Шурă акăш çулĕ :: Мăклă кӳлĕ вăрттăнлăхĕ
* * *
Çапла шухăшласа-асаилсе тăрсан-тăрсан Питтăпай куçĕ умне каллех Мăклă кӳлĕ тухса тăчĕ.
— Атте, пĕлетĕн-и, пĕр япала шутлаттарма тытăнчĕ мана, — терĕ вăл ут таврашне пăхкаласа тĕрĕслекен ашшĕне.
— Мĕн тата? — ытлах кăсăкланмасăр ыйтрĕ Пайпулат.
— Пĕлетĕн-и, пирĕн Мăклă кӳлĕ таçти тинĕспе çыхăннă пулмалла.
— Ак! — самантлăха шак хытса тăчĕ Пайпулат. — Эс, ывăлăм, мĕн мар-и, сивĕ шывра шăмпăлтатнă хыççăн чирлемерĕн-и?
— Ахалех кулатăн манран, — кӳренчĕ Пайпулат, çапах та ашшĕне тата хĕрсех ăнлантара пуçларĕ. — Хăвах шухăшла. Шывĕ тăварлă. Çав тери тарăн. Сывлăш çитми пуличченех антăм, çапах тĕпне çитеймерĕм. Паллă мар чĕрчунĕ тата çав тери мăнăскер, пĕчĕк пĕвере пурăнаяс çук вăл. Эпĕ унран вĕçерĕнсен те аялаллах кайрĕ. Эппин ăçта çĕтрĕ вăл, э?
Чăннипе, ывăлĕ каласа пани Пайпулата та кăсăклантара пуçларĕ ĕнтĕ. Анчах те ĕненмелле ăна? Хăранă чух калта та аçтаха пек курăнать теççĕ. Çапах кӳлĕри шыв тăварлах тăк... Ялта та кӳлĕри усалсем çинчен ĕлĕкренпех сăмах çӳрет...
— Çитĕ пуплешсе, — шухăшсене сирсе алă сулчĕ Пайпулат. — Аннӳ эсĕ таврăнсан ир валли пулă шӳрпи пĕçерсе лартма хатĕрленетчĕ. Халĕ пулаймасть ĕнтĕ. Эппин атя яшкалăх пĕр чăх тытса пусар.
Часах лупас айĕнче хăрушла кăтиклекен чăх сасси, унтан пуртăпа каска çине лачлаттарни илтĕнчĕ, вара шăп пулса тăчĕ. Тĕнче шайĕнчи ыйтăва сӳтсе явасси çакăнпа вĕçленчĕ. Тĕнчишĕн çак ыйтăвăн икĕ айкки те тăвайкки. Унта пурăнакан халăхсемшĕн вара вăл кирлĕрен те кирлĕреххи. Кунашкал ыйтусене кам маларах татса парать тата мĕн пĕлнипе усă курма тытăнать — çавăн çеç малашлăх пурри çинчен, паллах, Питтăпай та, унăн ашшĕ Пайпулат та çак самантра шухăшламарĕç.
2
Сĕвепе Сăр хушшинчи чăвашсем вунулттăмĕш ĕмĕре нимле туйăмсăр кĕчĕç. Чăннипе халăх хăй пĕтĕмĕшпе илсен кун пирки пуç ватса нушаланман та пулĕ. Пурăнаççĕ те пурăнаççĕ темелле чăвашсем, тырă акса ӳстереççĕ, выльăх тытаççĕ, сунара çӳреççĕ. Хырăм тутă, çи-пуç аптрамасть. Çынна тата мĕн кирлĕ? Пурнăçа укăлча хапхинчен чылай аяккарахри анлăша курма хăнăхнă çынсем çеç тепĕр чух шухăша кайкаланă. Чăнах, камсем халĕ вĕсем, кунти чăвашсем? Пĕр енчен, хăйсене уйрăм пурăнакан халăх теме пулать. Анчах патшалăхĕ вĕсен çав-çавах çук, ку тăрăха тутарсем Хусан ханлăхĕн çĕрĕ тесех шутлаççĕ. Чăн та, Çĕрпӳ çывăхĕнче тахçантарах пулса иртнĕ тытăçу хыççăн вĕсем чăвашсене хырçă-марçă тĕлĕшпе питех анратмарĕç, анчах вĕсен çĕрĕ çинче хăйсене чăн-чăн хуçа пек тыткалаççĕ, вырăс хулисене — Чул хулана, Мурăма, Галича, Кăрмăша, Мускава та — тапăнма кайнă чухне никамран ирĕк ыйтмасăр иртсе çӳреççĕ.
Чăннипе чăвашсем Çĕрпӳ çывăхĕнче пулса иртнĕ тытăçу хыççăн Хусан тутарĕсем вĕсене тавăраççех тесеччĕ. Çавна пулах Пулат хана пытарнă-пытарман курултай пухрĕç. Ара, вилĕмĕ сарăмсăр килнĕрен хан хăйĕн вырăнне кама лартмаллине каласа хăварайман, çавăнпа тутарсем кĕç-вĕç килсе тапăнасса кĕтнĕ май хурал çыннисем ку ыйтăва çийĕнчех татса парас терĕç. Йăлана пăхăнса халăх пуçне Пулатăн аслĕ ывăлна Пулата лартрĕç, анчах, ашшĕпе тата аслашшĕпе пăтраштарасран, ăна Çĕрпӳ-Пулат тесе чĕнме йышăнчĕç.
Телее, çак вăхăтра Хусан ханлăхĕн чăвашсене тавăрасси çинчен мар, пачах урăххи пирки тимлеме тивнĕ. 1461 çулта Хусан ханĕ Махмут та Пулат пекех сасартăк вилсе выртнă. Ханлăхра вунтăватă çул хушши тăнăçлă тăнă лару-тăру çакăн хыççăн сасартăк пăтранса кайнă. Пирвай патшалăх пуçне Махмутăн икĕ ывăлĕнчен асли Халиль ларнă. Анчах вăл та çулталăкранах сасартăк пурнăçран уйрăлать. Çамрăк Халиль ача ашшĕ пулма та ĕлкĕрейменрен ун хыççăн ханлăх пуçне шăллĕ Ибрагим ертсе пыма тытăнать. Тутарсен йăлипе Халиль арăмĕ Нур-Султан Ибрагим арăмĕ пулса тăрать. Ĕнтĕ ханлăхри лару-тăру каллех йĕркеленсе каймаллаччĕ пек, анчах ăна Мускав княжестви пăтратма тытăнать. Хусан ханлăхне пуçĕпех пăхăнтарма ĕмĕтленекен вырăс кнеçĕ Виççĕмĕш Иван Хусан пуçне Мускав патшалăхĕнче удел кнеçĕ пулнă Касима лартма шут тытать.
Касим, Халильпа Ибрагим ашшĕ Махмут пекех, Улăк-Мăхаммат хан ывăлĕ, анчах вунултă çул Мускав патшалăхĕнче пурăннă. Хăй вăхăтĕнче, 1444-1445 çулсенче Мускава иккĕмĕш хут тапăнса парăнтарсан, ашшĕ ăна тата тепĕр ывăлне Якуба тутарсен пысăк ушкăнĕпе Мускава Ваçлей ĕмпĕве тĕрĕслесе тăмашкăн янă... Çапла вара Касим Хусан тутарĕ çеç мар, халăхра халичченех хисепри хан ывăлĕ те пулнăран патшалăх пуçне çăмăллăнах лармалла пекчĕ. Анчах Хусан тутарĕсем ăна йышăнма килĕшмен, мĕншĕн тесессĕн вăл çак çулсенче Мускав майлă çаврăнса ӳкнĕ тесе шутланă. Çапах Касим, ханлăх пуçне тăраймасан та, кунти пурнăçа пĕтĕмпех улăштарса янă. Пирвай вăл Хусана хăйĕн çарĕпе пăхăнтарма хăтланнă, анчах ĕç кăларайман. Ун хыççăн Касима Мускав пулăшма тытăннă, Хусана тытса илме тесе темиçе хут та хăтланнă. Чăн та, тĕп хулана вĕсем илеймен, çапах ханлăхри пурнăç сисĕнмеллех пăтрашăнса кайнă. Ара, тутарсем хушшинче мухтавлă Улăк-Мăхаммат ывăлне килĕштерекенсем те сахал пулман-çке.
Çакнашкал лару-тăрупа усă курса Чăваш улусĕн малалла çирĕпленсе пымаллаччĕ темелле. Чăннипе вара пурнăç пач урăхла çаврăнса пынă. Сĕвепе Сăр хушшинчи чăвашсемпе никам та вăрçман, анчах вырăс çарĕсем те, тутарсем те шăпах вĕсен çĕрĕсем урлă — е Атăл хĕррипе, е Кĕтне тăрăхĕпе иртсе çӳренĕ. Вун-вун, çĕр-çĕр пин çын, лаша, лав иртекен вырăнта пĕр чĕрĕ вырăн юлман. Ку çеç-и, çарăçĕсем тата чăваш хресченĕсенчен апат-çимĕç, выльăх апачĕ тыта-тыта илнĕ. Ячĕшĕн тесе укçан та тӳлекеленĕ те-ха, çапах мĕн усси — пăхăр татăккипе выльăха та тăрантараймăн, ачасене те тутă усраймăн.
Çав вăхăтрах çурçĕр-хĕвеланăç енчи чăвашсен пурнăçĕпе никам та кăсăкланман тени пĕртте тĕрĕс пулмĕччĕ. 1469 çулта Мускав княжестви Хусана çине-çинех икĕ хут тапăннă. Чăн та, вырăссем хулана çав-çавах илеймен, çакăн хыççăн икĕ патшалăх пĕр-пĕринпе кирлĕ кирлĕшӳ тунă. Икĕ енĕ те ăна сакăр çул хушши пăсман. Çак çулсенче вырăссем чăвашсемпе çармăссене хăйсем майлă çавăрас тесе самай тăрăшнă. Хусана пăхăнтарас шухăш çак çулсенче Виççĕмĕш Ваçлей кнеç пуçĕнчен пĕр кунлăха та тухман тесен те юрать. Тури чăвашсемпе çармăссем тутарсемпе пит йӳнеçтерсех пурăнманнине те вăл аван пĕлнĕ. Чăн та, çак халăхсем вырăссене юратманни те уншăн вăрттăнлăх пулман... Кирек тем тесен те вырăссем мăсăльман тĕнне йышăнман чăвашсемпе пĕр чĕлхе тупаймасан Хусан ханлăхне пăхăнтараймасса Мускав пуçĕ аван ăнланнă. Хусан ханĕ те Çĕрпӳ чăвашĕсемпе килĕштерсе пурăнмасан Мускава çĕнтереймессе питĕ лайăх чухланă. Çавна май Ибрагим хан хăйĕн çывăх çыннисене çурçĕр-хĕвеланăçĕнчи чăвашсене тустарма чарнă, вĕсене ислам тĕнне явăçтарас тĕлĕшпе те тăхтама хушнă. Çакна каласа хăвармалла, ханлăха пăхăнакан Чăваш тăрăхĕнче вара ку тĕлĕшпе пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Кунти халăхăн ытларах пайĕ ислам йышăннă ĕнтĕ, çамрăкраххисем хăйсене чăваш теме те пăрахнă, тутар-мишерсем теме тытăннă.
* * *
1494 çулта, Хусан ханлăхне туса хунăранпа 55 çул тултарнă ятпа тата çак хушăра ăна тăршшĕпех Улăк-Мăхаммат несĕлĕ тытса тăнă витĕмпе, Мăхаммат-Амин хан пысăк ĕçкĕ пухрĕ. Уява вăл эмирсемпе бексене, паллă сутуçăсемпе мăрсасене те, вĕсемпе пĕрлех сăмахпа ханлăха кĕрекен, анчах чăннипе Хусана пăхăнсах кайман улуссен пуçĕсене те чĕнчĕ. Пытармасăр каласан, ĕçкине те вăл çавсемпе калаçса пĕр чĕлхе тупас йӳтĕмпе ирттерчĕ. Ара, пĕр йăх ханлăх пуçĕнче вуншар çул ларни мĕн вăл? Унашкал сăлтавпа влаç тилхепине çирĕм пĕр çул хушши тытса пынă Махмуд хан вăхăтĕнче уяв таврашĕ пач та ирттермен. Çук, влаç витĕмĕ вăл пĕртте тилхепене нумай вăхăт тытса пынинче мар. Тĕрĕссипе каласан, влаç пĕлтерĕшĕ те малтанах вăл патшалăха вăйлатса, тĕреклетсе, сарса пынинче-çке, халăх пурнăçне куллен лайăхлатнинче. Ку тĕлĕшпе вара хальхи Хусан ханлăхĕ мухтанма пултарайман. Тахçан вăйпа та, çĕр анлăшĕпе те, халăх йышĕпе те кӳршĕри Мускав княжествинчен ирттернĕскер, паян вăл халăх йышĕпе те, çĕр анлăшĕпе те унран икĕ хут юлса пырать. Çинех тата ханлăх хĕрринчи чылай улуссем Хусана ячĕшĕн çеç пăхăнаççĕ, чăннипе вĕсенчен хăшĕ-пĕри кашни хăй пурнăçĕпе пурăнать. Вĕсене халех пĕр чăмăра пĕрлештереймесен Хусан ханлăхĕн малашлăхĕ те иккĕленӳллĕ.
Мăхаммат-Амин çамрăк, анчах çулне кура мар ăслă хан. Хăйĕн патшалăха тытса пырас пĕлĕвĕ хальлĕхе çителĕксĕртереххине вăл аван туять. Çавăнпа кăшт вăхăт тупăнсанах Кул-Шариф мечĕт имамĕпе калаçса ларма тăрăшать. Мечет сеичĕ пĕр вăхăтрах аслă пĕлӳ паракан медресе пуçĕ те. Çав тери нумай пĕлет вăл. Хусан ханлăхĕ еплерех пуçланса кайни çинчен те куллен каласа пама хатĕр. Пĕррехинче имам Мăхам-мат-Амина хăрушă вăрттăнлăх уçса пачĕ: Хусан ханлăхне пуçарса янă Улăк-Мăхаммат хан хăй вилĕмĕпе вилмен иккен. Хусан Ылтăн Уртаран тухни çинчен пĕлтерсен урта çыннисем ăна пирвай Хусантан хăваласа яма пултарнă-мĕн. Ниçта кайма аптранăран хан хăйĕн пысăках мар çарĕпе вырăссен çĕрĕ çине тарать, Чулхула княжествин халăх сахал пурăнакан вырăнне йышăнать. Вырăссен Мускав кнеçĕ Иккĕмĕш Василий çакна, паллах, тӳсме пултарайман. Вăл кĕтмен хăнана хӳтерсе ямашкăн ăна хирĕç çар ярать. Вырăссемпе тутарсен çапăçăвĕсенчен пĕринче Улăк-Мăхаммат тыткăна лекнĕ-мĕн. Анчах вĕсем темле майпа Иккĕмĕш Василипе калаçса килĕшеççĕ те кнеç хана Кăрмăш хулинче тыткăнран хăтарать, ăна Хусана таврăнмалăх вăй пухма та пулăшать. Анчах Улăк-Мăхаммат хăйĕн çарĕпе Хусана таврăннă чухне ăна ывăлĕ Махмут вĕлерет... Çапла вара Махмут влаçа хăй аллине çав тери тискер майпа илнĕ иккен.
— Чим-ха, хисеплĕ сеид, мана ача чухнех Махмут асаттене Хусан престолне панă чухне ăна мăн асатте Улăк-Мăхаммат хăй пилленĕ тесе каласа кăтартнăччĕ. Шăпах çав пехилпе пирĕн йăх ханлăхра чылай хушă пуç пулса пурăнать, кил-йышра яланах çапла ăнлантарса пурăннă пире. Эс каланине ĕненсен манăн мăн асатте ун чухне чĕрĕ те пулман иккен. Епле-ха капла? — шалт аптранăччĕ самрăк Мăхаммат-Амин хан.
— Пĕлместĕп ĕнтĕ, кам пулнă ун чухне сан мăн аслаçу вырăнĕнче. Анчах, хисеплĕ хан, эпĕ чăннине каларăм. Манăн сан Аллах умĕнче ханлăх пуçлăхне суйма хушмасть, — хăйĕннех ĕнентерчĕ имам. — Паллах, санăн чунна пăтратас мар тесе эпĕ кун çинчен каласа памасан та пултарнă. Анчах пăхатăп та, пирĕн патшалăхра темскерле куçа курăнман пăтăрмах амаланса пырать. Ман шутпа Аллах тарăхăвĕ ку. Çавăнпа уçса патăм та сана вăрттăнлăха. Эсĕ ăна урăх никама та каласа ан кăтарт, эпĕ те тек шарламăп. Хура халăха ку хыпар пăтратса ярĕ. Аçу-аслаçу-мăн аслаçу çылăхне хăватлăран та хăватлă Аллах умĕнче каçарттарма тăрăш. Вара, тен, пирĕн пурнăç малашне йĕркеллех пырĕ, эпир хамăр ĕмĕтленнĕ пекех хăватлăран та хăватлă патшалăх пулса тăрăпăр.
Çак калаçу хыççăн çамрăк Мăхаммат-Аминăн шухăшлав анлăшĕ сасартăк аслăланса тарăнланчĕ пек. Халăх пурнăçĕпе ханлăх шăпи уншăн тĕп ĕç пулса тăчĕç темелле. Вара вăл пуринчен малтан патшалăха çирĕплетме шут тытрĕ, мĕнпур кăткăс ыйтăва патшалăх вăйлă та тĕреклĕ, пуян чухне татса пама çăмăлрах-çке. Хусан патшалăхĕнчи тĕп халăх чăннипе чăвашсем иккенне те çамрăк хан аван пĕлнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ ислам тĕнне йышăнса çĕршыв пурнăçĕнче паллă вырăн йышăннă ĕнтĕ. Çав вăхăтрах тепĕр пысăк пайĕ çав-çавах хăй тĕллĕн пурăнма ăнтăлать. Çавăнпа Мăхаммат-Амин хăй пуçарса йĕркеленĕ уявра уйрăмах чăваш ханне Çĕрпӳ-Пулата пăхрĕ. Утмăртсемпе çармăссен паллă çыннисемпе вăл пĕр чĕлхе тупнăччĕ ĕнтĕ. Çармăссем тенĕрен, вĕсем тутарсене пĕррехинче Хусана çул тытнă вырăс çарĕсене тапăнса та пулăшрĕç. Çĕрпӳ чăвашĕсене кăна ниепле çавăрма май килмест. Вĕсем тутарсене хирĕç тăмаççĕ-ха, ку тĕлĕшпе вĕсене сивлеме çук, хырçă-марçă та, ясак та тӳлекелеççĕ, анчах пăхăнма мар, пулăшма та шутламаççĕ. Епле-ха пĕр халăхах çапла тĕрлĕ пулма пултарать? Ханлăхри чăвашсем, авă, Хусаншăн тутарсенчен пĕртте кая мар тăраççĕ, тутар чĕлхине хăйсеннинчен мала хума тытăнчĕç. Çĕрпӳ чăвашĕсем вара пач урăх йăхран тухнă тейĕн. Çавăнпа Мăхаммат-Амин Çĕрпӳ-Пулатпа ытларах пулма тăрăшнине унăн çывăх çыннисем, паллах, лайăх ăнланчĕç, çакăншăн пĕртте кӳренмерĕç.
Чăваш ханĕ Хусан ханĕпе халиччен курнăçман. Мăхаммат-Амин ăна ытла та çамрăк пек туйăнчĕ. Ара, унăн сухалĕ те хальлĕхе мăк евĕрлĕ çеç-ха. Чăн та, хуçи ăна касса якаткаласах тăрать пулмалла. Хул-çурăмĕ те тутар ханĕн пит курăмлах мар: çӳллĕ, анчах хытанкаскер. Сассине Турă панă вара, çитĕнсе çитнĕ арçыннăнни пекех хулăн. Калаçасса васкамасăр, кашни сăмаха шухăшласа калаçать, умра ларакана пысăк хăмăр куçĕпе вичкĕннĕн пăхса сăнама юратать. Тумланасса çамрăк хан ни тутарла, ни пăлхарла темелле тумланнă. Пуçĕнче вырăссенни евĕр шĕвĕр тăрăллă чаплă мулаххай, ылтăн çиппе тĕрленĕ пурçăн халат айĕнче вырăсла камсул курăнать. Сахьян атти вара чăн тутарсен, тем тĕрлĕ тĕрĕпе эрешлесе пĕтернĕскер. Тепĕр тесен Мăхаммат-Амин калаçма тытăнсан унăн тĕлĕнтермĕш тумтирĕ çинчен те, çулĕсем пирки те часах манса каятăн, мĕншĕн тесессĕн тӳрех ăсĕпе тыткăнлать. Çавăнпа-и Çĕрпӳ-Пулат вăхăт иртнĕçемĕн Мăхаммат-Аминăн çамрăклăхĕ пирки шухăшлама пăрахрĕ темелле, ăна хисеплеме те тытăнчĕ.
Чăн та, уявăн пĕрремĕш кунĕнче çамрăк ханăн ирĕксĕрех пуринпе те пĕрле пулма тиврĕ. Иккĕмĕш кунне вара вăл кăнтăрларан пуçласа сĕм каçченех Çĕрпӳ-Пулатпа тата унпа килнĕ паллă çынсемпе ирттерчĕ. Пирвай вăл хăнасене Хусан хулине кăтартса çӳрерĕ. Çĕрпӳ-Пулат çыннисенчен хăшĕсем кунта пулкаланă ĕнтĕ, çавăнпа урамсемпе пасарсенчен вĕсем пит тĕлĕнмерĕç. Çакна асăрханă Мăхаммат-Амин чăвашсене урампа çӳретме пăрахрĕ те сасартăк кармана пăрса кĕртсе ячĕ. Тулаш енчен çӳльхӳтьсемлĕ хӳнь пек çеç курăнакан карманăн хăвачĕ кунта тата уççăнрах палăрать иккен. Çĕрпӳ-Пулат уйрăмах хӳнĕн никĕсĕ çеç мар, чылай тĕлте аял енĕ те çурри таран шурă чулран пулнине асăрхарĕ. Çӳлерехри пайĕ вара юман пурасенчен тăрать, вĕсене те чул тата çĕр тултарса çирĕплетнĕ. Чăвашсене хӳнь çав тери хулăнни те, вĕсем çийен çĕршер çарăç çӳреме пултарни те, тата уйрăмах хăш-пĕр тĕлте тупăсем хушшине пысăк хурансем вырнаçтарса тухни те тĕлĕнтерчĕ.
— Хисеплĕ хан, эсир хӳтĕленӳ вăхăтĕнче нукерсене кунтах апат пĕçерсе çитеретĕр-им? — ыйтрĕ Çĕрпӳ-пулат.
Мăхаммат-Амин ăна тĕсесе пăхса илче, вара куларах хуравларĕ:
— Çук, эпир çав хурансен апачĕпе тăшмансене хăналăпăр. Сăмала хĕртсе шăратăпăр е шыв вĕретĕпĕр те вĕсен пуçĕсем çине тăкăпăр.
Çапла, ку кармана тăшман йăпăр-япăр кĕрсе каяймĕ. Çĕрпӳн шыв çук çĕрти йывăç хӳнĕ мар ку. Тепĕр тесен, Хусана Çĕрпӳпе танлаштарни те кулăшла.
Карман тӳртумĕнчех темиçе минаретлă мечĕт çав тери мăнаçлăн каркаланса ларать. Чăвашсене мечĕт имамĕ хăй кĕтсе илчĕ, пурне те ура хывтарса шала та кĕртсе кăтартрĕ. Кунта йĕри-таврах ылтăнпа сăрланă, урайне хаклă кавирсем сарса тухнă. Çакă кунашкал мечĕтлĕ тĕн чăннипех те хăватлăран хăватлă тесе ĕнентернĕнех туйăнать. Чăвашсене, ирĕксĕрех хăйсен Киремет вырăнне асаилнĕскерсене, чăнахах çавнашкал шухăш пырса кĕчĕ. Анчах Çĕрпӳ-Пулата урăххи тĕлĕнтерчĕ. Хăйĕн мечечĕпе паллаштарнă хыççăн имам хăнасене кӳршĕри нумай пӳлĕмлĕ пĕр хутлă çурта илсе кайрĕ. Кунта медресе вырнаçнă иккен. Медресе тесе харăсах вуншар ача вĕренекен вырăна калаççĕ-мĕн. Имам ăнлантарнă тăрăх, кунта вулама-çырма кăна мар, ислам тĕнне, çăлтăрсен вăрттăнлăхне, эмелçĕ пулма, тутар тата араб чĕлхине илемлĕн тата ытти тем те пĕре вĕрентеççĕ. Чылай ачана малалла ăс пухмашкăн каярах арабсем патнех ăсатаççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...