Шурă акăш çулĕ :: Тĕнче курса таврăнсан
Килĕшрĕ вара Питтăпай хан сĕнĕвĕпе, Çĕрпӳре чылайлăха, тен, яланлăхах юлма шут тытрĕ.
Пулас кермен сăнне вăл хан ыйтнĕ пек тепĕр кун мар, тата виçĕ кунран тин кăтартма пултарчĕ. Тĕрĕсрех каласан, вăл харăсах темиçе ӳкерчĕк сĕнчĕ. Çĕрпӳ-Пулат шухăшласан-шухăшласан вĕсенчен пĕрне суйласа илчĕ. Çав ӳкерчĕк тăрăх кермен варри икĕ хутлă пулмалла, айккисенчи пĕр пек «çунаттисем» — пĕрер хутлă. Икĕ хутлă пайăн тăррине урлă, «çунаттисенне» — тăрăх, вĕçĕсене сĕвемлетсе витме палăртнă. Унсăр пуçне керменĕн ум енне сарлака крыльца кăлармалла, унăн икĕ енне икшер çавра колонна лартмалла. Çурт самаях çӳллĕ пулнăран кермен Çĕрпӳри пур çурт-йĕртен кампартарах, мăнаçлăрах курăнса ларĕ. Пурăнма кĕрессине вăраха ярас мар тесе Питтăпай керменĕн малтан икĕ хутлă варрине туса çитерме, «çуматтисене» вара каярах уйрăмшарăн купаласа лартма сĕнчĕ.
Хăй тĕллĕн ăс пухнă çамрăк архитектор планĕ хана пĕтĕмпех килĕшрĕ, вара вăл Питтăпая чертежсем хатĕрлеме ирĕк пачĕ. Хутла хăй тĕллĕн кăна вĕренкеленĕ каччă чертежсене, паллах, пит чаплах ӳкереймерĕ, анчах керменĕн хăш пайне мĕнлерех тумаллине, çав ĕçсем валли мĕн чухлĕ кирпĕч, кашта, хăма тата ытти япала, миçе çын кирлине питĕ тĕплĕн шутласа палăртрĕ. Тепĕр тесен Çĕрпӳ-Пулат, халиччен чăн-чăн чертеж курманскер, Питтăпайăн ку ĕçĕнчен те шалт тĕлĕнчĕ. Уншăн халĕ пуринчен кăткăсраххи чертежсем валли хут тупасси пулчĕ. Ăна тата ытти хăш-пĕр япалана хан Хусана лав ярсах туянса килтерчĕ.
Питтăпай чертежсем хатĕрленипе пĕрлех кирпĕч çапас ĕçе те тӳрех йĕркелерĕ, унта ĕçлеме вăй питти арçынсене пуçтарчĕ. Юрать-ха (Турă каçартăр çапла каланăшăн!) Али паттăр çапăçса вилнĕ хыççĕн пуçсăр юлнă çарăçсем нумайччĕ. Ма тесессĕн Çĕрпӳ-Пулат ӳлĕм кирлех пулмĕç тесе вĕсен йышне çурри ытла чакарчĕ. Чăннипе вăл хысна укçине перекетлесшĕн пулчĕ те-ха... Кĕскен каласан тăм çăрса кирпĕч çурт лартасси шăпах ĕнерхи çарăçсемшĕн ал çемми пулчĕ. Хан аванах тӳленине кура вĕсенчен нихăшĕ те хăйсене хура ĕçе явăçтарнăшăн кăмăлсăрланмарĕ.
Кирпĕч хуракансем тупма вара самай тăрăшма тиврĕ. Ку таврара çурт-йĕре чултан тума хăнăхман, Питтăпайăн ирĕксĕрех пултаруллă çамрăксене суйласа илсе çĕнĕ ĕçе вĕрентме лекрĕ.
Пуринчен кăткăсраххи вара пач кĕтмен тĕлте сиксе тухрĕ. Кермен тума кирпĕчпе хăма-пĕренесĕр пуçне тата тем тĕрлĕ япала кирлĕ иккен. Вырăнти ăстасем вĕсене тума пултараймаççĕ. Уйрăмах металл япаласене. Тăпса-хăлăп таврашне кунти тимĕрçĕсем те ăсталаççĕ-ха, Питтăпай ашшĕ йышши ăстасем эрешлĕ тимĕр карта таранах туптаса парĕç. Анчах кермен валли ку çителĕксĕр. Вĕсене вара таçта-таçта çӳресех шырама тивет. Çак ĕçе тума пултаракан вăр-вар çын тупаймасăр хăшкăлчĕ те ĕнтĕ Питтăпай.
Вăхăт вара шăвать те шăвать. Кĕçех Çĕрпӳре черетлĕ ярмăркка кĕрлесе кайрĕ. Çав ятпа хан кермен тăвас ĕçпе çыхăннă çынсене пĕр-икĕ кун канса илме ирĕк пачĕ. Тепĕр тесен, Питтăпай унран ыйтмасăрах ярмăрккана кайса килме пултарнă, ыттисемпе танлаштарсан унăн хăйне ирĕклех тытма юрать.
Халиччен Çĕрпӳ ярмăрккинче пулса курман Питтăпай пирвай пасарта чăнласах тĕлĕнсе пăхса çӳрерĕ. Унсăрăн май та çук темелле. Çĕрпӳ — пĕчĕк хула. Ярмăркки вара тупата пысăк хуласенчипе танлашать. Халăх çапла хĕвĕшнине каччă Хусанта та курман. Сутакан таварсем те кунта куç-пуç чарăлмалăх пур. Кăткăсрах япаласем пурте таçтан кӳрсе килнисем: Хусантан, Чулхуларан, Чĕмпĕртен, Вяткăран... Вĕсенчен нумайăшне чăвашсем хăйсем те тума пултарнине ăнланнă-ха Питтăпай, анчах кăткăсрах ĕçе пуçăнма вĕсене хутла пĕлменни касать. Ку чухне нумай япалана пĕр пек, хут çинче ӳкерсе кăтартса ăсталамалла. Эх, мĕншĕн чăвашăн хăйĕн çырулăхĕ çук-ши? Тата çакна кура чăвашсем мĕншĕн ют çырулăха та пулин йышăнмаççĕ? Ытти халăхсем ку тĕлĕшпе чылай ăслăрах. Вырăссем ав Дунай тăрăхĕнчи пăлхар çырулăхне, тутарсем — арабсенне йышăннă. Камăн пуçармалла пулнă çак ĕçе? Тепĕр тесен, кунашкал шухăшсем ярмăрккара пуç ватçа çӳремеллисем мар...
Лавкка речĕсем хушшипе иртнĕçемĕн Питтăпай хăй сисмесĕрех пĕр çамрăк сутуçă умĕнче чарăнса тăчĕ. Каччă ăна пуринчен ытларах йăрăлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Тата хăй сутакан çимĕçпе. Сутасса вара вăл... çарăк сутатчĕ. Пысăк хуласенче кунран тĕлĕнмелли нимĕн те çук пулĕ. Çĕрпӳ ярмăрккинче вара! Çарăк! Ăна кунта сутни ĕненмелле мар пек туйăнать. Ара, ку хулари çынсен — тӳре-шара-и вăл е ал ĕç ăсти, çарăç-и е çул çӳрен ямшăк — кашнин пӳрт çум пахчи пур, унта вăл кирлĕ пахча çимĕçе хăех ӳстерет. Таçтан çӳрен çынсем тесен, вĕсем Çĕрпĕве инçетрен çарăк туянас ĕмĕтпе килмен-тĕр. Анчах çамрăк сутуçа çакă пĕртте аптратмасть пулас, ĕçĕ унăн самай ăннăн туйăнать. Алли-ури вăр-вартан çеç мар, чĕлхи-çăварĕ çыпăçуллăран та. Акă вăл иртсе пыракан пĕр çамрăк мăшăра çыпăçрĕ.
— Эй, чипер каччă! Туянса пар сарă хĕре ак çак шап-шурă çарăка. Чуппа пек пылак вăл, чи пахи — телей кӳрет. Ман кӳршĕсен хĕрĕ çирĕме çитсе качча тухаймарĕ. Каçарăр та, пит чиперех марччĕ вăл, санпа, пикеçĕм, танлаштарма та çукчĕ ăна. Çавскер пирĕн çарăка çисе пăхрĕ. Çарăкĕ вара ку ахальли мар, унăн вăрлăхне Аçтăрхантанах кӳрсе килнĕ, акиччен ялти асамçă вăрттăн вăй кĕртнĕ. Хайхи хĕр çур çултанах качча тухрĕ. Ахаль çынна мар, кӳршĕ ялти пуян килне.
— Тыттаран та вара, — тус хĕрне айккинелле пăрасшăн пулчĕ каччă.
— Пĕртте тыттармастăп, каларĕ тесе калăр. Эс укçуна шеллесе ан тăр, савнине тутантарса пăхтар, хăв та çисе кур. Йӳнĕпех паратăп. Кайран мана нумайччен ырăпа асăнăр, тен, пасара килсех тав тăвăр. Чипер йĕкĕт, мĕн, темиçе пусна шеллетĕн-им? — çине тăчĕ сутуçă.
Каччă савнийĕ умĕнче хăйне аван мар туйрĕ курăнать, иккĕленсе чарăнса тăчĕ. Хĕрĕ те кула-кулах:
— Мĕн вара, атя, путишшĕнех астивсе пăхар пĕрер çарăк, — текелерĕ.
— Ăт ку тĕрĕс шухăш! — ырларĕ çамрăк сутуçă. — Эпĕ çарăксене килтенех çуса тухнă, сире тата тепре чӳхесе парăп.
Сутă сĕтелĕ айăнче, чăнах та, пĕр патьен шыв ларать-мĕн. Çапла шутлесе-кулсах каччă куç умĕнчех тата темиçе çынна çарăк тыттарса ячĕ. Питтăпай тĕлĕнсе пуçне сулкаларĕ те йăл кулăпа малалла кайрĕ.
Йăрă каччă сутă тăвакан çĕртен Питтапай пăртакран тепре каялла иртрĕ. Çавскер çарăкне сутса пĕтернĕ-мĕн те хальхинче пылак шыв сĕнетчĕ.
— Морс! Морс! Пĕр курка ĕçсен пĕр пăтлăх çăмăллатать! Чуна уçать, кăмăпа çĕклет. Шывне тин çеç çăлкуçран кӳрсе килнĕ, пылакне пылран та çырларан тунă. Морс! Морс! — таçта çити сарăлать çамрăкăн хулăнах мар янравлă сасси.
Кун каçа ярмăрккара çӳресе ăшша пиçнĕ халăх ахаль те унăн пички патне черетленсех морс туянать. Ĕçес килнипе тата кăсăкланнипе Питтăпай та черете тăчĕ, пĕр алтăр туянса ĕçрĕ. Шывĕ чăнах та шăла шантармалла сивĕ, пылакĕ те ытлашши мар, шăпах вăхăтлă, çавăнпа морс чăннипех ăша кантарать. Питтăпай сутуçăпа калаçса та пăхасшăнччĕ, анчах черет вăрăм, пурте васкаççĕ, çавăнпа хальлĕхе айккинех пăрăнма тиврĕ. Вара вăл ярмăрккара татах çӳрекелерĕ те çамрăк патне кăнтăрла иртсен, киле каяс умĕн, тепре пычĕ. Хальхинче сутуçă хуплу сутатчĕ. Кунĕпе çӳресе выçса çитнĕ çынсем кăмăлласах туянаççĕ, кăшт айккинерех пăрăнса ăна çакăнтах çăвар тулли пĕтĕреççĕ.
Акă ĕнтĕ пасар кунĕ вĕçленсе пычĕ, тавар туянакансем сайрала пуçларĕç. Каччă та хăйĕн ăпăр-тапăрне пуçтарма тытăнчĕ, лавкка хуппине антариччен, çутăпа усă курса, кĕтесре вырăн сарса хучĕ. Çак самантра вăл хăйне Питтăпай сăнаса тăнине асăрхарĕ.
— Сана тата мĕн кирлĕ? — сассине хăпартмасăр, анчах кăмăлсăррине пытармасăр ыйтрĕ сутуçă.
— Калаçса илес тетĕп, — тӳрех хуравларĕ Питтăпай.
— Калаçсан та, калаçмасан та паян манăн сутмалли урăх нимĕн те çук, — асăрхаттарчĕ каччă.
— Эпĕ сутас-туянас пирки мар, эпĕ çын шыратăп, — шахвăртса пуплешме хăнăхманскер тӳрех пĕлтерчĕ Питтăпай.
Вара вăл хăй камне, халĕ мĕн ĕç тунине, çав ĕçе йĕркелесе пымашкăн мĕнлерех çын шыранине каласа пачĕ. Паллашрĕç. Каччă Шахман ятлă-мĕн. Самай çӳллĕскер, вăй питтискер. Хачăпа тура витĕр якатса кĕскен каснă хура çӳçĕ, çавăн евĕрех кĕскетсе майлаштарнă хура мăйăхĕпе сухалĕ шăрт пек тăраççĕ, каччăн пысăках мар пуçне мăнăлатса кăтартаççĕ. Çамки вара ансăр. Çавăнпа Шахман пĕрре пăхсан ăслă та пек, çав вăхăтрах тăн çапса тăракан çын та мар пек туйăнать. Тĕк тăман хура куçе вара этемми ку хăйне кура чее иккенне палăртать. Чăн та, çак чеелĕхшĕн унăн пĕррехинче явап тытмашкăн тивнĕ тем, сулахай куçне унăнне такам çапса ватнă пулас та вăл кăштах чапрасланнă, çавăнпа Шахман Питтăпая куçран пăхнă чухне те хăрах куçĕпе айккинче тăракан çынна сăнанăн туйăнать. Çапах çакă çамрăк çыннăн сăнне пăсмасть, пĕтĕмĕшле илсен Шахман питех те çирĕп, хĕрсем ăмсанмалли каччă.
— Паян сăнакаларăм та сана, мана шăпах сан пек çын кирлĕ пек туйăнчĕ. Пĕр кун хушшинчех эсĕ тем те сутма пултартăн. Çимĕçĕсене те тупса ĕлкĕртĕн.
— Çимĕçĕсене тупасси вăл темех мар-ха. Вĕсене аннепе атте кӳрсе тăраççĕ. Манăн ĕç вара — сутасси. Ку тĕлĕшпе эпĕ чăнах та аптрамастăп, тутăх пăтана та ылтăн вырăнне тыттарса яма пултаратăп, — именмесĕрех мухтанса илчĕ Шахман. — Анчах эпĕ сана сутуçă мар, кирлĕ япала тупса кӳрекен çын кирлĕ пек ăнлантăм.
— Тĕрĕс, — çирĕплетрĕ Питтăпай.
— Усси пур-ши унашкал ĕçрен, — хытса çитеймен мăйăхне иккĕленсе хыçкаларĕ Шахман. — Кунта эпĕ çарăк сутса та услам чылай тăватăп.
— Хан çак ĕçе ăнтаракана аванах тӳлеме пулчĕ, — шантарчĕ Питтăпай. — Тата çакна шута ил: санăн таçти-таçти инçе çĕре çӳреме тивĕ. Тĕнче курăн, вăл вара çав тери тĕрлĕ те кăсăклă.
Шахман хăй ăссĕн тем шухăшларĕ. Тĕнче курасси вăл, паллах, аван япала. Тата тĕрлĕ çĕртен тĕрлĕ тавар тупса килме май пулсан? Хан валли кăна мар, çула май Шахман хăй валли те ăна-кăна лавсем çине хурса килме пултарĕ, тен? Кайран кунти пасарта çав япаласене сутса ярĕ.
— Мĕнех, Питтăпай... Пăртак шухăшласа пăхам-и? Сĕнĕвӳ сан илĕртӳллĕн илтĕнчĕ те-ха, çапах пуç тавра ăна-кăна çавăрттарса илмелле. Тата килтисемпе канашласан та пăсмасть, — терĕ Шахман.
Ярмăркка хупăнас умĕн тепре курнăçса калаçма килĕшрĕç вара.
Тепĕр эрнерен Шахман виçĕ лавпа Чулхулана тухса та кайрĕ. Питтăпай сĕннипе Çĕрпӳ-Пулат хăйĕн керменне темиçе тĕслĕ кирпĕчпе купалама шут тытнăччĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ кирпĕч хĕртсе кăлармашкăн вара тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсем кирлĕ. Çав япаласене çăрăша малтанах ямалла-мĕн, вара кирпĕч тĕсĕ ĕмĕрлĕхех юлать. Анчах сăрĕсем хăйне йышшисем кирлĕ — хăшĕсем хĕртнĕ чухне тĕсне çухатма е çунса улăштарма пултараççĕ. Питтăпай шучĕпе унашкал сăрăсене çывăхри хуласенчен Чулхулара çеç тупма пулать, кирпĕч çапман Хусанта ку тĕлĕшпе никамах та тимлемест пек туйăнать.
Тата икĕ эрнерен Шахман тулли лавсемпе чиперех таврăнчĕ. Сăрăсемпе пĕрлех вăл темĕн йышши тимĕр пăта, тыткăч, йĕс тăпса, хăлăп-петле туянса килнĕ. Ку япаласем каярах пурте кирлĕ пулĕç. Кĕçех Питтăпай кăвак кирпĕч çапса пăхрĕ, Чиперех пулчĕ пек. Сăрри кирпĕч хĕртнĕ чухне тĕссĕрленмерĕ. Чăн та, кермен пулăс вырăнта хальлĕхе кирпĕч хума мар, никĕс ямашкăн çĕр чавма çеç пуçăннăччĕ-ха. Çапах кирпĕч çапма та вăхăт, хума тытăнсан вăл çитменнипе ĕç ан чарăнтăр.
Çапла Çĕрпӳре хан керменĕ пулас вырăнта ĕç вĕреме тытăнчĕ. Никĕсне малтанах пĕтĕмпех хывса хăварас тенĕрен темиçе теçетке çын çĕр чавма тухрĕ. Никĕс вырăнне алтнă чухне хăпаракан тăпрана темиçе лавпа çывăхри çырмана кая-кая тăкреç. Унтах тепĕр пуçĕнче кирпĕч хĕртмелли пысăк кăмака туса лартрĕç. Кăмака патĕнче те вуншар çын хĕрсех ĕçлерĕ. Шахман вара татах та татах таçта кая-кая килчĕ, тем те тупрĕ, тем те илсе çитерчĕ. Чăнах та пултарать, шеремет.
3
Çĕртме уйăхĕнче, пĕтревкке уявĕ тĕлнелле, кермен лартас ĕçе пуçăнмашкăн мĕн кирлине пурне те хатăрлесе çитерчĕç. Вара Çăрпӳ-Пулат килĕш пăтти ирттерчĕ. Унта хан кил-йышне кăна мар, кермен тăвас ĕçе хутшăнакан пур çынна та чĕнчĕ. Чӳкне пулас кермен çĕрĕ çинче турĕç. Хан унтах мăн хуранпа вир пăтти пĕçерттерчĕ. Унсăр пуçне ытлашши юлмалăхах юсманпа йăва, пĕрер пичке сăрапа сим пыл турттарса пыртарчĕ. Кил-йышĕнче аслăраххи никам çукран ханăн хăйĕнех чӳк тума тиврĕ.
— Эй, Аслă Турă! Эй, Кепе, Пихампар, Пӳлăх, Хăрпан! Сире хисеплесе çак ушкăнпа чӳк тăватпăр паян. Мĕнпур кил-йышăмпа, мĕнпур çурт лартакан йышăмпа, мĕнпур выльăх-чĕрлĕхĕмпе, хуран пăттипе асăнатпăр сире. Вăй парăр, ăнăçу парăр пире çĕнĕ кермен туса лартмашкăн. Манăн мар, пĕтĕм чăвашăн чапĕ пултăр вăл. Тунă кĕллĕм кĕлле кĕтĕр, тунă кĕллĕм шута кĕтĕр. Керменĕн пĕр енĕ улăх-çарана, тепĕр енĕ юханшыва пăхса лартăр. Картишĕнче виçĕ картара виçĕ тĕрлĕ выльăх тулли пултăр, хамăра кăна мар, пирĕн пата килен ханасем валли те çиттĕр.
Унтан Çĕрпӳ-Пулат икĕ чашăк илсе кашнине хуранран виçшер кашăк пăтă ăсса хучĕ, пĕр чашăкне айккинерех кайса çĕре пачĕ, теприне Мăн Çавал хĕррине анса шыва пачĕ. Вара пурте апата пуçăнчĕç.
Çанталакĕ куçа шартармапла янкăр. Хĕвел питтинче ларнă çĕртех тар кăларакан шăрăх тăрать. Пăтти чĕлхе-çăвара пĕçертмелле вĕри. Çавăнпа нӳхрепрен тинтерех илсе тухнă лĕпленме ĕлкĕреймен сăрапа сим пыл курка хыççăн курка ӳпĕнет. Питтăпай та ыттисенчен юлмарĕ, сиплĕ шĕвексене пĕрер алтăр тĕппи ĕçсе пачĕ. Вара сасартăк тĕнче йăлтах çуталса кайнăн туйăнчĕ. Йĕри-тавра нимĕн те çук, кăмăла ирĕлтерсе çемçетекен ырă-ырă çутă кăна. Питтăпай çав çутă хĕвелтен те, пĕлĕтрен те мар, таçтан сулахайран тапса тăнине туйрĕ. Вăл хăй сисмесĕрех пуçне çав еннелле пăрчĕ. Унта Илпенеспе унăн тус хĕрĕсем лараççĕ-мĕн. Тăм чашăкри пăтта кашăкпа ăскаланă май хăйсем хушшинче тем калаçкаласа илеççĕ те шăппăн кула-кула яраççĕ, куллине пытарас тесе çăвара ал лаппипе хуплаççĕ. Акă сасартăк ытти хĕрсем таçта кайса çухалчĕç пек те пĕр Илпенес çеç ларса юлнăн туйăнчĕ. Акă тата ытти çынсем те сасартăк çук пулса тăчĕç пек. Пĕтĕм таврара халĕ пĕр Илпенес кăна. Вăл пуçне кăштах чалăштарнă та Питтăпая куçран пăхса ларать. Те куласшăн унран, те темскер тĕплĕнрех ыйтса пĕлесшĕн, чипер питĕнче йăп кулă палăрать. Усал кулă мар ку, ей-ей, усалли мар! Акă хан хĕрĕ кулмаллипех кулса ячĕ те пуçне сулахаялла пăрчĕ, ал лаппипе тутине хупласа такама тем каларĕ... Чим, ара, вăл тус хĕрĕпе калаçать-иç, лешĕ вара ăна ихик-ихик текелесе кăсăклансах итлет. Чим, таврара татах çын нумай-иç, Питтăпай вара Илпенесе кăна шăтарасла пăхса ларать... Çакна тин тавçăрса илнĕ каччă вăрра тытнă пек аванмарланса кайрĕ, хăвăртрах урăх еннелле çаврăнса ларчĕ. Анчах унăн кăсăкне асăрханă çын пур иккен кунта.
— Чăнах та чиперкке, шеремет! — терĕ ăна такам хăлхаран шăппăн. Шахман иккен. Вăл тутипе Питтăпай хăлхине перĕнсех тенĕ пек калаçать.
— Эс мĕн... кам пирки? — унран кăшт айккинерех куçса ларчĕ Питтăпай.
— Эс пăхса тăранайман пике пиркиех, — каллех ун çумнерех шурĕ Шахман.
— Тем ан аташ. Эпĕ пĕртте ăна пăхса ларман, — суеçтерчĕ Питтăпай. Унăн хĕрĕнки иртсе те пычĕ ĕнтĕ. Ара, чăваш сăри ӳсĕртмест, сим пыл вара пуçа питех пымасть, ытлашши сыпсан ураран çеç ӳкерет. — Тата пирĕн пеккисем пăхмалли пике те мар вăл. Хан хĕрĕ...
— Юрĕ ĕнтĕ, юрĕ, эпĕ шӳтлесе каларăм, — терĕ те Шахман чашăкран тулпи кашăк пăтă ăсса çăварне ярăнтарчĕ.
Питтăлай тек пăтă та çимерĕ, сăра та ĕçмерĕ, мĕн чӳк вĕçленичченех хăйĕн чĕркуççине тем тĕпченĕн пăхса ларчĕ.
Тепĕр кунне çак вырăнта ĕç чăн-чăнласах вĕреме тытăнчĕ. Вуншар арçын никĕс урне малалла чаврĕ, кирпĕч турттарса килсе купасене шаршанларĕç. Ĕçлекенсем валли ăнсăрт çумăртан-мĕнрен пытанмалли хӳтлĕхсем туса лартрĕç. Йывăр ĕçсенче кермен лартакансене хан çарăçĕсем нумай пулăшрĕç. Вĕсене халĕ Али паттăр ывăлĕ Чакăр ертсе пырать. Вăл вăй-хăват тĕлĕшпе ашшĕнех çитеймест-тĕр, анчах çапăçу ăсталăхне чăннипех алла илнĕ. Çавăнпах-ши çарăçĕсем ăна çав тери хисеплеççĕ, сăмах уçичченех ăнланаççĕ, мĕн хушнине пĕтĕмпех пĕр пăркаламмасăр пурнăçлаççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...