Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +13.3 °C
"И снова бой! Покой нам только снится..."
(А. Блок)
 

Статьи

Коллективлӑ садсен ячӗсем

■  24.09.2026 11:17 | 1040 просмотров

Шупашкарпа Шупашкар районӗнчи садсен ячӗсене тишкерсе тухас терӗм. Ытларах енӗпе вӗсем вырӑсла. Анчах вӗсен хушшинче чӑвашлисем те тӗл пулаҫҫӗ.

Чӑн та чӑвашла ят парассине тишкерме питӗ кӑсӑклӑ. Хальхи вӑхӑтра эпир ытларах енӗпе ача пахчисене мӗнле ят панине пӑхатпӑр. Ытларах енӗпе ӗнтӗ вырӑсла ятсем параҫҫӗ, анчах чӑвашлисем те тӗл пулаҫҫӗ.

Коллективлӑ садсене ытларах енӗпе совет саманинче йӗркеленӗ. Ҫавӑнпа та ку Вӑрятсем XX ӗмӗр вӗҫӗнче чӑваш чӗлхине мӗнле хакланине палӑртать.

Далее...

 

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 21 ҫул хушшинче тӑван чӗлхене упрама мӗн туса ирттернӗ

■  07.09.2026 13:59 | 2976 просмотров

Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗ кун тесе авӑнӑн 7-мӗшне йышӑннӑ. Ҫапла май паян ҫак икӗ проекта хута янӑранпа 21 ҫул ҫитет. «Чӑваш чӗлхи лабораторине» уйрӑм проект пек эпир каярах пӗлтертӗмӗр пулин те, унта кӗрекен чылай пай ҫав вӑхӑтрах йӗркеленнӗ. Паянхи кун та ӗҫлекен, самай аталаннӑ, «Электронлӑ сӑмахсар» сайтах мӗне тӑрать! Аса илтеретпӗр, «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йышне эпир МИХ-па ҫыхӑнман ӗҫсене уйӑрса кӑларнӑ. МИХ тытса тӑрасси питӗ яваплӑ ӗҫ, ҫавна май «Чӑваш чӗлхи лабораторине» тумалла пулчӗ те.

Далее...

 

Чӗлхене мӗн ҫӑлса хӑварайрать? Вӑл кӑсӑклӑ пулни-и?

■  23.07.2026 21:23 | 2365 просмотров

Паян пӗр хайлав вуланӑ май кӑсӑклӑ саспалли куҫа тӑрӑнчӗ. Вӑл ҫакнашкалтарах: «ꈊ». Унпа усӑ курса каомодзи (яппунла 顔文字 — «пит-сӑнар») йӗркеленӗччӗ. Ку мана самай кӑсӑклантарса ячӗ те Дипсикран (вӑл ялан уҫӑ тӑрать, чылай чухне хӑвӑрт хуравлать) мӗнле чӗлхери саспалли пулнине ыйтса пӗлес терӗм. Ҫапла май вара Йи (Yi) текен чӗлхе пирки пӗлтӗм.

Ку чӗлхе тибет-бирман чӗлхисен йышне кӗрет-мӗн, унӑн алфавичӗ ҫавнашкал пиктограммӑсенчен тӑрать. Вӗсен йышӗ питӗ пысӑк, пӗр пин ытла (1164 теҫҫӗ).

Далее...

 

ГигаЧат Раҫҫей тата СНГ ҫӗршывӗн 30 ытла халӑх чӗлхипе усӑ курма пултарать

■  29.04.2026 15:39 | 2716 просмотров

Ҫӗнетнӗ ГигаЧат ИИ-Пулӑшуҫӑ Раҫҫей тата СНГ ҫӗршывӗн 30 ытла халӑх чӗлхипе усӑ курса текста ӑнланас тата ҫырас пахалӑхне ӳстерчӗ. Вӗсен шутӗнче тутар, пушкӑрт, чӑваш, удмурт, якут, бурят, осетин, чечен, кабардин-черкес тата ыттисем те. Тӗплӗн суйласа илнӗ вӗрентӳ даннӑйӗсемпе тивӗҫтернине пула хуравсен пахалӑхне ӳстерсе кашни чӗлхешӗн уйрӑм модель шутласа кӑларма май пулчӗ. Пӗтӗм тӗнчери ытти чӗлхесене шута илсе ГигаЧат пурӗ 40 ытла чӗлхепе усӑ курса тӗрлӗ тӗллевсене пурнӑҫлама пултарать.

Далее...

 

Чӑваш грамматикин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫакан кӗнеке

■  27.04.2026 08:19 | 3097 просмотров

Нимӗҫсен XIX ӗмӗрти паллӑ филологӗ, Петербургри ӑслӑлӑх академийӗн хисеплӗ пайташӗ Готфрид Герман профессор ҫапла каланӑ: «Икӗ ӗҫ уйрӑмах йывӑр: словарь тӑвасси тата грамматика ҫырасси». Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи чӗлхеҫӗсем вара шӑпах ҫак кӑткӑс та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпе хураҫҫӗ: сӑмах пуххисем ӑсталаҫҫӗ тата чӗлхе тытӑмне тӗрлӗ енчен тишкерсе кӗнекесем хайлаҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе «Строй чувашского языка» («Чӑваш чӗлхи йӗрки») ӑслӑлӑх проекчӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать.

Далее...

 

Хальхи чӑваш активисчӗсем е Автовазпа мерседес

■  22.04.2026 19:24 | 3252 просмотров

Паян ман пата ҫыру килчӗ. Апла-капла тенӗ, эпӗ сирӗн ресурспа куллен паллашатӑп, тесе пӗлтернӗ. Эпир, чӑваш чӗлхи вӗренмелли мобиллӗ приложени хатӗрлерӗмӗр тенӗ, ҫакӑн пирки сайт урлӑ халӑха пӗлтерме ыйтнӑ.

Мӗнех, аван ӗҫ. Смартфонпа чӑвашла вӗренме май туса панӑ. Пулӑшмалла ӗнтӗ. Пулӑшӑпӑр та.

Ку приложение App Store-ре тата RuStore-ре уҫласа илме пулать. Ҫитес вӑхӑтра — Google Play-ра та уҫласа илме май пулӗ. Приложени пирки тӗплӗнрех ҫак сайтра пӗлме пулать: hamoryal.

Далее...

 

Тарасов в защиту истины

■  20.04.2026 19:49 | 6918 просмотров

Драматург Арсений Тарасов по электронке прислал драму в двух частях «Саншӑн эп ҫӗнӗрен ҫуралтӑм…/ Ради тебя я вновь родился…» — произведение о борьбе поэтов Петра Хузангая и Васьлея Митты с Эсхелями и Уйпами за будущее чувашского языка и народа в пресловутом 1937 году.

Залпом прочитал интересную вещь. Драма не для узкопрофессионального круга литераторов. Она для всех читателей и зрителей. О прошлом, но никогда незабываемом. Трагические события прошлого — в настоящем.

Далее...

 

Бобровниковӑн текстне тишкернӗ май

■  18.01.2026 17:19 | 4794 просмотров

1905 ҫулта Н.А. Бобровников Патша манифесчӗ пирки текст кӑларнӑ, унта чӑвашсене Патшалӑх думине юрӑхлӑ ҫынсене суйлама чӗнсе каланӑ. 120 ҫул ытла унтанпа иртнӗ. Апла пулин те вӑл вӑхӑтри текст стилистики питӗ кӑсӑклӑ. Хӑй текстпа эсир Наци вулавӑшӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр.

Орфографи

Чи малтанах орфографие пӑхса тухар. Чӑн та, вӑл вӑхӑтра ҫирӗп орфографи правили пулман, ҫавна май йӑнӑшсем чылай тӗл пулаҫҫӗ.

Далее...

 

Родной язык

■  10.12.2025 22:17 | 11613 просмотров

Слово «язык» имеет не менее десяти значений. В дан­ном случае он интересует нас как главное средство мышления, общения, взаимопонимания людей в обществе.

Что за чудо это — язык? Откуда он взялся? Кто его по­дарил нам? Редко кто задумывается над этими вопросами. Может быть, и не надо ломать голову, ибо язык, подобно крови в нашем теле, воздуху в наших легких, прочно закрепил­ся в нашем сознании. Он с нами, он — наш верный соратник и опора. Если древнего человека создал труд, то совре­менного человека создает язык.

Далее...

 

Ҫемҫе тата хытӑ цифрӑсем

■  10.10.2025 21:48 | 3510 просмотров

Математика питӗ кӑсӑклӑ дисциплина. Пӗр енчен, вӑл чӗлхепе (вырӑс е чӑваш) ҫыхӑнман тейӗпӗр. Анчах ҫавах та хӑш-пӗр чухне уйрӑмлӑхсем пурах. Паллах, вырӑспа чӑваш чӗлхисем тӗрлӗ ушкӑна кӗнӗрен вӗсем хушшинче чӗлхе тӗлӗшӗнчен уйрӑмлӑхсем нумай. «Пӗрререн» ниепле те «Один» тӑваймӑн, «Иккӗрен» — «Два». Малалла тӑсмӑп. Пӗрпеклӗхсене курма тӑрӑшакансем, тен, «Пӗрре»-пе «Первый» хушшинче асӑрхама тӑрӑшӗҫ, анчах вырӑссен «Первый» авалхи славянсен «\*pьrvъ» сӑмахӗнчен пулса кайнӑ теҫҫӗ.

Далее...

 
Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 43
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)