Çăлăнăç
Асăнатпăр манаймасăр:
Чăвашсен кĕнекине
Çинĕ янă уямасăр
Темĕнле тискер ĕне.
Упранман чăваш кун-çулĕ
Хамăр çырнă хут çинче,
Татăк-кĕсĕк çеç тĕл пулĕ
Ыттисем çырнисенче.
Халăхри халап хавалĕ
Кĕнеке пекех иккен:
Хӳхĕм сăнарпа вăл калĕ
Авалхи тав-шав çинчен.
Савнă халăхăн мухтавĕ —
Чун сасси те чун пахи —
Пĕтĕмпех, иккен, унта вăл,
Упранать чи лайăххи.
Акă еплерех сăнланă
Чăваша хĕн вăхăтра,
Ыр кун-çул пиленĕ-панă
Татăклă пĕр тапхăра.
I
Это иго не только давило, оно оскорбляло и иссушало душу народа, ставшего его жертвой; монгольские татары установили режим систематического террора, орудием которого были грабежи и массовые убийства.
К.Маркс.
Ял-хула виртпе кĕрлерĕ,
Вĕçсĕр-хĕрсĕр — çарату.
Тулхăрчĕ тĕнче тискерĕ —
Кашкăртан усал Патту.
Паттăрсем тем чул тăратрĕç
Тăшмантан хӳтĕленме,
Сăвара çапах аркатрĕç —
Тӳсеймерĕ чул хӳме.
Пӳлере çăлма пӳрмерĕ,
Пăлхара та вилĕмрен.
Ах, мĕн чул этем ӳкмерĕ! —
Тăраймарĕç ӳлĕмрен.
Халăхăн вилес пек чунĕ
Хăтăлчĕ аран-аран.
Пытанмашкăн тиврĕ унăн,
Хӳтлĕх пачĕ вар-вăрман.
Пĕлӳçпе ăсчах, мăчавăр —
Тиркесе тăман ăна:
Пăврĕ мăйкăч, çăтрĕ авăр,
Хăваларĕç тыткăна.
Юхăнми епле-ха юлăн? —
Тăраймарăмăр тату,
Çавăнпа пире хăюллăн
Çапрĕ çĕр çăтман Патту...
Ик çĕр çул ытла тӳсетпĕр
Чун илес пек мăшкăла.
Ушкăн-ушкăн тĕпĕр-тепĕр
Çаратса çӳреç яла.
Çитмĕл çичĕ тĕрлĕ хырçă
Хырчĕ пирĕн хырăма.
Халăх тӳсрĕ, халăх ырчĕ —
Тивĕç-шим капла хăрма?
Нухайсем килсе кĕреççĕ,
Çавраçил пек тустарса.
Тыткăнра хĕрсем йĕреççĕ —
Кам кăларĕ хăтарса?
Киреметсене çунтарчĕç:
Кай, пуç çап Мăхамета!
Тутара чылай кăларчĕç:
Ĕнтĕ сут чунна юта.
Нухая парасшăн имĕш
Хан эсрелĕ Вирьяла.
Çакă тамăк юлчĕ-ши-мĕн?
Халь çавна-и курмалла?..
Хан йытти ятне туянчĕ
Эсремет пек Урасмет:
Чăваша пачах вăл манчĕ,
Сăвăс пек пире ĕмет.
Вăрласа каясшăн пулчĕç
Хусансем Сарри хĕрне.
Мăшкăла хăйсем çеç юлчĕç —
Парăнчĕç тĕкĕрçсене.
Акă вырăссен çĕршывĕ
Вăй илсе пырать çуллен:
Атăл урлă та çул хывĕ
Малашне хуллен-хуллен.
Ханĕсем, тем, чарăнмаççĕ —
Тапăнаççĕ Мускава.
Вырăссем те парăнмаççĕ —
Тустрса яраç шавах.
Сахал мар юнпа хĕрелчĕ
Хусанпа Мускав хушши.
Хан-хурахсене — эсрелччĕ!
Ах, хăçан хупланĕç-ши?
Кирлĕ марччĕ вăрçă-харçă
Нихăш хура халăха.
Тутарне те вăл хăварчĕ
Пинĕн-пинĕн тăлăха.
Çăмăл мар хырçи-марçи те,
Тутарне те вăл хирет.
Акă халь ачи-пăчи те
Ашшĕсем çукран йĕрет.
Вырăспа тус пулмасассăн,
Пурăнсассăн хирĕçсе,
Çĕтĕ ларĕ пирĕн сасă, —
Терĕ мăкшă та ирçе.
Çакăн евĕр шухăшланă
Шур сухаллă ватăсем.
Пăлханмашкăн та чухланă —
Çитеймен хăвачĕсем.
Ухă тытнă мăн йышпа та
Пĕчĕкçĕ ушкăнпала
Сахал мар çĕкленчĕ паттăр
Çапăçмашкăн ханпала.
Ак Ахплат çитсе тустарчĕ
Хан çар пуçĕн хулине,
Тыткăнтан чылай хăтарчĕ
Хĕрсене те яшсене...
Ĕнтĕ çитĕ пуç таймашкăн
Вăр-хурах пек хансене.
Вăхăт пирĕн ал тытмашкăн
Кӳршĕмĕр вырăссене.
Ĕмпӳре ларатчĕ Анчăк:
Хамăр халăхшăн - айташ.
Халăх ыйтрĕ — хăюлланчĕ:
Хан, унпа ан чăкăлташ!
Халăха хаяр тытмашкăн
Хистесе тăрать Хусан.
Хăш-пĕрне тытса хупмашкăн
Хăйрĕ Анчăк, тарăхсан:
«Шутласа та кăлараймăр
Хăвăр мĕн çунтарнине.
Халĕ, — терĕ, — тутансамăр
Сар кĕлетĕн кăварне!..»
Ханăн мăшкăл мелĕ лайăх:
Тиркемест вăл ĕмпĕве.
Ут çине утланмалла-и:
«Чĕркуçлен!» — тет ват пĕве.
Хан вара пусса хăпарĕ
Хул çине те пуç çине.
Чăтрĕ-чăтрĕ — чăтаймарĕ,
Леш каять Мускав енне.
Тукайпа Пике ĕмпӳ те,
Анчăкпа Сарри пекех,
Халь Мускавшăн ĕнтĕ питĕ, —
Ĕç тухмасть капла текех!
II
И Магмет с товарыщи государю били челом от всее Горние стороны, от князей и мурз и сотных князей и десятных и Чувашей и Черемисы и казаков, чтобы им государь гнев свой отдал, а велел оба у Свияжьского города быти; и правду государю на том по своей вере дают, что им от государя и их детем неотступным быти и к Казани от Свияжьского города никак не отложитися...
1551 çулхи летопиçрен.
Халăх кăмăлĕ çемçелчĕ:
Вырăспа ан кĕр тава!
Çур пин çын ытла-тăр элчĕ
Тухрĕ кайрĕ Мускава.
Чăваша пĕрле ăсаннă
Çармăссем те ту енчен.
Вĕсене те хан Хусанĕ
Пуçранах шăлман иккен.
Элчĕсем вара каларĕç,
Пуç çапса Чар Ивана:
— Вилĕмрен пире хăтар эс,
Тайма пуçăмăр — сана.
Ан хăварччĕ ăраскалсăр,
Эс илсем хăв хӳттӳне.
Хамăр халĕ пурпĕр халсăр
Çĕнтермешкĕн хансене.
Чар Иван сăмахĕ çирĕп:
— Пит аван! Пурĕпĕрех
Хусана тĕм-тĕкĕр сирĕп —
Тек ан хиртĕр вăл пире!
Кунĕсем иртсе пыраççĕ —
Вилĕм — пилсĕр хураха!
Ун çывхарчĕ ĕнтĕ каçĕ,
Вăл пыраймĕ вăрăма.
Тайнă пуçăршăн хăтарăп
Виçĕ çуллăх ясакран.
Ĕмĕрлĕх сире халь парăп
Парне хучĕ хам алран.
Хусанпа вăрçма тухатпăр —
Хатĕр тăччăр тĕкĕрçсем.
— Ант тăватпăр: йăлт пухатпăр! —
Тенĕ пирĕн элчĕсем.
Савăнса патша сăй тунă
Атăлçи çыннисене.
Нихăш ĕçкĕ те, ай, унăн
Çитеймен, тет, хальхине.
Патшапа туçи чăвашĕ
Ларнă пĕр кĕрекере.
Ахăр, пулнă юрă-ташĕ, —
Унсăр иртмĕ ĕçкĕре.
Вăл ĕçке тĕнче ăмсанĕ:
Пынă пĕтĕм чăваша
Ут, укçа, тумтир те сăнă
Парнеленĕ, тет, патша.
Хай парне хутне те панă,
Ун пичечĕ — ылтăнран.
Çав хутпа эпир упраннă
Хамăр чун çухаласран.
III
Россия действительно играет прогрессивную роль по отношению к Востоку... Господство России играет цивилизаторскую роль для Черного и Каспийского морей и Центральной Азии, для башкир и татар.
Ф.Энгельс.
Хурахла вĕлересрен те
Саланса пĕтессинчен
Вырăс хӳтлĕх пулчĕ ĕнтĕ,
Чун тухмин чул хушшинчен.
Чул хушши çапах вут мар-мĕн:
Чун пулсассăн — пурăнан,
Вăл, вут пек, йăлтах çунтармĕ:
Тымарна ярса хунан.
Пусмăр пĕлĕтне сиресшĕн
Тус-йышпа пĕрле, чăваш,
Алла-ал нумай кĕрешрĕн,
Тупрăн чĕрлĕхлĕ малаш.
Уçрĕ çулăмлă Октябрь
Çĕнĕ пурнăç хапхине.
Тытрĕ çитмĕл çичĕ паттăр
Танлăхăн тилхепине.
Пурăнатпăр ирĕк, сывă,
Хунамашкăн — анлă çул.
Ыр сунать Совет çĕршывĕ:
Аталан, хастарлă пул!
Хамăр вут пек çунмасассăн,
Çак ĕрчевлĕ тĕнчере
Янăраймĕ пирĕн сасă —
Сирпĕнтĕр вут-хĕм ĕçре!
Авалтан килен хаваллăх
Хупăнмарĕ тупăка.
Туслăха пула халаллă
Хамăра республика.
Уйăх таранах çĕклентĕн
Нишлĕхрен тухса, чăваш,
Кирлĕ мар сана тек ĕнтĕ
Шĕшлĕ-çăпата тавраш.
Сахал мар йăла, ăс-хакăл
Илтĕмĕр кӳршĕсенчен.
Тĕнчене тухмашкăн çакă
Пулăшрĕ пире хальччен.
Пурăнатпăр, тĕрлĕ халăх,
Тус-тăванлă кил-йышра,
Пĕр-пĕрне паратпăр алă
Халĕ аслă вахтăра.
Хăвăртраххăн хăпартасчĕ
Коммунизм керменне,
Хăтлăрах капăрлатасчĕ
Тул енне те шал енне!
Савăнса паян курах тăр:
Мĕскĕн сухапуçĕ мар —
Чăвашьен, хăватлă трактор
Пулчĕ санăн çĕн сăнар.
Чăвашлах пуплетĕп эпĕ,
Кĕнеки пур чăвашсен.
Çĕр пинтен чакман хисепĕ
Хамăр тенĕ сăмахсен.
Пирĕн сассăмăр ян! кайрĕ
Парижпа Цейлон таран.
Ялкăштăр хĕрӳ кăварĕ! —
Тĕнчене савăнтаран.
Е хăна-вĕрле пухатăн —
Чăвашла юррах илтен.
Иксĕлмен-ха, — шухăшлатăн, —
Пирĕн юрă çĕр пинтен.
Çырмаран тухса, хăлатăн
Вăл çул тытрĕ çĕр тавра.
Эс ăна савса тăнлатăн
Çывăхра та аякра.
Кам кăна паян иленмĕ
Пирĕн тĕрĕ эрешне? —
Çĕр пин тĕррĕн чĕр илемĕ
Çухатман пĕлтерĕшне.
Тĕрĕрех, иккен, упраннă
Авалхи ĕлккен тĕнче.
Тухьяпа масмак-сурпанăн
Имлĕх пур — илемĕнче...
Сахал мар çăлса хăвартăн,
Хĕн килсен пире, Мускав,
Шанчăка тӳрре кăлартăн,
Уншăн халĕ пысăк тав!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...