Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӳнми хĕлхемЧакăл-туХуркайăк çулĕКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеХĕрлĕ тюльпанПăва çулĕ çинчеÇут пайăрка

Партизан


I

Вăрман урлă сар хĕвелĕ

Çĕкленсе тухатчĕ,

Кӳлĕри шур акăш евĕр

Ярăнса ухатчĕ.

 

Çĕр çине вăл пит йăвашшăн

Йăлтăрса пăхатчĕ,

Ыра кăмăллăн, ачашшăн

Ăшшине тăкатчĕ.

 

Пур чĕрчун та вара уншăн

Хĕвĕшме пуçлатчĕ,

Кайăксем те çĕнĕ куншăн

Шăхăрса юрлатчĕç.

 

Сад пахчи пек ман çĕршывăм

Тулăх çитĕнетчĕ.

Савăнаттăм эпĕ уншăн —

Пурăнас килетчĕ.

 

Хĕвелпе пĕрлех пит лăпкăн

Ыйăхран тăраттăм,

Çăванаттăм та васкавлăн

Килкартне тухаттăм.

 

Хула пекчĕ ман килçуртăм,

Мĕн кирли пур пурте:

Капланса ларать ятуллăн

Хăма витнĕ пӳртĕм.

 

Уçăлса каятчĕ кăкăр,

Сывлама та çăмăл,

Çĕкленмесĕр епле тăтăр

Çакăн пек чух кăмăл!

 

Çĕн телейлĕ çĕн кун ирĕ

Пуçланать тӳлеккĕн.

Мускав радио юррийĕ

Хумханса килетчĕ.

 

Эп вара ытараймасăр

Кил тавра пăхаттăм,

Мускавпа пĕрле пĕр харăс

Малалла

Куккук


Çăкалăхра вĕçет куккук,

Хăй мăшăрне вăл йыхăрать.

Ун мăшăр пур, йăвийĕ çук,

Чĕппийĕсем, чĕппийĕсем ют йăвара.

 

Хăй сисеймест — иртет кун-çул,

Вăл авăтать сас пĕтиччен.

Куккук, тухмасть-и сан куççуль

Пепкӳсене, пепкӳсене аса илсен?

 

Халь саншăн хăв чĕппӳсенчен

Çав йăрă мăшăр пахарах.

Кампа-ши кăмăл туличчен

Йăпанăн эс, йăпанăн эсĕ ватлăхра?

 

Ăна-кăна шухăшламасть,

Пĕр вĕçĕм авăтать куккук.

Никам та хирĕç сас памасть,

Тăван та тус, тăван та, тус та унăн çук.

Кун-çул тараси


Пин-пин ăс тупсăмĕ — наука,

Мĕн ĕмĕр пухнă вăй-хăват

Пуçларĕ çĕнĕ талпăну халь —

Таçта-таçта та çул хывать

Çĕр айĕ, çийĕ, тинĕс, космос.

Пăраласа, ишсе, вĕçсе,

Пĕлӳсене ăçтан çеç ăсмĕç,

Ăсаççĕ те тĕпчевçĕсем.

Сӳтме тапратрĕç пайăн-пайăн

Курма çук вĕтĕ атома.

Шыраççĕ: пулмалла ăслайĕ

Ик атомран пĕрре тума.

Этемлĕх, савăн, атом вăйĕ

Телей кӳме çан тавăрать!..

Анчах та анăç

Сĕмсĕр вăйă

Пуçарчĕ çакă вăй тавра.

Мул хуçисем — эсрел таврашĕ —

Унран тăвасшăн чун илли,

Çĕртен масар туса хурасшăн

Цивилизацимĕр валли.

Этемлĕхĕн çук мар ăс-хакăл,

Ăнланмаллах мĕн пуласса.

Пуçтахлансассăн йăкăл-якăл,

Кайран вара каю пусать.

Никам çĕнме ан хĕрĕнтĕр —

Чĕр юлмăн атом вăрçинче,

Çунса арканнăн «Челленджер»

Çунса арканĕ çеç тĕнче.

Хăш еннелле-ха тайăлĕ

Кун-çулăн аслă тараси:

Мир майлă, вăрçă майлă-и?

Пирте вăл — тайăлтарасси.

Пĕрлешĕпĕр,

Кĕрешĕпĕр,

Мир çыннисем, çине тăрсах.

Çул памăпăр,

Астармăпăр —

Чарăпăрах эсрел-вăрçа!

Юлташ сăмахĕ


Госпитале ăна тăшман тылĕнчен самолётпа илсе килчĕç. Вырнаçтарасса манпа юнашарах вырнаçтарчĕç. Анчах, хушшăмăр çывăх пулсан та, эпир пĕр-пĕринпе часах калаçса кураймарăмăр. Вăл хăйĕн суранĕсемпе асапланатчĕ, эпĕ, тута-çăвара осколок касса кайнă пирки, пĕр сăмах та йĕркеллĕ, çын ăнланмалла калама пултараймастăм. Вăл мĕнлерех сăн-питлĕ ача иккенне те курман эпĕ: манăн икĕ куçа та çыхнăччĕ. Çапах та, хăйне курман пулин те, хамăра пăхакан сестрасем ун пирки мĕн калаçнине пĕрре кăна мар итленĕччĕ эпĕ. Пĕлетĕп ĕнтĕ, вунтăваттăра вăл, Гаврик ятлă. Унпа калаçма çукки çеç питĕ пăшăрхантарать. Анчах телей пăрахса кайман иккен мана та; тепрер уйăхран, ырă кăмăллă та ăста врачсем тăрăшнипе, эпĕ те çăвар уçса калаçакан пултăм. Хам çеç мар, вăл вăхăт тĕлнелле Гаврик те кăшт самайланнă пек пулчĕ. Эпир ĕнтĕ унпа сада та тухса çӳреме пуçларăмăр.

Вăл мана, суккăрскере, час-часах çавăтса тухатчĕ. Йывăçсен сулхăнне лараттăмăр та вара, пулас пурнăç çинчен киленсех калаçаттăмăр. Эпĕ, вăл калаçнă май, тӳпенелле пăха-пăха илеттĕм, çутă хĕвеле шыраттăм. Хĕвел маншăн ĕмĕрлĕхех сӳнсе ларнăн туйăнатчĕ.

Малалла

«Эс çĕн каçсен çĕн шухăшĕ пекех...»


Эс çĕн каçсен çĕн шухăшĕ пекех...

Эс симĕс çуркунне пек ман ума

Çитсе те тухрăн. Тунсăхăм текех

шăнтаймĕ кăмăла. Ырри — нумай.

 

Пăхам-и кармашса чӳречерен?

Кăвак та пысăк чӳрече сана

кĕтсе пуль уçăлать. Эп çĕнĕрен

итлетĕп çĕкленӳллĕ сассуна.

 

Эс çĕн кунсен çĕн шухăшĕ пекех...

Эсех пуль терĕм манăн çуркунне.

Чуна шăнтаймĕ сивĕ кун текех —

Кĕрер телейлĕ ĕмĕт пахчине.

Шевле акар


Сарăлать Метагалактика,

Пур енне тапаççĕ çăлтăрсем.

Пирĕн те çаплах пулать-ха,

Уйрăлса каяççĕ çул-йĕрсем.

Тăвăр мар-çке космос уçлăхĕ,

Мĕншĕн ютшăнса таçта тарас?

Мăшăр çăлтăрсем те пур-çке-ха,

Çаврăнаççĕ пĕр-пĕрин тавра...

Çывăхах эпир те пытăмăр,

Утăмшар кăна, тен, тумалла —

Пĕр йĕре ӳксе орбитăмăр

Вĕçсĕр савăнтартăр кăмăла.

Юлтăр пурнăç шăкăр-шакăрĕ

Вак метеорит пек аякка.

Тавралла шевле çеç акăпăр —

Туслăхпа телей шевли акар!

Тутăр


Ярапаллă пурçăн тутăр,

Çав тери хитре тĕрри.

Капăр тутăр хаклă пултăр,

Туянаймăп тетĕр-и?

Эп айван-и, эп кахал-и?

Пилĕке авса, хуçса

Тĕрмешсессĕн пухăнкалĕ

Чаплă тутăрлăх укçа.

Пурăнатпăр пит йĕркеллĕ,

Хирĕлмен, хăр-хар пулман,

Тутăр туянса парнелĕп

Чунăм савнă арăма.

Ярапаллă пурçăн тутăр.

Çав тери хитре тĕрри.

Уявра ман арăм пултăр

Пуринчен чи капăрри.

Эп каларăм çĕмĕрте


Шурă-шурă çеçке çурнă

Çамрăк çĕмĕрт пахчара.

— Пире мар эс, çĕмĕрт, курнă,

Курнă урăх мăшăра.

Шăпчăксен юрри илемлĕ

Шурăмпуçĕ килеспе.

Эпĕ мар ăна итленĕ

Ирсерен чун савнинпе.

Каччине хĕр парнеленĕ

Асăнмалăх шур кĕпе.

Эпĕ мар ăна çĕленĕ,

Капăрлатнă тĕрĕпе.

Манăн мар, вăл урăх хĕрĕн

Çулăмланнă чун-чĕри,

Чуптусан тутийĕ хĕрнĕ

Шĕл кăвар пекех вĕри.

...Çĕнĕ юр пек шурă çĕмĕрт,

Тек пытармăн никамран,

Юратмашкăн ĕмĕр-ĕмĕр

Тупа турăмăр паян.

Сĕчĕ шурă


Укăлча хыçĕнче: «Шуркка! Шуркка!» — тени илтĕнчĕ. Артур кĕтӳрен таврăнакан ĕнине çапла чĕнет иккен.

Арçын ача сассине илтсен урама Анюта та тухрĕ, выльăхсене кĕтсе илме васкарĕ.

Артурпа Анюта ĕнисем юнашарах утаççĕ, хуçисене курсанах иккĕшĕ те харăс му-у! тесе сасă пачĕç.

Анютăсен ĕни хура тĕслĕ, кĕлеткипе çӳллех мар, урисем те кĕске.

Артурсен вара — шурă, урисем вăрăм, хӳри вĕçĕ хăмăр пăнчăллă.

Арçын ача Анютăна:

— Хураçкуна хăваласа кĕрт хăвăртрах, вăл çĕр тĕслех, пирĕнни пек шурă пулсан... — терĕ.

— Ĕни хура та, сĕчĕ шурă унăн, — хуравларĕ хĕр ача Артура.

«Йăлăхтарчĕ: каç та, ир те…»


Йăлăхтарчĕ: каç та, ир те

Çурĕ, çурĕ çумăр... Иртрĕ.

Ĕнтĕ кантăк умĕнче,

Чăрăш лăссисем çинче,

Темĕн чул хунар çунать,

Çĕн Çул çитнĕн туйăнать.

■ Страницăсем: 1... 52 53 54 55 56 57 58 59 60 ... 796