Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Михха пĕчĕк хапхине уçса кĕчĕ те вăйпа шатлаттарса хупрĕ. Сăнчăрти йыттисем вĕре-вĕре хуçине хирĕç сикрĕç. Михха, вĕсене ачашла-ачашла вĕрме чарсан, пӳртре юрланă сасă илтĕнчĕ. Лукарье качча килнĕ чухнехи пек пăхманни, çывăх пурăнакан хĕрарăм ăшшăн савманни тарăхтарса çитернĕччĕ ăна. Хĕрачи макăрнă сасă хăлхине пырса кĕрсен, кăмăлĕ пăсăлчĕ. «Мĕн пулнă ăна? Хăй юрă ĕрлешет, ачи макăрать...» Михха васкаса кайри пӳрте кĕчĕ, Малти пӳрт алăкне уçса ячĕ те, унта мĕн пуррине курсан, пуçĕнчен çапса анратнă пекех пулса кайрĕ. Урайĕнче сăмавар, кăкшăм ванчăкĕсем выртаççĕ. Лукарье урайне месерле сарăлса выртнă та упăшки килнине те туймасăр юрлать:
Çӳлелле пăхрăм та тĕлĕнтĕм
Кайак хурсем вĕçнинчен.
Хам çине пăхрăм та тĕлĕнтĕм
Çамрăк ĕмĕр иртнинчен...
Михха арăмĕ ӳсĕррине çеç мар, ăна тем пулнине те тавçăрса илчĕ. Ахальтен-и унăн пит-куçĕ тăрмаланса пĕтнĕ? Анчах хĕрачи макăрни арăмĕ пирки хускалнă шухăшĕсене вăхăтлăха сирчĕ. Вăл, чăлана кĕрсе, хĕрачине алла тытрĕ, йăпатса макăрма чарчĕ. Вара ăна сĕтел хушшине лартрĕ те арăмĕ патне пычĕ.
— Лукарье, тăна кĕр! Ӳлеме чарăн!
Лукарье силленине туйса шăпланчĕ. Пăтранчăк куçĕпе умĕнче упăшки тăнине палласа илсен, курайманлăхĕ çивĕчленчĕ. Вăй-хăвачĕ çитес пулсан халь сиксе тăрĕччĕ те ярса тытĕччĕ, шăлĕпе çыртса çурĕччĕ, куçне чавса кăларĕччĕ. Лукарье вырăнтан та хускалаймарĕ. Макăрнă-йынăшнă пек пулса çеç сасă пачĕ:
— А-а... Михаил Петрович... Килех, килех...
— Намăса çак териех çухатма мĕнле тăн çитертĕн?
— И-и, эпĕ намăса çухатнă-и? — ахăрчĕ Лукарье.
— Ухмаха ертĕн-им!
Лукарье тăруках кулма чарăнчĕ те упăшки çине хаяррăн пăхрĕ.
— Çук, эпĕ ухмаха ермен! Эсĕ вăт... Чăн та, ухмаха ернĕ! Венчете тăнă арăмупа пĕрле пулма вăхăт çук сан. Атăлти йывăçусене манран хаклăрах шутлатăн. Сан мĕнпур пурнăçу Атăл çинче вĕт. Акă, кĕр çитĕ те çил-тăвăллă çанталăк эсĕ арăмупа юнашар выртнипе выртманнине ыйтса тăмĕ... Пĕтĕмпех юхтарса кайĕ... Ют арăмсемпе çапкаланса çӳреме çеç вăхăт пур сан. Унпа çапкаланма Атăл та, çил-тăвăл та кансĕрлемест...
Арăмĕ сӳпĕлтетни Миххана хытах çиллентерчĕ.
— Сана калаççĕ, чарăн!
— Çапла-çке, ман чарăнмалла. Санашкал таса çынпа мĕн калаçăн? Эсĕ ним те курман, ним те пĕлместĕн вĕт. Микулай ухатник пекех таса. Акă, турăш кĕтессине тăратăп та сана кĕлтума тытăнăп. Анчах эпĕ култунипе сахал сана. Урăххине те кĕлтутарасшăн... Ахаль мар... укçа тӳлесех...
— Сăрнай темерĕн! — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ Михха. — Сăмах вылятса ан калаç манпа! Тӳртен каласа пар: ку халапсене ăçтан шутласа кăлартăн?
— Çук, шутласа кăларман. Хам куçăмпа куртăм. Хам хăлхапа илтрĕм. Эпĕ çеç мар, пĕтĕм ял курчĕ. Пĕтĕм ял илтрĕ. Вăл пĕтĕм халăх умĕнче ним пытармасăр каласа пачĕ.
— Кам? Мĕн каласа пачĕ?
— И-и... Ятне илтес килет-и? Мĕнех, калама та пултаратăп... Анук...
Михха сăмах чĕнеймесĕр тăчĕ. Лукарье малалла сăтăрттарчĕ:
— Камне пĕлетĕн-и ĕнтĕ?.. Вăл пĕтĕм Энĕшкасси умĕнче Михха мана ылтăнланма пулчĕ терĕ.
Михха арăмĕ сăмахĕнче тĕрĕсси пуррине аса илчĕ. Вăл, чăн та, Анука ылтăнлама сăмах панăччĕ пулас. Анчах ун çинчен мĕншĕн халăх умĕнче каласа панине ниепле те ăнланаймарĕ. Çитменнине, укçа пĕр пус та паманччĕ. Михха хăй кунта пулман чухне ялта тĕлĕнмелле ĕç пулса иртнине тавçăра пуçларĕ.
— Акă мĕн, Лукарье, анрашма чарăн-ха эсĕ. Луччĕ йĕркипе каласа пар, мĕн пулса иртнĕ кунта?
— Ман урăх ним каламалли те çук. Мĕн аçа йытă пек пăхатăн? Кайса шелле сучкуна. Паян старостăпа десятскисем ун мăйне питлĕх çаксах урам тăрăх çӳретрĕç. Халь ĕнтĕ хăй телейĕшĕн куççулĕпе çăвăнать пулĕ... Тен, çĕнĕ пӳрт те лартса парăн... — Лукарье ӳлесе макăрса ячĕ.
Урăх чухне пулсан, Михха арăмне çапса та пăрахĕччĕ. Халь мĕн пулса иртнине пĕлес килни чарса тăчĕ ăна. Лукарье пурпĕрех йĕркеллĕ каласа пама пултарас çуккине ăнланса, старостăран ыйтса пĕлме шут тытрĕ.
Михха пырса кĕни Платуна хăратса пăрахрĕ. Вăл Анук каланисене пĕтĕмпех тĕрĕс пек ĕненнипе ку ĕçе çыхланнăшăн хăйне хăй ӳпкелетчĕ. Халь Михха килни ăна тавăру персе çитнĕ пекех туйăнчĕ.
— Михаил Петрович, тархасшăн, каçар. Паян эпĕ, чăн та, аван мар ĕç турăм. Анчах кĕтеçре иккун пур... — Платун сăхсăхса илчĕ, — ку ĕçре сан ят хутшăннине нимĕн те пĕлмен. Пĕлнĕ пулсан, хам çеç мар, çынсене те ирĕк памастăмччĕ, — терĕ.
— Ман ят мĕнле ĕçе хутшăннă вара?
Платун çăмăлраххăн сывласа ячĕ... «Тавăçрса илеймерĕ пулсан, нимĕн те пĕлмест-ха Михха. Çынсем каласа париччен хам ăнлантарса пани аванрах», — тесе шухăшларĕ те Михха пĕлнипе пĕлменнине ĕненесшĕн ыйтрĕ:
— Эсĕ ялта мĕн пулса иртни çинчен илтмен-и вара?.. Пурте калаçаççĕ-çке...
— Ĕç эпĕ илтнипе илтменни çинче мар. Эсĕ тĕплĕнрех каласа панине илтесшĕн килнĕ эп. Староста пуринчен те лайăхрах пĕлмелле.
— Хама хам тем пекех ӳпкелетĕп, Михал Петрович. Анчах Микулай ухатник пĕлет...
— Ун çинчен ыйтмаççĕ санран! — хыттăн пӳлсе хучĕ Михха. — Ялта мĕнле ĕçсем пулса иртни çинчен пĕлме килнĕ эп. Çавна ним пытармасăр каласа пар.
Платун пăрăнса юлма май çуккине ĕненчĕ.
— Михал Петрович, инкек куçа курăнса килмест тесе ахаль каламан ваттисем, — ассăн сывласа пуçарчĕ вăл сăмахне. — Ял çине хыпар сарăлчĕ... — Лукарье ятне юриех асăнмасăр хăварчĕ Платун. Ку хыпара Лукарье шутласа кăларни çинчен ма каласа парас Миххана? Вĕсем арăмĕпе иккĕшĕ ятлаçĕç те мирлешсен каллех пĕр кăмăл-шухăшлă пулĕç. Халь Лукарьен ятне асăнсан кайран хамах аван мар килсе тухĕ. — Ял çине хыпар сарăлчĕ... Анук ыйткаласа çӳрекен хĕрарăма çаратнă тесе...
—Мĕнле ыйткаласа çӳрекен хĕрарăма?
— Сан урхамах таптанă хĕрарăма, Михал Петрович, — йăпăлти сассипе хуравларĕ Платун.
Михха çав самантрах аса илчĕ. Анчах та ирсĕр ĕç туни ӳкĕнтермерĕ ăна.
— Вилмен-и вара вăл?
— Çук çав. Анук çавна курать те ăна хăй патне кĕртсе вырттарать. Лешĕ тухса кайсанах, Анукпа Макçăм пасара каяççĕ те лаша, вăрлăх тата çăнăх тавраш илсе килеççĕ. Ун чул укçа ăçтан туптăр вăл? Упăшки çук. Хуняшшĕ те ĕçрен таврăнман. Çакна пула Анук ыйткаласа çӳрекене çаратнă тенĕ хыпар сарăлнă. Ху пĕлетĕн, Михал Петрович, ял хушшинчи йĕркелĕхе тыткаласси тата хамăр ялăн ырă чапне упрасси ман ĕç. Эпĕ десятскисене чĕнтĕм те Анук патне ухтарма кайрăм. Унта пырсан, ял çинче çӳрекен хыпар тĕрĕсси аванах курăнчĕ. Лашине, тырри-пуллине — пурне те тупрăмăр. Ку япаласене илме укçа ăçтан тупнине каласа памарĕ. Вара тĕпчеме шут тытрăмăр. Çакăнтан сиксе тухрĕ ĕнтĕ инкекĕ те...
— Мĕнле инкек? — васкатрĕ Михха.
— Пире сан арăму тĕл пулчĕ. Вăл, чыслă та тӳрĕ хĕрарăм, вăрра курсан тӳсеймерĕ, ун пичĕ çине сурчĕ. Анук десятскисен аллинчен вĕçерĕнчĕ те сан арăмна ярса тытрĕ. Аран-аран вĕçертсе илтĕмĕр. Вăт... çакăн хыççăн вара укçана Михха пачĕ терĕ. «Акă, Михха пытăр-ха ман пата, йăлт каласа парăп. Вара сире эпĕ мĕнле вăррине кăтартĕ!» —терĕ. Ку хăямат сан еркĕн пулнă-çке тесе тавçăрса илтĕм те пăрахса кайрăм. Ман хыççăн ыттисем те саланчĕç. Малтанах пĕлнĕ пулсан, вĕсем патне ура ярса пусмăттăм, пӳрнепе тĕкмен пулăттăм. Каçар, Михал Петрович.
— Анук суйрĕ пулсан?
— Мĕнле суйма пултартăр вăл? — йĕкĕлтесе кулчĕ Платун. — Çамрăк та упăшкаллă хĕрарăм пĕтĕм ял умĕнче хăй çине мĕн тесе çавнашкал намăслăх илет пулĕ? Кун хыççăн мĕнле куçпа урама тухĕ вăл? Хуняшшĕпе упăшки мĕн калĕç?
Платун çине тăрсах хăй сăмахне пени тата вĕсене ун ячĕпе хăратни Михха мăнкăмăллăхне рехетлентерчĕ. Кунта вăл хăйĕн вăй-хăватне курчĕ. Çакăнпа пĕрлех Анук хăйне пĕтĕм ял умĕнче намăса кĕртнĕ. Миххана хисеплеменшĕн урăхла тавăру шутласа та кăлараймăн. Ан тив, ытти çынсем те Платун пекех шухăшлаччăр, Анукшăн пурнăç ан пултăр. Ку Миххашăн ним те мар, Лукарьене те çавăрма пулĕ. Анчах кунашкал шухăшсем Миххана çырлахтармарĕç. Вăл пушшех пăлханчĕ: «Анук мĕн сăлтавшăн хăйне çав тери хур кӳчĕ пулĕ? Мĕнрен çав тери хăранă вăл? Çапах та ун чухлĕ укçана ăçтан тупнă вăл? Ыйткаласа çӳрекене çаратнă-ши? Çук, ку пулма пултараймасть. Ыйткаласа çӳрекенĕн ăçтан укçа пултăр?» Вара Михха пуçне кĕтмен тавçăру пырса кĕчĕ. Микула ярса паман-и? Тен, хăй килсе кайнă? Апла тесен, вăл ăçта та пулин чиперех ĕçлесе пурăнать? Михха чĕринче нихçан сӳнми курайман-лăх — Микулана тавăрасси — тăвăлланса хăпарчĕ.
— Çитĕ! — аллине сулчĕ Михха. — Сучкине халăх умĕнче палăртма вăтанман пулсан, хăйне хăй ӳлкелетĕр!
— Ан та калаç, Михал Петрович...
Михха сывпуллашса тухса кайрĕ. Платун патĕнче чухне хускалнă шухăшĕ çав-çавах канăç памарĕ ăна: «Анук укçа ăçтан тупнине мĕнле пĕлес? Микула панă пулсан, ăçта пурăнать вăл? Анук патне кĕрсе тĕпчесе пăхас мар-ши? Çук, ним те ĕç тухмĕ. Мана каласа пама мар, татах хăваласа намăса кĕртĕ. Уретнике тĕпчеттерес мар-ши? Çук, кунашкал та ĕç тухмĕ. Халăх умĕнче суйма хăйнине уретник умĕнче вăтанса тăмĕ. Луччă пачăшкăна чĕнтерес. Этемĕн чунне тыткаласси ун ĕçĕ», — хăйне хăй лăплантарчĕ Михха.
XIX
Анукпа Кĕтерук куçĕсенчен куççулĕ типме те ĕлкĕрейменччĕ — вĕсем патне пуп пырса кĕчĕ. Анукпа Кĕтерук тĕлĕннипе саламлă сăмах калас йăлана та манса кайрĕç. Тĕлĕнмесен те май çук. Чухăн çын килне пуп виçĕ сăлтавпа кĕнĕ: иккунсемпе çӳренĕ вăхăтра, венчет тырри пуçтарнă чухне тата кам та пулин вилсен. Ануксен килĕнче ку сăлтавсенчен пĕри те пулман.
Пуп, чăрсăр куçĕсемпе çамрăк хĕрарăмсене тинкерсе, çилхине силлентерсе илчĕ.
— Канлĕх те ырлăх пултар ку киле!
Тăрук Кĕтерук пуп умне пырса чĕркуçленчĕ:
— Пачăшкă, пулăшсам, тархасшăн!
Пуп хăй ĕмĕрĕнче çынсен нушипе хуйхине нумай курнă. Шеллеми те пулнă. Анчах кунашкал тăрмаласа пĕтернĕ, хуйхă-суйхă çапса амантнипе çав тери хурлăхлă пит-куçлă çынна курманччĕ. Пуп Кĕтерука Анук тесе шутларĕ. Хăех чĕркуçленсе йăлăнни те питĕ вăхăтлă. Ахăртнех, çылăхне каçарттарасшăн пулĕ?
— Турă пиллетĕр, йăмăкăм, — хăйне сăваплă этем пек тыткалама хăтланчĕ пуп, Кĕтерук пуçĕ çине хĕрес хурса илчĕ. — Пĕлетĕп, сан çамрăк пуçу çине пысăк хуйхă персе аннă. Анчах мĕнле пулăшу кирлĕ? Ним пытармасăр каласа пар. Сана вара турă хăват панă таран пулăшма тăрăшăп.
— Пачăшкă, упăшкаран уйрăлма пулăшсам...
Пупа аякĕнчен чышнă пекех туйăнса кайрĕ. Чăваш хĕрарăмĕ упăшкинчен уйрăласшăн пулăшу ыйтнине кам илтни пур? Пупăн çак самантрах Кĕтерука турă сăмахĕсемпе путарса лартас килчĕ. Анчах вăл хăйне алла илме ĕлкĕрчĕ, кăмăлĕ пăсăлнине пытарчĕ. «Упăшки ним сас-хурасăр çухалнă тетчĕç, халь унран уйрăлма пулăшу ыйтать. Апла пулсан упăшки ăçтине те каласа парĕ-ха».
—Йăмăкăм, эсĕ упăшкунтан уйрăласшăн-и? — хута кĕнĕн ыйтрĕ пуп.
— Ийя, пачăшкă! — пуп хăй çине тинкерсе пăхнине туймасăр тавăрчĕ Кĕтерук. — Унпала пурăнма урăх вăй-халăм çитес çук. Вăл, хĕрачапа иксĕмĕре хĕнесе, йăлтах тарăхтарса çитерчĕ. Пулăшсам, пачăшкă...
Ку хĕрарăм Анук маррине пуп аранах тавçăрса илчĕ. Чиркӳ йĕркисене хирĕçлеме хăякан хĕрарăм камне пĕлесшĕн пулчĕ.
— Сан упăшку мĕн ятлă?
— Якур ятлă... Тихăн ывăлĕ. Халĕ вăл Атăлкасси улпучĕ патĕнче тарçăра ĕçлет.
Пуп Якура лайăх пĕлет. Ăна прихут ямшăкĕнче ĕçленĕ çĕртен те вăлах кăларса янă. Халь те çилленсе пурăнать. Пĕррехинче, прихутри ялсем тăрăх иккунпа çӳренĕ чухне, пуп ӳсĕр пулнипе çумĕнчи пысăк хĕресне çухатса хăварнă. Урăлсан Якура шанмасăр тĕпчеме тытăннă. Лешĕ, ним пĕлменскер, йышăнман. Пуп ниепле те çырлахаймасăр Якур çылăхне каçарттарнă вăхăтра тĕпчесе хăшкăлтарнă. Ку ĕç Якур Михха патĕнче ĕçличченех пулса иртнĕ. Пуп пурпĕр манаймарĕ. Акă ĕнтĕ, арăмне уйăрасси унран çеç килмесен те, прихутри ĕненекенсен умĕнче Якура питлесе намăса кĕртме май килчĕ. Анчах ку шухăша часах сирчĕ вăл. Тĕттĕм чăваш хĕрарăмĕ упăшки аллинчен çăлăнса ирĕке тухас кăмăл-шухăшĕпе чиркĕвĕн йĕркисене хирĕç тапăнни ăна ытла та интереслентерчĕ. Тĕн кĕнекисенче çырса хунисем тăрăх, хĕрарăм усал сывлăшпа тата çĕленпе танах пулса, упăшкине улталаса, ырăпа усала пĕлтерекен улмана çитернипе çылăха кĕнĕрен этем ăрăвне ĕмĕр-ĕмĕрех асапланса пурăнмалла тунă имĕш. Çавăншăн хĕрарăмăн чиркӳ алтарьне кĕме, сылтăм енне тăма та юраман. Хĕрарăм арçын чури çеç пулма тивĕç. Пуп Кĕтерук çине сиввĕн пăхрĕ:
— Таса чиркӳ пĕрлештернĕ арлă-арăмлăх нихçан та сӳнмĕ, ĕмĕр-ĕмĕрех пырĕ!
— Ах, пачăшкă... апла тесен мĕн тăвас-ха?.. Нивушлĕ юратман, ачапа иксĕмĕре те асаплантаракан çынпа пурăнса ĕмĕре ирттерес?
Пуп чĕринче тамăк çулăмĕ халь çиеле тапса тухас пек ялкăшма пуçларĕ. Ку çамрăк хĕрарăм турă йĕркисене хирĕçле йăлăнусемпе, шутласа килнĕ ĕçне хăвăртрах туса пĕтерме чăрмантарчĕ. Анчах пуп Кĕтерукпа хаяррăн калаçнипе тепĕр хĕрарăмĕ писесрен хăрарĕ. Каллех хута кĕнĕн çемçе сасă çине куçрĕ:
— Йăмăкăм, тăна кĕр. Сан чĕлхӳпе эсĕ ху мар, усал сывлăш калаçать. Упăшку ĕмĕрлĕхех сан хуçа. Вăл мĕн те пулин ытлашши хăтланчĕ пулсан, ăна леш тĕнчере хăрушă суд умĕнче айăплĕç. Эпир хамăра турă пӳрнине никама ӳпкелемесĕр тӳссе ирттереме тивĕç. Турă пурне те курать, пурне те хăйне тивĕççине парĕ.
— Апла пулсан, ман валли ку тĕнчере ниепле савăнăç та пулас çук. Ман ĕмĕр тăршшĕпех хĕн-хур айĕнче асапланас пулать... — хуллен ура çине тăчĕ Кĕтерук.
Çамрăк хĕрарăм леш тĕнчери пурнăçпа ним чухлĕ те çырлахманнине пĕлчĕ пуп, Вăл ун кăмăл-шухăшне çемçетме тăрăшрĕ.
— Йăмăкăм, эсĕ мĕн ятлине пĕлеймерĕм те... Çаплах ним пытармасăр калама пултаратăп: сан чуну пĕтес çул çинче. Турă пилленĕ пурнăçпа çырлахманни, чунна çăласшăн тăрăшмасăр çĕр çинчи илĕртмĕш пурнăç хыççăн кай-ни — питех те пысăк çылăх. Витĕр куратăп, йăмăкăм, çав пысăк çылах сан чунна пăтрата пуçланă. Ку çылăхран тасалма тăрăш. Чиркĕве çӳре. Турă ирĕкне парăн. Тӳсĕмлĕхпе пулăшăва унран ыйт. Сан çăлăнăçушăн эпĕ те кĕлтăвăп.
Кĕтерук куçне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ. Пупа ĕнтĕ хăй мĕншĕн килни çинчен сăмах хускатма йывăр пулчĕ, анчах вăл евĕклĕ сасăпа каларĕ:
— Анук, эпĕ сан патна килнĕччĕ... Çылăхлă калаçу чăрмантарчĕ. Турă каçартăр ăна... — пуп сăхсăхса илчĕ.
— Кала, пачăшкă... Эпĕ итлетĕп... — терĕ Анук. Пуп кăштах шухăша кайса тăнă хыççăн:
— Йăмăкăм, эпĕ сирĕнпе хăвăрпа çеç калаçса пăхасшăнччĕ, — терĕ.
Анукăн пуп ирĕкне парăнас шухăш та пурччĕ. Нумай та пулмасть хăй пурнăçне шеллемесĕр ăна çăласшăн тăрăшнă тусне юратни пупа хисепленинчен хăватлăрах пулчĕ.
— Пачăшка, кунта ытлашши никам та çук. Кĕтерук ман йăмăкран та çывăхрах. Сирĕн мана тивекен сăмахсем. пулсан, ун умĕнче ним пытармасăр калама ыйтатăп.
— Хăвăн ирĕк, йăмăкăм. Эпĕ мĕн каласси сана çеç тивет. Çавăнпа ху кăмăлна килнĕ пек итлеме пултаратăн... Йăмăкăм, нумайранпа сăнатăп та, сирĕн киле çĕнĕрен те çĕнĕ инкек килсе кĕрет. Ку мана питĕ пăшăрхантарать. Турă сирĕн киле ырлăх та телей кӳтĕрччĕ тесе кĕлтăватăп. Паян мĕн пулса иртнине илтрĕм те ман куçăмран куççуль юхса анчĕ. — Пуп хурланнă пек кăтартасшăн куçĕсене тутăрпа шăлса илчĕ.— Эсĕ ытла та пысăк çылăха кĕнĕ терĕç. Çакна илтрĕм те мана, сан пачăшкуна, намăс пулчĕ...
Анук вăтанса пуçне усрĕ. Пуп малалла каларĕ:
— Анчах ман ĕненес килмерĕ, йăмăкăм. Çавăнпа, пирĕн мухтавлă та таса çăлаканĕ — христос ячĕпе ыйтатăп: ман хуйхăма чарса, саншăн лăпкăн кĕлтумалла пултăр тесе, çылăха каçарттарнă чухнехи пекех ним пытармасăр каласа пар... Паян сана хурал пӳрчĕ патне илсе кайнă чухне эсĕ каланисем суя марни?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...