Виталий Юмарт (Виталий Семенович Чекушкин) 1930 çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Тури Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1955-1960 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Институт хыççăн Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнче 40 çул ытла шкул ĕçĕнче тăнă. «РФ çут ĕç отличникĕ» паллине, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ятне илме тивĕç пулнă.
Литература ĕçне Виталий Юмарт ятпа институтра вĕреннĕ чухне тытăннă. Сăввисене «Татăлми ĕмĕт» кĕнекере («Çул курăкĕ» пуххи) пичетлесе кăларнă. В.Чекушкин литература пĕлӳçи пулса Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Геннадйй Айхи пултарулăхне тĕпченĕ, 60-70 çулсенче палăрнă сăвăçсен пултарулăхне тишкернĕ. Вăл чăвăш шкулĕсенче 11-мĕш класра литературăна вĕренмелли кĕнеке (Г.Хлебниковпа пĕрле) тата хрестомати хатĕрленĕ.
СССР писателĕсен союзĕн членĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...
Питĕ килĕшрĕ ...