Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Большие обещания уменьшают доверие.
(Гораций)
 

Статьи

Картана хупӑнасран вут пек ача хӑтарчӗ

  21.06.2018 20:41 | 12420 просмотров

Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен.

2018, ҫӗртме, 20.

 

Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫӗртмен 15-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине шкулта мӗнле вӗрентесси пирки Олег Николаев депутат «ҫавра сӗтел» ирттернӗ иккен те, ҫавна эпӗ, тӑван ялта пулнӑ пирки, сисмесӗрех юлнӑ. Шупашкара килсен тин ҫав «суйласа илнисен» вӑрттӑн канашӗ ҫинчен кӑштах вуларӑм. Тӗплӗрех пӗлесшӗн пулса, чӗлхене хӳтӗлесе сӑмах хускатнӑ вӑртахӑмсенчен — чӑваш халӑх ҫыравҫисенчен Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Денис Гордеев тата Ваттисен тӗп канашӗн ҫыруҫинчен Алексей Бойковран ыйтса пӑхрӑм.

Далее...

 

Сехмет

  20.06.2018 11:36 | 10396 просмотров

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Ашмарин словарӗнче ку сӑмаха ҫапла ӑнлантарнӑ: сехмет, беда... Сехмет ҫакӑнать (несчастье). Ҫын трук (скоропостижно) вилсен, ӑна: сехметпе вилнӗ, теҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх сасартӑк виле пуҫласан: «сехмет» пулчӗ пулӗ, теҫҫӗ. Сехмет — усал... Ӑна ҫине пырса тӑрсассӑн, тырӑ акма пуҫличчен, турра кӗлтуса илетӗн: торӑ папай, ырӑ сехмет тӗлне тутӑр, тетӗн.

Далее...

 

Почему молчит Атнер Хузангай?

  16.06.2018 16:42 | 5841 просмотров

Атнер Петрович Хузангай (род.1948), Один из инициаторов создания ряда общественных организаций в республике и Урало-Поволжском регионе, в 1992–97 президент Чуваш. национал. конгресса. При активном участии А.Х. разработаны и приняты «Декларация о государственном суверенитете Чувашской Республики», Закон Чуваш. Респ. «О языках в Чувашской Республике» (1990), законодательные акты о государственных символах Чувашской Республики (флаге, гербе, гимне), а также законы о Президенте Чувашской Республики, о выборах Президента Чувашской Республики и другие (это — информация из электронной чувашской энциклопедии).

Далее...

 

Итоги круглого стола о роли родного языка в сохранении самобытности народов России

  15.06.2018 14:47 | 16956 просмотров

В пятницу 15 июня в Национальной библиотеке Чувашской Республики прошел круглый стол «Роль родного языка в сохранении самобытности народов России и в развитии межнациональных отношений».

На круглом столе приняли участие: депутат Госдумы Николаев Олег Алексеевич, ректор Чувашского республиканского института образования Исаев Юрий Николаевич, депутат Госсовета Чувашской Республики Данилов Григорий Владиславович, доцент кафедры педагогики и практической психологии Чувашского республиканского института образования Андреева Надежда Николаевна, заслуженный учитель Чувашской Республики, преподаватель иностранных языков Юдина Татьяна Дмитриевна, вице-президент Чувашского национального конгреса Тяпкин Владимир Геннадьевич и другие.

Далее...

 

Малалла чӑнлӑх патне!..

  25.05.2018 12:00 | 43736 просмотров

Пӗрремӗш ҫавра. Г.Н. Волков: «Яковлев ӳстерсе янӑ ҫын вӑл… Эп айӑплӑ халӑх умӗнче… Эп фальсификатор пултӑм…»

 

Чӑваш наци юхӑмӗ хухса та хухса пыни куҫкӗрет/куҫа кӗрет, куҫа тӑрӑнать… Раҫҫейри вырӑс мар чӗлхесене факультативлӑ вӗрентме пуҫласан чӑваш чӗлхин шӑпи паллӑ – типсе ларасси… Ик ҫул каялла ачана, Айтара, пӗрремӗш класа ӑсатрӑмӑр. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ пуху хавхалантармарӗ. Халӑх кӑмӑлне пӗлес тесе, ачана амӑшӗпе хӑварса, пӗрремӗш хута, расписани-пӗлтерӳсем патне антӑм.

Далее...

 

Чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне ытти чӗлхесенче шырамалла пулнӑ

  17.05.2018 06:13 | 28158 просмотров

Паянхи кун та палӑртса паман халӑх ячӗ... Ятарласа палӑртса паман тесе каласан тӗрӗсех пулӗ. Мӗншӗн тесен малтанах ҫулӗ тӗрӗс мар пулнӑ. Лашине урапинчен мала тӑратнӑ пекех. Сувар сӑмахран чӑваш сӑмаха нимле майпа та тӑсса, улӑштарса пама ҫук пулсан та ҫавӑн ҫинех «тиенме» хӑтланаҫҫӗ паян кун та. Лавӗ чӑтаймасть пулсан та. Паян кун ҫӗнӗлле информаци пулнине шута та хурасшӑн мар. Ӗлӗкхи тӗпчевҫӗсен информаци тени ҫав тери сахал пулнӑ пулсан, паянхи кун та вӗсен ӗҫӗсене тӗп вырӑна хурса пыни наукӑна аталанма чарса пырать.

Далее...

 

Ҫӗнӗ орфографи «так макӗсем»

  04.05.2018 11:21 | Изменить | Удалить | 10882 просмотров

Базиль Кириллов

 

Ҫук ҫӑкалӑх ҫумӗнчи

Касман Турта Пуҫӗнчи

Арӑ-пирӗш тӑмпӑшал

Тунӑ пулать тӑм пӑшал.

 

Паллах, ҫук-ха тӑм писмен,

Анчах пӗтмен тӑмписмен.

 

Ҫукпа пӗрех ҫын ҫиен,

Анчах нумай ҫынҫиен.

Ҫынҫиен вӑл, хӑямат,

Сӑмахпа ялан кӑшлать.

 

«Хӗр ача ҫуратнӑ тет...»

Уҫӑмсӑрлӑх пӗтерет:

Ах анчах та ах анчах,

Кам ҫинчен пырать сӑмах.

 

Хамӑр ялти пуш хирте

Манӑн чунӑм пушхирте.

 

Хирте ӳсет хуртути,

Кӗмест унран хур тути.

Далее...

 

«Малалла, Яковлев патнелле!»: И.Я. Яковлев пултарулӑхне ҫӗнӗлле хак пани

  22.04.2018 19:32 | 8810 просмотров

В.Г. Родионов,

филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар хули, Чӑваш Республики

«Малалла, Яковлев патнелле!»: И.Я. Яковлев пултарулӑхне ҫӗнӗлле хак пани

Эпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ ҫулсенче, 1973 ҫултаччӗ пулас, аслӑ патриархӑмӑра халалланӑ юбилей пухӑвӗнче Кашкӑр Хуначи (Г.Н. Волков) ҫапларах чӗнсе каланӑччӗ: «Малалла, Яковлев патнелле!» Зал сӗрлесе кайнӑччӗ ун чухне, хӑшӗ-хӑшӗ ура ҫине тӑрсах кӑшкӑрашрӗ.

Далее...

 

Ашмарин Чӗмпӗрте

  13.04.2018 11:25 | 15237 просмотров

Николай Иванович Ашмарин.

Николай Иванович Ашмарин 1920-1923-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗрте пурӑннӑ, Чӗмпӗр чӑваш халӑх вӗрентӳ институтӗнче ӗҫленӗ, унта чӑваш чӗлхин теорилле курсне (е ҫавнашкал темиҫе курса) илсе пынӑ (студентсене вӗрентнӗ). Ман шутпа, ҫак пӗчӗк ҫеҫ пуплерӗшре палӑртнӑ информаци кашни ҫыншӑнах шутсӑр кӑсӑклӑ пулмалла. Шел пулин те, пире шкулта чӑваш историне пачах та вӗрентмеҫҫӗ е сахал вӗрентеҫҫӗ, ҫавна кура ҫакнашкал информацисем кашни чӑвашӑн оперативлӑ астӑвӑмӗнче ҫирӗпленнӗ теме май ҫук.

Далее...

 

«Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвӗ

  30.03.2018 10:40 | 7521 просмотров

Вулаканӑн кӗскен ҫырса пыни

 

 

«Сувар» хаҫатра 2018-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 11-мӗш номерӗнче Ренат Харис паллӑ тутар сӑвӑҫӑн «Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пичетленӗ.

Ҫак илемлӗ литература произведенине тулли кӑмӑлпа вуласа тухрӑм. Поэмӑри содержани, пӗлтерӗшпе форма кирлӗ вырӑнтах. Литература илемлӗхӗ, гармони та чуна савӑнтарать.

Публицистика, актуаллӑх, ҫивӗчлӗх — паянхи куншӑн паха пулни — питӗ паха.

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19, 20, ... 42
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)