Çăлăнăç
Петĕр Хаваскин Вăрмар поселокĕнчи «Ял техникинче» ĕçлет. Ялтан çӳрет вăл кунта. Ирхине ирех килтен тухса утать, пуйăс çине ларать те станцăна çитет. Кун каçа машина-трактор юсать, ĕç пĕтерсен каллех станцăна васкать. Пĕр ик-виç çул та мар, çирĕм-вăтăр çул çапла пурăнать. Хăнăхнă ĕнтĕ...
Хаваскин чăн-чăнах хаваслă çын. Яланах йăл кулă унăн пичĕ çинче. Нихăçан та хуйхăрса-кулянса ларнине курман ăна юлташĕсем. Сăмах урлă — шӳт те кулăш унăн. Виле пытарма кайсан та хăш чухне чăтса тăраймасть, шӳтлесе илет-илетех. Тата... Питĕ тавçăруллă, мур илесшĕ! Вутра та çунмастъ, шывра та путмасть!
Слесарь пулнă май Хаваскинăн эрех-сăра ĕçкелесех тăма тиврĕ пĕр вăхăт. Юсав ĕçĕ пĕтерсе аллине çума ĕлкĕрнĕ çĕре сĕтел çине кĕленчепе çăкăр татки тухса та выртаççĕ. Хирĕçлеймест Петĕр, янклаттарать хаяр шĕвеке çăвара.
Киле çитсен арăмĕ кăмăлсăртараххине асăрхать-ха вăл, анчах шӳтлекелет, пырса тĕрткелет те ăна, лешĕ çемçелет вара, мăкăртаткалать те лăпланать.
Пĕр каçхине яланхиллех Хаваскин «Ял техникинчен» юлташĕсемпе, хальхинче лайăхах хĕрнĕскерсемпе, урама тухрĕ. Хăйĕн куçне хăй ĕненмерĕ: пысăк хапха умĕнче арăмĕ тăра парать. Пулман кун пекки ĕмĕрĕнче!
— Сана илме килтĕм, алкаша! — çухăрчĕ Çинкка.
Хăть çĕр тĕпне анса кай, намăс вĕт-ха Петĕре юлташĕсен умĕнче. Ялан хаваслă сăнĕ унăн тӳпери хура пĕлĕтрен те тĕксĕмрех курăнчĕ.
Сăмах чĕнмесĕр станцăна танккарĕ.
Çинкка пĕр чарăнми хăйĕн «кĕнекине» вуларĕ. Тĕл пулакансем, пурте тенĕ пекех Петĕре паллакансем, питĕ тĕсесе пăхса иртсе кайрĕç.
Станцăна çитсен те арăмĕ чарăнма пĕлмерĕ. Кунта вара çур поселок пухăннă тейĕн, пурте ялĕсене, килĕсене каяççĕ. Чăтаймарĕ тек Петĕр, пĕррех шанлаттарса пачĕ арăмне!
— Кăравул! — кăшкăрса ячĕ Çинкка. — Вĕлерет!
Унччен те пупмарĕ (Çинкка кăравул кăшкăрасса кĕтсех тăнă тейĕн), икĕ милиционер вĕсем патне васкаса чупни курăнчĕ. Петĕр, ялан тем тĕрлĕ пăтăрмахран та тип-типĕ те тап-таса çăлăнса тухаканскер, хăй те сисмерĕ, чукун çул çине тăсăлса выртрĕ, аллисемпе рельсăна çатăрласа тытрĕ.
— Тăр, шуйттан! — кăшкăрчĕ пĕр милюционерĕ. — Атту...
Петĕр тăма пач та шутламарĕ.
— Çук! — терĕ вăл. — Нихăçан та тăмастăп! Пуç урлă пуйас чупса каçсан та — тăмастăп!
Милиционерсем хыçалтан та тапса пахрĕç, аллисене те рельсăран вĕçертме тăчĕç — вăйĕсем çитеймерĕç. Арăмĕ çывăхра ăшĕнче Петĕрĕшĕн мухтанса тăчĕ...
Кĕç тата пуйăс килни курăнчĕ. Çамрăк милиционерсем: «Тăр хăвăртрах, чăнласа калатпăр, тивместпĕр, пуйас айне пулатăн ак», — терĕç те аяккарах кайса тăчĕç.
Петĕр чукун çул çинчен çĕкленчĕ те силлекеленçи турĕ, вакун çине ларас умĕн милиционерсене алă сулчĕ.
— Çăлăнăç вăл яланах пур! — хытах пуплерĕ вакунра. Те хăйне каларĕ çак сăмахсене, те арăмĕпе пĕлекен-тăвакансене.
Çакăн пек мыскара хыççăн Петĕр Хаваскин эрех-сăра мĕнне вуçех манчĕ. Ĕçмест. Çаппипех хаваслă. Арăмĕ те хаваслă.
— Чи пысăк çăлăнăç — эрех тыткăнĕнчен хăтăлни, — тет вăл халĕ юлташĕсене.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...