Ытла та вăрттăн юрату :: Пĕрремĕш пайĕ


— Хăв мĕнле пурăнатăн? Тем начарланнă пек. Мĕншĕн? — ыйтрĕ Ангелика.

— Сывлама вăхăт çук. Мотор завочĕ лартма тытăнтăмăр.

— Хăвна упра.

— Çпециалистсем çитмеççĕ.

— Ăнланатăп. Çапах та... пире ан ман. Ывăлу... хăв пекех... Шăп выртмасть, вĕçĕмсĕр алли-урине вылятать, тем шырать.

— Пулас инженер, — Махмуд тепĕр хут ачине лăпкаса илчĕ.

— Килтен хыпар таврашĕ пулмарĕ-и?

— Çук.

— Софипе Фарукран та-и?

— Ĕнер çыру илтĕм.

— Мĕн çыраççĕ?

— Аван пурăнасçĕ.

— Тархасшăн, ыран илсе кил. Хамăн алăпа тытса вулас килет. Темшĕн вĕсене аса илсен чун шикленет.

— Çырăвĕ кунтах.

— Пар, — чавси çине çĕкленме хăтланчĕ Ангелика, анчах упăшки ăна чарчĕ, çырăва пачĕ.

Хĕрарăм тимлĕн вуларĕ. Унăн куçĕсем савăнăçпа тулчĕç, тăрăхла пичĕ илемленсе хĕрелчĕ. Сасартăк вăл çырăва аллинчен ӳкерчĕ.

— Мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ упăшки, хăранипе ура çине сиксе тăнăскер. — Сана вулаттарса пысăк йăнăш турăм пулас?

— Итле, — хута тепĕр хут тытрĕ Ангелика. — «...Израиль салтакĕсем Фарук ашшĕн çуртне бульдозерпа тĕртсе çĕрпе танлаштарнă, çавăнпа та канăçа çухатрăмăр, мĕншĕн тесен карчăкпа старике пурăнма вырăн кирлĕ. Çитменнине, вырăнти влаçсене Фарук вĕсен ывăлĕ пулнине пĕлтерме юрамасть. Тен, эпĕ кĕçех каялла таврăнăп: тăваттăн пĕр шалупа пурăнма йывăр.

Салампа Софи».

— Итлемерĕр мана, — ӳкĕннине пытармарĕ Махмуд арăмĕ çине шиклĕн пăхса.

Ангелика сăмаха ялан тӳррĕн калать:

— Пулăшмалла! — çирĕппĕн каларĕ арăмĕ упăшкин сăмахне илтмĕш пулса.

— Инçетре вĕт. Хамăр республикăра пулсан...

— Карчăкпа старик хамăр пата килччĕр. Аçун мулĕ такама та çитĕ...

— Йăмăк?

— Ман шутпа, Софипе Фарук савăнса пурăнччăр, иксĕмĕр пекех çут тĕнчене йĕкĕреш парнелеччĕр. Ватăсене чĕн, — шывланнă куçне йăлтăртаттарса Ангелика аллине юратнă упăшки еннелле тăсрĕ, ачашланчĕ, ӳкĕте кĕртрĕ.

 

Тăван çĕршыв

— СШАра мана сутăн илме хатĕрленеççĕ, — куçне йăлтăр-р! çутатрĕ президент.

— Ан тĕлĕнтер, — терĕ Шоухди хăйăр çинче хытса тăрса.

— Сана мĕн пулчĕ? Мĕншĕн утмастăн?

— Тен, эпĕ йăнăш илтрĕм? Чăнласа каларăн-и эсĕ çапла: СШАра пирĕн президента туянма хатĕрленеççĕ тенĕ пек илтрĕм.

— Тытăнчĕç ĕнтĕ. Мыскари ĕнер пулса иртрĕ.

— Ĕненме йывăр.

— Ман шутпа, Римали генерал хӳтлĕхри сулхăнра шăп çавăн çинчен каласа култарнă пек, — Насер министра хулĕнчен тытса хăнасем валли тунă вырăн еннелле утрĕ, сăмахне малалла тăсрĕ. — Çар министрне посол туса янине астăватăн пулĕ?

— Паллах.

— Ĕнер вăл отпуска таврăннă. Çитнĕ-çитмен ман пата питĕ васкавлă хыпар пĕлтерме пычĕ те, эпĕ ăна йышăнтăм. Вăл мана США пуçлăхĕсенчен тĕлĕнмелле пысăк парне — виçĕ миллион доллар укçа — сĕнчĕ.

— Чекпа е таса укçан?

— Таса укçан. Чекпа парсан нимĕнле вăрттăнлăх та пулмасть вĕт, — каллех йăл кулчĕ президент.

— Апла эсир пысăк пуян. Ман пек мĕскĕн сирĕнпе юнашар утни вырăнлă мар.

— Э-э, хисеплĕ Ахмади! Эпĕ посола самантрах тăна кĕртрĕм. Пĕр чăматан укçана ун умĕнчех Рималине радиостанцин çӳллĕ башнине туса пĕтерме патăм.

 

* * *

Раççей çинчен асламăшĕ каласа пани Дорăн чĕринче ĕмĕрлĕхе юлчĕ. Грецире ашшĕн чаплă çуртĕнче пурăннă чухне те, Хĕвеланăç Европăри шавлă хуласенче те, шăрăх Çывăх Хĕвелтухăçĕнче те Тăван çĕршыв сăнарĕ асран тухмарĕ. Ут çинчи пăхаттирсемпе шавлă хуласем, вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхирпе сĕм вăрмансем, тырă уйĕсемпе хитре улăхсем — çаксем пурте çамрăк чуна хăйсем патне илĕртрĕç. Вăхăт-вăхăтпа тĕлĕнтерекен самантсем те пулчĕç: мул тĕнчине ӳкернĕ фильмсем Раççейри пурнăçа урăхла кăтартрĕç, ăна хурларĕç, çав пурнăçа пĕтерме чĕнчĕç.

Дора Мускав театрĕсенче, музейсенче, хула çывăхĕнчи тавралăхра çӳресе асламăшĕн ырă халапĕсене куçпа курчĕ, хăй валли канлĕхпе телей тупрĕ.

Ринат Амиров Атăл тăрăхне вăрттăн ĕçлеме таврăнасси çинчен калаçма тытăнсан хĕрарăм канăçне çухатрĕ, ăна хирĕçлеме май шыраре, мĕншĕн тесен вăл çак вăхăтра мул тĕнчинче Раççей çĕршывĕ çинчен элек сарнине, халăх хăйĕн пурнăçĕпе кăмăллă пулнине, çак çулпа ĕмĕрсем хушши малалла утассине ăнланнăччĕ, çавăнпа та ĕольница картишĕнче упăшкипе тавлашма хатĕрленчĕ, анчах Юргансен, çав аскăнчăк арçын, пыни пĕтĕм ĕçе пăсрĕ, пурнăçа пăтратса ячĕ.

Хăйне гарем мăшкăлĕнчен çăлса ирĕке кăларнă хыççăн вăл Амирова пĕтĕм чунĕпе юратса пăрахрĕ, çавăнпа та автомашинăра ашкăнма тытăннă нимĕçе питĕнчен çутăлтарса ямарĕ, шăв-шав кăларса тутара кӳрентересрен шикленчĕ...

Хĕвеланăçне таврăнсан нимĕç ăна каллех тапăнчĕ. Пулăшу ыйтма никамран та май пулмарĕ, мĕншĕн тесен шăп çав каç ашшĕ Чернейко патне хăнана кайнăччĕ. Çурма çутă пӳлĕмре чылай тĕркĕшнĕ хыççăн ăна тĕрткелесе лăплантарма тăрăшакан Юргансен ку хутĕнче гаремри Дайруттине аса илтерчĕ. «Тăршшĕпе те, вăйĕпе те, калăпăшĕпе те каснă-лартнă çавă. Хăлхи хупах пек. Сĕлекине те çавăн пекех юхтарать!» — терĕ те Дора пусмăрлакан нимĕçĕн çăмламас сăмсине икĕ шĕвĕр пӳрнине чикрĕ, пĕрене пек хытă кĕлеткине урисемпе пĕр харăс тапса пӳлĕм варринелле сирпĕтрĕ...

 

* * *

Тепĕр виçĕ кунран виллăна Отто Копфе персе çитрĕ. Вăл хĕрарăма сада тухса çӳреме чĕнчĕ, йьшăçсен сулхăнĕнче Раççейри пурнăçа хурларĕ, кашни майлă самантра ăна сиен тумалли çинчен аса илтерчĕ.

Çывăх Хĕвелтухăçĕнче çак çуткам арçын Дорăна пĕрре курсах килĕшнĕччĕ. Халĕ вăл пĕр чарăнмасăр унăн тăван çĕршывĕ çинчен палкать, ăна сиен тума ĕмĕтленет. «Епле хăрушă иккен этем тени çак çутă тĕнчере! Ринат умĕнче парăмра пулмасан эпĕ ăна юратма та хатĕрччĕ вĕт!» — терĕ те тарăхса хĕрарăм чăтаймарĕ, çул хĕрринчи çамрăк йывăçа ыталарĕ.

— Мĕн пулчĕ?

— Кураймастăп сана! — хыттăн туртăнчĕ хĕрарăм.

— Мĕншĕн?

— Малтан макăрса тăранам... Унтан... ăнланăн, — тесе Дора çывăхри сак çине ларчĕ. Копфе, ун умĕнче сарлака илемлĕ çулçă тытса тăраканскер, айăпа кĕнĕ шкул ачи пек курăнчĕ, çавăнпа та хĕрарăм ăна ларма сĕнчĕ. — Мана эсĕ пĕрре курсах килĕшрĕн. Эсĕ те... ман шутпа... çакна ăнлантăн... хирĕç пулмарăн. Çапла вĕт?

— Çапла.

— Паян вара эпĕ сана кураймастăп!

— Юратупа курайманлăх ялан пĕрле çӳреççĕ.

— Шекспир?

— Шекспир.

— Чим. Акă ăçта иккен манăн йăнăш! Эсĕ писательсенчен хăшне ытларах юрататăн?

— Паллах, Хемингуэй, Гете...

— Вырăс писателĕсене пĕлетĕн-и эсĕ?

— Пĕлмесĕр. Достоевский, Толстой, Горький.

— Кам вăл Горький?

— Социализмла реализма пуçласа яраканĕ. Пролетариатăн чи чаплă писателĕ!

— Эпĕ ун çинчен илтмен, анчах Лев Толстой геройĕсем халĕ те куç умĕнчех тăраççĕ.

— Эпĕ те вĕсене юрататăп.

— Чăн калатăн-и?

— Чăн.

— Апла тĕлĕнмелле! Мĕншĕн эсĕ хăв юратнă писатель çĕршывне хирĕç кĕрешме хатĕрленетĕн?

— Ку ыйтăва пĕр сăмахпа ответлеме йывăр.

— Эсĕ те çар çынни. Юргансен пек. Çапла-и?

— Çапла. Сана та хам ĕçе хутшăнтарма килтĕм, хаклă Дора.

— Мана та? — тĕлĕнсе ыйтрĕ те хĕрарăм тӳрех сак çине тӳрленсе ларчĕ, илемлĕ кăвак куçĕсене васкаса пĕчĕк тутăрпа типĕтрĕ, çӳхе тутине чăп тытса Копфе еннелле çаврăнчĕ. — Итлетĕп.

— Эсĕ темиçе çул каялла пирĕн задание ăнăçлă пурнăçларăн. Паян каллех санран пулăшу ыйтатпăр.

— Каçар, Отто. Тĕрĕс ăнлан мана. Эпĕ текех вырăс халăхне хирĕç ĕçлеме пултараймастăп. Çак çутă тĕнчере маншăн унран хакли çук. Вăл — манăн тăван халăх. Каçар мана, Раççей, çамрăк чухнехи çылăхсемшĕн!

— Эпĕ санпа пĕр чĕлхе тупасса шаннăччĕ, — терĕ те Копфе майĕпен ура çине тăчĕ. Хăй хĕрарăм çине ăшшăн пăхрĕ, анчах çакна палăртмарĕ. — Тепре куриччен.

— Чим. Ан васка, — сасартăк хыттăн ярса тытрĕ ăна Дора. — Кухньăра эсĕ юратнă апат-çимĕç пур.

Отто ун хыççăн пӳлĕме кĕчĕ.

 

Тыткăнри президент

Президент канашĕ вăраха кайрĕ. Унта ларакансем республика экономикине хăвăрт аталантарма кирли çинчен калаçнă чухне пĕрешкел шухăшланă пек пулчĕç, анчах пушхирти ĕçсем çинчен сăмах хускалсан тĕрлĕ калаçакан тупăнчĕ. Пĕрисем СШАпа туслашма, теприсем Европăри пуян çĕршывсемпе çыхăнма сĕнчĕç.

— Пире пур ĕçре те Мускав пулăшать, — калаçăва хутшăнчĕ Шоухди, президентпа юнашар лараканскер.

— Çавăнпа та, хаклă Ахмади, вĕсенчен пĕрмай ыйтма чĕлхе те çаврăнмасть, куç хăрать, — терĕ ăна хирĕç ларакансенчен пĕри.

— Тĕрĕс. Питĕ тĕрĕс! — терĕç татах темиçен. Хăшĕ-пĕрисен куçĕсенче сиввĕн пăхни те сисĕнчĕ. Çакна çар министрĕ кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче тепĕр хут асăрхарĕ. Совет членĕсем сĕтел хушшинче шăкăлтатса калаçса ларчĕç, анчах президентăн ырă сĕнĕвĕсене е шӳтлесе, е пĕр-пĕринпе вăраххăн сăмахласа хирĕçлеме хăтланчĕç.

— Манăн сире пĕлтермелли пур, — терĕ Шоухди президент енне пĕшкĕнсе.

— Ĕç пӳлĕмĕнче, — терĕ те Насер алăк патнелле утрĕ. Тантăшĕ те унран юлмарĕ.

— Кил хушшинчи сулхăнра татах та аван, — аллипе кермен хыçĕнчи пальмăсем енне кăтартрĕ министр коридора тухнă-тухман.

— Килĕшетĕп, — республика пуçлăхĕ урисене йывăррăн пусса картлашкасем тăрăх аялалла анчĕ. Алăка хураллакан салтаксенчен уйрăлса йывăçсем хушшине кĕрсен тин Абдел Насер хăй хыççăн пыракан тусĕ еннелле çаврăнчĕ.

— Шутламан та вĕт Раççейре хама хирĕç çынсем пуласса. Вĕсене иксĕмĕр туслине палăртма юрамасть.

— Мана çарти хăрушсăрлăх вăйĕсен пуçлăхĕ Советăн çур пайĕ Хĕвеланăçĕнчи мул çĕршывĕсемпе çыхăннине пĕлтерчĕ, анчах, ман шутпа, вĕсем пурте пĕр майлă. Эсреметсем, пĕтĕм чуна пăтратса ячĕç.

— Чăн та, çурри ытла мана хирĕç.

— Ман шутпа, пурте.

— Туссем те пур вĕсем хушшинче, — пуçне çĕклерĕ президент министр мĕн каласса кĕтсе.

— Пĕрре е иккĕ... Пĕр сăмахпа каласан, хăрушă япала. Тăшмана хăвăрт тĕп тумалла.

— Паллах, хаклă Ахмади, анчах тата тепĕр талăк вĕсене тивме юрамасть.

— Мĕншĕн вăраха яратăн?

— Хăш-пĕр туссен Хĕвеланăçĕнчен таврăнма тивет. Шанчăклă çынсем. Революцие чунтан парăннă.

— Ăнлантăм.

— Виçĕмкун вĕсенчен пĕри Волин инженера НАТО агенчĕсем вĕлерме хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ, çавăнпа та эпĕ Римали генерала вырăс инженерне хăй патне илме хушрăм.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8