, ешерет,

Чечекре çĕршывăм ман!

Хаваспа тулать чĕре,

Пăхса пырса ывăнмăн.

 

Ыраш хумĕ уй урлах

Кусать, ăçта çитет-ши?

Мĕн чул жнейка та çурла

Ĕççине кĕтет-ши?

 

Çип пек тӳрĕ çулпала

Вĕçтеретпĕр çиллĕ.

Уяр тăрă çу — лĕпех,

Çут хĕвелĕ çӳллĕ.

 

Ак, вăрманĕ. Ак, Кӳкеç...

Апашран иртетпĕр-и, —

Хыçра урасем ӳкеç,

Лашине хĕртет пĕри.

 

Хăй, лаши çине выртса,

Тĕпретет çĕре те,

Автобуспа ăмăртса

Çил пек вĕçтеретĕ...

 

Эх, айван ут! Мĕн сикен?

Чĕрнӳне çĕмĕретĕн!

Ăçтан чупса хуса çитен

Çак хурăç ĕмĕре тин?

 

Кам машина чуппипе

Сана танлаштарĕ?

Чĕрӳ, чăхă чĕппи пек,

Вĕçсе тухса тарĕ!

 

Лаша пычĕ-пычĕ те,

Кам пĕлет, тем пулчĕ, —

Инçете, таçта çитех

Кăпăкланса юлчĕ.

 

Тем пек чуп та сик, ара,

Сан çулу кĕскелмĕ.

Эй, вĕçтерчĕ те вара,

Автобусĕ, шельмă!

 

Сиккипе чупан лашан

Усăнчĕ хӳри те...

Унпа ăçтан-ха танлашан,

Ăçтан ун пек çӳретĕн?

 

Чуп, автобус, хытă чуп,

Парсам, пар ăна тăн!

Сăпкари пек, пынă чух,

Канлĕн ярăнатăн.

 

Вĕлт! çиçеççĕ умрисем,

Шăранать июль çеç...

Автобуса йăмрисем

Ачашласа юлчĕç.

 

Ак, кунта юлатъ Паçпак,

Ак, юлать Кĕçтемĕр.

Çак шуйттан çине пуçпах

Ларас çук-и, темĕр.

 

Ак, Çĕрпӳ юлать инçе,

Умра — МăнЧурачăк.

— Пĕр вуниккĕ тĕлĕнче

Çитейсен юратчĕ... —

 

Тет мучийĕ. Йăнăшан,

Çук, эс йăнăшатăн.

Ак, курмарăн ним нуша,

Çитрĕн Канаша та.

 

Канашра ухлать кунта

Хурçă пăравусĕ.

Вăл та çак çитес кунтах

Шупашкара куçĕ.

 

Куçĕ Шупашкаралла

Ӳсĕм хыççăн ӳсĕм...

Канаш, сывă-и? Пар ална,

Килчĕç сан хăнусем!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: