Шурă акăш çулĕ :: Тĕнче курса таврăнсан
Никĕс урĕ чавса пĕтернĕ тĕлелле кирпĕч çапакансем те «алăпа тунă чула» чылай хатĕрлерĕç, çавăнпа ĕç самантлăха та чарăнса тăмарĕ. Чăн та, сых енне Питтăпай никĕс кĕтесĕсене чулран купалама хушрĕ. Ара чул вăл чулах, Турă туса панă япала, чăтăмлăхĕ те унăн кирпĕчĕннинчен çирĕпрех пулма кирлĕ. Никĕс хӳнĕ тикĕсех пулманни вара вăл темех мар, çĕр айĕнче курăнмасть.
Çапла пĕррехинче Питтăпай чул хуракан çамрăксене ĕçлеме вĕрентетчĕ. Ачисем тимлĕ, каланине-кăтартнине çийĕнчех ăса хураççĕ. Аплисем те çыпăçуллă, ахальтен-им Питтăпай вĕсене хăй суйласа илнĕ. Çăрăш лапаткипе чул пĕр-пĕринпе çапăна-çапăна чăнклатаççĕ, хушăран тата çыннисем пĕр-пĕринпе темиçе сăмах перкелешсе илеççĕ, канаш парса пулăшаççĕ. Çак лăпкă шава Питтăпай хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, ăна вăл асăрхама та пăрахнă. Анчах сасартăк хăлхана урăх сасă — хĕрсем кулни кĕчĕ.
— Эй, маçтăр, эс ăçта? — ыйтрĕ тата пĕри, Ку вăл — Илпенес сасси. Питтăпая маçтăр теме вăл пуринчен малтан пуçларĕ. Çăмахĕ ку каллех вырăссенчен килнĕскер, анчах кермен лартакансем ăна хăнăхса çитрĕç ĕнтĕ.
Питтăпай чул хуракансене малалла хăйсем тăллĕн ĕçлеме хушрĕ те çӳле хăпарчĕ. Ара, хан хĕрĕ чĕнет тĕк епле пымăн-ха ун патне. Кунче Илпенес питĕ капăр тумланнă. Пĕр аркăллă симĕс пурçăн кĕпепе; умне хĕрлĕ хăюпа илемлетнĕ сарă пурçăн саппун çыхнă. Уринче — шĕвĕр пуçлă хĕрлĕ сахьян атă. Пуçне кĕмĕл тенкĕсемпе тата тĕрлĕ тĕспĕ шăрçапа эрешлетнĕ тухья тăхăннă, ун айĕн çурăм çине икĕ хулăн çивет пилĕк таран усăнса аннă. Тĕлĕнмелле, хĕр сап-сарă çӳçлĕ, ӳчĕ те шап-шурă. Çавăнпа-тăр çав тери таса çын пек туйăнать. Ахăртнех, пирĕштисем çакăн евĕрлĕ, кунран таса та çутă чĕрĕ чун çĕр çинче тупата тек пулма пултараймасть.
— Маçтăр, эс мана хам пурăнас пӳлĕм вырăнне кăтартăн-и? — пуçне кăшт чалăштарса ыйтрĕ Илпенес. Чакăр кăвак куçĕ кăшт куларах пăхать пек те çапах Питтăпай чунне çăтăр-çатăр çунтара-çунтара илет. Ма çапла-ши? Тата мĕн хуравламалла хан хĕрне? Шӳтлесе ыйтрĕ-и вăл е чăнласах? Шалт аптранă Питтăпай çак кĕске вăхăтрах çурăмĕ лачкам тарланине сисрĕ. Пăчăр тумламсем çамки çине те тапса тухрĕç. Çавна май каччă пушшех аванмарланчĕ.
— Малтанлăха санăн керменĕн варринчи, тĕп уйрăмĕнче иккĕмĕш хутра пурăнма тивĕ. Çавăнпа пӳлĕмне кăтартма пултараймастăп. Каярах вара, темиçе çултан кермене пĕтĕмлех туса пĕтерсен, эсĕ унăн сылтăм çунаттинче пурăнма тытăнăн. Унта сан валли виçĕ пӳлĕм уйăрма палăртнă, — терĕ Питтăпай хăйне тăнăçлăрах туйма тытăнса. Чăнах, кам вара вăл, çав Илпенес? Вунулттăри хĕр. Хан хĕрĕ. Вара мĕн? Ма вăтанмалла унран, тепĕр тесен?
— Ай-уй, — тĕлĕнчĕ Илпенеспа килнĕ хĕр, — Мĕншĕн вара виççĕ таранах?
Питтăпай ăна тĕсерех пăхрĕ те вăл пĕртте хан хĕрĕн тусĕ пулма пултарайманнине ăнланчĕ. Ара, çирĕм пиллĕксенче ĕнтĕ вăл, качча кайнă-и, кайман-и те, анчах Илпенес тантăшĕ мар. Ахăртне ăна пăхса пурăнакан хĕрарăм.
— Пĕр пӳлĕмĕ — пурăнмалли, тепри çывăрмалли, виççĕмĕшĕ тарçисем валли, — халĕ ĕнтĕ лăпкăнах ăнлантарчĕ Питтăпай.
— А-а, — терĕ те хĕрарăм пĕр хушă çăварне хупма мансах тĕлĕнсе тăчĕ.
— Манăн вара иккĕмĕш хутрах пурăнас килет, — кутăнлашанçи турĕ Илпенес. — Ан тив унта пĕр пӳлĕм çеç пултăр. Ун вырăнне иккĕмĕш хутран таçта аякка-аякка пăхса тăма май пур.
— Ку ĕнтĕ пĕртте манран килмест, — асаилтерчĕ Питтăпай. — Кун пирки аçупа калаçмалла. Аякка-аякка тесен... Инçет тавралăх вăл чăнах та илĕртӳллĕ.
— Эсĕ таçта та çитсе курнă терĕ атте. Мĕнле, аван-и тĕнче касса çӳремешкĕн? — чăнласах кăсăкланса ыйтрĕ хан хĕрĕ.
— Çав тери усăллă тесшĕн эпĕ, — хуравларĕ Питтăпай. — Тата, паллах, кăсăклă. Аванни тесен вара çул çинче ырри те, усалли те — тем те пулать, тем те куратăн. Çапах эпĕ чĕрĕ те сывах таврăнтăм авă.
— Малашне татах тĕнче курма кайса çӳресшĕн-и эсĕ? — татах тĕпчерĕ Илпенес.
Каччă хăйĕн шухăш-ĕмĕтне пуçне сĕлтсе çеç пĕлтерчĕ.
— Мана та пĕрле илсе кайăн-и вара? — татах куларах ыйтрĕ хан хĕрĕ. Каччă хуравне кĕтсе илмесĕрех вăрт! пăрăнчĕ те айккинелле чупсах кайрĕ. Юлташĕ ун хыççăн аран елкĕрсе пырать. Сасартăк Илпенес тăп! чарăнчĕ, Питтăпай енне çаврăнса тăчĕ. — Эй, маçтăр, эпĕ чăнласах калатăп. Тепрехинче мана пĕрле илсе кай!
Вара Илпенес кĕмĕл шăнкăрав сассипе кăмăллăн кулса ячĕ, тек пĕртте çаврăнса пăхмасăр мĕн куçран çухаличчен чупса кайрĕ.
Хĕрсене сăнаса тăнă май Питтăпай хыçа Шахман çитсе чарăннине те сисмен.
— Мĕн, хан хĕрне куç хыврăн-им? — шартах сиктерчĕ вăл.
Питтăпай хăйне каллех вăрра тытнă майлă туйрĕ.
— Тем ан аташ. — терĕ урăх сăмах тупаймасăр. — Хан хĕрĕ вăл пирĕн пеккисем валли мар.
— Çапла пуль, çапла пуль, — килĕшенçи турĕ Шахман. — Тепĕр тесен, кам валли-ши вăл кунта? Пирĕн тăрăхра хан е эмир мар, мăрсасем те сахал. Пĕри, çывăхри, Шупашкарта пурăнать. Унăн ывăлĕсем авланнă ĕнтĕ. Хайхи Çĕрпӳ-Пулатăн пĕртен-пĕр хĕр пĕрчине пирĕн хăраххисенех качча пама тивĕ.
Чăнласах калаçать-ши ку ача е шӳтлеме хăтланать? Питтăпай ăна тĕсесе пăхса илчĕ. Çук, шӳтленĕн туйăнмасть. Кăшт тăрăхлани сисĕнет пек,
— Çапах... Турхансем пур тата пирĕн чăвашсен. Хăшĕсем, пĕлетĕн-и, самай пуян. Пирĕн тăрăхра, калăпăр, Хурамалта турхан пурăнать. Усламĕ унăн! Пасар ялĕ вăл Хурамал. Пасарĕ, паллах, Çĕрпуринне çитеймест, çапах унта кĕçнернисенче пĕтĕм тавраран халăх çӳрет.
— Турхансем вĕсем... — тата тем каласшăн пулчĕ те Шахман чарăнчĕ, вĕсене питех хисеплеменнине палăртса алă сулчĕ çеç.
Питтăпая та ку калаçу килĕшме пăрахрĕ ĕнтĕ.
— Эс ман пата мĕн çăмăлпа килнĕччĕ? Хăвăртрах кала, аттуш ман ерçӳ çукрах, — терĕ вăл.
— Хан мана Сарăтăва кайса килме хушрĕ, — пĕлтерчĕ Шахман. — Унта кăнтăр çыннисем тĕртнĕ кавир нумай сутаççĕ тет. Çавсене туянма хушрĕ. Çула май сана мĕнле япаласем кирлине те ыйтса пĕлес тĕрĕм. Тен, унтан вĕсене те тупса килĕп. Сарăту пысăк хула тенине илтнĕ эпĕ.
Вĕсем айккинерех пăрăнса ĕç пирки кăштах калаçкаларĕç. Питтăпай ытла тем те пĕр туянма ыйтмарĕ, анчах малашне мĕн кирлĕ пуласса шута хурса ярмăркка-пасарсенче мĕн пăхмаллине, çав япаласем ăçта мĕн хак тăнине пĕлсе килме хушрĕ. Шахман пурне те асра тытма тăрăшса ялан пĕрле илсе çӳрекен патак çине çĕçĕпе хăй çеç пĕлекен темĕнле картсем турĕ. Кĕçех вăл çула ыран ирех тухмалла тесе килнелле уттарчĕ. Питтăпай вара каллех никĕс хывакансем патне анчĕ, хăнăхнă ĕçе кӳлĕнчĕ.
Çапла, пурте ăнса пырать. Хан керменĕн никĕсне янă тесен те юрать ĕнтĕ. Стенисене хăпартасси вара çăмăлрах, çинех кирпĕч-чул хуракансем те куç умĕнчех ăсталанса пыраççĕ. Пулмаллах чăваш ханĕн чул кермен, пулмаллах! Чăнах, ара, Çĕрпӳ-Пулатăн ма ыттисенчен юлмалла? Унăн чапĕпе хисепĕ — пĕтĕм чăваш чапĕпе хисепĕ. Тата, каччă шучĕпе, чăваш ханĕн тĕлĕнмелле чипер хĕр пур. Ун пек илемлĕ пике тупата тĕнчере урăх пулма та пултараймасть. Тĕнче касса нумай çӳренĕ Питтăпай çакна çирĕплетсех калама хăять. Çав юмахри пек сар пике керменре кăна пуранма тивĕçлĕ. Хăтлăх-илемĕпе Хусан ханĕннинчен те, вырăс патшиннинчен те кая пулмалла мар керменĕн. Çапла ăнланать Питтăпай хăйне шанса панă ĕçе, çавăнпах мĕн пултарнă таран тăрăшать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...