Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +23.3 °C
В жизне нет ничего лучше собственного оппыта.
(В. Скотт)
 

Базиль Кириллов: Ҫӗнӗ орфографи «так макӗсем»

Базиль Кириллов04.05.2018 11:2110317 просмотровИзменить Удалить

Базиль Кириллов

 

Ҫук ҫӑкалӑх ҫумӗнчи

Касман Турта Пуҫӗнчи

Арӑ-пирӗш тӑмпӑшал

Тунӑ пулать тӑм пӑшал.

 

Паллах, ҫук-ха тӑм писмен,

Анчах пӗтмен тӑмписмен.

 

Ҫукпа пӗрех ҫын ҫиен,

Анчах нумай ҫынҫиен.

Ҫынҫиен вӑл, хӑямат,

Сӑмахпа ялан кӑшлать.

 

«Хӗр ача ҫуратнӑ тет...»

Уҫӑмсӑрлӑх пӗтерет:

Ах анчах та ах анчах,

Кам ҫинчен пырать сӑмах.

 

Хамӑр ялти пуш хирте

Манӑн чунӑм пушхирте.

 

Хирте ӳсет хуртути,

Кӗмест унран хур тути.

 

Хумханать ҫирӗк тӑрри,

Сиккелет ҫирӗктӑрри.

Ӑнланмалла мар темле,

Кайӑкне пӗрлех ҫырар.

 

Тулӑх пулнипе ҫӗр-шыв

Килӗшет Тӑван Ҫӗршыв.

 

Виҫсӗмӗр те пӗртӑван.

Килмерӗ-ха пӗр тӑван.

 

Ҫинӗшӗнех хыт кукар

Пулмӑп-тӑмӑп хыткукар.

 

«Эс килетӗн тӗк курма

Савӑнатӑп-ха, кумма», —

Тесе ӑшшӑн ҫырнине

Хурав илтӗм ирхине.

 

«Тӗк курмашкӑн» ҫӳреме

Ӗҫсӗр мар эп, шеремет.

Килетӗн-тӗк ман пата

Ҫийӗн лайӑх апата,

Савӑнатпӑр, тупата.

 

Те апла-капла юрать:

«Парнеле утмӑл турат», —

Тесе ҫырнӑ та — инкек,

Ҫапӑ кирлӗ е чечек.

Эсӗ килтӗн тӗк тӗк лар,

Минтертен тӗк ан кӑлар...

«Килтӗн-тӗк» тесе ҫырсан

Ӑнланатпӑр пуль аван.

 

Ешчӗкрен ҫыру илсе

Тӗлӗнсе вулать Илле:

«Пылчӑк тӑк эс урама

Ан чӗн мана выляма...»

- Ара, пылчӑк-тӑк унта

Мӗншӗн тӑкмалла тата.

 

Саспалли вӑл — сас палли,

Сас палли те — саспалли.

Эй, пӗлтерӗшне пула

Уйрӑм, пӗрле ҫырмалла.

 

Чӗлхене сума сӑвар,

Чухӑнлатма кирлӗ мар.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Хамăр ял // 1594.88.5179
2018.05.05 20:54
Питĕ çивĕч ăслă! Киленсе вуларăм. Кăмăлпа култăм. Маттур, Базиль Кириллов!
Если // 1699.84.0765
2018.05.06 17:28
пĕр хĕрарăма аван, пĕр хĕрарăма çех пулсан та, ЗНАЧИТ чăнах та аван. АВАН НА УРОВНЕ "ЗНАЧИТ".
Agabazar // 2252.22.2391
2018.05.06 22:21
Agabazar
Хамăр Ял Хоспочын, куласса култăн пулĕ-ха та, анчах ху чăвашла текстсене мĕн çине таянса çырма шутлатăн!
Э?
Agabazar // 2252.22.2391
2018.05.06 22:27
Agabazar
ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВИЧ ЮМАРТ.

Çак майлашăва пĕрле, уйрăм е дефиспа çырмалла?
Урăхла каласан, хăшĕ тĕрĕс:

1)ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВИЧ ЮМАРТ
2)ГЕННАДИЙФЕДОРОВИЧЮМАРТ
3)ГЕННАДИЙФЕДОРОВИЧ ЮМАРТ
4)ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВИЧЮМАРТ
5)ГЕННАДИЙ - ФЕДОРОВИЧ - ЮМАРТ
6)ГЕННАДИЙ - ФЕДОРОВИЧ ЮМАРТ
7)ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВИЧ - ЮМАРТ
8)ГЕННАДИЙФЕДОРОВИЧ - ЮМАРТ
9)ГЕННАДИЙ - ФЕДОРОВИЧЮМАРТ
....................................................
Агабазару // 2895.14.8030
2018.05.07 21:02
Дурной пример заразителен?
владимир // 3957.56.0551
2018.05.10 03:23
Калаçăва хутшăнни - паха! "Сÿтсе-явнин" усси иккĕленÿллĕ пек. Кулăш енчен - аван. Кулăш тупма-тума пултаракана Л.Н.Толстой та мухтанă тет, ăссăр мар тесе.
Agabazar // 1504.19.2038
2018.05.10 06:18
Agabazar
Чăвашла калаçас пулать кунта. Вырăсла пĕлнипе мухтанам пекки туса ан çÿрĕр, уни-кунисем!
Вообщем // 4011.04.2230
2018.05.10 13:45
больше хотите ЛĔПĔР-ЛĔПĔР?..
Палахерринчен // 1731.05.3805
2018.05.10 13:53
Тӗрӗс, тӑван чӗлхене пӗлес пулать, унпа кӗрешес ҫул ҫине тӑнисене чи малтан пырса тивет ҫакӑ (тӗрӗсҫыраслӑха тӳнтернӗ хӑш-пӗр суя доцентсем пирки сӑмах пырать).
2018.05.17 06:31
Тăван чĕлхене пĕлни кирлех, унсăр мĕнле эпир чăваш тесе калайăпăр хамăра? Тĕрлĕ йышши Вообщем евĕррисем мĕнле витлесен те эпир пур, пулатпăрах.

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики