Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ


Оля çамрăк хĕр. Пурнăçĕ вара ун — тĕнче пек аслă. Унăн пархатарлă кунçулне кăтартса парас тесен, очерк çеç мар, кĕнеке çырмалла. Çырасчĕ, анчах ăсталăхĕ те вăхăчĕ те çук. Вĕренмелле, ĕçлемелле. Вăрçă пĕтсен, тен, вĕренĕпĕр, кĕнеке çырма та вăхăт тупăпăр.

 

16

Март уйăхне пурăнса ирттеретпĕр. Кăмăлĕ ытла та тикĕс мар-çке ун. Талăкра миçе хут улшăнать! Çĕрле сасартăк сивĕтсе пăрахать. Ун пек чух Хĕл Мучи кантăксене чăлт-шурă çиппе тĕрлесе илме те ĕлкĕрет. Çил вĕрет, йывăç тăррисем кашлаççĕ. Юр пĕрчисене такам пăрлантарать, шĕвĕртет, пырса тăрăнаççĕ йĕп вĕçĕ пек, куçа уçмалла мар.

Хĕвелпе те туслă март. Тӳпене таса тытать, пĕлĕт картламасть хĕвел çулне. Чуну килениччен çĕр питне çутат тет пулас. Хĕвелĕ ăшăтать, ирĕлтерет. Ав, хуралтă тăрринчен пĕчĕк тумлам шыв кӳлленчĕкне пăтлатать. Сасси йĕс шăнкăравах ун. Ирхине урăх сăн. Çурт — çурт мар, каруççель. Вăл çур шӳлкемипе капăрланнă. Хĕвел шевлипе йăлтăртатаççĕ, чăн-чăн ахах пек. Каçалапа уй-хирти юр «кантăк ывăспа» витĕнет. Тĕл-тĕл сăмсахсем хура «куçĕсене» уçнă.

Пирĕн маскировка тĕсĕ те улшăнчĕ. Самолетсене йывăç тураттисемпе витетпĕр.

Аэродромра хамăр ушкăнтан Варукпа иккĕн çеç. Вальăна урăх çĕре янă.

Кăшт ерçрĕмĕр. Самолетсем вĕçсе кайса пĕтрĕç. Аэродром вĕçĕнче çеç темиçе истребитель ларать.

Канма хушать пире командир. Вăхăта усăсăр ирттерес килмест. Кĕсьерен блокнот кăлартăм та çырма тытăнтăм.

— Оля çинчен çыратăн-и? ― тет Варук.

Хĕрсене эпĕ хамăн ĕмĕт çинчен каланăччĕ ĕнтĕ. Анчах та эпĕ Кольăна та, комиссара та тĕл пулаймарăм.

— Халĕ эпĕ конспект çырасшăн.

— Мĕнле конспект? — тĕлĕнет Варук.

— Сире, хĕрсене, юлашки вăхăтри çапăçусем çинчен тата Курск пĕкки пирки каласа парасшăн. Çавăнпа та калаçнă чух чĕлхе çыхланасран хам валли çырса хуратăп.

— Мĕншĕн, ара, вăл Курск пĕкки?

— Кунтан аякрах та мар Курск хули пур, — ăнлантарма тытăнатăп Варука. — Пирĕн çарсем Курск хулин хĕвеланăç енче тăшман ретне шăтарса кĕнĕ те çĕр километр малалла куçнă. Фронт линийĕ халĕ унта пĕкĕ пек авăнса тăрать. Çавăнпа та ăна Курск пĕкки — Курская дуга теççĕ. Пирĕн çар хăй умне тĕллев лартнă: шит те каялла чакмастпăр.

— Эппин, пирĕн ăмăрткайăксем унта вĕçрĕç пулĕ.

— Пулма пултарать, — тетĕп.

Варук лăпланчĕ те самолетсем ларакан çĕрелле тинкерсе пăхма тытăнчĕ. Эпĕ каллех хам блокнота уçрăм. Шухăшсене пуçтарса, темиçе йĕрке çырма ĕлкĕртĕм çеç, тус-тантăшăм, мана кăлт-кăлт тĕртсе, шуйланнă сасăпа:

— Талюна, — терĕ, — пăх-ха хăвăртрах! Çав самолет патне утса пыраканни Тимук мар-и? Эх, ача, тупата, çавах, çавах.

Хыпăнса ӳкрĕ хĕр, ниçта кайса кĕре пĕлмест.

— Атя-ха, Талюна! — чĕнет вăл Демьян патне. Павлов летчика комсомол пухăвĕ хыççăн пĕрре те курман, Варук та курман пулас.

Хĕр-тантăш кăмăлне татас килмерĕ. Чупрăмăр. Аякранах Демьян Павлов ятлаçни илтĕнчĕ. Çывхартăмăр. Вăл пире асăрхамасть, шав ятлать пĕрне. Ăнлантăм: лешĕ самолета кирлĕ вăхăтра вĕçсе тухма хатĕрлесе çитереймен иккен.

Пăхкаласа тăратпăр хайхискер. Унччен те пулмасть, Варук каларĕ хучĕ:

— Ай-уй, ара, ку летчик пит усал-çке! Эпĕ ăна качча каясшăн. Çилли тулнă чух арăмне хĕнĕ те тăкĕ.

Ăçтан хăю çитерчĕ-ши Варук çапла хурлама? Демьян мĕлл! çаврăнса пăхрĕ. Курчĕ пире. Пичĕ хăйĕн хĕвел пек çуталчĕ, унтан ахăлтатса кулса ячĕ.

— Кама качча каясшăн эсĕ? — ыйтать вăл чăвашла. Варук мар, эпĕ шутсăр иментĕм. Кам шутланă-ха вăл чăвашла пĕлессе? Демьян — чăваш. Çак тарана çитсе те аэродромра чăваш летчикне курманччĕ-ха.

Каччă хĕре айккинелле çавăтса кайрĕ. Мĕн калаçтарасшăн-ши?

Ялти вăйă картинче мар çав кунта, савнипе вăрах çавтăнса çӳреймĕн. Летчикăн вĕçмелле. Вĕсен совет халăхне тыткăнлама тӳпене çĕкленнĕ тăшман самолечĕсене пĕтермелле.

Самант та вăхăт иртмерĕ, истребительсем умлăн-хыçлăн вĕçсе хăпарчĕç те пĕлĕт катрамне чăмрĕç. Эпир пуçсене каçăртнă та алă сулатпăр, телей сунса.

— Курăнми те пулчĕ Тимук, — хашш хашлатать Варук.

— Мĕн калаçрĕ каччу? Юрататăп терĕ-и?

— Ах, Талюна, вăл герой-çке, ăçтан юраттăр?

— Геройсем юратмаççĕ-и? — кулатăп эпĕ.

— Ман ята ыйтса пĕлчĕ, — тет. Хăйĕн тута хĕрри хум пек сарăлать. — Варвара Хумошова терĕм.

Урăх ним те шарламарĕ Варук. Унăн сăн-пичĕ улшăнчĕ темшĕн. Вăл ытла та тарăн шухăшлă. Хĕр ачашлăхне, юратăвне систерсе куçĕ йăлтăртатни ăçта кайса кĕчĕ-ши? Пĕрре-иккĕ кăна курнă çынна хăвăрт хак пама хăнăхнă этем: «Варук пурнăçа чухлама пĕлмест, айвантарах, хăюсăр», — теме те пăхĕ. Варук, чăннипе илсен, çав тери черчен чунлă, йăваш та çепĕç кăмăллă хĕр. Кăмăлĕ ун ача кăмăлĕ. Кирлĕ чух хăюлăхĕ те пур, хастарлăхĕ те тупăнать. Халĕ ун çине пăхса тăранаймастăп.

— Талюна, — чĕнчĕ мана Варук, — хăçан илетĕр мана комсомола?

— Часах, ― ĕнентерме тăрăшатăп эпĕ. ― Эсĕ хатĕрлен. Хамăр ял хĕрне лăплантарма тăрăшатăп пулин те, хамăн тă чунăм вырăнта мар. Оля амансан, ун самолечĕпе вĕçме ирĕк ыйтса, рапорт патăм-çке. Кĕтетĕп-кĕтетĕп... Чĕнтермеççĕ-ха.

Аэродромăн сулахай кĕтесĕнче ларать-ха Ольăн самолечĕ. Тен, мана кĕтсе ларать?

— Варук, — ыталаса тытрăм тантăшăма. — Кала хăвăртрах: эпĕ-и е урăх çын?

Варук чăрлаттарса пăхать мана куçран, эпĕ мĕн ыйтнине ăнланмасть.

— Юмăç яратăп, ара.

— Эсĕ! — татса калать Варук. Тантăшăма тепĕр хут пăчăртаса ыталарăм. «Тĕшмĕшленнинчен» иксĕмĕр те култăмăр. Самолетсем вĕçсе таврăнма тытăнчĕç. Эпир чупрăмăр Катя Измайлова патне. Анса ларнă самолетсене пĕрин хыççăн теприне витетпĕр.

Хĕрсе ĕçленипе каç пулса килнине те сисмен. Командир пире канма ярать.

— Эпĕ юлатăп, — пĕлтерчĕ Варук.

— Мĕн тума?

— Тимука кĕтетĕп. Пурте вĕçсе килчĕç. Вăл анчах çук. Инкеке лекмерĕ-ши?

Сассинченех пĕлен çын кăмăлне. Пĕрле пыма чĕнни усăсăр. Ырă сунса уйрăлтăмăр.

Эпĕ выртнă-выртман çывăрса кайнă. Нумай-и, сахал-и вăхăт иртнĕ, Варук вăратрĕ. Тул çутăлманччĕ-ха.

— Мĕнле? — ыйтатăп. Ыйхă тĕлĕшпе итлетĕп.

— Вĕçсе таврăнчĕ, — хавассăн калать вăл. ― Мана курсан шалт тĕлĕнчĕ. «Мĕн туса тăратăн?» — тет. Сана кĕтрĕм тетĕп. Пĕрле килтĕмĕр.

 

17

Сайра хутра çеç пулкалать пӳлĕмре пурăнакан хĕрсем пĕрле пуçтарăнасси. Паян акă пӳлĕмре пурте пур. Ку самантпа усă курмаллах. Калаçу ирттересшĕн хыпаланатăп. Теми çапла: «Хĕр чысĕ — çарта».

Калаçу пуçларăм çеç, Уркка касса та татрĕ:

— Халь тин мĕн чысĕ çинчен палкамалла?

Пурте ун çине çаврăнса пăхрĕç. Эпĕ те ним ăнланмарăм.

— Вĕçне çитер хăвăн сăмахна, — хушрăм ăна, кăшт тăхтасан.

— Кирăпа Елис калаччăр. Эпĕ вĕсем пăшăлтатнине илтрĕм.

Лешсем сасартăках тӳрленсе ларчĕç.

— Юрĕ, вĕсем хăяймаççĕ курăнать, хамах калам, ― кулкаларĕ Уркка. — Вăрçă пĕтет. Киле каятпăр. Акă мĕн.

— Вăрттăн итлени çынна сутнипе пĕрех, — канăçсăрланчĕ Кира Чернова.

— Чăнах-мĕн, чăх хăлхине сăмах кĕрсен, каять вăл урам тăрăх сапалама, — йĕрĕннĕн пăхкаларĕ Елис.

— Мен туяннă, çавна сутатăп, — пăркаларĕ тутине Уркка.

Тĕркине манăн сӳтсе çăмхаламалла. Кирăпа Елис пĕтĕм хĕр умĕнче каласа пама килĕшмерĕç. Тен, вăл никам илтме юраман çар вăрттăнлăхĕ? Алкумне тухрăмăр. Виçсĕмĕр çеç кунта. Апла пулин те, Кира шăппăн калаçрĕ.

Туслашнăранпах икĕ тантăш пĕр-пĕрин ĕçне вĕренеççĕ. Çарта пурте кирлĕ, пĕлни çăкăр ыйтмасть. Кира — радист, Елис — медсестра. Селĕм специалистсем.

Юлашки хутĕнче Елис хăй сăмахне тытайман.

— Суйрăн, пымарăн, — ӳпкелешнĕ Кира. — Нумай çухатрăн, пĕр япала илтмесĕр юлтăн. Нимĕçсем паян радиопа вырăсла такам та илтмелле кĕрлерĕç.

— Мĕн пакăлтатрĕç, ара, фашистсем?

Хĕр йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ те паçăр Елиса каланă сăмаха тепĕр хут пăшăлтатрĕ.

«Вырăссем, тата икĕ эрнерен вăрçă пĕтет. Эпир каялла чакатпăр. Çапăçма пăрахăр! Сывă пултăр Хĕрлĕ Çар! Тĕп пултăр вăрçă!» — тесе çухăрашнă иккен нимĕçсем.

Эпир аэродром çинче летчиксенчен илтнĕччĕ: фашистсем Белгород хули айккисене хĕрлĕ ялавсем те çакнă имĕш. Чееленет тăшман.

Кĕтĕмĕр пӳлĕме. Халь илтнĕ хыпара хĕрсемпе сӳтсе явма тытăнтăм.

— «Вăрçă пĕтет, эпир каялла чакатпăр» тени чăн сăмах-и ку фашистсен? — тетĕп.

Урккапа темиçе хĕр ĕненеççĕ те пулас вăрçă пĕтессе.

— Ăнланчĕç пулĕ, вĕсен те, пирĕн те халăх çавапа çулнăн ӳкрĕ, — терĕ пĕри.

— Киле каясчĕ.

— Часах вăйăсем пуçланаççĕ, — пуплеççĕ теприсем.

— Вăрçăна пурин те пĕтерес килет, — тетĕп эпĕ те. — Анчах паян пĕтме пултарать-и? Çук. Фашистсене тĕп тумасăр, çĕр çине мирлĕ самана килмест. Тăшман сăмахне ĕненмелле-и? Паллах, ĕненмелле мар. Вĕсем суяççĕ,. Хĕрлĕ Çар ретĕнчи çирĕп йĕркесене йăштарасшăн, пире çăмăллăн çĕнтересшĕн. Разведчик-летчиксем акă мĕн курнă: тăшман фронт çывăхнелле татти-сыпписĕр хĕçпăшал турттарать, ушкăн-ушкăн салтак кӳрет. Пирĕн нихçанхинчен те çирĕп, йĕркеллĕ пулмалла, хамăра хушса панă ĕçе тĕплĕн тумалла, тăшмана пĕтерме хатĕр тăмалла.

— Кĕпе çунипе-и? — елпĕрленчĕ Уркка.

Тӳнтерле ăшчиклĕ çын. Вăл тӳрккесле палканине хĕрсем килĕштермерĕç, çийĕнчех хăтăрса тăкрĕç ăна.

Çын татах тарăхрĕ. Сиксе тăрать, ларать. Çиллине ниçта шăнăçтараймасть.

— Эпĕ прачка мар, — шăл витĕр сăрхăнчĕ сăмахĕ Урккан. — Эпĕ — артистка.

— Кунта вăрçă, театр мар, — терĕ тахăшĕ.

— Ира, сана урăх ĕç шанса та памаççĕ, — тхик! кулчĕ Варук.

— Хуран айĕнче темĕн чул кăвайт çунтарсан та, шывран пăтă пиçес çук, — мăнаçлăн пуçне каçăртрĕ Елис.

Пĕр-пĕрне чĕлхепе йĕплесе илни мана килĕшет. Çавăн пек самантсенче çыннăн кăмăл туйăмĕ лайăх палăрать. Вара кама мĕнле çĕнтермелли мелĕ те тупăнать.

 

18

Иртет çуркунне. Уй-хирте юр ирĕлсе пĕтрĕ. Çырма-çатрасенче çеç шурă пир тăрăхĕсем пек выртаççĕ. Вĕсен айĕнче шыв юххи кĕрлет. Вăрманта çеçпĕл, пĕлтĕрхи çулçăсем витĕр пуçне кăларса, чĕлтĕрти кăвак куçне уçрĕ. Тӳпере утмăлтурат çеçке çурать.

Шăп çакăн пек пĕр илемлĕ ир мана Куропаткин майор хăй патне чĕнтерчĕ. Эпĕ хĕпĕртесе ӳкрĕм. Тинех ĕмĕтленни çитрĕ тесе шухăшлатăп. Мана самолет параççĕ. Вĕçме тытăнатăп пулас.

Пырса кĕтĕм.

— Итемри юлташ, сан рапортна пăхса тухрăмăр, — пĕлтерет майор мана саламланă хыççăн. — Эсĕ ыйтнине никам та хирĕç мар. Летчица пулатăн. Анчах сирĕн, хĕрсен, унччен пĕр ĕç тумалла.

Йăлтах ăнлантарчĕ. Çур сăмахпа та хирĕçлеймерĕм. Юрамасть. Ытти хĕрсемпе те калаçнă иккен.

Тухрăм. Халĕ мана çуркуннен ытарайми ĕлккенлĕхĕ килентермест. Ăшра вут çунни чуна минретет. Кăмăла хăрушла хыпар хуплать. Фашист çарĕ кăçалхи çу кунĕсенче каллех Мускавалла ăнтăласшăн. Халĕ хĕрсех хатĕрленеççĕ имĕш. Эх, сĕмсĕр, ăçта сĕкĕнет хăямат?

Тăшман ĕмĕтне татмалла. Апла пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăр унăн вăй-халне пур майсемпе те йăштармалла. Ку тĕлĕшпе пирĕннисем нумай меслет шухăшласа тупнă. Вĕсенчен пĕрне пурнăçлама пире, хĕрсене, хушрĕç. Пысăк чыс.

Савăнатпăр. Никама шарлама юраман вăрттăнлăх вăл. Шăл хушшинче тытмалла. Сăмах вĕçерĕнсен каять вара, тăшман хăлхине те çитсе кĕрĕ.

Хăнăхнă аэродромра юлашки кун ĕçлетпĕр. Ыран урăх çĕре каймалла.

Чунра кичем те пек, куçăм таврана ыталать. Самолетсем, çапă куписем....

Сигнал. Истребителĕн вĕçсе каймалла. Эппин, пирĕн ун çийĕнчи маскировкăна сирес пулать. Пытăмăр Варукпа. Летчикĕ — Булат. Кĕтменччĕ. Ăна курсан, ман чĕрем кирек хăçан та йăлт-йăлт сикет. Ким пекех вăл сăнĕпе. Сывлăх сунтăмăр. Булат часах хăй самолечĕ çине хăпарса кайрĕ. Çапăсене тыттарать. Варукпа иксĕмĕр вĕсене айккинелле сĕтĕретпĕр.

Самолет кабинине кĕрсе ларас умĕн Булат мана кăчăк туртрĕ.

— Талюна, сана пĕр каччă çыру пама хушрĕ, — тет вăл, кĕсйинчен тăваткал хутлатнă хут кăларса.

— Мана? — тĕлĕнетĕп эпĕ. — Кам, ара, вăл?

— Пĕр летчик. Вăл та санран çыру кĕтет.

— Эпĕ ют каччăсем патне çыру çырмастăп, — вирлĕнех калатăп эпĕ.

— Ан тавлаш-ха, — кап тыттарчĕ вăл çырăвне мана. ― Çырмасан, ыран куçа-куçăн пăхса калаçăн.

— Ыран эпир кунта пулмастпăр...

— Пĕлетĕп. Сывă пул! Тĕл пуличчен!

Ним те ăнланмарăм. Тĕпчесе тăма май çук. Вăл хăпăл-хапăл кабинине кĕрсе ларчĕ. Мотор кĕрлет. Нумай та вăхăт иртмерĕ, самолет малалла чупрĕ, вара сывлăша çĕкленчĕ.

Кам эрешленĕ-ши çырăвне, паллатăп-ши çыннине? Хут листине сартăм та тӳрех алă пуснине пăхрăм. Булат?! Ак тĕнче! Чĕре йăш сикрĕ. Мĕн çырать-ши? Вулама хăратăп. Юрать-ха, унпа лăпăртатса тăма вăхăчĕ çук. Ав самолет анать. Вуламан çырăва гимнастерка кĕсйине чикрĕм.

Кĕтсе илетпĕр, ăсатса яратпăр самолетсене. Чĕре çумĕнчи кĕсьере — çыру. Вăл вăхăчĕ-вăхăчĕпе ман чуна хĕртнĕ тимĕрле пĕçертсе илет е пăр катрамĕ евĕр шăнтать. Кăмăл аптека тараси çинчи пек: çĕкленет, пусăрăнать. Хăвăн ятупа çыру килни сана хĕпĕртеттерет, çынсем асăрхаманни, манни — пуçа устарать. Вăркать ăшăм. Булат, тен, пăлхантараканни нимех те çырман пулĕ, эпĕ пур, айванскер, чĕтретĕп.

Пĕлĕт картлашкипе хĕвел анать. Унăн юлашки ылтăн уки ман пите çутатрĕ. Булат çырăвне кăлартăм. Варук умра тăпăртатать. Хĕр темерĕн, чееленет, каччă шухăшне вăрласшăн.

Темиçе пуплеврен тăракан кĕске çыру.

 

«Талюна!

Каçар. Чунтан юратрăм сана. Мĕн тăвас? Астăватăн-и чи малтан курнăçнине? Миçе уйăх иртрĕ! Çавăнтанпах эсĕ ман чĕрере.

Вăрçă вăхăтĕнче кам ухмахĕ юратупа аппалантăр тетĕн-и? Ун пек ан кала. Юратăва кăкласа пăрахма май çук. Вăл кирек хăçан та санпа. Юрату тăшмана аркатма вăй-хал парать. Юрату лăпкă саманана çывхартма пулăшать.

Эсĕ те мана юратсан, эпир тĕнчере чи телейлисен шутĕнче пулăттăмăрччĕ. Мĕн тейĕн, савниçĕм?

Булат».

 

Ахальтен мар чунăм хыпса çунать. Тахçанах сиснĕ-ха эпĕ Булат ман çине ăшшăн пăхнине. Паллах, хирĕç çырмастăп.

Ĕçлесе çитертĕмĕр. Канма каймалла. Юрать-ха, Булат каялла вĕçсе килеймерĕ. Чуна ыраттаракан сăмахсем илтме йывăр пулатчĕ ăна.

Тухрăмăр аэродромран. Варук умĕнче летчик мĕн çырнине пытармарăм.

Тытăнчĕ хĕр Булата ырлама. Апла та капла, унран чипер, маттур, ăслă, çынна хисеплеме, пулăшма пĕлекен сатур каччă тĕнчере урăх çук та тейĕн.

— Мĕн тери телейлĕ эсĕ, Талюна, — хăпартланать Варук. — Асту, ан вĕçерт ăна. Каланă пек, ытла çамрăках та мар эпир, вунçиччĕ урлă каçнă, пирĕн тахçанах юратупа çунса кăмрăкланмалла.

Чĕнместĕп. Вăл чĕвĕлтетнине итлесе пыма хаваслă.

— Мана çавăн пек каччă юратса пăрахас пулсан, пĕлетĕн-и, мĕн тăваттăм, Талюна... — иăпăштин кулса илчĕ Варук.

— Мĕн тăвăттăн? — тетĕп.

— Пĕлместĕп, ача, — тет шухăшлăн Варук. Унтан самант пичĕ-куçĕ çуталчĕ, сăмса çунаттисем авăсрĕç: — тупата, качча тухаттăм. Илсе пыр-ха яла çавăн пек летчик. Ай-ай, мĕнешкел чаплă!

— Сана ахаль те ăмăрткайăк юратнă-ха, — тĕртсе илтĕм ăна Демьян Павловпа.

— Вăл чăн та ăмăрткайăк. Анчах çыру çырмасть Булат пек.

— Эсĕ манăн чăн-чăн савнине пĕлместĕн-ха. Вăл летчик мар, вăл — пограничник. Симĕс карттуслă! — мухтанатăп эпĕ. ― Ăна пĕрре курнă пулсанах, эсĕ пачах урăхла юрлăттăн.

Тек çăвар уçас килмерĕ. Пуçра ―Ким. Шухăш явăнать. Хурлăхлă кăмăлăм юнашар утакан хĕре те куçрĕ, вăл та чĕнмест. Ăна та хăйĕн юратнă каччине курас ĕмĕт канăç памасть пулĕ.

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 ... 20