Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Суя телейСӳнми хĕлхемКулăш кустăрмиКĕперҪул юлташӗКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеШевле çути

Çуллахи уяр тӳлек çĕрле...


Çуллахи уяр тӳлек çĕрле

Эп пăхатăп уйăх çинелле.

 

Шурă пĕлĕт амăш пек ăна

Вырттарасшăн мамăк вырăна.

 

Леш курса çӳресшĕн тĕнчене

Хăпарать çап-çутă тӳпене.

 

Пĕчĕк чух çапла мана анне

Çывратма тăратчĕ каçхине.

 

Юрă итлеме те ял курма

Эп тухса тараттăм урама.

 

Халь те манăн уйăх сăнĕ пур:

Çӳçĕм тăнлавсем çинче шап-шур.

Кăмăл лăпкă чух мана эс ан мухта...


Кăмăл лăпкă чух мана эс ан мухта

Унсăр та хаваслăх пысăк ман чунта.

 

Йывăр çиллĕм килиĕ чух та ан шарла!

Чун сĕрлет шалта ахаль те сăпсалла.

 

Куçăм тĕссĕр-тĕксĕм пăхнă чух кăнă

Кирлĕ е вăрçни, е мухтани мана.

Кĕркунне тĕл пулни


Пĕр илемлĕ кĕрхи кун вăрмана кайрăм. Кăштах утсан пĕр илемлĕ хĕрлĕпе сарă питлĕ хĕрарăма куртăм. Çӳçĕсем çил çинче вĕçеççĕ. Вăл манран, — Эсĕ сăрăсем çул çинче курман-и? — тесе ыйтать.

Эпĕ, ним шутламасăрах, хамăн сăрăсене ăна патăм. Вăл мана хăй патне хăнана чĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Пӳрчĕ унăн питĕ хитре. Йĕри-тавра тĕрлĕ çулçăсем, хĕрлĕ-хăмăр-сарă, питех те хитре. Хĕрарăм мана сĕтел хушшине лартрĕ. Хăйĕнпе паллаштарчĕ. Кĕрпи ятлă иккен. Сĕтел çине тĕрлĕрен çимĕçсем лартса тултарчĕ — пан улмисем, грушăсем, çĕр улми, купăста, кишĕр тата тем те пĕр.

Хăналаннă хыççăн киле пуçтарăнтăм. Кĕрпи мана сĕтел çинчи мĕн пур çимĕçе парнелерĕ.

— Йăтса каяймастăп, тавтапуç, — тесе киле нимсĕрех тухса утрăм.

Киле çитсе пăхатăп та, сĕтел çинче эпĕ хăналаннă мĕн пур çимĕç туллиех! Питĕ савăнтăм.

Тинĕс тарăн пулнине пĕлсех...


Тинĕс тарăн пулнине пĕлсех

Тарăн мар вăл текенсем

сахал-им?

 

Çынни лайăх пулнине пĕлсех

Лайăх мар вăл текенсем

сахал-им?

Улăштарнă


Эс кипкесĕр-мĕн çуралнă

Аслă улăх варринче.

Тырпултан вăй-хал пуçтарнă

Кăшт нӳрленнĕ çĕр çинче.

 

Сан аннӳ вара каланă:

«Хуçа пул эс уйсенче».

Çак сăмах вара туптаннă.

Кĕрсе юлнă чĕрене.

 

Эс кипкесĕр-мĕн çуралнă

Аслă улăх варринче.

Тен, çав кун пуль эс çухатнă

Телее çĕр варринче?..

 

Çук, суятăп, çухатман эс,

Улăштарнă уйпалан.

Çавăнпа ĕнтĕ, пĕлетĕп,

Эс çĕрпе-уйпа пуян.

Ним те кирлĕ мар...


Ним те кирлĕ мар,

Ахалех пит лайăх.

Тĕлĕрет вăрман,

Тĕлĕрет тавралăх.

 

Ав лере сирень

Пилеше чĕнет.

Леш, паллах, сисет,

Илтмĕше перет.

 

Лăпкă кӳлĕ-те

Хумханса илет.

Вăштăр ăш çиле

Чуптуса илет.

Ылтăн курăк


Пурăннă тет пĕр пĕчĕк хĕр ача. Вăл Анюта ятлă пулнă. Унăн чи çывăх тусĕ — Шарик йытă. Пĕррехинче Шарик чирлесе ӳкет. Анюта Шарик патне пырсан лешĕ этем чĕлхипе калаçма пуçларĕ тет. «Анюта, манăн чĕрĕлес пулсан ылтăн курăк тупмалла, çав ылтăн курăк хуçи — Алим ăсчах».

Анюта тăхăнчĕ те çула тухрĕ. Таçта та çитсе пăхрĕ, пур çĕрте те шырарĕ, шыраман кĕтес хăвармарĕ, асамлă курăк тупаймарĕ. Çӳресен-çӳресен ывăнчĕ, канма выртрĕ. Çав вăхăтра ун çумне хаяр асамçă пырса ларнă-мĕн. Вăл никама та юратман, уйрăмах ачасене. Çакскер Анютăна улталама шут тытнă. «Ман керменте ылтăн курăк ӳсет», — тесе Анютăна улталать. Хĕр ача ĕненсе хыççăн пырсан, ăна питĕрсе лартать. Çав керментех ырă асамçă та ларнă-мĕн. Ăна та сăнчăрпах сăнчăрласа лартнă Алим. Анюта ăна пулăшасшăн, анчах мĕнле — пĕлмест. Ырă асамçă çăра уççине ăçта пытарнине пĕлет-мĕн. Хĕр ача вăл каланă вырăна каять те уçăсен пуххине илет. Асамçăна сăнчăртан хăтарать, иккĕшĕ те пĕрле тухса тараççĕ. Хаяр асамçă вĕсене хăвалама пуçлать. Хăваласа çитме тытăнсан ырă асамçă темле сăмахсем калать те, вăрман ӳссе ларать. Хаяр асамçă вăрман урлă вĕçсе каçаймасть.

Малалла

Иртсе кайнишĕн ӳкĕнсе ӳкме...


Иртсе кайнишĕн ӳкĕнсе ӳкме

Пулмарĕ манăн ĕмĕрте сăлтавăм:

Мана вилсе кайсан çĕре чикме

Масар çине ăсатĕ халăх шавĕ.

 

Атакăра аманнă чух çĕрле

Шур юр çинче пĕччен выртса юлмарăм.

Эрех ĕçсен те халăхпа пĕрле

Шавларăм эп, пуçа ухса юрларăм.

 

Çырма ларсан çеç эпĕ пӳлĕмре

Пулатăп сĕпсех кайăк пек пĕчченçĕ.

Ун чух та манăн юррăм-кĕввĕмре

Çынсен, çилсен чĕр сассисем кĕрлеççĕ.

Эп тунă йăнăшсемшĕн...


Эп тунă йăнăшсемшĕн

Мана эс айăплатăн.

Эп айăплă, эп айăплă, мĕн калăн...

Анчах асту!

Ман йăнăш

Куçу тĕлне пулман пулсассăн,

Çав йăнăшах манран малтан

эс хăв тăваттăн.

Мана тав ту!

Савăнăçлă тĕлĕк


Пĕррехинче анне мана лавккана кайма хушрĕ. Унта çитрĕм те Хĕл Мучие курах кайрăм. Вăл тем те пĕр илсе тултарнă. Пăртак канхвет илтĕм те килелле çул тытрăм. Пăхатăп, Хĕл Мучи те ман хыççăн утать. Ун çине пăхсан тĕлĕннипе куçсем чарăлсах кайрĕç, çипуçĕ епле илемлĕ, лаши-урхамахĕ, çунийĕ! Вăл мана, «Лар! — терĕ, — айта ман пата хăнана!»

Пăртак шухăшланă хыççăн, лартăм. Хирсем, уйсем, вăрмансем витĕр вĕçтертĕмĕр кăна, Хĕл Мучи керменĕ патне çитрĕмĕр. Юр Пикепе Хĕл Мучи мана ăшă чейпе, канехвет-премĕкпе хăналарĕç.

— Санăн вăрманти чĕр чунсемпе тĕл пулас килет-и? — ыйтать манран Хĕл Мучи.

— Хаваспах, — хĕпĕртерĕм эпĕ.

Хăй туйине илчĕ, хутаçне те манса хăвармарĕ, вăрманалла çул тытрĕ. Эпĕ те унран юлмарăм. Кĕçех пĕр уçланкăна çитрĕмĕр. Кунта тĕрлĕ чĕр чун пухăннă.

— Ну, паллаштарăр мана хăвăр пултарулăхăрпа, — хушрĕ Хĕл Мучи.

Тилĕ ташла пуçларĕ, кашкăр сăвă каларĕ, пакша мана култарчĕ, куян юрă юрларĕ... Хĕл Мучи пурне те парне пачĕ, мана та манса хăвармарĕ. Тин çеç киле таврăнма пуçтарăннăччĕ, «Галя, тăма вăхăт», — тенипе вăрантăм. Пĕтĕмпех тĕлĕкре пулнă иккен. Çапах та эпĕ кулянмарăм, чăн-чăн Хĕл Мучи патĕнче хăнара пултăм-çке!

■ Страницăсем: 1... 653 654 655 656 657 658 659 660 661 ... 796