Çул çинче


— Шеллеп, тесе çырать. Мĕнле пек сана, Ерхип?

— Шеллени аван ĕнтĕ вăл.

— Ыйткалана, чăлаха, чирлĕ çынна шеллеççĕ ăна. Вăт, калăпăр. сан пеккине! кукăртарах хулăм пӳрнине тăсса кăтартрĕ вăл. — Эпĕ чăлах тавраш мар, шеллени те кирлĕ мар мана! Унтан çăвар тулли тĕтĕм сывласа илчĕ те, мăрье пек, çӳлелле вĕрсе кăларчĕ. — Юрату кирлĕ мана, шеллӳ мар, ю-ра-ту-у! Ăнланатни?

— Пурпĕрех мар-и вăл? — ăнланаймасть Ерхип.

— Ыттишĕн епле пулĕ те, маншăн апла мар.

Ерхип, шăналăк пек хура хутаççине салтса, типсе кайнă çăкăр татăкĕ илчĕ те, шап-шур пӳличчен тавар сапса, чаплаттарса çиме пуçларĕ. Чăмланă чух унăн янах шăммисем, чавса шăмми пек хирĕлсе тухса, унăн ахаль те илемсĕр, сархайнă сăн-питне сăнсăрлатаççĕ.

— Вилсен час çĕрес мар тетĕн-им? Хе-хе-хе.

Ерхип ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, шăмарса çеç, шывланса, пӳрленсе тăракан куçĕсемпе пăхса илчĕ. Урттемей çынна тăрăхлама юратнине пĕлет вăл, камĕрта пĕрле ларнă чухне хăнахнă Ерхип.

Çак чух сывласа ларакан Ерхип çын вĕлернĕ тесен, никам та шанас çук, анчах вăл тĕрĕс: çын вĕлернĕшĕн ларнă вăл тĕрмере. Ĕçкĕре... ĕçкĕпе пулнă. Сăмах çине сăмах, тавлашса хирĕçсе кайнă, çапăçма тытăннă. Аллине хуçăк турта епле çакланнине астăваймасть вăл (пит ӳсĕр пулнă). Мирун «Ах!» тесе тĕшĕрĕлсе аннине çеç астăвать. Унтан сут, сут хыççăн — тĕрме.

Урттемей — лаша вăрри. Хуçа патĕнче, пуян çын патĕнче тарçăра ĕçлесе пурнатчĕ вăл. Пĕрре çапла хуçи вăрçсан, ăна çиленсе çитнĕ те, çĕрле ун рысак лашине вăрласа тарнă. — Кун панче ĕçлесе пурăнсан, нихçан та çын шутне кĕрес çук, — тенĕ вăл. — Вăрлас!

Хăшĕ темиçе лаша вăрлать — çакланмасть, ку малтанхинчех çакланчĕ. Ялне таврăнсан, малтан ăна ялĕпе ислетрĕç, унтан аллисене хыçалалла çыхса халăх пӳртне хупса хучĕç. Унтан — сут, сут хыççăн — тĕрмене. Икĕ çул та сакăр уйăх хушшинче арăмĕ пĕрре, пасар майĕ, кĕрсе тухрĕ.

— Шеллетĕп сана, — тет. — Хм. Шел-ле-тĕп! Урттемей чикарккине туртса пĕтерчĕ те юлашки хут çăвар тулли йӳçĕ хаяр тапак тĕтĕмне ĕмсе илсен, чикаркки тĕпне ывăтса ячĕ. Вутлă чикаркки сывлăшра пĕкĕ пек кукăр туса ешĕл курăк çине кайса ӳкрĕ.

— Е-ех, аван-çке вăрманта! Аван вĕт е?

— Мĕн аванни пур вара?

— Тĕрмере аван-им? Кай эппин каялла?

— Ан асăн, тархасшăн, ан асăн ун çинчен! Кха, кха, кха! Кхе, кхе, кхе! Тьфу-у! — сурса пăрахать Ерхип хурă сурчăкне.

Вăхăтран вăхăта килекен ăшă çил тутлă шăршă ытам тулли парса хăварчĕ.

— Мейĕр, шел мар.

Урттемей, тутлă сывлăша ытараймасăр, пĕтĕм кăкăрĕпе сывлать, çăм тухса тулнă сăмси шăтăкĕсене пуç пӳрне кĕрет — пысăк шăтăксем. Аслати авăтни илтĕнсе кайрĕ; хĕвеланăç енчен хура пĕлĕт хупласа килет. Хĕвеле хупласшăн пулас, унталла васкать.

Пĕр ушкăн чĕкеç вĕсем мĕн шухăшланине килсе пăхса кайрĕç, аялтанах, шалча пек ларакан Ерхип пуçне кăшт кăна сĕртĕнетчĕç.

— Мĕн тейĕç-ши мана ялта? Арăм мĕн тейĕ-ши е?

— Мĕн теччĕр... ристана мĕн теччĕр... ристан тейĕç, тата мĕн калаччăр, — чаплаттарать çăкăрне Ерхип.

Урттемей тепĕр май, — хырăмĕ çине çаврăнса выртрĕ, çĕтĕк шăлаварлă хулăм урисем пĕрене пек выртаççĕ. Вăл икĕ аллине те чăмартаса чăмăркка çине янаххипе тайĕнчĕ те чăтлăхалла пăхса выртать.

— Кук-ку, кук-ку! — таçта кулянса авăтса ларать куккук. Пĕрре çывăхрах, çумра пекех илтĕнет, тепре пит инçе пек туйăнать. — Кук-ку, кук-ку!..

Урттемей хăй кунта выртать пулсан та, шухăшĕ, чĕри — килте. Ĕçшĕн, хресчен ĕçĕшĕн аллисем, çак пуслăх пек хулăм аллисем кĕçтеççĕ. Пĕр çул та ултă уйăх каннă юнĕ вылять, арăмĕпе тăватă çул çеç пурăннă, халь вăй питти çын — вăтăр виççĕре.

Ларнăранпа хĕрарăм курман. Киле таврăнсан, çак аллисемпе, хулăм аллисемпе ыталать вăл арăмне, ыталать те чуп тăвать, икĕ çул ытла хĕрарăм курман. Анчах... анчах арăмĕ мĕнле пăхĕ ун çине? йышăнмасан ăна? Ма ларнă вăхăтра килсе чуна пусармарĕ вăл? Ялта ун патне кĕтӳç çӳрет тени илтĕнчĕ. Тĕрĕс те-и, тен? Шанма çук, Урттемей выçă кашкăр пек шăлне шăтăртаттарса илчĕ.

Ерхип хутаçне çыхать — çисе тăраннă. Арки çинчи тĕпренчĕксене типшĕм алли çине пухрĕ те, çăварне пысăк карса, тĕпренчĕксене сапрĕ.

— Ну сăпаççипă турра, тăрантăм.

— Ывăнас ан пул урăх! Çĕрĕпе, ниçта чарăнма... — каласа пĕтереймерĕ сăмахне Урттемей. Вăрманта юрланă сасă, хĕр сасси:

 

Чăн тӳ-пе-ре çич çă-ă-лтă-р та-а,

Чăн тӳ-ӳ-пе-ре çич çă-ăл-тă-ă-р!..

 

— Утăпăр майпе, — тăма тытăнать Ерхип, хутаççине çурăм хыçне çакса — çитĕ кану!

— Чарăн! Сассу ан пултăр! — Аллипе юнаса кăшкăрса пăрахрĕ ăна Урттемей. — Итле!!

Ерхип хăранипе йăпшăнса ларчĕ. Урттемей çине тĕлĕнсе пăхать. Лешĕ, куçĕсене хăпартмасăр, сасă илтĕннĕ çĕрелле, пĕр сиккеленмесĕр, тилмĕрсе пăхать; хăмаç пек хĕрелсе кайрĕ, пăхать, куçĕсене илмесĕр пăхать малалла.

Чечексемпе илемленнĕ уçланка шурă кĕпеллĕ, лĕпĕш пек шурă хĕр, калама çук хитре хĕр, вăй кĕвви каласа тухать. Урттемей пĕр шуралать, пĕр хĕрелет; кушак шăши тухнине сыхласа выртнă пек, пĕр сиккеленмесĕр, хăрушшăн пăхать вăл Ульккаçа. Мĕнле шухăшсем «ухтараççĕ-ши» унăн арпус пек çаврака пуçне? Çăварĕнче сурчăкĕ типнипе, вăл тутисене ĕне пек çулласа илчĕ. Нумайччен пăхса выртрĕ вăл ним чĕнмесĕр, пĕр сиккеленмесĕр. Ерхип унтан тĕлĕннĕ, вăл ăна пăхать, ун шухăшне ăнланасшăн.

— Мĕн пулнă кăна?

Тăма хăтланчĕ Урттемей, каллех выртрĕ. Куçĕ умĕнче вăрăм курăк кансĕрлесе ларать, вăл ăна темшĕн чĕтрекен аллипе татса ывăтса ячĕ пĕр айккинелле. Шăши сыхлакан кушак пекех, пиншакĕ те сăрă...

— Мĕн пулнă кăна?

Вăрманта вĕçен кайăксем пĕр-пĕринпе хăйсен чĕлхипе калаçса савăнаççĕ. Вăрман савăнать, вăрман шавлать.

— Кук-ку, кук-ку!.. Асту! ассту! ассту! — илĕртет такама пĕр вĕçен кайăкĕ.

Ульккаç сасси шăпчăк сасси пек янрать вăрманта.

Акă вăл чечек татма пĕшкĕнчĕ те, унăн çамрăк кăкрисем тата ытларах палăрма пуçларĕç, çиттуни çĕре тивет, чечексемпе чуптăвать.

— Аха! — терĕ Урттемей. — Аха!

Ульккаç ним пĕлмесĕр, нимĕн шухăшламасăр васкаса утма пуçларĕ. Ешĕл курăк ăшĕнче шурă лĕпĕш пекех курăнать Ульккаç.

Урттемей сиксе тăчĕ. Ерхип ун шухăшне сисрĕ пулмалла.

— Мĕн кирлĕ мара... Урттемей! Урттемей! — тесе кăшкăрса юлчĕ вăл. Нумай кирлĕ-им Ерхипе? Урттемей кăшт тĕртсенех, йăванса юлчĕ Ерхип.

Ульккаç унталла-кунталла çаврăнкаласа пăхрĕ те йывăçсем хушшинчен ун патнелле пĕр çын, хăрушă çын пынине курах кайрĕ.

— Ай! — кăшкăрса ячĕ вăл шăнкăрав пек сассипе! Умĕнче чечексем выртаççĕ, кам пăрахнă, кам татса пăрахнă вĕсене? Астумасть вăл хăранипе хăех аллинчи чечекне пăрахнине. Сенкер куçĕсем унăн тем пысăккĕш, анчах темме курми пулчĕç. Пуçĕ çаврăнса кайнипе вăл чут çеç ӳкетчĕ, халь те йывăçран тытса ĕлкĕрчĕ.

— Ай турă, мĕнле çын ку? Мĕн тăвасшăн ку этем, тискер кайăк манерлĕ этем? Тарас пулать, чупас пулать. — Анчах вăл виç-тăват чалăш та чупаймарĕ, такам кĕлещепе хĕстернĕ пек хĕстерсе илчĕ.

— Кăравул! Рас... — кăшкăраймарĕ, ун çăварне хупланă. Такам ăна ыталаса илнĕ, кăкăрне йăвалать, питне чуптăвать.

Тапаланать, чăх чĕппи хурчка аллинче çапкаланнă пек, çапкаланать Ульккаç, анчах Урттемей аллисем тимĕр кĕлеще пек. Çавра çил-и, тăвăл-и ăна çĕре çĕклесе çапрĕ. Чĕри сиксе тухас пек тапать.

— Ах, о-ох! — хаяр сассипе кăшкăрса ячĕ вăл.

— Ан кăшкăр, чорт! — илтет вăл хăлхи айĕнчех...

Тепĕр ирхине ирех N ял çынни, вăрманпа пынă чух инçетренех ватă юман çинче шап-шурă япала çакăнса тăнине курать.

— Çын вĕт ку, çын!

Çав ватă юман тĕлĕнче çăхансем çаврăнса вĕçсе çӳреççĕ.

— Хĕр вĕт ку, хĕр!

Хăранипе пырса пăхмасăр яла чупать. Ватă юман турачĕ çинче çакăнса тăраканни — Ульккаç пулнă. Намăса чăтаймасăр, вăл çакăнса вилнĕ.

■ Страницăсем: 1 2

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: