Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Инке, эпĕ заклада тӳлесе илме килтĕм, — терĕ Анук ăна-кăна чухламасăр.
Лукарьене йăнăш илтнĕ пек туйăнчĕ... Ара, виçĕмкун çеç-ха закладне йышăнма куççульпе ыйтрĕ. Халь каялла тӳлесе илесшĕн.
— Мĕн ĕçпе килтĕм терĕн?
— Заклада каялла илме килтĕм, инке! — хуравларĕ те Анук вунă тенкĕлĕх кăларса кăтартрĕ. —Акă, çăнăхпа укçашăн çитмĕл пилĕк пусне ил те тăхăр тенкĕ те çирĕм пилĕк пусне каялла пар!
Лукарье йăнăш илтмен иккен. Анукăн аллинче чăн та хут укçа пур. «Ăçтан тупнă вăл ку укçана? Ман упăшка паман-ши?» — шухăшларĕ вăл ирĕксĕрех. Çапах ĕненесшĕн пулмарĕ. Вара Çтаппан ĕçе тухса кайнине аса илсе ыйтрĕ:
— Хуняçу таврăнчĕ-и мĕн?
— Çук, таврăнаймарĕ-ха. Паян-ыран таврăнасса кĕтетĕп — ним шухăшласа тăмасăрах хуравларĕ Анук.
— Апла укçа ăçтан тупрăн?
Кĕтмен ыйту сиксе тухни Анукшăн ниме те пĕлтермерĕ. Вăл сыхланма кирлине те астăваймарĕ:
— Тĕнче аслă, инке. Ырă çынсем те сахал мар. Лукарье вутлăн-хĕмлĕн пулса кайрĕ. Анчах палăртмасăр тӳртен ыйтрĕ:
— Çакăн чул укçа паракан ырă çын кам вара вăл? Лукарье çине тăрса вăлтни Анука вĕчĕрхентерчĕ.
— Эпĕ укçа ăçтан тупни мĕне кирлĕ сана? Акă ил те заклада хăвăртрах каялла пар. Ача пĕччен юлчĕ. Васкатăп.
Лукарье ку укçана ăна Михха панине йăлтах ĕненсе çитрĕ. Вăл çак самантрах Анука çӳçĕнчен тытса тăпăлтар-ма та хатĕр. Ним тума аптранă енне Анука çисе ярасла пăхма çеç пултарчĕ. «Тур çырлахтăр, ку путсĕр хĕрарăм сипетне йăлтах çухатнă-çке? Айккинчен пăхсан, Миххапа иккĕшĕн хушшинче ним те пулман тейĕн! Вăл ним именмесĕрех киле кĕчĕ те хам упăшкан укçине илме сĕнет». Ют арçынпа çыхланнă хыççăн çын умне курăнма аван маррине Лукарье хăй чухланă. Акă унтанпа икĕ çула яхăн çитрĕ, ун çинчен никам та пĕлеймерĕ пулин те паян кунчченех вăтанса çӳрет. «Ку сипетне çухатнă хĕрарăмпа ятлаçса ыррине кураймăн. Хама намăслантарса хăварĕ тата. Тухса кайтăр пĕрех хут», — тесе шутларĕ Лукарье.
— Инке... укçана ил те заклада парса яр!—тепĕр хут астутарчĕ Анук.
— Хăлхасăр мар эп... Илтнĕ, — сӳрĕккĕн тавăрса хучĕ Лукарье. Вара Анук аллинчи укçана илсе, ытлашшине каялла тавăрса пачĕ.
Кун хыççăн вĕсем амбара тухрĕç. Унта Анука япалисене парса ячĕ.
Анук вĕçсе каяс пек хаваслă чĕрипе килнелле утать. Вырăссем панă хаклă парне каллех алăра. Укçана ăçтан тупма пултарни çинчен Лукарье вăлтса ыйтнине аса илсен, ăшĕнче кулса илчĕ... «Ытла та выçă çавсем... Вунă тенкĕ пурришĕн те кĕвĕçсе тăнран тухрĕ. Е вунă тенкĕ çеç мар, çитмĕл тенкĕ пуррине пĕлсен мĕн хăтланĕччĕ-ши? Вилсех кайĕччĕ çав...» Анук кăмăлĕ хавасланса пынăçемĕн çăмăлланса кайрĕ, Лукарьене тĕлĕнтерни çеç çырлахтармарĕ ăна. «Лаша илес те суха патне тухас мар-и? Ати кил хушшинче лаша çӳренине курсан мĕн калĕ-ши? Малтанах тĕлĕнĕ, вара мухтĕ. Ĕне илме те пулатчĕ. Хупмалли çук. Малтан вите тумалла». Анук паян Атăлкассинче пасар пухăнмаллине аса илчĕ те унта кайса лашапа вăрлăх илме шут тытрĕ. «Анчах лашине суйласа илме кама чĕнес-ши? Хам çеç кайсан, улшуçсем чавса тăршшех лартĕç. Аттене чĕнес. Ан тив, мана çилленнĕ пултăр вăл. Пурпĕр улшуçсене лартма ирĕк памĕ. Малашне çилленме те пăрахĕ. Эпĕ вĕсенчен урăх çăкăр ыйтас çук. Мĕн илнине те тавăрса парăп. Кирлĕ пулсан хăйсене те пулăшăп».
X
Анук ашшĕ-амăшĕ патне хавасланса пырса кĕчĕ.
Мăнукне курсан Сантăр чĕри ачашшăн вăркăшма тытăнчĕ пулин те, хĕрне вăл яланхи пекех сиввĕн кĕтсе илчĕ.
Ял тăрăх çӳрекен тĕрлĕ усал хыпарсене илтнĕ хыççăн Наçтик чĕри тем пекех ыратрĕ пулсан та, хĕрĕпе мăнукне халичченхи пекех ăшшăн йышăнчĕ.
— Ванюк, ывăлăм, ман пата кил!
Ванюк кукамăш патне каяс вырăнне алăри хуткупăсне нăртлаттарма тытăнчĕ.
— Ак ĕнтĕ, хуткупăс пур-çке? Кам илсе пачĕ? —Ашшăн ыйтрĕ те Наçтик хĕрĕ хуравласса кĕтрĕ.
Анук куна сисмерĕ. Амăшĕ кĕтнине тивĕçтермесĕрех ачине сĕтел хушшине лартрĕ, çыххине салтса булка, кăнахвет, премĕк кăларса ывăлне пачĕ. Юлашкине амăшне тыттарчĕ.
— Анне, куна пуçтарса хур-ха. Кайран, Ванюк ыйтсан, илсе парăн!
Наçтик хĕрĕ ăçта кайма пуçтарăннине ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Хаклă кучченеçсенчен тĕлĕнсе: — Хуняçу таврăнчĕ-им? Е...— терĕ те шухăшне каласа пĕтермесĕрех шăпланчĕ. Хĕрĕ хăех каласа парасса шанчĕ.
Сантăр та хĕрĕ çине тинкерсе пăхрĕ.
— Çук-ха. Ыран-паян таврăнасса кĕтетĕп. — Ашшĕпе амăшĕ тĕлĕнсе кайнине асăрхаймасăр хушса хучĕ: — Атте, эпĕ пасара кайса вăрлăх тата лаша туянасшăн...
— Лаша? — тĕлĕнчĕ Сантăр.
— Ийя, атте. Манпа пĕрле пасара атя-ха, Суйласа илме пулăш.
Сантăра хĕрĕ аташнăн туйăнчĕ.
— Лаша мĕн хак тăнине пĕлетĕн-и эсĕ?
— Кирек мĕн хак тăрсан та, укçаран хаклă пулас çук, атте. Ати таврăннă çĕре суха патне тухас тетĕп,
— Укçа ăçтан тупрăн? — ĕнтĕ ятарласах сиввĕн ыйтрĕ Сантăр.
Анук ашшĕн кăмăлне каллех сисмерĕ.
— Эй, атте, эсĕ пурне те пĕлесшĕн! Укçа ăçтан тупни кирлех мар. Вăл пурри паха. Ĕненместĕн-им?— терĕ те хĕвенчен укçа кăларса кăтартрĕ. Хăйĕн укçа пурришĕн ашшĕпе амăшĕ те савăнĕç тесе, ашшĕ хаваспах пыма килĕшессе кĕтрĕ.
Наçтик, яланах ăшă кăмăллăскер, халь пăшăрхана пуçларĕ. Хĕрĕ патне Михха кĕнĕ тенине илтсен, чĕри усала сиснĕн ыратма тытăннăччĕ.
— Çук, Анук, эсĕ укçа ăçтан тупнине пирĕн пĕлмеллех, — терĕ амăшĕ.
— Анне, ан тĕлĕнтер! Мĕн тума кирлĕ вăл сана? — шӳтлесерех хуравларĕ Анук.
— Çынсем калаçаççĕ, хĕрĕм, сан çинчен...
— Камсем, мĕн калаçаççĕ, анне?
Наçтик хуравламарĕ. Сантăр вăл малалла мĕн каласшăн пулнине тавçăрчĕ. Ял хушшинче çӳрекен усал халапа вăл та ĕнерех илтнĕ. Анчах ĕненсех кайманччĕ. Ял çинче тем те сӳпĕлтетĕç. Пурне те чĕрене илсен, пурăнас та çук тесе ирттернĕччĕ. Халь, хĕрĕн аллинче укçа пуррине кур-сан, ирĕксĕрех халăх хушшине сарăлнă сăмаха ĕненсе, çилли авăкланчĕ:
— Çынсем мĕн калаçни мар, эпир, санăн аçупа аннӳ, пĕлесшĕн! Ăçтан тупрăн укçа?
Ашшĕпе амăшĕ çине тăрса тĕпчени Анука кӳрентерчĕ.
— Ах, атте... анне... Эпĕ сире ăнланайми пултăм. Пĕркунне сирĕн пата пулăшу ыйтма килтĕм те... атте упăшкапа иксĕмĕре те хăртса пĕтерчĕ. Ĕнтĕ ман укçа пур. Ман-шăн телейлĕ пурнăç çитрĕ. Анчах эсĕ каллех шанмасăр тĕпчеме тытăнтăн... Тем тумалла ĕнтĕ, темле юрамалла сире? —тесе ачине йăтса тухса кайрĕ.
Макçăм кил хушшинче лаша кӳлет. Анук чĕри çав-çавах çунма чарăнмарĕ, куççулĕ типмерĕ пулсан та, хăйне хăй алла илме ĕлкĕрсе кăмăллăн ыйтрĕ:
— Кум ăçта кайма пуçтарăнтăн?
— Суха патне тухиччен пасара кайса килес-ха.
Анук чун-чĕрĕленчĕ. Кĕтмен çĕртен ырлăх килсе тухрĕ. Кумăшĕ ăна лаша суйлама пулăшĕ.
— Эпĕ те çапла шутланăччĕ те...
— Аван. Пĕрле каятпăр, — терĕ Макçăм. — Ванюк, эсĕ те пыратăн-и?
Ванюк тем пакăлтатрĕ, Ахăртнех, хуткупăсне каласа кăтартасшăнччĕ пулĕ, икĕ алли те пушă марри чăрмантарчĕ ăна.
— Мĕн ку сан, булка мар-и? Ха, хуткупăс та пур-çке? Кам илсе пачĕ?
— Анне те... А-анне-е... те.
— А-а-е-е...—Амăшĕ хыççăн хаваслăн кăшкăрчĕ Ванюк.
— Аннӳ илсе панă иккен? Ав мĕнле ача эсĕ. Ана та пĕлетĕн... Юрĕ, кума, лаша кӳличчен пӳрте кĕрсе лар.
Кунта Ванюкăн тус-йышĕсем, Уçкапа Макçăмăн икĕ кĕçĕн хĕрĕ, пурăнаççĕ. Вĕсем кашни кунах Анук патне пырса Ванюка пăхаççĕ, унпала выляççĕ. Халь те Ванюк патне кĕпĕрленсе пычĕç те кашниех ăна хăй аллине тытма тăрăшрĕç.
Тăхтăр-ха эсир... Унăн сирĕн валли тетте пулма кирлĕччĕ... — кăмăлĕ уçăлнипе хавасланса каларĕ Анук.
— Кăтарт-ха, аппа! — чăнкăртатрĕç ачасен сассисем. Анук çыхха салтса мечĕк кăларчĕ те çĕре ывăтрĕ, мечĕке хăвалама тытăнчĕ. Ытти ачасем те тăватă уран Ванюкпа пĕрле мечĕк тавра чупкалама пуçларĕç. Ачасен хаваслă вăййи-кулли Анука савăк кăмăлне тупма пулăшрĕ. Кунта вăл, юратакан тус-йышĕсем патĕнче, чĕрине ыраттаракан сăлтавсем çинчен те каласа пама пултарать. Кунта ăна ăнланĕç, вăйĕсем çитнĕ таран пулăшĕç.
Кĕçех вĕсем çула тухрĕç. Анук лаша илме шутланине каласа пачĕ те Макçăм укçа ăçтан тупнине ыйтасса кĕтсе пычĕ, анчах лешĕ нимĕн те шарламарĕ. Малтанах вăл та Çтаппан таврăннă пулĕ тесе шухăшларĕ. Вăл таврăнманнине пĕлсен те, урăх тĕпчемерĕ, унта ман ĕç çук, хăйсенне хăйсем пĕлĕç терĕ.
Пасара çитсен, лашине кăкарчĕ те, ним чарăнса тăмасăрах выльăх-чĕрлĕх урамне кайрĕç. Пасара кĕнĕ çĕртех пĕр çӳрен лаша сутаççĕ. Анчах лаши ытла шăрт-шарт сиккелесе, ниçта кайса кĕрейми пĕтĕрĕнкелесе тăнине курсан, ку улшуç лаши-ха, вĕсен аллинчен путлĕ лаша илес çук тесе иртсе кайрĕç. Урам вĕçне тухнă çĕрте вĕсем кӳлнĕ тимĕр кăвак лаша тăнине курчĕç. Макçăмпа Анук иртсе каймах тăнăччĕ. Çав вăхăтра унта пĕр улшуç пычĕ те хаклашма тытăнчĕ:
— Эсĕ парассипе кала!
— Халь те парассипе калатăп, — салхуллăн тавăрчĕ лаша хуçи.
— Çук, ырă çыннăм, ку хакпа ĕç тухмасть. Ĕнен, эпĕ сана Мускав хакне патăм. Ку хака сана урăх никам та памĕ. Мĕнле, ал çапатпăр-и?
— Çапмастпăр! — йăлăхтарса çитернĕ вăрăмтунана хăваланăн ал сулчĕ лаша хуçи.
— Юрĕ, пар аллуна! Шарт та март, ман — укçа, сан — тавар! Урапи, лаша таврашĕ-мĕнĕпе вăтăр тенкĕ! — хĕрӳленсе каларĕ улшуç.
— Аллă тенкĕ! — татса хучĕ лаша хуçи. Улшуç пăрăнса кайрĕ.
Анука ку лаша пĕр пăхсах килĕшрĕ. Лаши вăтамран çӳллĕрех, тулли ӳт-тирлĕ. Тăп тăрать пулин те, хăлхисене чăнк тытнă. Куçĕсем чăрсăррăн выляççĕ. Тилхепине хускатсанах вырăнтан сиксе каяссăн туйăнать.
— Кум, лаша аптрамалла мар пек, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ Анук.
Лаша Макçăма та килĕшрĕ. Улшуç ахальтен мар сăпса пек çыпçăнчĕ, хакне те вăтăр пилĕк тенке çитерчĕ. Ан тив, урапипе лаша таврашĕ — вунă тенкĕ тăччăр. Лашишĕн çеç вăл çирĕм пилĕк тенкĕ парать. Макçăм Çтаппан валли Кармăш пасарĕнче çирĕм çичĕ тенкĕ тӳлесе илнĕ лашипе танлаштарса пăхрĕ те ку лаша тата аванрах туйăнчĕ ăна... Ахальтен аллă тенкĕ ыйтмасть хуçи.
— Лаша пăхма начар мар, кума. Мана та килĕшет. Вăй çитерейĕпĕр-ши?
— Çитеркелĕпĕр, кум. Лаши çеç лайăх пултăрччĕ, — шăппăн тавăрчĕ Анук.
— Апла хаклашса пăхма та юрать, — килĕшрĕ Макçăм. Малтанах мĕн сăлтавшăн сутнине пĕлме шут тытрĕ. Макçăм лаша хуçи патне пычĕ.
— Ăçтисем пулатăн?
— Саласем.
Лаша хуçи асăннă ял Энĕшкассинчен виçĕ çухрăмра. Ку çын чăваш пулсан, Макçăмпа иккĕшĕ пĕр-пĕрне палласа та илĕччĕç. Анчах чăвашпа вырăс явăçса пурăнман пирки вĕсем пĕр-пĕрне паллаймарĕç. Çапах та, лаша хуçи çывăх ял хресченне пĕлсен, Макçăм ăна ытларах шана пуçларĕ.
— Кӳршĕ ялсем пулатăн иккен?
— Ху хăш ялсем вара?
— Энĕшкассисем.
— Апла чăн та кӳршĕ ял, — чун-чĕрĕленчĕ лаша хуçи.— Эп хаваспах...
— Ăçтан кӳршĕ ан пултăр. Сирĕн яла кашни çулах ярмăркка курма пыратпăр, — лаша хуçин кăмăлне çавăрас-шăн каларĕ Макçăм. Çавăнтах: — Лашана ытлашшипе сутатăн-и? — хушса вăлтрĕ.
— Ытлашши мар... юлашкине сутатăп.,.
— Апла иккен... Алла килмерĕ-и? — чееленсе ыйтрĕ Макçăм.
— Алла килмелле мар пулма сутăн илнĕ лаша мар вăл. Хам ӳстернĕ эпĕ ăна.
— Миçе çул тытрăн вара?
Сакăр çул. Нуша килмен пулсан, ку лашана алăран ярассăм çукчĕ.
— Мĕнле нуша суттарать тата?
— Çĕнĕ çĕре куçатпăр. Лашана пĕрле илсе кайма çук. Ирĕксĕрех сутма тивет. Эсир лайăх лаша туянас тесен, ним иккĕленмесĕр илĕр. Ĕмĕр ыррăн асăнса пурăнăр.
Макçăм, вырăс ялĕсенче çĕнĕ çĕре куçма пуçтарăнаççĕ тенине илтнĕскер, ку лашана юрăхсăррипе сутманнине ăнланчĕ. Çапах та йăлтах ĕненсе çитеймерĕ. Харпăр хăй япалине кам хурласа сутать пулĕ? Вара, ăнсăртран тенĕ пек, лаша ури çине пусрĕ. Лешĕ тăруках чĕтренсе урине туртса илчĕ. Кукалеме тытăнчĕ.
Лаша хуçи Макçăм мĕн хăтланнине астăваймарĕ, лашине лăплантарма тăрăшрĕ:
— Васятка, тпру! Ан ашкăн. Тĕк тăр!
«Йĕксĕк темерĕн, епле çивĕч туйăмлă вăл! — шухăшларĕ Макçăм. Çăварне уçса шăлĕсене тĕрĕслерĕ, хуçа лаша çулне суймасть иккен. Унтан Макçăм лаша таврашĕсене, ура-пине хыпашласа, кунашкал çирĕп япала ялта никамăн та çуккине пĕлчĕ.
Çав вăхăтра каллех улшуç пырса лаша хакне хĕрĕх тенке çитерсе хăварчĕ.
Макçăм, улшуç çинчен куçне илмесĕр сăнанипе, лешĕ инçех те каймасăр чарăнса тăнине курсан: «Йĕксĕк пуçĕ темерĕщ лашана нимпе те вĕçертесшĕн мар. Апла тесен, хуçи ыйтнă хака тăракан лаша-ха ку», — шухăшласа илчĕ те:
— Аллă тенкĕ терĕн-и-ха? — Ĕçченлĕрех курăнма тăрăшса, малалла каларĕ Макçăм, — эпир те санашкалах нушаллă çынсем. Лашана хамăр усрама илесшĕн. Çавăнпа, хак çинчен урăх калаçса тăмалла ан пултăр тесе, хĕрĕх пилĕк тенкĕ паратăп.
Лаша хуçине ку хак килĕшрĕ.
— Куратăп, эсир те пуян çынсем мар, лашине те усрама илесшĕн. Сирĕншĕн виçĕ тенкĕ чакарăп. Хĕрĕх çичĕ тенкĕ парăр та лаша сирĕн пултăр!
Макçăм, улшуç каллех кунталла килнине курсан:
— Аллуна пар! — терĕ лаша хуçине. Лешĕ аллине тăсса пачĕ. — Пулштух эрехне ху лартатăн!
Лаша хуçи килĕшрĕ.
Улшуç утса пынă çĕртенех кăшкăрчĕ:
— Хĕрĕх пиллĕкпе килĕшетĕн-и?
— Çук, хĕрĕх çиччĕ пачĕç! — хуравларĕ лаша хуçи.
— Хĕрĕх çиччĕ?.. Юрĕ, аллă тенкĕ паратăп!
— Кирлĕ мар. Эпир хĕрĕх çичĕ тенкĕлле килĕшрĕмĕр.
Каялла тума эпĕ усламçă мар, — татса хучĕ лаша хуçи.
— Шел, шел...— эрленсе пуçне сулчĕ улшуç. — Çав тери маттур лашана алăран вĕçертрĕм!
Лаша хуçипе Макçăм хупах еннелле утрĕç.
Анук лаша чĕлпĕрĕнчен тытрĕ те çавăтса кайрĕ, Макçăм лаши тăракан çĕре çитсен, урапа çумне кăкарчĕ. Анукăн лашине мĕн те пулин çитерес килчĕ. Вăл пасара кĕрсе икĕ кĕрепенкĕ хăпарту илсе лашине çитерчĕ. Унтан тырăпа сутă тăвакан урама чупса кайрĕ. Пĕр хаклашмасăрах урпа, сĕлĕ, тулă, пăрçа тата пăри вăрлăхĕ туянчĕ, пĕр михĕ ыраш тата икĕ пăт тулă çăнăхĕ илчĕ. Вĕсене йăта-йăта урапа çине тиесен, каллех выльăх-чĕрлĕх урамне кайрĕ. Ĕнесем пăхкаларĕ, вунпилĕк-çирĕм тенкĕпе аван ĕне туянма пулать иккен. Сурăх та туянма юрать, вĕсем тенкĕ те çитмĕл пусшар çеç тăраççĕ. Анчах ĕне е сурăх илме килĕнче карта-хура çукки чарса тăчĕ. Лаша патне таврăннă чухне вăл çула май икĕ кĕрепенкĕ сысна ашĕ, çур кĕрепенкĕ сар çу туянчĕ.
Макçăм вăл килессе урапа патĕнче кĕтет имĕш. Вĕсем киле кайма тухрĕç. Лавĕ çинче çирĕм пăт ытла пулин те, Анук лаши пушă урапана туртнă пекех çăмăллăн утать. Макçăм Анук лаши мĕн таран вăйлине тĕрĕслес шутпа:
— Кума, манран ан юл вара! — терĕ те лашине чăпăрккапа ăшаласа илчĕ. Лешĕ юртса пыма тытăнчĕ. Анук лаши хăваламасăрах ун хыççăн чупрĕ. Вăл юлса мар, Макçăм лашине таптаса каяс пек пырать. Макçăм лашине сиккипе хăваларĕ — Анук лаши пурпĕрех юлмарĕ.
Анук калама çук савăнать. Вăл ку таранччен тилхепине те хускатмарĕ вĕт. Çак вăхăтра вăл лашин вăйне йăлтах тĕпчесе пăхас шухшăпа тилхепине хуллен карăнтарса карт туртрĕ те:
— Эй, Ваçатка, яра пар! — терĕ.
Лаши тăруках айккинелле пăрăнчĕ. Самантрах Макçăм лашинчен иртсе кайрĕ.
— Кум! Хуса çит! — кула-кула кăшкăрчĕ Анук. Тилхепине татах туртрĕ. Ĕнтĕ лаши вĕçнĕ пек пыра пуçларĕ. Анчах Анук нумаях чуптармарĕ. Каялла çаврăнса пăхса Макçăм самай инçете юлнине курсан, лашине чарчĕ.
Анук лаши, хăй мĕн таран çивĕччине кăтартма май килменшĕн кăмăлсăрланнă пек, тулхăрса илчĕ. Юлашкинчен Макçăм хуса çитсе кăшкăрчĕ:
— Кума! Лаша мар ку сан, вут-çĕлен!
— Уншăн сана тавтапуç, кум. Лайăх лаша суйласа илме пулăшрăн! — Кунашкал илемлĕ, вăйлă та уçă чупакан лаша ялта урăх çуккине шанать вăл. Хуняшшĕ таврăнсан мĕн таран савăнĕ-ши? Акă, хăйсен анисене сухаласа пĕтерсен, Кĕтерук кумăшĕн çĕрне те сухаласа парĕ. Ун упăшки путсĕр пулсан та, вăл пурпĕрех кумăшне пулăшĕ. Ан тив, суха тунăшăн парас уттине сутса кăштах та пулин пурăнмалăх çăкăр илччĕр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...