Пурнӑҫ


Эх, кун-çулăм, пурнăçăм...


Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,

Хаяр хĕрлĕ пăрăçăм,

Мĕншĕн пыл сĕнмерĕн-ши,

Е тиркет ку терĕн-ши?

 

Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,

Пĕр çунатлă тусăмçăм,

Теприне ма хуçрăн-ши,

Ĕмĕте ма татрăн-ши?

 

Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,

Чул хушшинчи çăлкуçăм,

Тертлĕн, çапах юхатăн,

Вăй-хал, сиплĕх паратăн.

 

Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,

Каçар, Аслă Турăçам,

Каçар ӳпкелешнĕшĕн,

Парнӳне тиркенĕшĕн.

Пурнăç кăткăс


Пурнăç — кăткăс, килĕшсем, ыр çыннăм,

Иртнĕ кун каялла таврăнмасть.

Тулăх пулчĕ-ши ман иртнĕ кунăм —

Кустăрма та хăш чух çаврăнмасть.

 

Тӳлĕккĕш ан ман, вăл ĕмĕр пайĕ,

Хурçă ункăсемлĕ вăчăра.

Асăрхамасан татăлса та кайĕ…

Тăван пултăр санпа тачăрах.

 

Ратне-хурăнташ пултăр татуллă,

Пурнăç — кăткăс, ыран — тем пулать…

Мĕн тесен те пуплевĕ ыйтуллă —

Ĕмĕр иртет. Тарăн йĕр юлать.