Юханшыв


«Юлхавлăн юхан шыв юхать...»


Юлхавлăн юхан шыв юхать,

Сĕтĕрĕнсе кĕтӳç пушши пек

Кăмакари ăш çăкăр пек,

Хăпартланса хĕвел тухать.

 

Патрак — санпа тĕнче хушши.

Куç курăнми çӳхе çеç кантăк.

Шартлатсанах кĕтӳç пушши,

Унран тăрса юлас пек ванчăк...

 

Тĕнче, чăнах та-мĕн черчен.

Танлаштарсассăн фарфор савăт.

Çакна куран чӳречерен:

Хурланчăк çын е шутсăр савăк...

 

Юлхавлăн юхан шыв юхать,

Сĕтĕрĕнсе кĕтӳç пушши пек.

Иртни-пулни асра юлать:

«Асту!» — тесе сана калать пек.

Ятсăр юханшыв


Эп ятсăр юханшыв çинче çуралнă

Ял ячĕ те ытла пит паллă мар.

Кил вырнĕсем пулаççĕ пуль пĕр аллă,

Ăна кунта кирлех-ши калама?!.

 

Анчах та ятсăр юханшыв хăй майăн

Тӳлек шывне пĕр вĕçĕм хăвалать.

Ырхан çеремпеле лутра хăвалăх айĕн

Шăнкăртатса тухать вăл Çавала.

 

Çавалĕ те Чăваш çĕршывĕ тăрăх

Пухса пур тĕрлĕ пĕчĕк шывсене,

Çитес çĕре юхса çитет тăп-тăррăн,

Мăн Атăла хăй пурлăхне сĕнет.

 

Çапла калав каять вăл малалла та,

Тухать Мăн Атăл Каспи тинĕсне...

Эп ятсăр юханшывăма ырлатап:

Тăвать-мĕн вăл та ыттисен ĕçнех.

 

Ан тив, эп ятсăр шыв çинче çуралнă,

Ял ячĕ те ытла пит палла мар...

Çершывăм ĕçĕнче, тумлам пулсан та,

Туятăп хамăн вăйăм-халăма.

Çутатса тухать хĕвел...


Çутатса тухать хĕвел

Сăр ту хыçĕнчен.

Шевлипе çиçет çӳçел

Сывлăм типиччен.

Юханшыв ун айĕнче

Тĕлĕрсе юхать;

Тĕкĕр пек шыв çийĕнче

Ун мĕлки тăрать.

Çаврăм-çаврăм шыв юххи

Шыв саранине.

Çупăрларĕ... шыв чăххи

Анчĕ шыв çине.

Çавăнтах шыв качаки

Шыв кăпшанкине

Тытрĕ «хыпрĕ»

Ăшчикки

Пачĕ сассине.

Вĕçсе анчĕ шыв таки

Тӳррĕн шыв çине,

Пулă тĕлĕрнĕ пирки

Лекрĕ ун пырне.

Шыв çинче шыв лĕпĕшсем

Лĕпĕс вĕçкĕлеç.

Тупăшса шьш пăрçисем

Пăт-пат сиккелеç.

Ухнăçем ухать Хĕвел

Урине ярса,

Типрĕ сывлăмран çӳçел

Çĕн куна савса.

 

Утă, 2001.