Ытла та вăрттăн юрату :: Пĕрремĕш пайĕ


— Çанталăк япăхать, çавăнпа та ытти вырăс специалисчĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен те ан ман, — хушрĕ президент.

 

* * *

Мальгинăн пĕчĕк çемйине сасартăк пысăк инкек хăратма тытăнчĕ. Вырăнти полици унăн докуменчĕсене тĕрĕслерĕ, ку çĕршыва ăçтан куçса килнипе интересленчĕ. Ватă хуçа çамрăк офицера укçа та сĕнчĕ, Чернейкăн каçхи клубне те йыхăрчĕ, анчах лешĕ хăйĕннех печĕ; Грецирен мĕн сăлтавпа кунта куçни паллă мар тата паспорт йĕркине пăснă.

Эмигрант Юргансен патне вĕçтерчĕ, унран пулăшу ыйтрĕ.

— Эпĕ хам та сан пекех ватă, çавăнпа никама та кирлĕ мар. Юрать, ывăлăм НАТО штабĕнче тар юхтарать. Пире хальлĕхе никам та тĕкĕнмест. Ывăлăм — пĕртен-пĕр шанăç, çавна кĕтер, — тесе старик ăна каçчен хăй патĕнче тытрĕ, авалхи туслăх ячĕпе кăштах эрех ĕçтерчĕ, пулни-иртнине аса илчĕç.

Юргансен-Кĕçĕнни çитнĕ çĕре иккĕшĕ те сисĕнмеллех хĕрнĕччĕ, çавăнпа та çамрăка пер харăс, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пекех, Мальгинăн хуйхи çинчен пĕлтерчĕç.

— Хĕрӳ айăплă, — ответлерĕ офицер сĕннĕ черккене ӳпĕнтерсе.

— Кур, манăн ывăл ĕçлет. Эпĕ вĕрентнинчен иртмест. Санăн хĕрӳ мĕн тăвать? — чăкăлтăш автан пек, кукăр сăмсине каçăртрĕ Юргансен. — Каларăм вĕт: ывăлăм — ылтăн!

— Тӳрех ятлатăн, Юргансен господин. Ĕлĕкхинчен нимĕн те улшăнман иккен. Санран пулăшу ыйтни те кăлăхах.

— Ара, каларăм-çке: пĕтĕм айăп Дорăра! — хыттăн мăкăртатрĕ те Юргансен-Кĕçĕнни пуçне тайса юнашар пӳлĕме тухрĕ.

— Тăхта, — чарчĕ ăна ашшĕ аллипе сĕтел хушшине ларма сĕнсе. — Ку çынпа ура çинче тăрса калаçни килĕшӳсĕр. Пĕлетĕн-и вăл камне?

— Мальгин господин — вырăс эмигранчĕ. Ун пеккисем Европăра, Азире тата ытти материксем çинче пиншерĕн, атте.

— Э-э, ывăлăм, иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче унăн ятне Канарис кăна пĕлнĕ. Ăнлантăн-и халĕ санăн умăнта кам тăнине?

— Паллах.

— Апла пулсан ăна Дора айăпне те пĕлтермелле. Вăл манран та шанчăклăрах, ывăлăм.

— Ăна вăхăтлăха Мускава ямалла, анчах пирĕн сĕнӳпе килĕшмест вăл.

— Мĕншĕн? — шăл витĕр ыйтрĕ ватă нимĕç шăлĕсене шатăртаттарса. — Шикленет-тĕр. Хĕрарăм вĕт.

— Каçар, атте. Ĕç çинчен килте калаçма юрамасть.

— Хăвна штаба кам вырнаçгарнине мантăн иккен эсĕ!

— Çук.

— Апла пулсан кала Мальгин господина.

— Дора Российăна юратса пăрахнă.

— Пулма пултараймасть! Мĕн палкатăн эсĕ? — сĕтеле хыттăн çапса ура çине тăчĕ Мальгин. Хăй, тарăхнă кăркка пек хĕп-хĕрлĕскер, çара пуç тӳпинчен пуçласа ура пӳрни вĕçне çитиччен сивĕ тарпа витĕнчĕ, тачка тути чĕтрерĕ. — Сӳнтерес вута пăтратса ятăн, эсремет ачи. Каçар, Юргансен господин, çак сăмахшăн, анчах епле хăять вăл ман çинчен çапла калаçма?

— Лăплан, тусăм. Ман шутпа, çамрăксем, иксĕмĕр пекех, пĕр чĕлхе тупайман, пĕр-пĕринпе йытăпа кушак пек пурăнаççĕ.

— Пĕлтерем-и ăна санăн хĕрӳ çинчен?

— Паллах.

— Дора мĕн çамрăкран вырăссене хирĕç кĕрешнĕ. Çамрăксем хушшинче ун пек пултаруллă агент пулнине астумастăп-ха. Российăна юратать тени пирĕншĕн кулăш кăна...

 

* * *

Революци кунĕ умĕн президент хăй патне Шоухдипе Рималие чĕнчĕ. Ĕç пӳлĕмĕнче çĕршыври лару-тăру çинчен калаçнă хыççăн вăл тус-тантăшĕсене каллех кермен хыçĕнчи сада илсе тухрĕ.

— Плотина çурри ытла хăпарчĕ. Хамăр трактор пуш-хире сухалать, шăварма арыксем чавать. Çарта та улшăнусем пур: хăватлă истребительсен сасси пирĕн тӳпере янăрать, йывăр танксемпе тупăсем пени юнашар королевствăна та çитме тытăнчĕ. Юлашки вăхăтра кăнтăрти чикĕре лăпкă. Ĕç халăхĕн те пурнăçĕ кăшт çăмăлланчĕ, анчах патшалăха ертсе пырас çĕрте йĕрке çук, мĕншен тесен çĕр хуçисем лайăх вырăнсене хăйсен аллиннех тытаççĕ, çавăнпа та паян, çак самантра, манăн, çар министрĕн тата губернаторăн, çак ыйтăва татса памалла. Ыран — эпир кая юлма пултаратпăр. Эсир мĕн сĕнетĕр?

— Калама юрать-и? — куçне именчĕклĕн çĕклерĕ Ахмади Шоухди. Вăл Римали генерал çине пăхрĕ, анчах лешĕн пĕркеленчĕк хăмăр пичĕ çинче нимĕн те палăрмарĕ: генерал хăйне çапăçура та, мирлĕ пурнăçра та лăпкă тытать, ун шухăшне пĕрре пăхса пĕлме йывăр.

— Паллах, — ответлерĕ президент, министрпа пĕрле губернатор çинчен куçне илменскер.

— Чи хăрушши — президент Канашĕ. Çавна кăкламасан, чăн та, япăх кунсем пуçланаççĕ. Римали, ман шутпа, ун çинчен пĕлмест.

— Пĕлетĕп, — генерал пилĕкне тӳрлетрĕ те мăйăхне пĕтĕрчĕ. Тепĕртакран тин çапла каларĕ: — Виçсĕмĕр те неоколониализм тыткăнĕнче. Ирĕклĕх илнĕ хыççăн çак хăрушлăха маннă эпир. Унран хăтăлма хăвăрт, анчах питĕ асăрханса хатĕрленмелле: Прогрессивлă ĕç партине тумалла. Халăх пурнăçне çăмăллатма темиçе декрет кăлармалла.

— Тĕрĕс калать, — президент çине пăхрĕ çар министрĕ. — Çĕршыври влаç парти аллине куçсан президент Канашĕ ирĕксĕрех е саланать, е вăйсăрланать.

— Вăл юлтăр, анчах ăна е наци ассамблейинче, е пухăвĕнче суйламалла тăвас. Калăпăр, кашни пилĕк çултан, — малалла тăсрĕ калаçăва генерал.

— Тавтапуç. Сире ăнлантăм. Эсир те ман пекех шутлатăр, — терĕ Абдел Насер. — Президент Канашĕнчи шанчăксăр çынсене эпĕ ыранах çĕршывăн инçетри районĕсене ярăп. Тата икĕ декрет хатĕр. Пĕри — ачасене шкулта тӳлевсĕр вĕрентесси, тепри — пуянсен çĕр виçине пĕчĕклетесси çинчен. Ыранах кăнтăрти провинцире Прогрессивлă ĕç партине йĕркелесси çинчен сас-хура кăларар. Ку ĕçе, паллах, Шоухдин тума тивет, мĕншĕн тесен рабочисем уншăн икĕ алăпа сасăлаççĕ. Генерал манпа килĕшет-и?

— Паллах.

 

Кам эсĕ, Копфе господин?

Амиров Раççейрен таврăнас вăхăт çывхарчĕ, çавăнпа та антифашист васкама тытăнчĕ.

— Дора! — терĕ вăл пĕррехинче каферен тухса автомашинăна кĕрсе ларнă-ларман. — Мускава кайма вăхăт.

— Рината курасчĕ.

— Çук, кураймастăн.

— Апла пулсан сĕтел хушшинче хак пирки калаçса татăлмасăр вырăнтан та сикместĕп.

— Кайрăмăр, — васкамасăр газ педалĕ çине пусрĕ Копфе асăрханса урам варринелле пăрăнсан. — Ман шутпа, эсĕ хаклашма пĕлместĕн.

— Мĕншĕн?

— Ĕçлеме эсĕ маттур, анчах саншăн ялан аçу хаклашнă.

— Атте! Вăл вăр-вар пулман пулсан эпир аннепе иксĕмĕр те ăçта та пулсан ятсăр авăрта тинĕсри турпас пек выртмалла.

— Çапла. Аçу ячĕ вырăс эмиграцийĕ хушшинче паллă. Анчах пĕр япалана пĕлмеççĕ: укçашăн антăхса вăл хăйĕн çамрăк хĕрне те шеллемен, ăна та вырăс çыннисене хирĕç ĕçлеме хутшăнтарнă, анчах укçине пĕтĕмпех хăйĕн кĕсйине чикнĕ.

— Ара, мулĕ пур пĕрех манăн пулать, — çуталса ларакан король керменĕ çине куçĕпе тăрăнчĕ хĕрарăм. Вăл Отто хăйне тинкерсе пăхнине те, умри автомашинăсене те асăрхамарĕ.

— Паллах, мулĕ сана юлать, анчах ăна епле пуçтарнине пĕлетĕн-и, хаклă тусăм? — хăйĕннех печĕ Копфе вилла еннелле каякан çул çине пăрăнса тухсан.

— Çук, пĕлместĕп.

— Пĕлменни — аван, анчах...

— Аван?

— Паллах, аван! Анчах ун çинчен хак пирки калаçма тытăнсан аса илĕпĕр, — терĕ те Отто машинăна хăвăртрах хăваларĕ, виллăна васкарĕ.

 

* * *

Римали генерал патĕнче пурăнма тытăнсан Андрей Волин кашни çĕнĕ трактора сăнав уйĕнче ĕçлеттерсе тĕрĕслеме тытăнчĕ. Малтан çак йĕрке Махмуда килĕшмерĕ, анчах ваннă кашни машина çинчен тĕрлĕ элек илтнĕ хыççăн вăл та сăнав ĕçне хутшăнма, инженера пулăшма тытăнчĕ.

Феллахсем «тимĕр ăйăр» тесе ят панă машина пурăннăçемĕн хăйĕн чапне инçетрен инçете сарчĕ, сăнав уйне ытти араб çĕршывĕсенчен хăнасем çӳреме тьггăнчĕç. Трактор мĕнле ĕçленине сăнаканнисем те пулчĕç, ăна Хĕвеланăçĕнче тунă машинăсемпе танлаштарчĕç, кашни пайне тĕрлĕ енлĕ хак пачĕç. Пурне те кабинăри сулхăн сывлăш килĕшрĕ.

Махмуд килен-çӳренсене хапăл туса йышăнчĕ, трактора мухтарĕ, кашни майлă самантра сăнавçăсене пӳлсе калаçăва хăй аллине илчĕ, çĕршывра пулса иртекен улшăнусем пирки те манмарĕ. Хăнасем, паллах, ăна хирĕçлемерĕç. Вĕсем çамрăк директора тимлĕн итлерĕç, малалла та ăнăçлă ĕçлеме хавхалантарчĕç. Пĕррехинче сборка цехĕнче темиçе араб машина хакĕ çинчен калаçса кайрĕç. Махмуд çав вăхăтра ушкăн айккинче цех начальникĕпе калаçатчĕ, çавăнпа та сăмах мĕн çинчен пынине тӳрех ăнланман пирки ыйтăва кĕскен хуравларĕ:

— Хак çинчен шутлама вăхăт та пулман.

— Епле пулман? — пĕр-пĕрин çине пăхрĕç хăнасем хура куçĕсене йăлтăртаттарса.

— Пулман! — çирĕппĕн ответлерĕ Махмуд хăй тавра пухăнакансенчен пăрăнма тăрăшса.

— Пулман! — тĕлĕннине пытармарĕç лешсем куçĕсене кулăшла мăчлаттарма тытăнса. — Тен, сире çак завода парнеленĕ?

— Хисеплĕ туссем! — хăнасем еннелле çывхарчĕ çамрăк, лешсем чăнласах интереслĕ калаçу пуçарса янине ăнланнăскер. — Эпĕ çĕнĕ директор, çавăнпа та икĕ правительство епле калаçса татăлни çинчен пĕлместĕп.

— Ман шутпа, ăна укçасăр тунă. Мускав Çывăх Хĕвелтухăçĕнче хăй хуçа пуласшăн, — нумай пĕлнĕ пекех, аллипе хăлаçланса калаçрĕ пĕр шĕвĕр сухаллă араб.

Волин, инструкци кĕнекине уçкаласа тăраканскер, арабсем трактор çинчен хĕрсе калаçнине, ватă араб унăн çĕршывне хурласа темле сăмах каланине ăнланчĕ. Çав вăхăтра Махмуд вырăс тата араб сăмахĕсене пăтраштарса ăна тата тăлмача хăй патне чĕнчĕ.

— Пулăшăр, Андрей господин. Пирĕн хăнасем завода вырăс халăхĕ ним укçасăр лартса панă теççĕ. Çак ĕçе политикăпа çыхăнтараççĕ, — пăлханнине пытармарĕ Махмуд.

— Лăпланăр, Монейм господин, — вырăс специалисчĕ ушкăн умне пырса тăчĕ, хăнасене пуç тайса саламларĕ. — Эпĕ, хаклă туссем, Раççей гражданинĕ — Волин инженер. Иккĕмĕш завод тунă çĕре хутшăнатăп. Пĕрремĕшне эпир, металлурги заводне, тĕп хулара пысăклатса реконструкцилерĕмĕр. Куна вара çĕнĕрен пуçларăмăр. Иккĕмĕшне те республика тӳлет. Хак пирки, тĕрĕссипе, вăл мĕн чухлине пĕлместĕп, мĕншĕн тесен эпĕ инженер, çавăнпа та, Махмуд господин пекех, правительство калаçăвне хутшăнман, анчах араб çĕршывĕ май килнĕ таран парăма татнине пĕлетĕп.

— Каçарăр, хавака. Мĕн хак тăма пултарать çак хурçă ут? — ыйтрĕ шĕвĕр сухал. — Калăпăр, икçĕр пин фунт.

— Сахал! — пĕр-пĕрин çине куçĕсемпе тăрăнчĕç арабсем

— Йăнăшмарăн-и? — куçне йăвашшăн çĕклерĕ ватă араб.

— Çук.

— Çак республикăна та çав хакпах сутрăр-и?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8