Нуша
Васканăн ĕç тăнă,
Ерипелинĕн кайнă.
Эпĕ пĕрре юлташпа
Кайрăм хамăр утсемпе
Хĕрлĕ çыра çитерме.
Пуçланатчĕ кĕркунне.
Хĕрлĕ çыр вăл — пирĕн вар,
Ячĕпеле вăл Типвар.
Çав Типварта çĕртмере
Каççĕ утсем çитерме.
Эпир самай сивĕрен
Чул кăлартăмăр çырмара.
Çуркуннехи шупала
Нăмай ватать çырана.
Ун чух вара, çуркунне,
Çĕр айĕнчи чулсене
Шыв кăларать хăй выйпе1,
Илсе каймасть лаприпе.
Çиялти вĕт чулсене
Хамăр кăларнисене
Пĕрле пуçтаркаласа
Турăмăр пĕрер купа.
Хĕвел ларма пуçласан,
Эпир тухрăмăр Типвартан.
Унтан вара килелле
Чуптартăмăр сиккипе.
Тепĕр кунне ирпеле
Эпĕ кайрăм пиччепе
Хĕрлĕ çыра урап|а]па,
Чула киле турттарма.
Çырма хĕрне çитсессен,
Айăккалла каясран
Мана пичей: «Лашана
Куклет, — терĕ, — айăккалла».
Анчах эпĕ пĕлменпе
Куклетрĕм икĕ енпе,
Вăл тăрса юлчĕ мантан
Çырма хĕрне тăп-тăпăн.
Эпĕ çырмана ансассăн,
Пирĕн лаша вырăнтан
Пуçланă урапипе
Чакма çырма хĕрнелле.
Çырма хĕрне çитсессен,
Урапи анса кайсан,
Пирĕн хайхи лашана
Утса2 ячĕ çырмана.
«Эх, лаша, хăла лаша,
Эх, пĕтрĕн эсĕ, ап[ăр]ша!» —
Тесе эпе кăçкăртăм,
Ун патнелле чупрăм.
Анчах урапа тепре
Кусса анса аяла
Утса ячĕ лашана,
Тĕпнех çитерчĕ мĕскĕне!
Часрах пичей лумпала
Чупса пычĕ хăраса.
Вăл кăларчĕ чулсене
Лаша ӳкнинчен анатра.
Вăл та, эп те хăраса
Чупса çитрĕмĕр хашкаса.
Лаша выртать ӳпнелле
Самай çырма варринелле.
Тытăнтăмăр кăларма,
Анчах май çук тăварма.
Хуллен-хуллен çапах та
Салтса ятăм чӳлĕке.
Çав вăхăтра урап[а]па
Çитрĕ юлташ Типвара.
Вăлă пире аялта
Курса анчĕ пирĕн пата.
Малтан эпир тăварса
Мĕн пур-çук вăйпа туртса
Хăпартăмăр ту çине
Уйрăмăн тенелсене.
Кайран эпир пур — виççĕн
Тытăнтăмăр лапаран
Туртса кăларма лашана,
Тепре кӳлме урапана.
Пичей тытрĕ пуç панчен,
Эпĕ туртап хӳререн,
Юлташ тĕкет çурăмчен,
Хăй тăрса тепĕр енчен.
Ак тăрчĕ пирĕн лаша,
Сиенленмен-ха, ап[ăр]ша!
Чипер утса çӳлелле
Хăпарчĕ вăл ту çине.
Ăна эпĕ чĕлпĕрпе
Кăкартăм урапаран,
Кайран вара çырмаран
Тин йăтрăмăр чулсене.
Тепĕртакран лашана
Кӳлтĕмĕр урапана.
Эх, çапла хуйхă курса
Таврăнтăмăр тăяса.
Хĕрлĕ çыртан вĕтĕ чул,
Кайран-малтан сыв пул!
Хĕрлĕ çыр те, чулĕ те
Аса килет халĕ те.
Халĕ çавă лашана
Сутнă вăтăр улттăна3.
Вăл ун чух сиенленмен,
Çанпа илекен пĕлмен.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...