Шурă акăш çулĕ :: Тĕнче курса таврăнсан
1
Питтăпай ашшĕ валли кирпĕчрен çĕнĕ тимĕрçĕ лаççи туса лартсан ăна курма пыман çын Эпеçре юлмарĕ те темелле. Вĕсене пуринчен ытларах вĕркĕч кăмаки тĕлĕнтерчĕ. Тăм чăмаккине хĕртсе тунă кирпĕч текен япала ăшша чулран пĕртте кая мар, тен, ытларах та тытать. Хăй çурăлмасть те иçмасса. Ăт япала тăк япала-а!
Пайпулат ывăлĕ тахçанах пĕве кĕнĕ ĕнтĕ. Мускава кайса килсенех ача çулне кура мар шухăшлăн çӳреме тытăннăччĕ. Тепĕр çул вăл амăшĕ хирĕçленине пăхмасăр тĕнче касса çӳреме тухса кайрĕ. Тен, ĕмĕчĕ тулмастчĕ те пулĕ, ашшĕ шарламанни пулăшрĕ. Ара, Пайпулат тахçан ывăлне тĕнче курса çӳреме чармăп тесе сăмах панăччĕ-çке. Вăл ывăлĕ çула çапла час пуçтарăнасса кăна шутламан...
Пилĕк çул ытла çухалса çӳрерĕ Питтăпай, çак хушăра Хусанта, Урал тăрăхĕнчи хуласенче, Чулхулара, Мускавра пулса тĕрлĕ ăста еплерех ĕçленине çав тери тĕплĕн сăнарĕ. Вăл уйрăмах çурт лартакансемпе кăсăкланчĕ, вĕсен ĕçне ансат чертеж ӳкерес таранах вĕренсе çитрĕ.
— Ăçта кăна çитсе тухмарăм, — терĕ вăл кĕркунне енне таврăнсан ашшĕпе амăшне кĕскен. — Курмалли татах нумай тĕнчере, анчах тăван ен ытла хытă туртма тытăнчĕ, тунсăхланипе çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрайми пултăм. Тата вĕçĕмсĕр çӳресе те çитет, мĕн курни-илтнине пурнăçа кĕртсе пăхмашкăн вăхăт ĕнтĕ. Эсир ман пирки пирĕн ача пилĕк çул хушши ахалех вăхăт сутса çӳрерĕ тесе ан шутлăр. Курăр акă, эпĕ мĕн пĕлсе килни кĕçех пирĕн пĕтĕм кил-йыша пысăк усă кӳрĕ. Каларĕ тесе калăр.
Ĕçлеме вăхăт текен шухăшĕ тĕрĕсех ĕнтĕ. Çак пилăк çул ытла тапхăрта Питтăпай йăлтах ӳссе çитĕннĕ, ашшĕнчен те тĕреклĕрех курăнать. Ара, çирĕм иккелле хăвалатчĕ ĕнтĕ. Тăрăхла пичĕ çинче сарăрах сухал та палăрмаллах ӳснĕ. Каçăртарах сăмси, хулăнрах тути çынни йăваш кăмăллине палăртаççĕ пек те, анчах хĕм сапса тăракан кăвак куçĕ чăннипе апла марринне, пĕр шухăш тытсан ку каччă шухăшне вĕлерсен те улăштарас çуккине ĕнентереççĕ. Ытла тӳррĕн, çирĕппĕн тата ăслăн пăхать вăл çын çине.
Пайпулатпа арăмĕ ывăлĕ вăхăта ахаль сутса çӳременнине тепĕр çуркуннех хăйсем курса ĕненчĕç. Хĕл каçа Питтăпай темĕнле япаласем — тĕпсĕр те хупăсăр тăрăхла тăваткалсем хатĕрлерĕ. Çав тăваткăлсене хăй вăл кирпĕч хурăмĕсем тет. Вĕсем пурте пĕр калăплă пулмалла, çакă кирпĕчсенчен кирлĕ япала купаласа лартма çăмăллатать-мĕн. Кил-йыш çуракине вĕçлесен Питтăпай Турикас вĕçĕнчи сăрт айккине чавса пысăк кăмакă çăварĕ евĕрлĕ шăтăк ăсталарĕ. Унăн çумĕнчех тăм шăтăкĕ уçрĕ. Инçех мар хăйăр та тупăнчĕ. Кайран тата Питтăпай лавпа Асанкасси енчи шăтăкран кăвак тăм турттарса тултарчĕ. Çăв хушăрах пĕр ĕçе тепринпе ылмаштара-ылмаштара çырмара шыв самай пухăнмалăх пĕве пĕвелерĕ. Пуçланчĕ вара...
Питтăпай кирпĕч çапнипе ял çыннисем самай кăсăкланчĕç. Ăна еплерех хĕртнине те пăхкаларĕç. Чăн та, пирвайхи кирпĕчсем хитрех тухмарĕç, ĕнсе хуралнисем те курăнкаларĕç. Теприсем тата çирĕпех мар пек туйăнчĕç. Анчах майĕпен-майĕпен Питтăпай чип-чипер кирпĕч хĕртсе кăларма хăнăхса çитрĕ. Пахалăхĕпе те мĕнли кирлĕ çавнашкалли тума пултарать. Хăш кирпĕч çăрăшне кăвак е шурă тăм хутăштарать, тепĕр чухне тата туранă улăмпа пăтратать, çăмарта шурри ярса та тĕлĕнтерчĕ ял-йыша. Ашшĕне кивĕ тимĕрçĕ лаççипе юнашар çĕнни кирпĕчрен купаласа парсан вара çынсем темĕнччен калаçса çӳрерĕç. Ку çурт ĕмĕр ларма пултарать иккен, пушарта та çунмасть.
Каярах Питтăпай килĕнчи чул кăмакана пăсса кирпĕч кăмака купаласа лартрĕ. Мăрьепех. Мăрйине те айккинелле мар, маччапа пӳрт тăрри витĕр тӳрех çӳлелле кăларчĕ. Ай-тур вăйлă туртать вара кăмаки, вутти тимĕрçĕ лаççинчи вĕркĕчпе вĕртернĕ пекех кĕрлесе çунать. Питтăпай кĕске хушăрах ялти тата Асанкассинчи тăванĕсене те çавăн пек кăмакасем ăсталаса пачĕ. Унтан тата каччă ял хĕрринче çил арманĕ лартас пирки калаçа пуçларĕ. Унашкал армана вăл чăвашсем унчченрех пурăннă тĕл тăрăхра, Аслă Пăлхар хули пулнă çĕртен инçех те мар вырнаçнă ялта курнă иккен. Эпеçсен арман çук мар-ха, Хума пĕвелесе тахçанах лартнă. Анчах юханшывĕ вăйсăртарахран арманĕ пĕвене шыв тулса çитнĕ майăн вăхăт-вăхăт кăна ĕçлет, çинех кĕрперен кăшт вĕтĕрех çăнăх çеç кăларать. Ара, вĕтĕ авăртакан мăн чул лартас — вăйсăр шыв ăна çавăраймасть-çке. Унашкал çăнăхран хĕрарăмсем пашалу уналаса кăмакана лартаççĕ те-ха, кăмака анин хӳнĕ çинче пĕçерекен капăртма пулаймасть — чусти япăхран вăл тем пек хытă çатлаттарсан та хĕрнĕ чул çине çыпăçмасть. Çил арманĕ авăртнă çăнăх вара тусан пекех вĕтĕ тухать тет, унпа пашалупа капăртма кăна мар, çăкăр текен апат та пĕçерме пулать иккен. Çăкăрне çапла авăртнă тулă çăнăхĕнчен пĕçерсен вăл мамăк пекех кăпăшка та çемçе пулать тет. Тата чĕлхе çăтса ямалла тутлă тет. Уйрăмах сĕтпе е уйранпа сыпса çисен.
Сăмахне çилпе вĕçтерме хăнăхман Питтăпай тăршшĕпех вăрман хатĕрлерĕ. Асанкасси леш енчен арман пурипе кашта-урата валли юман, çунатсем валли çăка касса кăларчĕ. Ашшĕне хăй ӳкерсе панă пек темĕнле тимĕр япаласем тутарттарчĕ. Тата вăрăм çунасемпе арман чулĕсем турттарса килчĕ. Канăçсăр çамрăка ял çыннисем ĕнтĕ тепĕр шур сухалран та ытларах хисепле пуçларĕç. Чăн та, кĕвĕçекенсем те тупĕнчĕç. «Вăт пуять ĕнтĕ халь Пайпулат, — вĕчĕрхенсе мăкăртатрĕç вĕсем. — Хăй тимĕрçĕ лаççинче ĕçлесе мул пухать, ывăлĕ ак пăтавкка çăнăхĕ пухма тытăнĕ. Кай, ăçтан тупăнаççĕ çут тĕнчере çавăн пек ĕмĕтсĕр çынсем. Нихăçан нимĕн çитмест вĕсене».
Питтăпай çил арманне Ишеке каякан çул хĕрринчи тӳпеме лартма шутларĕ. Ара, капла унта эпеçсемсĕр пуçне асанкассисемпе ишексем те çӳреме пултарĕç... Анчах каччă пуçăннă ĕçе вĕçлеймерĕ, ăна каярах ашшĕн тăрлама тиврĕ. Арманĕ чăнах та чаплăскер ӳссе ларчĕ. Ăна хута янă ятпа Пайпулат арăмне çĕнĕ çăнăхран ывăлĕ вĕрентнĕ меслетпе çăкăр пĕçерттерчĕ, ăна пĕтĕм ял халăхне астивтерсе кăтартрĕ. Нумайăшĕ çăкăр пашалуран кăна мар, капăртмаран та тутлăрах тесе шутларĕ. Анчах çăкăра ку таранччен усă куракан чул кăмакара пĕçерейместĕн иккен. Чула тем пек хăйрасан та якатаймастăн, çинех вăл ăшша та кирпĕч чухлĕ тытаймасть-мĕн. Хайхи халăх килти кăмакисене улăштарма тытăнчĕ. Каллех Пайпулатшăн пайта, ăна ăмсанакансемшĕн вĕчĕрхенӳ. Ара, кирпĕч çапма пĕлекенни пĕтĕм таврара унпа ывăлĕпе иккĕн кăна-çке. Чăн та, каларăмăр ĕнтĕ, ывăлĕ ăна тек пулăшаймарĕ. Анчах ăста ашшĕ унран мĕн кирлине вĕренсе юлчĕ ĕнтĕ.
...Пĕррехинче каç енне Эпеç ялне Çĕрпӳрен йыхравçă çитрĕ те тӳрех Питтăпай патне кĕчĕ, ăна тепĕр кунах çула пуçтарăнма хушрĕ. Çĕрпӳ-Пулат çĕнĕ хан керменĕ лартма шут тытнă-мĕн те ăна хальхинче кирпĕчрен хăпартасшăн, çавăнпа качча хăй патне ĕçлемешкĕн пыма хушать. Те Питтăпай ăсталăхĕ çинчен вăл хальтерех илтнĕ, те Мускава пĕрле кайса килнĕ чухне çамрăк ача вырăссем кирпĕч çапнипе хытах кăсăкланнине асаилнĕ. Апла-и, капла-и, хан хушнине итлемех тивет. Çапла вара Питтăпай пĕтĕм ĕçе пăрахсах тепĕр кун Çĕрпӳ-Пулат йыхравçипе пĕрле улус хулине тухса кайрĕ.
Тепĕр тесен, пысăк хула нумай курнă çамрăкшăн Çĕрпĕве хула тени кулăшларах пек те туйăнчĕ. Тăршшĕпех пĕр хутлă йывăç çуртсем. Ялтисенчен вĕсем тăррине чус витнипе кăна уйрăлса тăраççĕ. Хан керменĕ, чăн та, ыттисем хушшинче çӳллĕшĕпе те, калăпăшĕпе те уйрăлса тăрать, анчах вăл та йывăçран, пĕр хутлă. Пысăкрах тата темиçе çурт пур Çĕрпӳре — хурал пӳрчĕ, тӳре-шара ĕçлекен кантурсем. Тата таçти халăх та пĕлекен пасар тӳртумĕнчи лавккасемпе ĕç çурчĕсем. Çапах Чулхулапа е Хусанпа танлаштарас тесен Çĕрпӳ вĕсен патне те пыраймасть. Тупăшсан тупăшĕ Шупашкарпа. Çĕрпӳ-Пулат Эпеç каччине картишне тухсах кĕтсе илчĕ, çул çинчен мунча хутса кĕрттерчĕ, аш-пăшпа хăналарĕ, пĕр алтăр сăрапа та сăйларĕ. Вара картиш вĕçĕнчи хăна пӳртне канма вырнаçтарчĕ.
— Малашне эсĕ çакăнта пурăнăн. Ĕç пирки ыран сăмахлăпăр, — тере вăл керменне таврăнас умĕн.
2
Ирпе Çĕрпӳ-Пулат Питтăпая чĕнме каллех хăй пычĕ, пĕрле апатлансан ăна хăйĕн пĕтĕм картине кăтартса çӳрерĕ. Хан хуçалăхĕ пĕчĕк мар. Керменсĕр пуçне кунта тарçăсем пурăнмалли, хăнасене вырнаçтармалли, пĕр çĕрпӳ сарăç тытмалли çуртсем, лаша вити, мунча, икĕ пусă, ампарсемпе кĕлетсем, сарайсемпе лупас айсем, çулла апат хатĕрлемелли пысăк лаç тата ытти тем те пĕр пур. Çак хуçалăха таврипех шăтăрнак карса тухнă.
— Çакăнта, Çавал хĕрринче манăн çĕнĕ кермен ӳссе лармалла, — терĕ хан юлашкинчен. — Эпĕ ăна кирпĕчрен купалаттарасшăн. Астăватăн пуль Мускавра курса çӳренине? Виçĕ çул ытла хатĕрлентĕм çак ĕçе пуçăнмашкăн. Халĕ акă вăй çитерес пек туятăп. Кермене туса лармашкăн сана хушас терĕм.
Кăна илтсен Питтăпай шалт аптрарĕ. Ара, унăн хăйĕн те ĕмет-шухăш нумайччĕ. Капла вĕсене чылай вăхăта татма тивет-çке. Анчах Питтăпай хăйсем патне кĕтмен çĕртен икĕ пике пырса çитнĕрен хана нимĕн хуравлама та ĕлкĕреймерĕ.
— Атте, эс кермене çакăнта лартас тетĕн-им? — ыйтрĕ вĕсенчен пĕри, çӳллĕреххи, Çĕрпӳ-Пулат патне çывăхах пырса.
Çи-пуçĕнчен те, пуплешнинчен те, хăйне тыткаланинчен те ку пике хан хĕрĕ иккенни каламасăрах паллă. Тепри вара унăн тус-юлташĕ тем, е кунта тарçăсем те çапла хӳхĕм тумланаççĕ-ши?
— Çакăнта, хĕрĕм, çакăнта, — ачашшăн хуравларĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Сан пӳлĕмне Çавал енне тухмалла тăвăпăр. — Унтан Питтăпая каларĕ: — Пĕлетĕн-и, çамрăк тусăм, эпĕ пысăк юханшывсем куркаланă, анчах кăмăла шăпах Çавал пеккисем каяççĕ. Темĕнле лăпкăлăх вĕсенче, çил-тăвăл тухсан та асар-писер хумханмаççĕ. Чим, паллаштарам сана — ку манăн хĕрĕм Илпенес. Илпенес, ку каччă вара Питтăпай, вăл шăпах пирĕн кермене туса лартас ĕçе ертсе пыракан ăстаçă.
— Çак çамрăк ăстаçă-и? — тĕлĕнчĕ Илпенес чакăр кăвак куçĕпе Питтăпая ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпи таран пăхса, унтан хăй ăссĕн тем шухăшласа кулса илчĕ те вăрт пăрăнчĕ тепĕр хĕр енне: — Атя, эпир каяр!
Икĕ пике епле сасартăк килнĕ çаплах куçран та хăвăрт çухалчĕ. Вĕсем чăннипе кунта пулман та тейĕн. Анчах пулнă çав, пулнă, кăвак чакăр куçăн çиçĕмĕ çаплах шартарать-ха.
Çапах халĕ тĕлĕннипе хытса тăмалли самант мар.
— Хисеплĕ Çĕрпӳ-Пулат хан, — терĕ вара Питтăпай пăртакран. — Эсĕ мана çакнашкал пысăк та яваплă ĕç шанса пани, паллах, савăнтарать. Анчах эпĕ ăна пултараяс çук. Çакăн çинчен тӳрех каласа хуни вырăнлă тесе шутлатăп. Хан, эсĕ хăв та астăватăн пулĕ, Мускавра Виççĕмĕш Иван патша тĕрлĕ çурт-йĕр тума чикĕ леш енченех чи чаплă архитектора чĕнсе илнĕ.
— Вара мĕн, — çине тăчĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Манăн кермен вăл — хан пурăнмалли çурт. Итали архитекторĕ вара чапла собор лартатчĕ. Унта, паллах, кăткăс ĕç нумай. Эпĕ унашкал шая хапсăнмастăп, Хусанти эмирсен керменĕсен пеккипе те çырлахăп. Чаплăраххине лартма манăн мул та çитмест. Çапах çĕнĕ кермен чăваш ханĕн ятне ан ятăр. Хăпартланчăк çын ку, пирĕн хан тесе ан шутла, Питтăпай. Манăн кермен вăл пирĕн пĕтĕм халăх чысĕ пулмалла. Эпĕ вилĕп, ман хыççăнхи хан вилĕ, анчах чул çурт чип-чиперех ларса юлĕ. Çавна ан ман.
Каччă татах нимĕн калама аптраса тăчĕ.
— Кермен планĕ пур-и вара сан? Малтан ăна пăхса илесчĕ. Вара пĕлтерĕп ăна лартма пултараясса-пултараймасса, — терĕ вăл шухăшласан-шухăшласан.
— Мĕнле план тата? — ăнланмарĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Çурт еплерех пулассине малтан архитекторсем хут çинче палăртаççĕ-çке. Хуçи ырласан çав ӳкерчĕке пурнăçа кĕртмелли майсене шыраççĕ. Вара пулас çурта тата теплĕнрех ӳкереççĕ. Чертеж теççĕ ăна. Никĕс мĕн тарăнăш тата хулăнăш пулмалла, çурт стенисене — вырăссем хӳне çапла калаççĕ — ăçта мĕн хулăнаш хумалла, хăш енне мĕнлерех чӳрече-алăк кăлармалла, тăррине еплерех витмелле, кăмакасене ăçта лартмалла тата ыттине пурне те тăпса-хăлăп йышши вак-тĕвек таранах палăртаççĕ çав чертеж çинче. Пысăк та кăткăс тытăмлă çурт лартма унашкал плансăр май çук.
— Эппин эсĕ ăна хăвах тăвăн, — хăвăрт хуравларĕ хан. Кун пирки вăл унчченех шухăшланă курăнать. — Эсĕ темиçе çул хушши таçта та тем те пĕр курса çӳрени пирки илтнĕ эпĕ. Кайран таврăнсан ялта кирпĕч çуртсем лартма тытăннă. Эсĕ ăста та ăслă çамрăк, кăна эпĕ Мускава пĕрле кайнă чухнех асăрхарăм. Çавăнпа, Питтăпай тусăм, эсĕ пурне те хăвах пултарасса шанатăп. Пирвай кермене хам еплерех курнине ăнлантарса парăп. Атя, кун пирки ларсах калаçар. Кайран эсĕ хăвăн... мĕн терĕн-ха?.. планна туса хатĕрлĕн. Ыран кăтарт вара. Ун хыççăн ăна каллех пĕрлĕ пăхса тухăпăр. Тĕппипех килĕштерсен эс хайхи леш мĕнне... чертежна ӳкерĕн. Вара кермен купалама пуçăнăн.
Питтăпай Çĕрпӳ-Пулат çине тĕлĕнсе пăхсă тăчĕ-тăчĕ те каламасăр тӳсеймерĕ:
— Хисеплĕ хан, ăна купалама тытăниччен пирĕн кирпĕч çителĕклĕ хатĕрлемелле. Çакăн мăнăш çурт валли вăл пиншер те пиншер кирлĕ пулать. Хисепне эпĕ каярах, эсĕ кермен планне çирĕплетнĕ хыççăн шутласа кăларăп. Анчах халех калатăп: çавăн чухлĕ кирпĕче эпĕ пĕччен мар, темиçен те туса хатĕрлеймĕпĕр. Ку ĕçе вуншар вăй питти çынна явăçтармалла. Çурт лартнă çĕрте те кирпĕч хуракансемпе вĕсене пулăшакансем, платниксем, ытти ĕç тăвакансем чылаййăн кирлĕ пулаççĕ. Çав йышпа та сан керменне пĕр çултах туса çитереес çук.
Çĕрпӳ-Пулата ку хыпар тĕлĕнтермерĕ.
— Эпĕ хам та кун пирки нумай шухăшланă, — терĕ вăл. — Ăнланатăп, ахаль пӳрт хăпартма та ниме пухмалла. Чăн та, кермен лартма халăх çав териех йышлă кирлĕ пулассса шутламан. Халĕ пăхатăп та... Мĕнех, эпĕ сана çынсем кирлĕ чухлĕ тупса парăп. Ĕçе пысăк йышах кĕрĕштерес тесен, паллах, укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Çавах епле те пулин йӳнеçтерĕп. Çыннисене вара хăв суйласа ил. Анчах кирпĕч çапакансене те, хуракансене те санăнах вĕрентсе хатĕрлеме тивĕ. Хăвах пĕлен, чăвашсем халиччен унашкал ĕçсемпе аппаланман. Эс вĕрентнĕ ăстасем малашне пĕтĕм чăваш тăрăхне çĕнетсе улăштаракансем пуласса шанатăп.
— Каçар, хан, анчах эпĕ çулталăкĕ-çулталăкĕпех кунта ĕçлесе пурăнаймăп. Ахаль те пилĕк çула яхăн килте пулман. Халĕ аттепе анне мана ялта авлантарма хатĕрленеççĕ. Эппин манăн çурт лартса хамăн хуçалăха çавăрма вăхăт, — хирĕçлерĕ Питтăпай.
— Эсĕ кунта, Çĕрпӳре çурт лартса тĕплен. Ялта пурăнни вăл хăвăн пултарулăхна усăсăр пĕтерни кăна. Сан пек çынсем халăхра ахаль те сахал. Çавăнпа вĕсене малалла аталанма пур май та туса памалла. Унашкал майсем хулара ялтинчен чылайрах. Ытти пирки нимĕн те ан шухăшла. Эпĕ ĕçшĕн лайăх тӳлĕп, сана çурт лартмалăх та, этемле пурăнмалăх та, хăвăн эртеле пухмалăх та укçа çитĕ. Вара малашне таврари чи пуян çынсенчен пĕри пулса тăрăн. Çавăнпа пĕрлех Çĕрпӳ те çĕкленĕ, илемĕпе те, мăнăшĕпе те Шупашкартан ирттерĕ. Э? Мĕн, çакă саншăн ялта пурăннинчен лайăхрах мар-им вара?
Шутласан, хан сăмахĕн çурри пурнăçа кĕрсен те Питтăпайшăн çутă малашлĕх уçăлать темелле. Тĕрĕс калать Çĕрпӳ-Пулат, Питтăпай хăй пĕччен пултарни мĕн вăл, ăстасен эртелне пухса çынсене керменсемпе чаплă çуртсем лартса пама тытăнсан... Чăваш çĕрĕ çинче те чăн-чăн хуласем ӳссе ларĕç вара, ял çыннисем те кантăк лартнă çутă чӳречеллĕ, вырăс кăмакиллĕ хăтлă пӳртсенче пурăнма тытăнĕç. Тата кирпĕчрен пурăнмалли кăна мар, темле ĕçсем тумалли пысăк çуртсем те лартма пулать. Питтăпай унашкал мăн çурт-йĕре пысăк хуласенче çеç мар, Урал тăрăхĕнчи ялсенче те курнă. Ăшăтса тăнăран унашкал çуртсенче çулталăкĕпех тĕрлĕ ĕç тума пулать. Ан тив, чăвашра металл шăратас пирки сăмах пулмасан та, мĕншĕн пир тĕртсе ăна таçта та леçсе сутмалла мар. Ку тăрăхра йĕтĕн те, кантăр та çӳллĕ, паха сӳслĕ. Ял хĕрарăмĕсем вĕсенчен çип арласа лайăх пир тĕртсе хатĕрлеççĕ, арçынсем кантăр сӳсĕнчен çирĕп вĕрен-кантра яваççĕ. Мĕншĕн вĕсене харпăр хăй валли çеç хатĕрлемелле? Тĕнче касса çӳренĕ çулсенче Питтăппай кун пирки сахал мар пуç ватнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...