Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +7.3 °C
Суеверие послушно болтовне, как отцу.
(Пифагор)
 

Статьи

Чӑваш чӗлхине суйлава кӗртесшӗн мар!

  13.03.2018 14:10 | 8811 просмотров

Кӗҫех манпа сирӗн патшалӑх ертӳҫине суйлама тивӗ. Халӑха ертсе пырассине малашне кама шанса парасси пирки пуҫ ватмалла пулӗ. Кун пирки хулипех реклама баннерӗсем пӗлтереҫҫӗ, суйлама хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. «Выбираем президента — выбираем будущее!» — тесе чӗнеҫҫӗ.

Мӗншӗн-ха ҫак баннерсем йӑлт вырӑсла? Мӗншӗн-ха ҫак йыхравсенче пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫук? Кун пирки пирӗн сайтра хыпар та пурччӗ-ха. Мӗншӗн вырӑсла кӑна тесе ыйтсан ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ҫыруҫи Сергей Тарасов ҫапла хуравланӑччӗ: «Халӗ федерацин суйлав кампанийӗ пырать.

Далее...

 

Вопрос национального бытия в эпоху финализма

  01.03.2018 20:39 | 17095 просмотров

 

Статья первая. Кто ты — ямобур или шар-баба?..

 

«Бытие только тогда и есть, когда ему грозит небытие. Бытие только тогда и начинает быть, когда ему грозит небытие» (Ф. М. Достоевский. Записные книжки. М, 2000. С.130.).

Заявление Путина о национальных языках и последствия его высказывания зловещей тенью нависли над судьбою чувашского языка и чувашского народа.

Хӗвел, хӗвел! Эс пур чух чунӑма

Ҫӗн юр кӗвви саватчӗ ҫивчӗ саслӑн.

…Чӗлхе ҫухалчӗ… Ҫӗршыв вилет пулсассӑн,

Кама эс кирлӗ, юррӑм…

Кама?

Далее...

 

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

  27.02.2018 22:33 | 15863 просмотров

Килйыш. Немцев В.Л. карччынӗ.

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.

Далее...

 

Пурне те ӑнланмалла е хамӑрла?

  21.02.2018 18:28 | 15178 просмотров

Паян, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявлать.

Кунталӑкра (календарьте) ҫакнашкал уяв пуррине халӑх пӗлсех каймастчӗ. Чӑваш чӗлхин уявӗ тесен акан 25-мӗшне аса илетчӗҫ. Чӗлхе пирки калаҫма, унӑн йывӑрлӑхӗсене сӳтсе явма халӑхӑн ҫав кун кӑначчӗ. Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ те пурри пирки пӗлсех каймастчӗҫ.

Ҫавах та юлашки ҫулсенче ку уяв пӗлтерӗшӗ ӳссе те ӳссе пырать. Ҫулран ҫул ӑна анлӑрах та анлӑрах паллӑ тӑваҫҫӗ. Гуманитари институчӗпе вӗренӳ заведенийӗсенче уява халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ.

Далее...

 

Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗрке пирки

  29.01.2018 12:57 | 8355 просмотров

Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Чӑваш ен патшалӑх чӗлхин, чӑваш чӗлхин, саккунлӑ статусне ҫирӗплетес, чӗлхе саккунлӑхне аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне И.Б. Моторина ҫакна пӗлтерет.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 36 №-лӗ саккуннӗн 5 статьипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫак Саккунпа килӗшӳллӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене палӑртать.

Далее...

 

Ашмарин, Родионов, Егоров

  25.01.2018 23:03 | 15336 просмотров

Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет..

Статьяна ак ҫапларах пуҫлас терӗм. Вӑт пур ӑславра танлаштарулӑх теорийӗ текен япала (СТО). Урӑхла ӑна релятивизм теорийӗ теҫҫӗ. Ӑна, унӑн никӗсӗсене, вӑтам шкулта вӗрентеҫҫӗ. Ҫав теорие пуҫласа яраканӗ тесе Альберт Эйнштен текен ҫынна палӑртаҫҫӗ.

Анчах та халӗ, ӑслав историне тӗплӗнрех тишкернӗ май, никӗсре урӑх ӑславҫӑсем те пулни курӑнать. Урӑхла каласан, хӑшпӗр никӗслевҫӗсене тивӗҫсӗрех манса хӑварнӑ иккен.

Далее...

 

Кункӑш — хӗвел кайӑк

  20.01.2018 10:05 | 8855 просмотров

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Пӑла тӑрӑхӗнче Шанкӑртам ятлӑ пысӑк ял пур. Хальхи Патӑрьел районне кӗрет вӑл. Унта халӗ тутарсем (мишерсем) пурӑнаҫҫӗ. Ӗлӗк ку ялта чӑвашсем те пурӑннӑ. Шӑнкӑртамӑн чӑвашсем пурӑнакан пайне, кассине, Упи тенӗ. Уписем каярахпа тӗрлӗ ҫӗре (Тикеше, Сакӑта, Янтукан поселокне) куҫса кайса пӗтнӗ.

Далее...

 

Отписками дело не решается

  15.01.2018 11:37 | 7366 просмотров

(открытая записка Главе ЧР М.В.Игнатьеву)

 

Дорогой Михаил Васильевич,

с нетерпением ждем Вашего нового Послания депутатам Госсовета и надеемся услышать ответ на многочисленные запросы населения по защите и изучению русского и родных языков в Чувашской Республике.

Центральный Совет чувашских старейшин (ЦСЧС) не единожды выходил к высшему руководству республики с просьбой обратить внимание на состояние чувашеведения в детских садах, школах, вузах, в Научно-исследовательском и Учительском повышения квалификации институтах.

Далее...

 

Пулхӑр чӗлхин сӑмахсарӗ

  11.01.2018 13:31 | 15446 просмотров

Ку сӑнсене ак ҫак тӗлсенчен илнӗ: 3), 2), 1).

 

Ӗлӗкхи Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчен юлнӑ, пирӗн вӑхӑтченех сыхланса упраннӑ ҫыруллӑ чул юпасем пур.

Далее...

 

Ҫӗнӗ ҫулпа, мухтавлӑ чӑвашсем!

  31.12.2017 15:23 | 9538 просмотров

Ҫӗнӗ 2018 ҫулпа, мухтавлӑ чӑвашсем!

Иртекен ҫул ҫӑмӑл мар пулчӗ пулин те, эпир, чӑвашсем, ӑна тивӗҫлӗн ирттертӗмӗр темелле! Пире хӗсес, пирӗ ҫын вырӑнне шутлас маррисем йышланчӗҫ пулин те пирӗн халӑх тивӗҫлӗ хурав пачӗ!

Тен, хӑшӗ-пӗри ку сӑмахсемпе килӗшмӗ те пулӗ. Чӑвашлӑх ҫулран ҫул чакса пырать тесе калӗ. Анчах та вӗсене эп Петӗр Хусанкайӑн сӑввипе хуравланӑ пулӑттӑм: «Каснӑ, вӑтӑрнӑ пире, Кӑкласа хӑртман та мар-тӑр, Вӑрлӑх юлнӑ пурпӗрех: Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!».

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, ... 43
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)