Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Неудача всегда дает нам чувствовать силу наших стремлений.
(Бальзак)
 

Agabazar: Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть

Agabazar21.03.2018 16:0923646 просмотров

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.

Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!

Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!

Чӑваш тата вырӑс мар ытти чӗлхесем пирки калани ӗнтӗ ку.

Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине хайне вӗренӳ тытӑмӗнчен хӑваласа кӑларма никам та шутламасть. Мӗнпур предметсене вӗрентесси, вӗрентӗве ертсе пырасси пӗтӗмпех ҫав чӗлхепе пулса пырать пулин те.

Ӑҫтан-ха чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултарайтӑр, енчен те хайхи ашшӗ-амӑшӗсем чылай чухне хайсем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ пулсан?

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пӗтӗм пӗрлӗх, вӑл шутра патшалӑх тытӑмӗсем те, ҫине тӑрса кӗрешсен ҫеҫ чӑваш чӗлхи сыхланса юлма пултарать. Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть.

Атте-анне ҫине шанса лартса ыттисем ним те туманни кунта вырӑнсӑр. Ҫав еннелле туртса халлап ҫапакансем — пархатарсӑр харкамлӑхсем.

Ҫапла, пире пурне те атте-анне чӑвашла вӗрентнӗ. Е — вӗрентмен. Ҫапла вара юлашки 150 ҫул хушшинче пӗр мӗльюн ҫын чӑваш пулма пӑрахнӑ. Е, тен, апла мар-и? Анчах та пурперех ҫав хисеп ҫав тери пысӑк.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Шкулта ҫавна ятарласа вӗренмен ҫын чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра туллин, йӗркеллӗн усӑ курма пултараймасть.

Хуть те мӗн чухлӗ тулхӑр — ку чӑнах та ҫапла. Калӑпӑр, ак мана илер. Мӗншӗн-ха эп сак статьяна ҫырма пултартӑм? Мӗншӗн тесен шкулта 10 (вунӑ) ҫул чӑваш чӗлхине тата литературине вӗреннӗ. Ячӗшӗн мар, тарӑшса, пикенсе вӗреннӗ. Ҫапла пулман пулсан — ним те пулмастчӗ. Унашкал пӗлӗве тата хӑнӑхӑва мана атте-анне ҫапса пӑрахсан те парайрас ҫукчӗ. Ҫавӑн пекех — асанне-кукамай та....

Акӑ тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен хаҫачӗ сӳнсе ларчӗ теҫҫӗ. Мӗншӗн? Чи пысӑк сӑлтавӗ — унти чӑвашсене ӗнтӗ 50-60-70 ҫул хушши йӗркеллӗн чӑвашла вӗрентменнинче. Вара унашкал шкултан тухнӑ ҫын паллах, чӑвашла ни вулама, ни ҫырма, ни ытти енӗпе усӑ курма пултараймасть. Калаҫасси те йӗркеллӗн пулса пыраймасть. Мӗншӗн тесен — вӗренмен тата вӗрентмен! Вӗренесси тата вӗрентесси вара хӑй тӗллӗн пулмасть.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2018.07.17 19:35
Михаил Волков Сун! Хлеба и зрелищ текен йыш тахçанах çитĕннĕ, вĕсене чĕлхе ыйтăвĕ тарăхтармасть çĕнĕ гаджетсемпе çĕнĕ вăйăсем, футбол чемпионачĕ.
Agabazar // 1719.87.8766
2018.07.20 18:39
Agabazar
Тăмпăр-тăмпăр тăмана
Кĕрсе кайрĕ вăрмана.
Эрехĕ çук, сăри çук —
Чĕнчĕç пире хăнана.
2018.07.20 22:11
Тăмана, Акапасар, сире пĕлме: вăрманта пурăнать, апла-тăк, вăрмантан тухать вăл. Логично? Эрехĕ пе сăри те пур, анчах та сире тивĕçтерекенни мар. Сире чĕлхе ыйтăвĕ, якобы, тăнăçсăрлантарать.
Agabazar // 4204.23.3102
2018.07.21 20:40
Agabazar
Хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть.
Agabazar // 4204.23.3102
2018.07.21 20:40
Agabazar
Хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть. Валентин Сергейччă Шурчанов — молодеццă.
2018.07.22 07:45
Хăй тĕллĕн нимĕн те пулмастьне никам каламасăрах пĕлетĕп. Анчах та эпĕ пĕр-пĕр вырăнта лармастăп, хам пултарнă таран вара тăрăшатăп, чылай пулмасть Нурлатра, Чăваш Енре калав пичетленчĕ, çакă вара тăван чĕлхешĕн тăрăшни пулмаст-и? Е сайт çинче пакăлтатса супăнь сутса ларни пайталăрах? Сайт çинче вулакансем те виçĕ-тăватă çын, хаçата вара мĕнле те пин ытла халăх вулать. Вырăсла манăн страница çине, унта та ытларах вулакан, кăсăкланакан.
Agabazar // 1167.82.9133
2018.07.26 20:24
Agabazar
Agabazar // 3118.09.7386
2018.07.29 20:04
Agabazar
Карчăк-карчăк, карчамас
Карта урлă каçаймас,
Шăлсăр, çăкăр çиеймес, —
Çапах пире кураймас! ©
2018.07.30 05:52
Акапасар, карта урлă çеç мар, эпĕ хĕрлĕ татăксем урлă та иртетĕп кирлĕ пулсан. Çука пур туса ларма вара пачах юратмастăп
Agabazar // 3190.23.8087
2018.07.30 10:56
Agabazar
Мĕн хăв çине илетĕн каланине? Ку — фольклор хайлавĕ. Тен, урăх никам та илтмен тата паспортласа фиксацилемен пуль. Ан манăçтăр тесе, ĕмĕрлĕхе юлтăр тесе юри кунта çырса хутăм.
Улми çупать,
Çулçи ташлать...
Ну кăна ĕнтĕ пурте пĕлеççĕ.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, ... 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики