Валентин Николаевич Константинов 1958 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче çуралнă.
Чи юратнă теттисем унăн хут, кăранташпа ручка пулнă. Вĕсенчен вăл нихăçан та уйрăлман. Тăван ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкупа çӳренĕ чухнех Валентин тавралăх илемне ытараймасăр, юратнă çыннисемпе тата чĕр чунсемпе киленсе Вăрнар район хаçатне тата республикăри «Пионер сассине» сăвă-калавне ăсатнă. Кĕçĕн Кипекри ватам шкулта вĕреннĕ чухне çырас ăсталăхне татах та ӳстернĕ. Каярахпа Валентин ăсталăхне Чăваш патшалăх университечĕн тата Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ университетăн журналистсен факультечĕсенче туптанă.
Халĕ Валентин Николаевич Куславкка районĕн «Ялав» хаçат редакцине ертсе пырать, республикăра тухса тăракан хаçатсемпе, «Капкăн» «Тăван Атăл» журналсемпе тачă çыхăну тытать. 2006 çулта «Шурă тӳпери шурă çурт» ятлă саввисемпе калавĕсен пуххи пичетленсе тухнă.
Хайлавĕсем
Хушма каçăсем
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...