Лаша
Лашам, пулаймарăн çав эс урхамах,
Пуçна каçăртса çӳреймерĕн, лашам,
Каллех ак тиев — хăлтăркка урапах —
Атя, тапаçлан — эп кăштах пулăшам.
Мĕн тейĕн, лашам, чăтмалла-тӳсмелле,
Тиев йывăртан эс пуçна çеç ан ус.
Сан ман пурнăçа та кăштах пĕлмелле:
Эс ман яланхи çывăхран-çывăх тус.
Эп пур, сан пекех, ик турта хушшинче:
Сурать, тĕлкĕшет кулленех хул пуççи.
Выртман хĕртĕнсе сар хĕвел ăшшинче,
Хура тар тухсан — типĕтет çил уççи.
Пире ĕçе кӳлнĕ — эппин туртмалла.
Халь çак сăрт çине хăпарса çитсенех
Эс утă кăшт çи (ман пирус туртмалла),
Вăй кĕрĕ сана çав утта çисенех.
Çул-йĕрĕ ытла та тумхахлă вара,
Çырмийĕ-çатрийĕ — ура пуссанах.
Лараççĕ хăшсем паян ăш йăвара, —
Нихçан та ăнланмĕç мана та сана.
Пĕрре анмалла тĕпсĕр пек çырмана,
Кайран пашкаса туртмалла тăвалла.
Лашам, каласам, мĕнлерех çырмалла
Ку пурнăç çинчен ман паян сăвăлла?
Сăвви тарама-ха, кун-çул урапи
Мĕскершĕн паян хăлтăр-халтăр кусать?
Пĕрре пурнăçра канлĕ кун курăп-и?
Çак шухăш чуна арман чуль пек пусать.
Сана хăратман эп, лашам, пушăпа,
Хаяр сăмахпа та вăрçман çул çинче.
Мана леккелет — мĕн тăвас? — ку шăпа —
Эй, мĕн кăна тӳсмĕн кун-çул уйĕнче!
Пусартăм кăштах тĕтĕмпе чунăма.
Лашам, тапранар — каç чаршав, ав, çакать...
Кунсем иртнĕçемĕн, çулсем шунă май
Вăй-хал та ейӳ шывĕ евĕр чакать.
...Мĕн ĕмĕр, мĕн ĕмĕр турта хушшинче:
Атя, тапаçлан, кулленхи ĕç лаши!
Пĕлетĕп: кайран, ватăлсан, çĕр çинче
Пулатпăр санпа эпирех ытлашши...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...