Шурă акăш çулĕ :: Мăклă кӳлĕ вăрттăнлăхĕ


1

Юнкун мунча хыççăн Питтăпай амăшĕнчен пулла кайма ирĕк ыйтрĕ. Ара, ыран кĕçнерни, чăвашсен йăлипе канмалли кун. Кил-йышăн пĕтĕм ĕçĕ — апат пĕçерсе çиесси те выльăх пăхасси. Апат тесен, ăна хĕрарăмсем хатĕрлĕç. Выльăха ирпе кĕтĕве хăвалакансем те килте темиçен: вунтăваттăри Питтăпайăн икĕ шăллĕпе йăмăкĕ пур. Пĕр сăмахпа каласан, вăлтапа хăть çĕрĕпех лар. Кунашкал ăшă çанталăкра вара пулă хыпать кăна.

Анчах ачашăн шаннă кайăк йăвара пулмарĕ.

— Эпир аçупа ыран Хурамал пасарне кайса килетпĕр, — терĕ амăшĕ ывăлне. — Тимĕрçĕ лаççи хатĕр япаласемпе тулнă ĕнтĕ, вĕсене сутса пĕтермелле. Сан килте юлма тивет. Шăллусем ытла вĕтĕрнĕк-ха, вĕсене шанса хăварма çук.

Мĕн тăвăн, амăшĕнчен иртеймĕн. Çапах, пĕр шут тытнă япала, Питтăпая та чарма йывăр.

— Анне, эппин эпĕ пулла йăпăртлăха çеç кайса килĕп, — йăлăнчĕ вăл. — Автансем авăтичченех киле таврăнăп.

— Эй, пĕлетпĕр сан сăмахна, — ăшшăн кулса хирĕçлерĕ амăшĕ. — Тата эсĕ пулла Кĕтнене çӳрекенччĕ. Унта çитсе килмех виçĕ сехет кирлĕ.

— Эпĕ хальхинче Хум хĕррине кайăп, — шанăçа çухата пуçларĕ пулин те тархаслама пăрахмарĕ ача. — Унта пулăсем вĕтĕрех те-ха, пурĕпĕр яшка пĕçерме питĕ шеп.

— Хумĕ те пит çывăхах мар-ха пирĕн килтен, — çав-çавах иккĕленчĕ амăшĕ.

— Апла Мăклă кӳлĕ хĕррине кайса ларам-и? — ним тăвайман енне ыйтрĕ Питтăпай. — Вăл юнашарах.

— Ара, унта тесен... Анчах мĕн пулли пултăр Мăклă кӳлĕре? — тĕлĕнерех килĕшрĕ амăшĕ.

Çапла, Мăклă кӳлле ял халăхĕ пулă тытма та, шыва кĕме те çӳремест. Кӳлли Эпеç çумĕнчех, Анаткас хыçĕнче тăсăлса выртать. Пысăках мар, чи сарлака тĕлте те çĕр вунă — çĕр çирĕм хăлаç çеç, анчах тавралăхĕ шурлăхлăран-ши е тăхлан тĕслĕ шывĕ шăл шаккаттармалла сивĕрен çуллахи чи илемлĕ кунсенче те никама та кураймăн унта. Çинех ялта çав кӳлĕ пирки тем тĕрлĕ сăмах çӳрет. Çĕрлесенче усалсем ахăрашаççĕ имĕш, унта вĕсен асли вара шăп кӳлĕ варринче пуçне кăларать те асар-писер ташăпа киленнĕрен тискеррĕн ӳхĕре-ӳхĕре илет. Хăй капашсăр мăнă-мĕн, тепĕр чух, усалсем ташланине ура çине тăрсах пăхнă самантра пулĕ ĕнтĕ, Асанкасси сăрчĕ çӳллĕшех курăннăн туйăнать... Çапла, Питтăпай Мăклă кӳлĕ патне пулла каятăп терĕ те-ха, анчах амăшĕ ирĕк парсан чунра тем йăклатса илнине сисрĕ. Тепĕр тесен, чăннипе çав усалсене те, вĕсен патшине те никам курман, тахçан такам тем каланăран çеç сăмах ваклаççĕ-тĕр. Мĕнех вара, акă Питтăпай тытĕ те çурçĕр иртичченех ларĕ çав кӳлĕ хĕрринче. Вара мĕн чăнни-суйине хăй куçĕпе хăй курса ĕненĕ. Ку е вăл кăсăклă пулăма пĕлес тесен çак ача тем тума хатĕр.

Пулла вăл питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕ. Икĕ вăлта авăрласа хучĕ. Пĕри — ахальли, пысăках мар. Тепри вара çав тери хаклăскер. Ашшĕ, ял тимĕрçи Пайпулат, ăна тахçан ĕлĕкех Питтăпайăн Няка ятлă мăн аслашшĕ ăсталанă тесе калать. Хăй вăл Эпеçе кӳршĕри Асанкассинчен куçса килнĕ. Унăн ашшĕ Асан йывăç япаласем тăвакан ăста пулнă-мĕн, ывăлĕ вара ачаран тимĕр ĕçне кăмăлларах панă, çавăнпа, çитĕнсе çитсен, кукашшĕ ялне Эпеçе куçнă. Çак яла тахçан хăй ячĕпе йĕркелесе янă кукашшĕ пĕтĕм Чăваш Енри чаплă тимĕрçĕ шутланнă. Чăн та, Няка Эпеçе куçса кунта кил-йыш çавăрнă чухне вăл пурăнман ĕнтĕ, анчах мăнукĕ кукашшĕ еплерех ĕçленине ача чухне сахал мар сăнанă, каярах куккăшĕпе тата Кутьукпа пĕрле унăн тимĕрçĕ лаççинче нумай ĕçленĕ. Çапла вăл хăй те таврари чаплă тимĕрçĕ пулса тăнă. Ваттисем каланине ĕненсен, Эпеçпе Няка пек ăстасем халĕ çук ĕнтĕ... Мăн аслашшĕ ăсталанă вăлта мĕнле-ха? Ваăта йĕппинчен çӳлерех пурçăн çипрен çыхнă шăтăкла вырнаçтарнă. Унта какай татăкĕ е темиçе ăман черкесе хурсан шăрша туйса вăлта патне пысăк пулăсем пыраççĕ. Анчах шăтăкла ăшĕнчи апата вĕсем хыпаймаççĕ, вара ирĕксĕрех вăлтана тирнĕ ăмана тапăнаççĕ. Çавăнпа пĕрлех пулă вăлта йĕппине хыпса кăшт турткаласанах ахаль чухне чиперех сарăлса тăракан шăтăкла аялалла шуса анать те чĕлхесĕр чĕрчуна хупласа хурать. Лешĕ вара темле майпа вăлтаран вĕçерĕнейсен те пĕрех тараймасть. Тата пулли пысăк чухне капла ăна туртса кăларма та меллĕ. Мăклă кӳлĕре вара самай пысăккисемех пулма кирлĕ, ма тесессĕн унта никам та пулла çӳремест, унсăр пуçне кӳлĕре мăнă чĕрчунсем пурăнаççĕ текен сăмах та ахальтен тухман-тăр.

Хĕвел анасси çур шит юлсан Питтăпай вăлтасем, çĕтĕкпе чĕркенĕ ăмансем тата çур пашалупа çупкăм симĕс сухан илчĕ те çарранах Мăклă кӳлĕ хĕррине уттарчĕ, çитсенех хăмăшлă çырана вырнаçса ларчĕ. Ыт ахальтен тенĕ пек урине шыва чиксе пăхрĕ. Тĕлĕнмелле, кунĕпе хĕвел ăшăтса тăнă шыв халĕ те ӳте вĕтелемеллех сивĕ! Капла пулă хыпмасан та пултарать. Анчах мĕн тăвăн, амăшĕ ăна кунта килме çеç ирĕк панă. Хулккасене куçран вĕçертмесĕр Питтăпай таврана та сăнакаларĕ. Юратать вăл çутçанталăка тĕпчеме, мĕншĕн — ялан мĕн те пулин тĕлĕнмелли тупăнать. Акă халĕ те... Хĕвел анман-ха, анчах тулли уйăх вăл кăнтăрла тăнă вырăна йышăнма та ĕлкĕрнĕ. Çапла-ха. Хăш чухне уйăх çĕр варринче тӳпене кăшт çĕкленсе илнипех çырлахать, халĕ кур, хĕвелпе тупăшать. Ун пек чухне çĕрле пăч тĕттĕм пулакан. Вара çăлтăрсем аяларах аннăн туйăнать, вĕсем яланхинчен пысăкрах та пек. Мĕскерле япала-ши вăл тӳпе тени? Мĕншĕн вăл ялан тĕрлĕ? Эх, пĕрре те пулин çавăнта, çӳле хăпарса курасчĕ!

Çапла ĕмĕтленсе ларнă май Питтăпай тахăш самантра хулккасене куçран вĕçертрĕ, пулă хыпнине вăлта аври кăлт! туртăнсан çех сисрĕ. Пысăк вăлта аври... Пулли самай сулмаклă та чеескер, пĕрре туртрĕ те чарăнчĕ. Анчах Питтăпай та шыври сунарта пĕрремĕш хут мар, вăлта аврине çатăрласа тытрĕ те хулкка тепре хускаласса кĕтрĕ. Хускални пулла çийĕнчех туртса кăлармаллине пĕлтермест-ха, ăста пулăçăн вăл вăлта йĕппине пĕтĕмпех хыпасса кĕтмелле. Ара, унсăрăн чĕмсĕр чуна ним мар вĕçертсе ярăн. Акă хулкка татах пĕр-иккĕ хускалса илчĕ, вара шыв тĕпнелле чăма пачĕ. Халĕ ĕнтĕ тимсĕр пулла тип çĕр çине кăларса ывăтма та юрать. Питтăпай вăлта аврине хăвăрт кăна туртрĕ, анчах туртса илеймерĕ. Кур-ха, епле мăнăскер лекнĕ! Хайхи ача пулла шывран кăлармасăрах çыран патнелле сĕтĕрчĕ. Хăлаçа яхăн çывхартнăччĕ ĕнтĕ, çак самантра вăлтана тата вăйлăраххи карт! туртрĕ. Çакланнă пулла çăткăн çăрттан пырса хыпрĕ пулинех. Вăлта аврине икĕ аллипех çатăрласа тытнăскер, Питтăпай ăна вĕçертмерĕ. Шыври вара тепре тата вăйлăрах туртрĕ те вăлтана патакки-мĕнĕпе кӳлĕ тĕпнелле сĕтĕрсех анчĕ. Анчах çу-ук ĕнтĕ, Питтăпайран вĕçерĕнеймĕн! Вăл вунтăваттăра çеç-ха, çапах самай тĕреклĕ ача, кĕрешнĕ чух хăйĕнчен икĕ-виçĕ çул аслăраххисене ним мар çавăрса çапать. Шыври, паллах, çакна пĕлмест, çакланнă пулă вăлтана сĕтĕрет те сĕтĕрет. Акă Питтĕпай вăлта хыççăн хăй те пуçĕпех шыва кĕрсе ӳкрĕ, кӳлĕ тĕпнелле ана пуçларĕ. Чим, мĕскер ку? Шывра вăлтана туртаканни капашсăр пысăк чĕрчун пек курăнать. Пулă мар вăл, вуçех те пулă мар! Пуçĕ калта пуç, калăпăшĕпе, тупата, вăкăртан та пысăкрах. Каккуй вăкăр, унран темиçе хут мăнă, хӳри вĕçĕ вара курăнмасть те. Çук, çакăн мăнăш чĕрчун пысăках мар кӳлĕре пурăнаймастех! Епле шăнăçтăр вăл кунта? Сехĕрленнипе çапла курăнать-тăр. Чĕрчунĕ вара сĕтĕрет те сĕтĕрет. Ĕнтĕ Питтăпай сывлăш çитменнине туйса илчĕ. Вăл шыв айĕн самай вăхăт ишме пултарать-ха. Апла мĕн тарăнăшне аннă вĕсем? Акă сывлăш пачах пĕтсе çитрĕ, ача пуç çаврăна пуçланине туйрĕ. Тек тӳсеймерĕ, вăлтине вĕçертрĕ те çӳлелле ыткăнчĕ. Тем пек васкасан та çиеле тухиччен сывлăшсăр антăхнипе пĕр-икĕ сыпкăм шыв çăтрĕ-çăтрех. Тĕлĕнмелле! Шывĕ тăварлă тата! Çавăнпа Питтăпай çырана ишсе тухнă-тухман ăна хăсса кăларчĕ.

Нумай ларчĕ-и вăл çыранра, сахал-и, шыв тĕпĕнчен вăлта аври тапса тухрĕ. Питтăпай ăна тепĕр вăлтипе туртса илчĕ те тĕсесе пăхрĕ. Вăлта тĕрĕс-тĕкĕлех, йĕппи çинче пулă пуçĕ юлнă. Пуç хуçи самай пысăкскер пулнă, анчах мĕнле пулă вăл — кăна ача пĕлеймерĕ. Питтăпай кунашкаллине халиччен курман. Çавăнпа пĕрлех вăл хăйне туртса антаракан чĕрчун ку пулă маррине те ăнланчĕ. Лешĕ ахăртне ăна мар, шăпах çак пулла сĕтĕрнĕ.

Ача тин çеç пулса иртнине татах аса илсе тишкерчĕ. Мĕнле мăн чĕрчун пурăнать вара Мăклă кӳлĕре? Кӳлли ку тата мĕн тарăнăш? Шывĕ мĕншĕн тăварлă унăн? Тĕлĕнмелли-шухăшламалли темĕн чухлех кунта.

Апла-и, капла-и, пулă тытас шухăшĕ пĕтрĕ Питтăпайăн. Леш капашсăр пысăк чĕрчун халĕ те куç умĕнчен каймасть. Юрать-ха вăл пирвай пулла хыпнă та ăна çеç сĕтĕрнĕ. Енчен Питтăпая ярса тытас тăк? Кун çинчен шухăшласа илсенех çӳç-пуç вирелле тăрать. Çавăнпа ача вăлтисене пуçтарчĕ те килнелле уттарчĕ. Пушă алăпа таврăнма аван мар та-ха, мĕн тăвăн...

Килĕнче ашшĕ лупас айĕнче ыран пасарта сутмалли япаласене урапа çине тиет. Япалисем пурте хуçалăхра кирлĕскерсем — турчка, ухват, çатма аври, виçĕ юллĕ сенĕк, катмак, алăк тăпсипе хăлăпĕ, шашулкка, лаша таканĕ, урапа хурси, кустăрма шинламалли кăшăл тата ытти тем те пĕр. Вĕсем пасарта яланах аван каяççĕ, çавăнпа Питтăпай ашшĕ Пайпулат Эпеçре чи пуян çынсен шутĕнче. Ара, ĕлĕкхи тимĕрçĕсене питĕ мухтаççĕ те-ха, паянхи кун вара таврари ялсенче Пайпулат пек ăста кӳршĕри Вăтаелĕнче кăна. Анчах вĕсем пĕр-пĕрне чăрмантармаççĕ, ма тесессĕн вĕсен япалисене туянакансем çителĕклех. Сахал çав Чăвашра тимĕр ĕçне пултаракансем.

— Шӳрпелĕх пулă тытса та таврăнтăн-и? — кĕтсе илчĕ Пайпулат хăй патне пынă ывăлне.

— Çук, тытасси пулмарĕ, — хуравларĕ Питтăпай.

— Мĕн, Мăклă кӳлĕре пулă çук-им? — кăсăкланчĕ тимĕрçĕ.

— Пулли пур та-ха. Атте, пĕлетĕн-и...

Вара Питтăпай хăйĕнпе кӳлĕре мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех каласа пачĕ.

— Ак ĕнтĕ... — нимĕн хуравлама пĕлмерĕ ашшĕ. — Чăнах темĕнле усал пурăнать-шим унта?

— Усал пулă çиет-им? — ыйтрĕ Питтăпай.

— Пулă? Пĕлместĕп. Усал-тĕсел пирки тем те пуплешеççĕ, анчах вĕсем мĕн çисе пурăннине никамран та илтмен, — пушшех аптăрарĕ Пайпулат. Çавăнтах хушса хучĕ: — Ывăлăм, акă мĕн. Эсĕ хăв курнине тек никама та каласа ан кăтарт. Çынсем сана ăнланмĕç те кулма тапратĕç. Тĕттĕм-ха эпир, чăвашсем, кам та пулин хамăр пĕлменни-илтменни çинчен каласа парсан шăл йĕрме çеç пăхатпăр. Юрĕ-ха, пулăш мана пăртак. Ирпе аннӳпе икĕ лаша кӳлсе тӳрех тухса каймалла пултăр.

Çапла тăрмашкаланăçемĕн ашшĕпе ывăлĕ кӳлĕре пулса иртнине манчĕç те пек туйăнчĕ. Анчах Питтăпай кун пирки шухăшлама пăрахмарĕ.

— Атте, — терĕ вăл лавсене тиесе пĕтерсен, — тавралăха, çутçанталăка мĕншĕн ытларах пĕлме тăрăшмастпăр-ха эпир? Мĕншĕн эсир, аслисем, пире кулленхи пурнăç пирки çеç вĕрентетĕр? Çĕрле уçă çĕре тухса лар-ха, мĕн кăна курмастăн тӳпере. Çăлтăрсем... Пăхма кăна пĕр пек вĕсем. Чăннипе пĕрисем çап-çутă, теприсем кăшт çеç йăлкăшаççĕ. Пĕрисем пысăкрах, теприсем пĕчĕкрех. Пĕрисем вĕçĕмсĕр мĕлтлетеççĕ, теприсем пĕр пекрехех çуталса тăраççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вырăн улăштараççĕ тата. Çĕр çине ӳкекеннисем те пур. Ăçта ӳкеççĕ вĕсем, ма çавсене никам та курмасть? Уйăх та ялан тĕрлĕ. Е тулли, е çурла пек çинçелсе юлать. Çинех тата çурли е сулахаялла, е сылтăмалла пăхать...

— Çитĕ — чарчĕ ывăлне Пайпулат. — Эп те сан пекех çамрăк пулнă, эп те унашкал япаласем пирки самай пуç ватнă. Иртет вăл.

— Эс ялан çапла хуравлатăн, — кӳренчĕ Питтăпай. Вара айккинелле пăрăнчĕ те пахча алăкĕ патне кайса тăчĕ, инçех мар çӳлелле мăкăрăлса хăпаракан сăрта сăнанçи пулчĕ.

Ял çыннисем ку сăрта ту тесех калаççĕ. Унта вара тĕлĕнмелле сăнсем. Вăрăмпуç енчен темиçе юланутçă таврăнать. Таврана каç сĕмĕ çапнăран вĕсем пурте тĕксĕм тĕслĕ курăнаççĕ. Çавăнпа ту çинче чĕрĕ лашасемпе çынсем мар, хура ĕмĕлкесем куçса пынăн туйăнать. Çитменнине вĕсем шăп та лăп çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ йĕрпе пыраççĕ пек. Тĕлĕнмелле асамлăх! Чăннипе çав йĕр патне çитсен те тĕнче татах таçта çити тăсăлать. Унăн вĕçĕ-хĕрри пачах çук тейĕн. Кăна Питтăпай питĕ лайăх пĕлет.

 

* * *

Пĕррехинче, пĕчĕкрех чухне, Питтăпай çав çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тĕле çитсе пăхма хăтланнăччĕ. Темиçе кун утрĕ, выçăпа ураран ӳкичченех. Анчах тĕнчен вĕçĕ те, хĕрри те унран тарса-тарсах пычĕ... Юрать-ха Питтăпай выçăпа аптраса пĕр ялăн укăлча хапхи патне çитсен персе аннă. Вара çывăхра пурăнакан мучи ăна килне йăтса кĕнĕ. Вăй иличчен темиçе кун ирттерме тиврĕ шур сухаллă чăваш патĕнче. Çав кунсене ача нихăçан манас çук. Мĕн кăна каласа кăтартмарĕ пулĕ ăна мучи, мĕн кăна çĕнни пĕлмерĕ-ши ун чухне Питтăпай. Ял Сĕве хĕрринчеччĕ. Мучи каласа панă тăрăх Сĕве Атăл ятлă пысăк юхан шыва юхса тухать-мĕн. Атăлĕ вара аякри тинĕсе çити тăсăлать. Тинĕс вăл юханшывран е кӳлĕрен пач расна япала иккен. Çав тери мăнă, урлăш-тăршшĕ курăнми. Шывĕ те унта тăварлă, ăна ĕçме çук. Атăлта та, тинĕссенче пушшех те çав тери пысăк кимĕсем — карапсем ишсе çӳреççĕ. Вĕсем тĕрлĕ халăх пурăнакан таçти тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕршыва çитеççĕ... Мучи Питтăпая тата тем те пĕр каласа кăтартрĕ. Чи тĕлĕнмелли вара — ытти çĕршывра çав тĕлĕнтермĕшсене те, нумай-нумай урăххине те вĕренсе пĕлме пулать-мĕн. Хусан ханлăхĕнчех, сăмахран, пысăкрах аулсенче мектебесем, хуласенче вара медресесем пур тет. Вырăссен те пысăк чиркӳсем çумĕнче шкулсемпе училищĕсем уçнă иккен. Çав медресесемпе шкулсенче хутла вĕрентеççĕ тет. Хутла пĕлекен вара тем тĕрлĕ кĕнеке вуласа ăс пухма пултарать иккен.

«Чăвашсен мĕншĕн унашкал медресесемпе шкулсем çук?» — пăшăрханса ыйтнăччĕ Питтăпай мучирен.

«Ма çук, — хуравланăччĕ мучи. — Чăвашсем вĕсем, ачам, Сĕвепе Сăр хушшинче çеç мар, Хусан ханлăхĕнче пур çĕрте те пурăнаççĕ. Чăннипе пирĕн тăрăх та Хусан ханлăхнех кĕрет. Анчах эпир мăсăльман тĕнне йышăнмастпăр, çавна май Хусана та пăхăнсах каймастпăр. Мăсăльман тĕнне йышăннă чăвашсем вара, тутарсем пекех, медресесенче те вĕренме пултараççĕ».

«Апла пирĕн те хăвăртрах вĕсен тĕнне йышăнмалла!» — хĕрсе кайнăччĕ Питтăпай.

«Ачамккă Питтăпай, — йăл кулсах каланăччĕ вара мучи, — тĕн улăштарасси вăл, пĕлетĕн-и, аçу-аннӳне улăштарассинчен те йывăртарах япала. Эсĕ хăв аçупа аннӳне улăштарма хатĕр-и-ха? Çапла çав, çук тетĕн. Тĕнкрене пăрахăçласа Мăхаммата йышăнасси те çавнашкалах».

«Эппин вырăссен чиркĕвне йышăнар. Вĕсем те вулама-çырма вĕрентеççĕ терĕн-çке», — хăйĕннех печĕ Питтăпай. Çав тери вĕренес килсе кайрĕ унăн çав самантра.

«Вырăссем вĕсем пиртен пушшех аякри халăх», — хуравларĕ мучи.

«Мĕнле вăл — аякри? — ăнланмарĕ Питтăпай. — Вĕсем те пирĕнпе кӳршĕллех пурăнаççĕ терĕн-иç».

«Эпĕ ун пирки мар, — ăнлантарчĕ ватă çын ачана. — Вырăссен чĕлхи те, йăли-йĕрки те пирĕннинчен пач расна. Тутарсен чĕлхине вара вĕренме çăмăл. Тата Хусан ханлăхĕнче, каларăм-çке, чăваш нумай пурăнать. Анчах тĕнĕ вĕсен те пире килĕшмелли мар. Уйрăм çынна — Мăхаммат-и вăл, Христос-и — пуççапса пурăнни, ман шутпа, пĕртте тĕрĕс мар. Çын вăл, кирек епле чаплăскер пулсан та, çын кăна. Эпир вара Тĕнкрене пăхăнатпăр. Вăл — пĕтĕм Тĕнчене тытса тăракан аслăран та аслă Турă. Чи пахи — уншăн эпир, этемсем-çынсем, пурте пĕр тан. Вăл пире пуçлăхсемпе пуянсене мар, çутçанталăк вăйĕсене пăхăнса пурăнма хушать».

«Анчах эпĕ Тĕнкрене пуççапса кĕлтунине пĕртте курман. Ытларах Киремете, хĕвеле, çĕре, шыва чӳк тăватпăр», — асаилтерчĕ Питтăпай.

«Тĕрĕс, — хаваспах килĕшрĕ мучи. — Вĕсем — аслă тӳпе панă вăйсем, вĕсенчен никам та иртеймест. Ахаль çынна вара мĕншĕн турă вырăнне хумалла-ха?»

Апла-и, капла-и те, Питтăпайăн çавăн хыççăн вĕренес кăмăлĕ амаланса-амалансах пычĕ. Кун пирки вăл ашшĕпе те пĕрре кăна мар калаçнă. Пайпулат ывăлне питĕ лайăх ăнланать, çапах вăл мĕн тума пултарĕ? Ĕмĕрсем каялла чăвашсен хăйсен çырулăхĕ пулнă теççĕ. Анчах Пăлхар патшалăхĕ ислам тĕнне йышăнсан вĕреннĕ çынсем арабла вулама-çырма тытăннă-мĕн. Ку тăрăхри чăвашсем вара ислама яхăнне те яман. Ытла хĕсĕккĕн, тĕнчерен пытанса тенĕ пек пурăннăран вĕсем хăйсен çырулăхне те упраса хăварайман, çĕннине те йышăнайман... Нимĕнпе пулăшайман енне ашшĕ ывăлне сăмах пачĕ: çитĕнсе çитсен вăл Питтăпая тĕнче курма тухса каймашкăн чармĕ. Анчах çакăн çинчен кил-йышра хальлĕхе никам та, вăл шутра ачан амăшĕ те пĕлмест.

■ Страницăсем: 1 2 3 4