Шурă акăш çулĕ :: Мăклă кӳлĕ вăрттăнлăхĕ
— Эпир çар ĕçне те аталантарма тăрăшатпăр, — хутшăнчĕ калаçăва Мăхаммат-Амин хан. — Ку енĕпе харсăр çамрăксене Осман патшалăхне яратпăр. Ма тесессĕн ман шутпа, турккăсенчен пултаруллăрах çарăçсем паян ниçта та çук. Ахальтен-им вĕсем çĕршыв хыççăн çĕршыв çĕне-çĕне илсе хăйсен патшалăхне импери шайне çити сарса ячĕç
Пĕтĕмлетĕвне вара Мăхаммат-Амин хан каярах, хăна апатне ларас умĕн турĕ.
— Çапларах пурăнатпăр эпир, тусăм, — терĕ вăл Çĕрпӳ-Пулата унăн çыннисем умĕнче. — Патшалăха тытса пырасси вăл çав тери йывăр та кăткăс ĕç иккен. Ма тесессĕн ăна вĕçĕмсĕр аталантармалла. Унсăрăн кӳршĕсем иртсе кайĕç. Ку вара маларах-и, каярах-и — пурĕ пĕр вăйлăраххи вăйсăртараххине пăхăнтарассси патне илсе çитерет.
Çав хушăра хăй чăваш ханне куçран тĕсесе-тĕсесе пăхрĕ. «Мĕнле, уйрăм патшалăх шучĕпе пурăнас тетĕн те-ха, анчах шăл çемми-и ку саншăн?» — тесе ыйтнăнах туйăнчĕ.
Хăна апачĕ вăхăтĕнче вара вăл темиçе хут та Хусан ханлăхĕ хальхи вăхăтра Мускав çĕршывĕнчен чылай вăйлăраххине палăртрĕ, малашне тата вăйланса пырасса шантарчĕ. Çавна май ханлăхăн пĕтĕм çĕрĕсене пĕр çирĕп патшалăха чăмăртаса çитермеллине асаилтерчĕ. Çак сăмахсене каланă хушăра каллех чăвашсен пуçĕ енне ытларах пăхкаларĕ. Çĕрпӳ-Пулат, хуçаран çулпа та чылай аслăрахскер, пĕвĕпе унран пĕртте кая мар, хул-çурăмĕ те тĕреклĕ, хăйне çитĕннĕ çын умĕнче ларакан ача пек халсăррăн туйрĕ, нимен калама аптраса тахçан хура пулнă çăра кăвак сухалне шăлкаларĕ, сарлака лаптак сăмси вĕçне хыçкаларĕ.
Чăвашсене ăсатнă чухне вара Хусан ханĕ тӳрремĕнех каласа хучĕ:
— Çĕрпӳ-Пулат, санăн татăклă шухăш патне çитмешкĕн вăхăт ĕнтĕ, ами. Эсĕ ăслă çын, ăнланма тивĕç, сан улусна чăн-чăн патшалăх картне лармашкăн çав тери йывăр килет. Хусанта пулнă виçĕ кун хушшинче эсĕ ман ханлăх çеç мар, пĕтĕм тĕнче еплерех аталанса пынине те ăнлантăнах ĕнтĕ. Сан улусу вара юлашки темиçе теçетке çул хушшинче вуçех аталанман тесен те юрать. Çапла тӳртен патлаттарнăшăн ан кӳрен мана. Сан айăпу çук кунта. Мана кун кĕнеки çырса пыракансем сан улусу епле йĕркеленсе кайни, еплерех пурăнни çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартрĕç. Аслă Пăлхар ханĕн ывăлĕсем улус пуçĕнче тăнă чухне вĕсем, чăнах та, чăвашсен уйрăм патшалăхне туса хума ĕмĕтленнĕ теççĕ. Анчах, те аталанма май пулманран, те тем урăххишĕн вĕсем хыççăнхи хансем халăх йĕркеллĕ пурăннипех çырлахнă. Çавăнпа патшалăх туса хурас майсене, ман шутпа, пĕтĕмпех çухатнă.
— Апла тесен эпир, кая юлнă чăвашсем, сана мĕн тума кирлĕ? — хăюлăх çитерсе ыйтрĕ Çĕрпӳ-Пулат хальхинче хуçана хура куçĕпе шăтарасла пăхса.
— Сан улусу ытла та Хусан çывăхĕнче. Ун тăрăх вырăссем пирĕн енне пĕр чăрмавсăр иртсе çӳреççĕ. Эпĕ çакна тек тӳсме пултараймастăп, — пытармасăр каларĕ Мăхаммат-Амин. — Эсĕ хăв пирĕнпе пĕрлешес ĕçе татса параймасан эпĕ сан улусна вăйпа парăнтарăп. Çинех çакна ан ман: сан улусу чăннипе ман ханлăха кĕрекен çĕр, çавăнпа манăн сире пăхăнтарма ирĕк пур... Эсĕ патшалăх шайĕпе шухăшлама пултаракан çын пек туйăнтăн. Эппин хăв та ман вырăнта çаплах тунă пулаттăн... Чипер кайăр эппин, ырă пурăнăр, хăватлă Аллахăмăр сире тĕрĕс çул çине кăларасса шанатăп.
3
Хусана кайса килни Çĕрпӳ-Пулата хытах шухăша ячĕ. Тĕрĕссипе вăл халиччен Чăваш улусĕн пуласлăхĕ пирки пуç ватман тесен те юрать. Ара, пурнăç йĕркеллех пырать пек. Çимелли-ĕçмелли çителĕклĕ. Халăх нуша курни сисĕнмест. Унăн ку тĕлĕшпе ӳпкелешмешкĕн сăлтав та çук темелле. Кӳршĕ халăхсем е Мускав княжествине-и е Хусан ханлăхне — хырçă-марçă тӳлесе нушаланаççĕ тенине илткеленĕ-ха. Çĕрпӳ чăвашĕсем вара вĕсемпе танлаштарсан мул-пурлăх хыснана чылай сахалрах параççĕ. Ара, вĕсен пысăк çар та, чикĕ-кăрана хӳтĕлес нуша та çук. Паллах, вĕсен çĕрĕпе вырăссем те, тутарсем те ним мар ирте-ирте çӳреççĕ те-ха, çапах хăйсем чăвашсене хĕсĕрлес шайпах тĕкĕнмеççĕ. Ахăртне, ытлашши иртĕхсен ку тăрăхпа ирĕклĕн иртсе çӳремешкĕн май килмесрен асăрханаççĕ. Чăваш улусĕнче хан кил-йышĕ те ырлăхра иртĕхсе пурăнмасть, ку тĕлĕшпе Хусан ханĕпе е Мускав ĕмпĕвĕпе мар, Чулхула вайпучĕпе те танлашаймасть... Ашшĕпе аслашшĕ улус нушисем çинчен калаçкаланине Çĕрпӳ-Пулат илткеленĕ-ха, анчах ача ăсĕпе çав калаçусен тарăнлăхне ăнлансах çитеймен тесен те юрать. Аслисем вара улусран патшалăх туса хурасси çинчен час-часах пуплешетчĕç пулин те чăннипе ку тĕлĕшпе нимĕнле улшăнусем те тăваймарĕç. Те майĕ килмен, те лăпкă пурнăç çырлахтарни чăрмантарнă.
Халĕ вара уйрăм Чăваш патшалăхĕ пирки калаçнă Çĕрпӳ-Пулата пурнăçланайми тĕллев пекрех туйăнать. Патшалăх вăл... Хусанпа Çĕрпӳ хулисене танлаштарма май çук пекех Чăваш улусне Хусан ханлăхĕпе нихăш енĕпе те пĕр шая лартаймăн. Кунти чăвашсем хушшинче хутла пĕлекен çын та çук, кӳршĕсемпе патшалăх шайĕпе килĕшӳ тăвас тесен те ăна çыраканĕ никам тупăнмĕ. Ашшĕпе аслашшĕ пăлхар-чăвашсен авал хăйсен çырулăх пулнă тесе калатчĕç. Кайран, ислам тĕнне йышăнсан, Пăлхар патшалăхĕнче араб çырулăхĕ çине куçнă-мĕн те унчченхине вуçех пăрахăçланă, ку чухне ăна манса та кайнă ĕнтĕ. Халĕ вара çырулăха чĕртес тесен ирĕксĕрех ислам йышăнмалла, арабла вĕренмелле. Анчах Аслă Пĕлĕт Хăватне çеç йышăнакан чăвашсем Мăхаммата пăхăнма тытăнĕç-и?
Чăн та, тĕнчере арабсем çеç мар, ытти халăхăн та çырулăх чылай. Кӳршĕри вырăссенех хăйсен саспаллисем пур. Шупашкара çӳренĕ чухне Çĕрпӳ-Пулат вырăсла çырнă хутсене те куркаланă. Анчах вĕсен çырулăхĕ те пĕтĕмпех тĕнпе çыхăннă теççĕ. Тĕнĕ вара вĕсен те тутарсенни пекрех, уйрăм çынна Христоса пуççаптарать, хура халăха пуçлăхсене пĕр сăмахсăр пăхăнтарма вĕрентет. Унашкал йĕркене Çĕрпӳ-Пулат пĕртте хирĕç мар, анчах чăвашсем ăна йышăнас çуккине вăл лайăх чухлать. Çав вăхăтрах капла хальлĕн те лăпкă та тăнăçлă пурнăç нумая тăсăлаймĕ. Эппин икĕ çул юлать: хăйне уйрăм патшалăх туса хумаллах, е пĕр-пĕр вăйлă патшалăх çумне тĕршĕнсе хӳтлĕх илмелле. Пĕрремĕш çулĕ питĕ илĕртӳллĕ, анчах кая юлтăмăр, тем. Харпăр хăй çырулăхĕсĕр халăх ку чухне унашкал кăткăс шайпа йĕркеленсе пурăнаяс çук. Ăçта та пулин тĕршĕнесси тесен вара... Çав тери кăткăс ыйту, чăнах. Тăванлашни ĕмĕрлĕх теççĕ. Халăх ĕмĕрĕ вара вĕçĕмсĕр. Эппин тепĕр халăхпа пĕрлешсе пурăнни те ĕмĕрлĕхех пулать. Йăнăшсан вара тӳрлетеймĕн... Ку вăл пĕччен татса памалли ыйту мар.
...Курултай хĕрӳ иртрĕ. Калаçакансем нумаях пулмарĕç, анчах кашниех пĕрер сăмах та пулин хушса харпăр хăй шухăшне палăртма тăрăшрĕ.
Атăп хĕрринчен килнĕ хресчен:
— Эсир ахалех пире таптаса пĕтереççĕ тетĕр. Атăл хĕррипе вырăссем çеç çӳреççĕ. Вĕсем те пулин ытларах тепĕр енĕпе, çармăссен çĕрĕпе иртеççĕ. Ма çавăншăнах хамăрăн пăхăнманлăха пĕтермелле?
Сăр енчен килнĕ лашман:
— Пирĕн хамăрăн патшалăхах туса хумалла. Такамсемпе-темсемпе пĕрлешни вăл хамăра хисеплеменнине пĕлтерет. Вырăссем тесен, эпир вĕсемпе кӳршĕллех пурăнатпăр. Пĕлетĕр-и вĕсен сунарçисем мĕнлерех калаçнине? Пĕррехинче çапла пулла кайнăччĕ те шăп ман çумран вырăссем хăйсен кимми патне иртрĕç. Вĕсем пирĕн енне сунара çӳренĕ иккен. Пĕри мухтанать: «Седни я пымал двух лис и одного чуваша», — тет. Ыттисем çакна илтсен каçса кайса ахăрса ячĕç. «И где твой чуваш?» — ыйтрĕ унран юлташĕ. «Отпустил, — терĕ леш мухтанаканни. — Жалко стало. Хоть и нехристи, тоже ведь живая душа. Нехай живет». Тутарсем пире еплерех хакланине эпĕ пĕлместĕп, кун пирки Сĕве енчи чăвашсем калĕç. Анчах кирек мĕн тăвăр та, манăн вырăссемпе пĕр патшалăхра пурăнас килмест.
Сĕве хĕрринчен килнĕ турхан:
— Эпир халĕ тутарсемпе йĕркеллех пурăнатпăр темелле. Пурăнан пурнăçра темĕн те пулкалать ĕнтĕ. Тутарсем вĕсем сăхăм юратаççĕ, çавăнпа пирĕн енне лаша вăрлама каçкалаççĕ. Усал çынсем пирĕн хамăр хушăра та пур-ха вĕсем. Хам эпĕ тутарсем патĕнче час-часах çӳрекелетĕп те унти халăх питĕ туслă пурăннине асăрхатăп.
Кĕтне енчи турхан:
— Турхан тусăм, эс тӳртен кала, манăн тутарсемпе пĕрле пулас килет те. Мĕн сăмахна юптарса тăран кунта? Манăн вара пĕртте вĕсемпе пĕрле пулас килмест. Вăт кунта пĕри каларĕ, вырăс вăл Атăл леш енĕпе ытларах çӳрет терĕ. Тутар вара ытларах Кĕтне тăрăхĕпе иртет. Пин-пин лаша-урапа хыççăн çĕр çинче мĕн ӳсен пĕтĕмпех хăрса пĕтнине курасчĕ сирĕн. Тата тутар нукерĕсем таврари хресченсене пĕтĕмпех çаратса тухаççĕ. Урăхла вĕсен май та çук. Пин-пин вăй питти арçынна, вĕсен учĕсене тăрантар-ха эсĕ... Хусан çарĕ иртнĕ хыççăн хамăр хысна валли хырçă-марçă пухаймастăн. Çарĕ вара вĕсен кашни çуллах каллĕ-маллĕ темиçе те хутлать. Вĕçĕмсĕр вăрçаççĕ такамсемпе, вĕçĕмсĕр çапăçаççĕ. Тĕк ларакан халăх мар вăл тутар. Вĕсемпе пĕрлешсен хамăрăн та çапла тĕнче касса çӳреме тивĕ. Пурнăç-и çакă?
Çарăмсан енчи сутуçă:
— Тĕнче касса çӳренинче мĕн япăххи пур вара?
Кĕтне енчи турхан:
— «Çӳрен каска якалать, выртан каска мăкланать» тесе ахальтен калаççĕ-им халăхра? Тĕнче касса çӳренипе пурнăç тăваймăн.
Çарăмсан енчи сутуçă:
— Мăкланса выртнинче те нимĕн ырри çук. Ĕмĕр шурлăхра пурăнса пăнтăхса пĕтни çеç. Тĕнче касса тенĕрен вара... Ман юлташ сутуçă икĕ çул каялла Çĕпĕр ханлăхне çитиех çӳренĕ те каласа парать. Çĕпĕрте те тутарсем тет. Анчах унти тутарсем кунтисенчен урăхларах тет. Никама та ирĕклĕ пурăнма чармаççĕ-мĕн. Çавăнпа унта тем тĕрлĕ халăх та пур тет: мансăсем, хантсем, вакулсем, устяксем. Çĕрĕ вара унта — вĕçĕ-хĕрри курăнмасть тет. Çинех йĕри-тавра сĕм вăрман тет. Тайга теççĕ ăна унта. Çав вăрманта кăшсем, хура хăмăр тилĕсем, сăсарсем, пакшасем кĕшĕлти нумай тет. Ман юлташ вăтăр лав паха тир турттарса таврăнчĕ, пĕтĕмпех Хусана та Чулхулана кайса хаклăпа сутса пĕтерчĕ.
Сасăсем:
— Камăн мĕнле те, çав пуянсен ялан мул шухăшĕ.
— Мĕнле хула тавра пĕтĕçсе пурăнать вара унти халăх?
Çарăмсан енчи сутуçă:
— Тĕп хули вĕсен Кашлăк ятлă тет. Унччен вара тĕп хула Тӳмен пулнă тет. Ку ĕнтĕ çарĕ те вĕсен пĕчĕк маррине пĕлтерет. Ара, ахаль хуларах тӳмен тытса тăр-ха эс. Мул тенĕрен вара... Мул вăл никама та пăсмасть. Халăхăн мул нумай пулсан патшалăх та пуян, хăватлă...
Çĕпĕр ханлăхĕ çинчен Çĕрпӳ-Пулат та лайăхах пĕлсе каймасть, çавăнпа вăл, халăха калаçма кансĕрлес мар, ытларах итлесе ларас тесе шутланăскер, ыйтмасăр тӳсеймерĕ:
— Ăçтарах вара çав Кашлăкпа Тӳмен хулисем? Тата эс мĕнле сĕмпе асаилтĕн Çĕпĕр ханлăхне?
Çарăмсан енчи сутуçă:
— Вăл Урал тăвĕсем леш енчех. Асаилни тесен вара... Каларăм-иç, унти çĕрсен вĕçĕ-хĕрри çук. Вăрмансемсĕр пуçне Атăл пекех мăнă юханшывсем темĕн чухлĕ тет унта. Ара, шутлатăп та, эпир, кунти чăвашсем, пурнăç каплах кайсан малашне хамăр тĕллĕн пурăнайми пулăпăр. Пире юлашкинчен кам та пулин пăхăнтаратех. Тата малалла шутлатăп та, тен, пирĕн Çĕпĕре куçса каймалла? Çарăмсан тăрăхĕнчи нумай çын ку шухăша тимлесех пуç тавра çавăрттарать. Хăшĕсем куçса та кайнă ĕнтĕ, Енисей текен юханшыв тăрăхĕнче пурăнма меллĕ пысăк сăмсах тупнă та ăна хăйсен аллине илнĕ. Чăваш сăмсахĕ тесех калаççĕ тет халĕ çав вырăна. Сăмсахĕ вара пирĕн кунти чăвашсен пĕтĕм çĕрĕпех танлашма пултарать тет.
Сасăсем:
— Сан «тетӳ» хыççăн кайсан... Тет хӳри Мускавра тет, илтнĕ-и çавна?
— А мĕне кирлĕ вара пире çавăн чухлĕ çĕр? Маншăн тесен апат ялан пултăр, тумтир, тата, паллах, пурăнмашкăн кил-çурт. Ытти вăл çынна пăсать кăна, ытти вăл иртĕхӳ патне илсе çитерет.
— Эй çу-ук, çĕрĕ вăл кирлех-ха. Мул нумаййи те пăсмĕччĕ.
— Калаçатăр кирлĕ мара. Юмах яма килмен пуль кунта? Ахаль те вăхăт çук...
Пайпулат ыттисене итлесе ларчĕ-ларчĕ те тӳсеймерĕ, сăмах ыйтрĕ. Çӳллĕ те тĕреклĕ хул-çурăмлăскер вăл ыттисенчен кулепипе çеç мар, хулăн сассипе те уйрăлса тăрать. Тимĕрçĕ лаççинче кăшкăрарах калаçма хăнăхнăран-тăр сасси тата янравлă. Çавăнпа Пайпулат калаçма тытăнсан пухăннă халăх ăна шăплансах тимлерĕ.
— Эсир, халăх, пурте тĕрĕс пуплешетĕр пек, — малтанлăха пăлханарах калаçрĕ тимĕрçĕ. — Хамăр хĕскĕче лекнĕ пек пурăнни çинчен те, таçта пурнăç йĕркелеме меллĕреххи çинчен те, мул-пурлăх çинчен те... — Акă ĕнтĕ вăл хăйне алла илсе çитерчĕ те лăпкăнрах та сумлăрах ăнлантара пуçларĕ. — Анчах, ман шутпа, хамăр патшалăха йĕркелес тесен пире чи пирвай пуç кирлĕ.
— Пуç пирĕн пур! Çĕрпӳ-Пулат хан мĕнрен япăх?! — кăшкăрчĕ тахăшĕ.
— Эпĕ ертсе пыракан çын пирки мар, — çийĕнчех хуравларĕ Пайпулат. — Эпĕ патшалăх, халăх ăсĕ пирки... Манăн ывăл пур. Тинтерех вун пиллĕк тултарчĕ. Çавскер çулла хамăр ял çумĕнчи кӳлĕре тĕлĕнмелле мăнă чĕрчуна курнă. Кӳлли те пысăкскер мар, анчах тĕпсĕр тарăн, шывĕ тăварлă...
— Унашкал тĕлĕнтермĕш кӳлĕ пирĕн ял çумĕнче те пур, — Пайпулата пӳлсех пĕлтерме васкарĕ Патăрьел енчен килнĕ чăваш. — Çавăнта ăнсăртран хур-кăвакал лексен тухнă-тухман пăнкăлт! кăна йăвана-йăвана каять.
— Таçта кĕрсе ан кайăр-ха эсир!
— Каллех юмах яма тытăнчĕç. Ĕç пирки калаçăр! — илтĕнчĕç кăмăлсăр сасăсем.
— Эпĕ ĕç пиркиех, — сăмахне тăсрĕ Пайпулат. — Эпĕ хам тимĕрçĕ. Тимĕрçĕсем пурте лаç вучахне юмана е хурăна пăшăхласа тунă кăмрăкпа çунтарса хĕртеççĕ. Эпĕ вара çунакан чулпа усă куратăп. Çав чула мана юман касма Йĕпреç хыçне кайнă кӳршĕсем илсе килсе кăтартрĕç. Çавăнтанпа турттаратăп унтан. Эпĕ кунпа мĕн каласшăн. Эпир хамăр пурăнакан тавралăха пĕлместпĕр. Тĕпчес пулать ăна. Тен, пирĕн таврашра та темĕн тĕрлĕ пуянлăх пур...
— Тĕрĕс! — кăшкăрчĕ Теччĕ енчен килнĕ тепĕр тимĕрçĕ. — Пирĕн енче Пăхăрçă ятлă ял пур. Унта темиçе ăста пăхăр япаласем тăвать. Курасчĕ сирĕн вĕсен аллисем ĕçе еплерех çыпăçнине. Эпĕ тата ĕçтешĕм хыççăн мĕн каласшăн. Эпир хамăр халăха та пĕлместпĕр. Хамăр вара такамсене çапăçмасăрах парăнас пирки пуплешетпĕр. Парăнма ĕлкĕрĕпĕр, пирвай хамăр тĕллĕн пурăнса пăхар-ха.
— Халăх, эпĕ аплах татса каласшăн марччĕ. Анчах асатте мана, ачана, каласа кăтартнине халĕ те астăватăп. Вăл пирĕн, чăвашсен, тахçан хамăрăн патшалăх пулнă тетчĕ. Чăн та, ăна темшĕн Пăлхар патшалăхĕ тенĕ. Ĕлĕк-авал чăвашсене пăлхарсем тенĕ пулать. Çав патшалăх тем тери пуян та хăватлă пулнă тет. Мĕншĕн-ха пирĕн ăна тепре чĕртсе ярас мар? — вĕçлерĕ Пайпулат сăмахне.
Курултая пухăннисем пĕр самант шăпăрт ларчĕç-ларчĕç те ерипен пурте Çĕрпӳ-Пулат енне çаврăнса пăхрĕç. Чăнах ĕнтĕ, Пайпулат ыйтăвне хан çеç хуравлама пултарать. Çакна Çĕрпӳ-Пулат хăй те ăнланчĕ, хуллен тăрса халăх умне тухрĕ. Халь тин пурте чăваш ханĕ унчченхи пекех вăр-вар маррине, йывăррăн хускалкаланине асăрхарĕç. Çамрăк мар ĕнтĕ вăл. Тĕреклĕ те çӳллĕскер халĕ пĕкĕрĕлерех çӳрет те çавăнпа лутраланнăн туйăнать. Кăвакарнă çăра сухалĕпе çӳçĕ питне талккишпех хупланă пулин те хан сăнран та самай улшăнни сисĕнет. Çапла, иртет вăхăт, иртет...
— Халăх! Эпĕ тинтерех кăна Хусанта пултăм. Унта ханлăха туса хунăранпа аллă пилĕк çул çитнине чаплăн паллă турĕç. Уяв кунĕсенче мана Хусан хули еплерех аталанса пынине те кăштах курса çӳреме май килчĕ. Вара эпĕ пĕр япалана çивеч ăнланса çитрĕм. Пĕлетĕр-и, пирĕн тутарсен ханлăхĕпе танлашмашкăн ниепле май çук. Хальхи патшалăх вăл, туссем, пĕтĕмпех вĕренӳрен тăрать. Çăлтăрçăсем, эмелçĕсем, сăвăçсем, тĕрлĕ ĕçтăвакансем, çарăçсем — пурте вĕренеççĕ, таçти инçетри ют çĕршывсене кайсах. Пирĕн Чăвашра вара вулама-çырма пĕлекен те, ку çеç мар, хамăрăн çырулăх та çук. Эппин эпир ăçтан тутарсемпе пĕр шайра пулма пултарăпăр-ха? Хамăр тĕллĕн уйрăм патшалăхпа пурăнас тесен вара пирĕн вĕсемпе те, ытти кӳршĕсемпе те танлашмалла.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...