Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ


Нумай çыртăм. Çитĕ. Санран çыру кĕтетĕп, тӳсейми. Çыр хăвăртрах.

Валя, чунăм, хăвна упра, тилмĕретĕп.

Сана чун-чĕререн юратакан Антип».

— Валя, сан каччун чĕлхи мамăкран та çемçе, — сăмах хушрĕ Елис.

— Телейлĕ эсĕ, Валя, — терĕм эпĕ те.

— Ха, вăл учительница-çке. Унсăр мĕнле, — тĕлĕнет Варук.

Ун шучĕпе, учительница пулни вăл — телей. Варук чеен пăхкалать. Мĕн калать-ха тата?

— Антипа качча каятăн-и вара?

— Каясчĕ те, анчах та вăл кунсем пăхса курăнмаççĕ, ― тавăрать Валя.

— Качча кайиччен, Валя, асту, сар кăткă тĕми çине ларса пăхма ан ман, — ăс парать Елис.

Кăткă купи çине ларсан, мĕнле вĕтеленме тивессине самант туйса илтĕмĕр пулас та, пурте ахăлтатса кулса ятăмăр. Валя хăй савăнăçне пытараймасть. Çумăр ватнă курăк хĕвел шевлипе юсанса çĕкленнĕн, унăн пичĕ çуталчĕ, шăлĕсене витмест тути.

Шăп çак вăхăтра хура курак кранклатнăн каларĕ хучĕ Уртемова, Елиспа юнашар кравать çинче выртаканскер.

— Ан ĕненĕр, хĕрсем! Йĕкĕтсем вĕсем качча иличчен кăна çапла çу сĕреççĕ. Авлансан, арăм кирлĕ мар вĕсене.

— Мĕнле унашкал калама пултартăн эсĕ? — çиллес сассипе пӳлчĕ ăна Валя.

— Мĕншĕн тесен тутанса курнă тутлă пурнăç шерпетне.

Эпир ун çине пурте тĕлĕнсе, çăвара карса пăрахсах пăхрăмăр курăнать. Çавăнпах-тăр, ыйтасса кĕтмесĕр, малалла çаптарчĕ.

...Уркка ялта çуралса ӳснĕ. Çамрăклах спектакльсенче вылянă. Артистка пулма ĕмĕтленнĕ. Пĕррехинче хуларан режиссер пынă вĕсен спектакльне курма. Вунçичĕ çулхи артисткăна курсан хĕпĕртесех кайнă хайхискер, кушак пек çăвăннă ун çумĕнче. Илĕртнĕ ăна. Сĕт кӳллисĕр пуçне, пурне те пама пулнă. Ĕненнĕ Уркка ватă тилле. Кайнă унпа хулана. Анчах чĕрçи çине лартса сиктересси нумая пыман. Пуçланать ятлаçу. Упăшка киле таврăнмасть. Мĕн тумалла-ха çамрăк арăмăн? Хăраххăн ирттернĕ каçсенче мамăк минтер сахал мар куççуль сăрăхтарнă. «Пурпĕрех тавăратăп пуриншĕн те», — хаярланнă арăм.

Ача çуралнă. Ывăл! Пĕр уйăх кăкăр ĕмĕртсе усрать ăна амăшĕ, унтан — сывă пул! Тухать тарать килтен.

— Ачуна пăрахса хăвартăн-и? Уй-уй! — тарăхса илчĕ Елис.

— Çын куçĕнчи çӳппе ан пăх, ху куçунти пĕренене кăлар, — çийĕнчех татса хучĕ Уртемова Елиса.

Ачинчен хăтăлнă Уркка — каллех хĕр. Çĕнĕ пурнăç ăна тепĕр хут сцена çине хăпартать. Вылянă, савăннă, çӳренĕ. Анчах та чун — пушă кăшкар, çăмхалама çип тупăнман.

Кам пĕлет йĕкĕтсем ăçталла пăхнине? Вăрçă тухсан, çар çыннисем хушшинче чиперрине тупас шухăшпа, Уркка хăй ирĕккĕн фронта каять... Телей çывхарсанах — тарать. Урккана прачечнăя кĕпе çума янă. Кама курĕ вăл унта?

— Сире чуна уçса патăм. Калăр-ха, кĕпе çумалли хĕр-и эпĕ? — тарăхать Уркка. — Мана сцена памалла. Эпĕ — артистка. Вара мĕн ĕмĕтленни çитĕ. Халĕ эпĕ телейсĕр. Пурăнатăп çĕрпе пĕлĕт хушшинче, сывлăша пăсса.

Шăпланчĕ Уркка.

Ман ăшра иккĕленӳ çуралчĕ: ӳсĕр мар-ши ку? Ытахльтен çапла пакăлтатмĕ çын. Апла тесен, эрехне ăçтан тупрĕ-тĕр? Сăмах чĕнес килмест. Темшĕн ăш йĕкленчĕ, чĕлхе вĕçне йӳçенкĕ килчĕ. Чĕрере ырă мар туйăм. Ыттисем те урăх сăмах чĕнмерĕç. Елис çеç калаçăва хăй майăн вĕçлерĕ:

— Тута-çăвар чалăш пулсан, куçкĕскине ятлама та кирлĕ мар.

Сăмах-юмах таçталла сулăннă пирки эпĕ Елиспа тĕплĕн пуплеймерĕм те.

— Йăмăкăм, кил-ха, — кăчăк туртрăм ăна.

Вăл самант ман çума килсе ларчĕ. Ыттисене чăрмантарасран сыхланса, унпа пăшăлтатса калаçма тытăнтăм:

— Мĕнле унта, ĕçӳ-хĕлӳ килĕшет-и?

— Кĕске вахăтрах пуçăма тĕрлĕ шухăш кĕрсе пăтратрĕ. Тухса тарас кăмăл та хупларĕ пĕр кана. Анчах юраманнине пĕлетĕп. Çав, юраманни, шăл çыртса тӳсме хистет. Сусăрланнă çын тертленсе ăшаланнине пăхса тăма ах! йывăр. Тупата, ун асапне çăмăллатассишĕн пурнăçа парăттăм.

Йӳçĕ пилеш чăмланăн пичĕ-куçĕ туртăнса илчĕ Елисăн. Ӳт-пĕвĕ чĕтренчĕ.

— Йывăр аманнисем пур-и-мĕн?

Пырне капланнă тарăхăвне çăта-çăта, питĕ хăрушла хыпар каласа пачĕ Елис. Ун сăмахне çӳçенмесĕр итлеме май та çук.

Елиса вырнаçтарнă вырăн вăл — госпиталь. Çăмăл аманнисене, юсаса час ура çине тăма пултараканнисене çеç кунта хăвараççĕ. Йывăр сусăрланнисене малтанхи пулăшу параççĕ те вăрçă кĕрлемен çĕрти госпитале ăсатаççĕ.

Иртнĕ кун юнпа вараланнă, пăхма хăрушă икĕ паттăра илсе пынă, тет, госпитале. Иккĕшĕ те çап-çамрăк.

Пĕри — шофер, авиаци чаçне хĕçпăшал турттараканскер. Ун янахĕ осколок тивнипе юсама çук тĕпреннĕ. Хирург пулăшайман. Вăл шăмă тĕпренчĕкĕсем тăрăннă ӳт татăкĕсене касса тасатма çеç пултарнă. Апат пачах çиеймест çын. Шыв е шĕвек пăтă тӳрех пыр шăтăкне кашăкпа ямалла.

— Хăй питĕ чипер, — терĕ Елис, тути хĕррисене тутăрпа шăлса. — Куçĕ кăн-кăвак, çӳçĕ сарă. Халиччен илтмен хушамат ун. Хут çине çырса пачĕ — Ипорой.

— Чăваш мар-ши вăл?

— Кам пĕлет. Ыран ыйтса пĕлетĕп-ха.

Иккĕмĕш аманнă йĕкĕт — летчик. Унăн та хăрушла суран. Кăкăрĕнче алтăр вырнаçмалăх шăтăк. Юн палкать. Темĕн чухлĕ марля хурсан та чарăнмасть, марля пĕветнĕ пек хĕп-хĕрлĕ хĕрелет.

 

Тепĕр кунне столовăйне илсе çктерекен сукмакпа пыраттăм чиперех. Сасартăк курах кайрăм: сылтăм енчи хурăн вуллине пĕр хĕр ыталанă та тăра парать, пуçне усса. Хăй халат вĕççĕнех. Хĕл сивви те тивмест-ши вара ăна? Сăнарах пăхрăм хайхискерне. Э-э, ара, ку Елис-иç. Кĕрт ашса çывхартăм самант.

— Йăмăкăм, — ыталаса илтĕм ăна, питĕнчен чăп-чăп чуптурăм. — Мĕн пулчĕ?

— Талюна, эпĕ питĕ телейсĕр çын, — ниепле те нăшăклатма чарăнаймасть хăй.

— Кирлĕ мара ан калаç-ха, ― тетĕп ăна лăплантарас шутпа. — Пустуй куççуль ан тăк.

— Халиччен эпĕ çын мĕнле вилнине курман. Ку вара ман алăрах вилчĕ. Ман алăрах, ах...

— Кам вилчĕ?

— Лешĕ, янахсăрри, Ипорой хушаматли. — Елисăн хурлăхлă сасси илемсĕр. Вăл, мана курмасла, куçне аякрн темĕскере тĕллерĕ. — Паян ăна тылри госпитале яма хатĕрленĕччĕ. Çула тухас умĕн апат çитерме хушрĕç мана. Койки çине ларса, хайхискере хам çума тайăлтартăм та çурăмĕнчен сулахай алăпа ыталарăм. «Çисем», — сĕнетĕп, шĕвек маннă пăттине кашăкпа пыр шăтăкне кĕлт ярса. Чиперех çăтрĕ. Кайран тем пулчĕ — чыхăнчĕ. Унччен те пулмарĕ — пуçĕ лăнк! турĕ. Куçне тавăрса пăрахрĕ хăрушла! Ак япала. Çын мăшт та сывламасть. Хăранипе вырăнĕ çине карт! тĕкрĕм. Каска пуканĕ пек кăшăлл! йăванчĕ. Сехĕрленнипе çари кăшкăрса ятăм. Чупса пычĕç темиçен. «Укол тăвăр!» тетĕп. Тухтăр янахсăррин алă тымарне тытса пăхрĕ, пӳрнипе куç хупанкине шутарса сăнарĕ те каларĕ: «Халь тин укол пулăшаймасть ăна». Эпĕ палатăран тухса вăркăнтăм.

Хамăн та кăмăл пăсăлчĕ. Елиса йăпатма сăмах тупаймастăп. Шутсăр шеллетĕп мĕскĕне. Ытла çамрăк вăл, ача-ха. Лăпкă саманара путек пек тăрс-тăрс! сиксе çӳремелле ун. Халĕ, ав, тискер вăрçă виле кăтартать. Ĕмĕрлĕхе хуçăлса юлмасан юрĕччĕ. Малалла тата тем те курăпăр. Тăшманран ыррине кĕтме хĕн.

 

13

Ĕç пĕтертĕмĕр те аэродромран тухрăмăр. Паян комсомол пухăвĕ пулать. Васкатпăр.

Пире, ав, летчик хăваласа çитсе иртсе кайрĕ.

— Ай-уй, куштанскер, сăмах чĕнмерĕ ку этем, — тетĕп.

— Куштан мар вăл, — ун хутне кĕрет Варук. — Пĕр кун хирĕç пулсан, мана куç хĕссе йăлл! кулчĕ. Ах, вăтантăм, ача.

— Юратса пăрахмарăн пулĕ те ăна?

— Темиçе кун ĕнтĕ эпĕ ăна сăнатăп. Килĕшнĕçем килĕшет, — тет шăппăн Варук. — Талюна, асту, кăна сана калатăп, ыттисене ан шарлах.

— Лутра çын ку ытла, — юриех хурланçи пулатăп летчикне.

— Эх, ача, тиркемелле лутра мар ĕнтĕ. Кашта пек вăрăмми чуна ларас çук.

— Чăннипех юратан пулсан тытар та, акă, туй тăвар.

— Пытармасăр калатăп, Талюна, ним шухăшласа тăмасăр качча тухăттăм. Анчах вăл мана пăхĕ-ши? — хурланать Варук.

— Ятне пĕлетĕн-и хуть?

— Пĕлетĕп. Тимьян ятлă. Тимьян Павлов. Тимук вăл. Варука тек калаçтараймарăм. Йĕлтĕрсем çырма тĕпнелле вăшлатрĕç.

Каçхи апат хыççăн пухăва кайма тирпейленме тытăнтăмăр. Варук комсомолка мар. Вăл ассăн-ассăн сывлать. Сисетĕп: кулянать хĕр. — Талюна, мана илеççĕ-ши комсомола?

— Ма ан илччĕр, хатĕрлен, — йăпататăп ентешĕме. Юлчĕ Варук пирĕнтен татăлса. Виçсĕмĕр: Елис, Валя, эпĕ — тухса каятпăр.

Пуху пулмалли пӳлĕмре çамрăксем лăках.

Шухăшласан, питĕ тĕлĕнмелле. Вăрман варрине хăйне май пĕчĕк патшалăх вырнаçнă пекех туйăнать. Унăн пĕтĕм ĕçĕ вара вăрçăпа кăна çыхăннă, пĕр çавăншăн çеç кун-çĕр ирттерет. Çемйи пысăк. Летчиксем йышлă. Самолетпа вĕçеççĕ. Теприсем вĕсене кĕтсе илеççĕ, ăсатса яраççĕ. Зенитчиксем те кирлĕ çынсем. Лараççĕ-тĕр пĕр-пĕр вăрттăн кĕтесре, аэродром айккинче, тăшман самолетне персе ӳкерессишĕн тăрăшса. Шоферсем çар хатĕрĕсем турттараççĕ вăрман ăшĕнчи склада. Тухтăрсем, медсестрасем, апат-çимĕç пĕçерекенсем, кĕпе-йĕм çăвакансем, радистсем тата ыттисем те пур.

Пирĕн пӳлĕмрех темиçе комсомолка. Пуринчен ытла мана вырăс хĕрĕ Кира Чернова радистка килĕшет. Сăпайлă, хитре. Елиспа туслашрĕ-ха вăл, радист ĕçне вĕрентет ăна. Аван. Ырă ĕçе мухтамалла.

Акă пухăва ертсе пыма президиум суйлама тытăнчĕç. Тахăшĕ ман ята каларĕ. Шартах сикрĕм. Шăнтса пăрахрĕ хама. Чип-чиперех чĕтретĕп. Те хăранипе пулчĕ ку, те именнипе.

— Талюна, эсĕ шурса кайрăн, — асăрхаттарать мана Валя. — Ан пăлхан. Ку сана чыслани, шанни.

Пуçа чиксе утрăм ытти çамрăксем хыççăн. Пăхатăп — манпа юнашар Куропаткин майор вырнаçса ларать.

— Сывлăх сунатăп, Итемри юлташ! — саламлать вăл мана, алă парса.

Измайлова командир та президиумра.

Чи малтан, Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хӳтĕлесе пуçне хунă тантăшсене асăнса, ура çине тăма ыйтрĕç. Гоша ячĕ те пур. Шăп.

Хурлăхĕ те, савăнăçĕ те пĕрле иккен çарта. Куропаткин юлташ сăмах илчĕ. Вăл СССР Верховнăй Совечĕн Указĕпе паллаштарасшăн. Вулать. Мĕн илтнинчен тĕлĕнсе шак хытрăм. Демьян Павлов летчик-комсомолеца Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Вăл фашистсен темиçе самолетне, танкне, автомашинине, хĕçпăшалне, çыннисене петернĕ.

Акă летчикне чĕнсе кăлараççĕ, кăкăрĕ çине «Ылтăн Çăлтăр» çакаççĕ. Шел, Варук çук, мĕн тери савăнатчĕ. Залра тăвăллăн алă çупаççĕ. Саламлаççĕ.

— Совет халăхĕшĕн тăрăшатăп! — çапла пулчĕ летчикăн сăмахĕ.

Чуна çĕклентерекен самант. Мĕн каласси пур, камăн ун вырăнĕнче пулас килмĕ?!

Çамрăксем лăпланчĕç. Куропаткин майор фронтри лару-тăрупа паллаштарать. Вăл летчиксене, вĕсене çеç те мар, пурне те фашистсене хирĕç паттăррăн çапăçма чĕнет.

Кун йĕркинчи юлашки ыйту патне çитрĕмĕр. Комсомол комитечĕн ĕçне туса пыма çынсем çитмеççĕ имĕш. Хушмалла, çĕнетмелле. Суйларăмăр. Халĕ ĕнтĕ пирĕн командир, Измайлова юлташ, секретарь пулса тăчĕ. Комитета мана кĕртрĕç. Ятăма асăнсан, каллех шутсăр вăтантăм.

Мана пысăк ĕç пачĕç: хĕрсем хушшинче политикăлла-массăллă ĕçе туса пымалла. Ĕнтĕ кун сиктермесĕр хаçат вуласа тăма тивет. Хаçат алла тытмасăр унччен те ирттермен-ха. Çак хушăра хаçат страницисем Сталинград патĕнчи чаплă çĕнтерӳ çинчен çырнă материалсемпе тулчĕç. Нимĕçсен улттăмĕш çарне çапса аркатнă. Пĕтĕм совет халăхĕ хĕпĕртесе савăнать, çĕнтерӳçĕсене чун-чĕререн саламлать.

Пухуран таврăнсан, хамăр пӳлĕмри хĕрсемпе Демьян Павлов летчик пирки чылайччен калаçрăмăр. Герой ятне илтме, паллах, çăмăл мар. Паттăр пулсан, Тăван çĕршыв хаклать.

— Тимука ыран аэродромра курсан, алă тытсах саламлас-ха, ача, — тет Варук.

— Сана герой юратса пăрахман-и таçта? ―сăмах хушмасăр юлмарĕ Елис.

— Ан аташ, Елис, — пуçне чикет Варук. — Вăл вырăс ачи, манпа, хура чăваш хĕрĕпе, мĕн тутăр, кай.

— Уншăн эсĕ ан хурлан. Хура çĕр çинче тырпул вăйлă ӳсет.

Варукăн куçĕ йăлтăртатать. Вăл гимнастерка кĕсйин йăллине вĕçертрĕ те унтан. тăваткал хуçлатнă хут листи туртса кăларчĕ. Хăюсăррăн пĕр вырăнта тапăртатса тăрать. Туятăп, тем каласшăн хĕр.

— Мĕн ку сан, çыру-и?

— Мар-ха, — пăшăлтатать, — заявлени çыртăм. Йăнăшсем нумай мар-и, пăх-ха.

Вуларăм та Варук аллине тытса чăмăртарăм. Вăл хăйне комсомола илме ыйтса çырнă. Çарта тӳрĕ кăмăллă пулма, тăшманпа хаяррăн кĕрешме тупа тăвать.

— Маттур! — саламлатăп ăна. — Ку заявление ыранах комсомол комитечĕн секретарьне парăпăр.

 

14

Эпир аэродрома килтĕмĕр. Кашни кун çӳретпĕр кунта.

— Çитрĕр-и? ― кăшкăрса чупать пирĕн паталла Измайлова командир. Канма та пĕлмен çын вăл. Ĕçĕ те йывăр.

— Пурте йĕркеллĕ-и, сывах-и?

— Сывах-ха, — тетпĕр.

— Паян чăм-шыва ӳкмелле пулать, хĕрсем, — йăпатнă пекрех каларĕ вăл.

Чăнах та, аэродрома кĕрт хӳсе тултарнă. Ĕçленĕ те çĕркаç çил ачисем.

— Тăмкамит çилĕ, ― мăкăртатать Варук, — кунтан, шăлса илсе каяс чух таврари юра пуçтарса килет.

Пурте кулатпăр. Анчах та ытлашши ал усса тăма вăхăт çук. Йĕлтĕрсене хыврăмăр та васкасах кĕреçе ярса тытрăмăр. Варук тракторне хускатрĕ. Вăл самолет чупмалли çула хытарать.

Эпир те юр хыратпăр, пуç çĕклеместпĕр. Ĕнтĕ çурăм çине тар тухрĕ. Кĕрĕк пиншаксене хыватпăр.

Капланса килнĕ хура пĕлĕтсем шуса иртрĕç. Хĕвел тухрĕ ирĕке.

Пĕлместĕп, сахал-и, нумай-и вăхăт иртрĕ, аэродром тасалчĕ, çатмапа танлашрĕ. Пĕр кĕтесре çеç юр кĕрчĕсем тĕкĕнмесĕр юлчĕç. Часах çитетпĕр унта та.

Таса аэродрома пирĕн туссем аякранах сисеççĕ пулĕ çав. Ав, сас пачĕç те. Пуçа каçăртса пăхатпăр. Тӳпере — виçĕ самолет.

— Пирĕннисем! — кăшкăрать Варук. Пирĕннисем... Хамăр туссен сассине таçтан уйăратпăр. Çывăхрах самолет сасси илтĕнсе кайрĕ. Йывăррăн мĕкĕрет.

— Ой! — сехĕрленсе ӳкрĕ Катя. — Нимĕçсен бомбардировщикĕ — «юнкерс». Аран мекĕрленет. Тĕнче ишмелĕх бомба йăтса килет. Нивушлĕ пирĕн аэродрома шăршласа тупнă? Инкек. Хирĕç вĕçсе хăпарма аэродром çинче истребительсем çук. Хĕрсем, — чĕнет Катя пире, — айтăр пытанма.

Эпир чупма тытăннăччĕ, шăп çав вăхăтра таçтан тепĕр самолет чăмса тухрĕ.

— Хĕрсем, ку пирĕн истребитель — ЯК-1, — палласа илчĕ Катя.

Тăпах чарăнтăмăр. Мĕн пуласса сăнатпăр. Варук сиксе чĕтрет. ЯК-1 истребитель тăшман самолечĕ патнелле ыткăнчĕ. Хурчка чăх чĕппине тапăнма чул муклашки пек ярăнса аннăн пырать вăл. Икĕ самолетăн хушши кĕскелнĕçемĕн кĕскелет.

Совет истребителĕ çывхарсах çитрĕ.

— Ну, мĕн тăван эсĕ, ма пеместĕн? — кăшкăрса ячĕ Катя пирĕн летчик ун сассине илтес пек.

Чăнах, мĕн шутлă вăл? «Юнкерс» патне çитме нумай пулсан — çĕр метр юлчĕ-тĕр.

— Тупата, мĕн кĕтетĕн? Пер, пер! — тилмĕрет Катя хамăр летчика.

— Катя, ун патрон çук-тăр! — терĕм шăппăн, пĕлнĕ-пĕлмен.

Тăшман ăна хирĕç перет те перет, пирĕн летчик пăрăнма шутламасть.

— Тĕрĕсех пулĕ, унăн патронĕ çук, вăл заданирен таврăнать, — хашш! сывласа ячĕ Катя.

Пирĕн истребитель тăшман самолечĕ çине «утланчĕ», вăл ун тăрринче. Катя кăшкăрса ячĕ:

— Маттур! Урра! Халĕ ĕнтĕ сана фашист персе тивертеймест!

Тăшман ун айĕнчен шуса тухасшăн тапаçланать, тата хăвăртрах вĕçме тытăнчĕ.

— Асту! Ан тарт! — кăшкăратăп эпĕ те.

— Пуçĕнчен сăх йытта, пуçĕнчен! — тет Варук та. ЯК-1 тăшмана пуçĕнчен мар, хӳринчен сăхрĕ — хăйĕн винчĕпе пырса çапрĕ.

— Маттур! Фашист самолетне вилĕм! — савăннипе тĕпĕртетет Катя пĕр вырăнта.

Мĕн тейĕн. Тĕрĕс, тăшман машини çĕрелле персе анчĕ. Хăватлăн ӳхлетрĕ вăл, çĕре кисретсе, таврана çăра тĕтĕм мăкăрлантарса.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 ... 20