Анатолий Семенович Смолин Куславкка районĕнчи Шăнчас ялĕнче 1957 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă.
1957 çулта Кармăшри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул çар хĕсметĕнче тăрать. Унтан таврăнсан Куславкка районĕнчи «Ялав» хаçатра, район культура пайĕнче ĕçлет. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн чăваш литератури кафедринче вăй хурать, унтан вунвиçĕ çула яхăн «Çилçунат» журналта ĕçлет, юлашки тăватă çулĕнче — тĕп редактор. Поэт пĕр вăхăт ЧР Президенчĕн аппаратĕнче ĕçленĕ.
Анатолий Смолин çыравçă пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл публицистикăра та, лирикăра та, куçару ĕçĕнче те ăнăçлă ĕçлет. Унăн пултарулăхне чăваш композиторĕсем те килĕштереççĕ: Ф.Лукин, П.Федоров, А.Асламас, Ю.Кудаков, Г.Маркиянов тата ытти композитор ун сăввисемпе сахал мар янăравлă та çепĕç юрăсем кĕвĕленĕ.
А.Смолин — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
Çеçпĕл Мишпга ячĕллĕ тата ытти преми лауреачĕ.
А.Смолинăн «Çаврăм» (1991), «Кĕтрет кĕтесĕ» (1994), «Çӳретпĕр Çеçпĕл çулĕпе» (1999) тата ытти сăвă пуххисем тухнă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...