Пире ыр сăмах кирлех


Анатолий Филиппов тусăма сума

Тăванăм, юлташăм, аташăм,

Пускилĕм, ĕçтешĕм — эсех,

Эпир пурăнмастпăр пайташăн,

Пире ыр сăмах кирлĕрех!

Пире кирлĕрех çирĕп туслăх

Тата пĕр-пĕрне ăнланни,

Ун чух пусас çук чуна тунсăх,

Пăчланмĕ пач пурнăç ани.

Тăрсассăн ирпе илĕм-тилĕм,

Хавассăн тухсассăн сада,

Тÿрех шутласа, тусăм, илĕн:

Мĕскер пире кирлĕ тата?!

Хĕвел хĕрӳрех пăхнă çемĕн,

Савса çупăрланăн çĕре,

Чунра çуралать çĕнĕ çемĕ —

Чĕремçĕм чĕнет çĕн ире!

...Пулсан та тĕнчи урлă-пирлĕ,

Калаймăп тата вирлĕрех:

Пайти те, паллах, пире кирлĕ,

Çапах ăш сăмах кирлĕрех!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Витя (2009-04-10 15:54:30):

Тĕлĕнмелле лайăх çыратăр. Сирĕн ытти сăввăрсем те вăйлă.Чăнлăхлă вĕсем.

 

8 906 3766094 (2018-04-15 03:03:46):

Эпĕ килĕшме килĕшетĕп Витя каланипелен, туслăх халь ĕлĕкхи пекрехех мар пек çав. Пайташăн анчах туслашни ытларах пек. Савă лайăх çырăннă. Ахальтен мар пуль çав... Кирлĕ сăвă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Влад Маскай (2019-04-27 03:40:08):

Анатолий Смолина пĕрре мар итленĕ эпĕ те, унăн хĕлхемлĕ сассипе хăй сăввисене вуланине: пысăк аудиторисенче, Пушкăртстанри сăвăçсен конкурсĕсенче. Питĕ пулнă, хастар, талантлă çын пек астуса юлнăччĕ ăна çавăн чухне. "Пире ыр сăмах кирлех" ятлă сăвă та янравлă. Мĕншĕн-ши пире çынсем ырлани кирлĕ? Мĕн валли вăл? Коллекци валли-ши хăшпĕрне? Пур çав çак пулăмăн та вăрттăнлăхĕ. Пурах - вăл чăвашсен те, ытти халăхсенче те - пĕр хаклăран та хаклă ыйтăва хурав парса пурăнни пурнăçра: "усăллă ĕç тавайрăп-ши, пулчĕ-ши,- текен ыйту. Ыйтăвĕн уссии мĕнре-ши? - вăтанма пĕлнинче, çынсем куласран хăранинче,- тесшĕн эпĕ. Çак туйăм калама кăна çамăл туйăм, анчах та пурнăçлама - сĕре те хĕн ăна. Хĕнлĕхĕ менре? "Пите кĕççе çĕленинче, йĕркелĕхе ывăтса янинче. Çак туйăма ачаранах вăратсан, вăрлакан та пулмĕччĕ, "шашлăк тума уçăлса çӳркен ватăран унăн йăттине вăтăракан та пулмĕччĕ".

"Менеджемент варттăнлăхне алла илекенсен кунашкал туйăмĕ(вăтанма пĕлни) нихăçан та вăранас çук",- текенсемпе килĕшетĕп эпĕ. Эсир мĕнле шухăшлатăр, Чăваш Енсем?!

 

Галина Зотова (2022-04-01 14:29:21):

Тĕрĕс палăртать поэт: пурнан пурнăçра ăш сăмах кирлех!Ăш сăмах хавхалантарать, пурăнма вăй-хăвать парать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: