Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Нерешительность - основа гибкости.
(Закон Шредера)
 

Тимӗр Акташ: «Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвӗ

Тимӗр Акташ30.03.2018 10:407460 просмотров

Вулаканӑн кӗскен ҫырса пыни

 

 

«Сувар» хаҫатра 2018-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 11-мӗш номерӗнче Ренат Харис паллӑ тутар сӑвӑҫӑн «Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пичетленӗ.

Ҫак илемлӗ литература произведенине тулли кӑмӑлпа вуласа тухрӑм. Поэмӑри содержани, пӗлтерӗшпе форма кирлӗ вырӑнтах. Литература илемлӗхӗ, гармони та чуна савӑнтарать.

Публицистика, актуаллӑх, ҫивӗчлӗх — паянхи куншӑн паха пулни — питӗ паха.

Хальхи вӑрҫӑлла ҫулсенче, 2014-мӗш ҫулта пуҫланӗ Украинӑри Донбассра, Сири ҫӗршывӗнче, эпир пурте пӑшӑрханатпӑр, кулянатпӑр. Сӑлтавӗ — Тӗнчере ҫӗнӗ Сивӗ вӑрҫӑ пырать. Часах Виҫҫӗмӗш Тӗнче Вӑрҫи тухма пултарать. Ҫакӑ ан пултӑр тесе автор питӗ тӗрӗс, ҫивӗч ҫырать.

СССР вӑхӑтӗнче, тен, 1970-1980-мӗш ҫулсенче, ҫак ҫинчен чаплӑ совет, вырӑс сӑвӑҫ Андрей Вознесенский сӑвӑсем ҫырнӑ. Унӑн йӗркисем халь те асра: «Девять, восемь, семь, один, Йоко Оно, Грэхэм Грин». Тата ядерлӑ ракетӑсем ҫинчен: «... И вырву кнопку с проводами!»

… Ренат Харисӑн ҫӗнӗ поэмине пирӗн чаплӑ чӑваш сӑвӑҫ Валери Туркай питӗ ӑста куҫарнӑ. Вӑл хӑй те питӗ ӑста, илемлӗ сӑвӑсене ҫырать. Унӑн куҫару ӑсталӑхӗ та тӳрех курӑнать, туйӑнать.

Унччен вӑл тутар классикӗн Габдулла Тукайӑн сӑввисене ӑста куҫарнӑ, кӗнекене пичетленӗ: «Габдулла Тукай. Халӑхӑм, сана юратрӑм. Чӑвашла В. В. Туркай куҫарнӑ. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2010. — 72 с.» Кӗнекере Тукайӑн чи паллӑ сӑвӑ — «Туган тел» — «Тӑван чӗлхе» — пичетленнӗ.

2016-мӗш ҫулта Шупашкарта, ЧР Наци библиотекинче Валери Туркай, 55 ҫул тултарнӑ май, вулаканӗсемпе Поэзи тӗлпулӑвӗ ирттерчӗ. Унта вӑл паллӑ вырӑс сӑвӑҫӑн Гавриил Державинӑн «Бог» (Турӑ) чӑвашла куҫарнӑ одӑна ӑста вуланӑччӗ. Мӗнле илемлӗ пулчӗ!

Валери Туркай паллӑ пушкӑрт сӑвӑҫин Мустай Каримӑн, балкар сӑвӑҫин Кайсын Кулиевӑн, Дагестанри Расул Гамзатовӑн, тата урӑх Кавказ поэтсен сӑввисене куҫарнӑ.

 

Тимӗр Акташ.

Шупашкар, 2018. Пуш. 29-мӗшӗ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимĕр Акташ // 1867.28.8280
2018.03.30 13:59
Хушмалли. 1. Интернетра Андрей Вознесенскийен "Сон (Я шёл по берегу Оби)" тулли вариантне халь тупрам. Сак сава сапла весленет: "... Я вырвал с проводами кнопку!"
2. Тепер асанна савана Интернетра тупман.Тен, ана савас хут сине сырман-и? Сак йеркене эпе СССРти "ЦТВан "Программа "Время" хыпарсен калараме итлене чух аса хыврам. Вознесенский ана корреспондентне микрофон уменче хай калана. Тен, сака умен те пусенче сава сурална кана. Перестройкалла 1987-меш султа Мускавра тенчери палла культура деятелесен Петем тенчери обществалла форум пуханначче. Савас калана: "Цифры нынешнего года ассоциируются у меня с обратным отсчётом перед пуском ядерной ракеты".
Agabazar // 4899.5.5812
2018.03.30 14:14
Agabazar
Ренат Харис, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсем пурнакан Чăнлă районĕнчи Тутар Каши ялĕнче çуралнă.

Анчах та вăл кунта нумай пурăнман. Ашшĕ-амăшĕпе Тутарстанти Пăва районне куçса кайнă. Çав ял (Бик-Ути теççĕ) Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимешĕпе юнашар.

Тутар Кашинче малтан чăвашсем тутарсенчен сахалтарах пулман. Анчах та 1913-мĕш çулта урăх çĕре куçса Кунтиккав ялне никесленĕ те, чăвашсем Тутар Кашинче сахалăн тăрса юлнă.
Анчах та унта чăвашсем паянхи кун та пур. Ялăн кăнтăр енчи темиçе урамра пурăнаççĕ.

1930-мĕш çулсенче Мускавра чăвашла тухса тăнă "Коммунар" хаçатăн тĕп редакторĕ Г. Молостовкин çав Тутар Кашин çынни пулнă. Анчах вăл та килйышĕпе çамрăклах Кунтиккава куçса кайнă.
Agabazar // 4899.5.5812
2018.03.30 14:25
Agabazar
Электронла чăваш энциклопедире МОЛОСТОВКИН Гаврил Александрович пирки çырнă статья пур. — http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=2439

Елховое Озеро тени Тутар Каши пулать.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики